Ҫак сӑмахсене малтанхи хут нумай ҫул каялла филологи наукисен докторӗ Юрий Артемьев профессор каланӑ.
Тӗрессипе вара ҫавӑн евӗрлӗрех калакансем (урӑх халӑхсем тӗлӗшпе) татах та пулнӑ. Чӑн малтанах кунта Грузири мухтавлӑ философа Мераб Мамардашвилие асӑнмалла. "Каждый грузин - государство само по себе, каждый - царь, он не может подчиняться другому," —ак мӗнле илтӗнеҫҫӗ вӑл каланӑ сӑмахсем, грузинларан вырӑсла куҫарсан. http://www.c-cafe.ru/days/bio/27/018_27.php
Нумаях пулмасть Лингвофорумра "Каждый башкир —сам себе академик" тенине курнӑччӗ. Кайран тепӗр хут шыраса пӑхрӑм — тупаймарӑм. Тата каярахпа, тен, тупӑнӗ-и-ха.
Мамардашвилие илес пулсан, вӑл МГУра Михаил Горбачёвпа пӗрле вӗреннӗ. Ҫывӑх туссем пулнӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Вăт мĕнле шухăш çак "сайтçăна" вуланă хыççăн. Хăйĕн Босĕн (Boss) ятне ярать вĕт ами ку ача! Леш УАЗпа турттарса çÿренинне!
Варам Улатимар:"Мĕн каласшан -ши ку темапа?" Юрий Артемьев профессортан ыйтăр, мĕншĕн вăл çапла каланă: "Кашни чăваш — хăех патша". Тата унран çакна та ыйтма пултаратăр: "Илле ĕçĕ" тĕлĕшпе "экспертиза" (?) хатĕрлес ĕçе вăл чăнах та хутшăннă-ши? Е ку усал чĕлхесем саракан элек çеç?
Вихтăр // 3913.58.4645
2013.11.14 10:31
Сăмахсене унталла-кунталла куçармасăр çырма çук-им? Акапасар çырнине ăнланма çук:пĕр тема çинчен тепри çине,то BOSS унăн, то Ю.Артемьев. " "Кашни чăваш — хăех патша""-тесе çыраканни Артемьев пулман-тăр, вăл халăх сăмахĕ.Тăнлă халăхăн тăнлă улăпĕсем пулнах ĕнтĕ.
Васса // 2901.32.2659
2013.11.14 12:40
Эп ăнланнă тăрăх "Кашни чăваш хăех патша" тени чăваш çыннине лайăх енчен кăтартмасть, чăваш çын каланине итлемест,вырăна хумасть,никампа та канашламасть,вăл хăйне çеç ăслă тесе шутлать, ыттисем уншăн никам та мар, чылай чаваш чанахах та çавнашкал....
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.14 13:03
Во! Во! Эпе те савнашкалах шухашлатап, Васса. Кашниех патша пулма пусласан, кашни патша хай терле савартарма пусласан-петре пурнас....
Тишкертĕм те, «Кашни чăваш хăй патша» тенине чи малтан Голошев (2003) пухнă кĕнекере пичетленĕ иккен. «Ваттисен сăмахĕсем» кĕнекере çăлкуçне çапларах кăтартнă.
"Кашни чăваш — хăех патша""-тесе çыраканни Артемьев пулман-тăр, вăл халăх сăмахĕ.
---
хăш-пĕр сăмахсем чăннипе каласан ытлашши авалхиех те мар. Эпир вĕсене хăнăхни вĕсене ытлашшиех аваллатсах каймасть ĕнтĕ. Хăш-пĕр терминсенех илес — эпир халь вĕсене чăн чăваш терминĕ тетпĕр пулин те, вĕсене 1920–1930-мĕш çулсенче çеç чĕлхене кĕртнĕ. Ку каларăш та ытлашшиех ватă пулмасса пултарать. Юрий Артемьевăн сăмахĕ пулсан эпир унран туртса илме пултараймастпăр.
Якур // 4894.5.9318
2013.11.14 16:31
"Ку каларăш та ытлашшиех ватă пулмасса пултарать. Юрий Артемьевăн сăмахĕ пулсан эпир унран туртса илме
пултараймстпăр."-пултăр Ю.Артемьев пуххинче пĕрремĕш хут. Ĕç унта мар.Чăнах та пĕр çын тавра пуçтарăнма пĕлимаспăр эпир.Вара пуласлăх иккĕленÿллĕрех пирĕн. Кунта АКасапар пек хитрелетсе каласан та усси пулаймĕ-халăх шăпине виртуаллă майпа татса пама çук, реальный майпа анчах.
Admin:"Тишкертĕм те, «Кашни чăваш хăй патша» тенине чи малтан Голошев (2003) пухнă кĕнекере пичетленĕ иккен. «Ваттисен сăмахĕсем» кĕнекере çăлкуçне çапларах кăтартнă." Юрий Артемьев профессорăн "Кашни чăваш - хăех патша" текен статйи "Хыпар" хаçатра 2003-мĕш çулчченех пичетленсе тухнă. Тен, май пулсан, малашне номерне тупса катартăп...
Вихтăр"Кашни чăваш — хăех патша""-тесе çыраканни Артемьев пулман-тăр, вăл халăх сăмахĕ." Архивсенче çав каларăша тупса палартиччен ăна Артемьевăнах тесе шутламалла.
Акасапар каллех жгет.Какая разница:малтан Артемьев е Ашмарин,Хусанкай е Туркай каланă "Кашни чăваш - хăех патша"-тесе.Тĕп япала:пирĕн "Кашни чăваш - хăех патша"-пулма пăрахмалла,опровергнуть тумалла ку калавăша.Кашнин хăйĕн çав енпе утăмсем тумалла.Акасапар теперь ÿксе виличченех çав темăна аталантарма тăрăшать.