Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Кашни чӑваш — хӑех патша

Agabazar07.11.2013 17:4219101 Пурĕ пăхнă

Ҫак сӑмахсене малтанхи хут нумай ҫул каялла филологи наукисен докторӗ Юрий Артемьев профессор каланӑ.

Тӗрессипе вара ҫавӑн евӗрлӗрех калакансем (урӑх халӑхсем тӗлӗшпе) татах та пулнӑ. Чӑн малтанах кунта Грузири мухтавлӑ философа Мераб Мамардашвилие асӑнмалла. "Каждый грузин - государство само по себе, каждый - царь, он не может подчиняться другому," —ак мӗнле илтӗнеҫҫӗ вӑл каланӑ сӑмахсем, грузинларан вырӑсла куҫарсан. http://www.c-cafe.ru/days/bio/27/018_27.php

Нумаях пулмасть Лингвофорумра "Каждый башкир —сам себе академик" тенине курнӑччӗ. Кайран тепӗр хут шыраса пӑхрӑм — тупаймарӑм. Тата каярахпа, тен, тупӑнӗ-и-ха.

Мамардашвилие илес пулсан, вӑл МГУра Михаил Горбачёвпа пӗрле вӗреннӗ. Ҫывӑх туссем пулнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Вихтăр // 1163.17.7659
2013.11.09 17:36
Паллă ĕнтĕ:наци лидерĕсем Акапасар тата Илле Иванов. Вĕсем яланах кĕрешÿре, урамра тата халăх хушшинче. Вĕсене халăх чыслать,хисепе хурать.
Agabazar // 2808.78.3861
2013.11.09 20:27
Agabazar
Ак кунта Ефим Н. килет те Распуй! кăшкăрма пуçлать: каллех Илле-паттăр Арсентьевич Иванова туртса кăларнă тесе...
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.10 10:25
Может Акасапар чăвашсен патши тесен Ефим Распуй! кăшкăрма пуçламасть. Тавай Акасапара чăвашсен патшине, наци лидерне тесе тахçанах сăмах кăларнĕ. Анчах Акасапар килĕшместь, рак пек каялла чакать-ку яваплă япала иккенне чухлать пулмалла.
Agabazar // 3953.54.5396
2013.11.10 18:42
Agabazar
"Кашни чăваш —хăех патша" текен каларăш (Ю.Артемьев) ÇЫН СĂМАХНЕ ХĂЛХАНА ЧИКЕСШĔН МАР ТАПАÇЛАНАКАНСЕНЕ ПИТЛЕТ.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 09:57
"ÇЫН СĂМАХНЕ ХĂЛХАНА ЧИКЕСШĔН МАР ТАПАÇЛАНАКАНСЕНЧЕН" пĕри Аккасапар пулса тăрать.Хăй ЧĂВАШ ХАЛĂХ ÇУРТĔНЧЕ куллен-кун мĕн пулса иртнине чухлимаç, е пĕлменçи тăвать.Татах çынсене халапсемпе тăрантарать.Малтан Арххиппоффпа ларса пĕр пулштух ĕçсе яр(хăв ĕçмесен те пултаран),итле вăл мĕнле "тарăн шухăшсемпе"пурăннине,курса савăн "Оливье" салат ăшне мĕнле ÿксе канлĕн çывăрнине-вара санпа малалла поплеппĕр!
Agabazar // 7147.1.8182
2013.11.11 14:43
Agabazar
Мана Геннадий Арххиппăфăн "тарăн шухăшĕсем" ним тума та кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен вăл — "частное лицо".
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 17:11
Ай-уй как перевернулся Акасапар.Нумай пулмаç Архиповпа пĕр урапа çинче марччĕ-и? Мĕншĕн тапса ямалла-ха пурнăç серепине лекнĕ "наци лидерне", тем более эс çыраттăн: " Архипов 15 çул хушши чăвашлăхшăн сывлăхне шеллемесĕр кĕрешнĕ"-тесе. Мĕнле вара ку "частное лицо",вăл ЧНК-ан хисеплĕ элтеперĕ(по версии Акасапарских кумиров) мар-и? Ай-яй-яй!
Agabazar // 3244.83.4905
2013.11.11 17:27
Agabazar
bor1959:"Архипов 15 çул хушши чăвашлăхшăн сывлăхне шеллемесĕр кĕрешнĕ"-тесе." 15 çул мар, 25 çул.

хальхи вăхăтра Арххиппăф "частное лицо". "Хисеплĕ президент" пĕрре çеç. Вăл — Атнер Хусанкай. Анчах вăл та — "Частное лицо".
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.11 17:47
Акасапар,маншăн пулсан хуть 45 çул тесе çыр.Эп Кашни кун тенĕ пекех курнă ун кĕрешÿне.Çÿçсем тăрмаланнă,шăлаварсем вараланнă-çавăн пек феномен(как черт из табакерки) тухса тăчĕ А.Г.Николаевпа сывпуллашакан траурлă процесси хушшине çав "кĕрешÿçĕ" силуэчĕ.Çавăн пек сценăсем пайтах.Ку кĕрешÿ саманчĕсем пулсан,кану саманчĕсем мĕнлерех пулнă-ши?
Agabazar // 6265.8.4276
2013.11.11 21:06
Agabazar
Акапасар сирĕншĕн "эсĕ" мар.

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj