Петюк пичче // 4186.57.1361
2013.12.27 22:30 | |
Аре. Юр хырасси Agabazarа тивĕçлĕ еç мар! Апла иккен! Еç çынна илем курет, нимĕнле ĕç те алă çумне çыпаçмасть тееççĕ. Компьютер умĕче ларнă чухне Agabazar кутне шăрпăк кĕтĕр! | |
Agabazar // 4026.06.7415
2013.12.28 00:14 | |
Юр хырас тата тислĕк хырас ĕçсене Акапасар юратать çеç мар, хушăран хушă пурнăçлать те.
Анчах та çавнашкал ĕçсемпе çеç чăваш пурнăçне майлаштарса яма çук. Ыттисен сумлă, престижлă, пысăк пайта кĕртекен ĕçсене тумалла та, чăвашăн вара пăх хырса çÿресен те çитет-шим? Çук, хамăн халăха эп унашкал шăпа сунмастăп! | |
Тимӗр // 2338.0.9813
2013.12.28 21:56 | |
Акапасар,ухмаха ан пер.Никам та сĕнместь халăха çав ĕç шайне кăна антарса лартмалла тесе.Вула БОР мĕн çырнине тепĕр хут.Ирех тăрса юр хырать вăл.Кайран ĕç вырăнĕнче.Пушă вăхăтра чăвашсем ирттерекен тĕрлĕ пухусене ĕлкĕрет.Укçа тÿлемеççĕ ăна чăвашлăхшăн тăрăшнăшăн. | |
Agabazar // 9987.4.6323
2013.12.28 23:11 | |
Ну, хытă савăнтартăр, Тимер юлташ. :-)
Атту эп хăраса ÿкнĕччĕ "бор" пуйса каясран. Слапух Турра, ăна пĕр пус укçа та памаççĕ иккен. Ĕнтĕ тинех кăмăлăм тулчĕ. :-) Тĕрĕс, ма памалла чăвашлăхшăн тарăшакансене укçа-тенкĕ. Выçса вилччĕр эппин вĕсем пĕреххут: хăйсем те, ачи-пăчи те. Вăт çаванашкал хĕрхÿ кăмăл кунта... Те кулмалла, те йĕмелле... | |
Якур // 2305.71.4689
2013.12.29 00:18 | |
Петюк пиччепе Тимер ыйтăвăн тымарне кураççĕ пек туйăнать.Анчах Акапасар кутăна переть те переть. Хăй чăвашлăхшăн мĕнех тунине нимпе те палăртимасть, пурпĕрех укçа çинчен çырать те çырать. Акапасар çырать:"Ыттисен сумлă, престижлă, пысăк пайта кĕртекен ĕçсене тумалла та,". Аре,кам чарать сана та пысăк пайта кĕртекен ĕçсене тума, тыт та ту.Анчах Акапасар-хăта, "пысăк пайтана" куçса кайсан эс чăвашлăхшăн "çунма" пăрахăн. Тем более паян та çунмастăн, компьютерпа йĕм витĕр шăрпăк кĕричченех çырса ларан. Ку чăвашлăхшăн ĕç туни мар, ку виртуаллă фобия. | |
Тимӗр // 2582.83.0381
2013.12.29 21:28 | |
Чăвашлăхшăн чунпа ĕçлемелле ,Акапасар юлташ.Пачăшкăсенчен тĕслĕх ан ил.Бизнес ан ту чăвашлăхшăн кĕрешем пек туса.20çул хушшинче çур миллион çухатрĕ чăваш çав спекулянтсене итлесе. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.30 11:19 | |
Акасапар укçасăр утăмсем тумаç.Вăл профессионально ĕçлесшĕн, профессиональсене укçа тÿлемеллех тесшĕн вăл.Ав футболист-профессионалсем эрнере пĕр-ик хутчен выляма тухаç те уйăхне 150 пин Евро кăсьере вĕсен. Акасапар мĕнрен кая, тоже профессионал. | |
Тимӗр // 3137.79.3249
2013.12.31 14:14 | |
Çапла çав.Чăвашлăхшăн ĕçлессинчен нумайăшĕ професси туса хучĕç çав.Çавăнпа ,тен 20 çул хушшинче чăваш шучĕ çур миллиона яхăн чакрĕ.Пирĕн асаттесем чăвашлăхшăн тесе ĕçлемен.Пурăннă çеç чăвашла.Çавăнпа упраннă. | |
Тимӗр // 3137.79.3249
2013.12.31 14:29 | |
Çапла çав.Чăвашлăхшăн ĕçлессинчен нумайăшĕ професси туса хучĕç çав.Çавăнпа ,тен 20 çул хушшинче чăваш шучĕ çур миллиона яхăн чакрĕ.Пирĕн асаттесем чăвашлăхшăн тесе ĕçлемен.Пурăннă çеç чăвашла.Çавăнпа упраннă. | |
Петюк пичче // 4186.57.1361
2014.01.09 13:18 | |
Чăваш çынни нихăçан та хура ĕçрен пăрнман."Икĕ алла пĕр ĕç", "Куç хăрать те -ал тăвать", "Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр", "Нимле ĕç те алă çумне çыпçанмасть"... Ялти урамсенче юр хырни- интернетра палкаса ларнинчен усаллăрах. |