Серте Унтри // 3623.19.2807
2013.11.13 13:28 | |
Аликово Ишаки çул çинче иртсе пынă чух, пĕр ялхуçалăхĕ вăйлă аталанăвĕ куçа кĕрет. Кăçал çĕнĕ ферма хута янă пулмалла. Çынсенчен ыйтса пĕлнĕ май ĕç укçи те лайăх туллеçĕ тени хăлхана кĕчĕ. Çынсен килçурчĕсем те хăтлăрахи куçа кĕрет. Çавăн пек пултаруллă пуçлăх хуçалăхĕнче мĕншĕн стажировĕать тăвас çук пулас ял хуçалăх ертÿçисене, е халь ертсе пыракансене? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.13 15:02 | |
Паллă ку хуçалăхра яваплă çынсем пурнаççĕ.Тĕрĕссипе кашни ялтах çавăн пек хуçалăхсем пулмалла.Ку нумайрах çав тăрăхра пурнакан активлă çынсенчен килет.Пурин те активлă пулмалла Тимĕр пек,Атнер пек,Адер пек тата ытти хастарсем пек.Вара пурнăç тапранса кайма пултарать, çак хастарсен элтеперсене, депутатсене ташлаттарса тăратмалла. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.15 19:46 | |
Серте Унтрине:çав Элĕк-Ишаки çулĕ çинчи ял Воронов генералăн( ФСБ)ялĕ.Енчен те вăл хистенипе ял аталанать, аталанни пурпĕрех кăмăллă.Маттур,элĕксем.Тата Элĕк енче темиçе паранкăпа ĕçлекен фермер,сурăхсене ĕрчетекен фермерсем пур.Çăмăл мар,çавах ĕçлеççĕ. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.15 19:49 | |
Хам та Акасапара ЯЛА чĕнетĕп. Акасапара пĕлсе тăма: хурт-хăмăр ĕрчететĕп,сурăхсене ĕрчетме тăрăшап.Малалла Акасапарпа пĕрле пĕтĕмпех яла куçса кайма хатĕрленетĕп.Акасапар,отказ не принимается! | |
Vadik85 // 4186.57.1361
2013.11.16 14:02 | |
Колян, прикин чуваши тусуются. Заходи приколнемся. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.18 15:31 | |
Ку таранччен страницăна Акасапар кĕмен,яла каясшăн мар пулмалла вăл.Ялта пурнăç форумра çырса ларасси мар çав, унта кĕрсе вулама та вăхăт тупма йывăр. | |
Хазтар // 3879.32.0840
2013.11.23 23:11 | |
Спутник телевидени тата радио човашла тусан, тулай човашсем те петмещ. тулай тесех каламалла мар, Човаш тенчи, ахортнех. Тулай човашсем, пурте тене пек анатри човашсем, весем пулкар халохен тытомесем пулса тоно тесе шутлаще. Элле Чемпер облащепе прлешесе- Чувашский край тумалла, паллах территори те пулошатьь човашсене сыхласа ховарма. Ытти терек халохесем -пушкортсем, тутарсен щересем анлорах, весем щавонпа анлорах саролащще. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.26 10:33 | |
Хастар чăваш тĕнчине аталантарма анлă сĕнÿсем парать,анчах утăм хыççăн утăм тусан анчах пурнăçа кĕртме пулать пуль вĕсене.Халлĕхе Чăвашь Ень телевиденийĕ районсенче саланимаç. Пуянраххисен вăй хумалла ĕнтĕ ку ĔÇре райцентрĕсенче, паллах, вĕсене"преференци" текен япалапа пулăшма тăрăшмалла.Эп сăнанă тăрăх Пуянраххисем пурте пиар енне туртăнасшăн,сцена çине чупсах хăпараç,экран çинче курнăçланаç.Çавăнпа çак туртăма усă курса Укçаллăраххисене çул памалла, чунне уçма хистемелле. | |
Wowan // 4186.57.1361
2013.12.07 01:31 | |
Vadik85 что тут интересное нашел не понял заходи на ночной клуб приколнемся | |
Тимӗр // 2903.1.6053
2013.12.08 22:21 | |
Чăвашлăха упрассине ял çине тиени питĕ тĕрĕс мар.Каллех эпир мĕскĕнсем ял çине йăвантаратпăр.Хамăр хулана тарса килсе чăвашлăхпа витĕнсе ĕçлĕ пулса зарплата илсе ларатпăр.Килте чăваш чĕлхи илтĕнместь.Ачасем:"Папа-мама".Ялтисем"атте-анне"теесе кĕтетпĕр.Пулмасть ун пек. |