Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

«Хыпар»: Ял пурӑнсан - чӑваш пӗтмест

«Хыпар»29.10.2013 09:2728751 Пурĕ пăхнă

Совет Союзӗнче халӑх ҫыравне темиҫе те ирттернӗ. 1979 ҫулта - 1,751 млн, 1989 ҫулта 1,842 млн чӑваша шута илнӗ. Халӑхӑмӑра 2010 ҫулхи ҫыравринчен чылай тӗрӗсрех шутланӑ. Ун чухне шутҫӑ вӑл е ку ҫын чӑваш пулнине паспортне пӑхсах пӗлнӗ, тӑватӑ ҫул каяллахи пек: «Эсир хӑш наци ҫынни?» - тесе ыйтман.

Паспортран «Национальноҫ» графана кӑларнӑ хыҫҫӑн ирттернӗ ҫырав Раҫҫей Федерацийӗнче 2010 ҫулта 1435872 чӑваш пурӑннине, халӑхӑмӑр 1989 ҫул хыҫҫӑн 406128 ҫын ҫухатнине кӑтартрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ 1990 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунчченех вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах пулнинче кӑна мар - нумайӑшӗ тӗрлӗ сӑлтава пула чӑваш пулнине тӳррӗн каламаннинче те. Пысӑк пайӗ хӑйне вырӑс тенӗ. Шутлавҫӑ ыйту памасӑрах ҫырса хунӑ. Халӑха демократи панӑ-ҫке. Кирек хӑш нацие те суйласа илме пултаратпӑр. Чӑн та, ҫавнашкал шухӑш тытнисенчен ытларахӑшӗ федерацин патшалӑх чӗлхине килӗштерет.

Республикӑри 814750 ҫын 2010 ҫулта чӑваш пулсах пурӑнас тенӗ. Унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ, кунашкал шухӑшлисен хисепӗ татах пӗчӗкленчӗ. Тутарстанра - 116252, Пушкӑртстанра - 107450, Чӗмпӗр облаҫӗнче - 94970, Самар енче - 84105, Тюмень облаҫӗнче - 25690, Эрӗнпур, Мускав, Сар ту хутлӑхӗсенче - 12-шер пин ытларах, ытти регионта 3-11-шер пин ҫын хӑйӗнче чӑваш юнӗ юхнине уҫҫӑн пӗлтернӗ.

Тулашри чӑваш республикӑринчен хӑвӑртрах хухать. Ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫран кайсан мӑнукӗсем вырӑса тухаҫҫӗ. 1990 ҫулсенче унти йӑхташӑмӑрсене чӑвашла вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ку ӗҫ начарланчӗ.

Чӑваш халӑхне ҫӗр питӗнчен ҫухаласран упраса хӑвармалли вырӑн - республикӑмӑртах. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ял-поселокра 499,8 пин /Чӑваш Енре пурӑнакансен 40,2 %/ ҫын пурӑннӑ. Ку хисепрен Улатӑр, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Комсомольски, Етӗрне районӗсенчи, ытти ҫӗрти вырӑс, тутар, ирҫе ялӗсенче пурӑнакан 70 пин ҫынна кӑлармалла. Ҫапла вара яллӑ вырӑнта 429 пин майлӑ чӑваш пурӑнать.

«Чӑвашлӑх - ялта. Ял пурӑнсан чӑваш пулӗ, йӑх тӑсӗ», - тенине час-часах илтетпӗр. Хулана куҫнӑ чӑваш ачи пурӑна киле пур пӗр вырӑсланать. Чӑваш чӗлхине упракансем, ӑна ламран лама тӑсакансем - ялта. Халӑхӑмӑр шанӑҫӗ - ялти ҫамрӑк ҫемьесенче.

Шел те, иртнӗ ҫирӗм ҫулта ялта ача ҫураласси ҫуллен чакса пычӗ. Вилекене ытларах шута илнӗ. Каялла чакни халӗ те ура хурать /Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче ҫеҫ ҫуралакан вилекенрен нумайрах/. Чӑваш халӑхне, унӑн чӗлхине хӳтӗлеме тивӗҫлӗ республика влаҫӗн ял ҫыннисен шутне ӳстерес тӗлӗшпе сулмаклӑ утӑм тумалла. Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗнче тӑван чӗлхене хӳтӗлесе хӑварас тӗллевпе патшалӑх программи йышӑнма сӗннӗччӗ. Тен, чӑваш чӗлхине вӑл ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлӗ?

Ырӑ тӗллеве пурнӑҫа кӗртме чӑрмантараканни пайтах. Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Хыркасси /Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ/, Кӳкеҫ, Ҫӗнӗ Тренккасси, Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗсенчи шкулсемпе ача сачӗсене ҫитсе кӑсӑклантӑм. Вӗрентекенсемпе ача пӑхакансем шкул-садикре е вӗсен тулашӗнче /чӑваш чӗлхи урокӗсемсӗр пуҫне/ ачасемпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫаҫҫӗ. Хыркассинчи ача пахчин ертӳҫинчен: «Чӑваш ачисемпе мӗншӗн вырӑсла ҫеҫ калаҫатӑр? Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхипе кӑна калаҫма район администрацийӗн вӗренӳ пайӗнчен хушаҫҫӗ-и?» - тесе ыйтрӑм. «Вырӑсла ҫеҫ калаҫма ашшӗ-амӑшӗ ыйтать. Вырӑнти влаҫ органӗнчен никам та хушман», - пулчӗ хурав. Чӑваш ялӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачине вырӑсла кӑна калаҫтарма ыйтать тенине ӗненме йывӑр.

Ялта ачасем пӗчӗкрен пӗр-пӗринпе тата ҫемьере тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсмесен каярахпа унран писесси куҫ кӗрет. Чӑваш чӗлхипе литература урокӗнче кӑна тӑван чӗлхене юратма вӗрентеймӗн. Вырӑслатас туртӑм ытти чӑваш районӗнче те вӑй илнӗ. Райцентрсенче пур чухне те тенӗ пекех - шкул-садикре, вӗсен тулашӗнче, ҫемьере - республикӑн иккӗмӗш патшалӑх чӗлхипе /вырӑсла/ калаҫаҫҫӗ. Пӗр енчен - лайӑх: хамӑр ҫӗр-шыв чӗлхине сума сӑватпӑр. Ҫакӑнпа пӗрлех ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Республикин пӗрремӗш чӗлхипе калаҫманни е калаҫайманни пӑшӑрхантарать. Ҫулсем иртнӗҫемӗн чӗлхемӗр иксӗлес хӑрушлӑх ытла та пысӑк.

Ял ҫынни лайӑхрах пурӑнтӑр тесе федераципе республика хыснинчен социаллӑ тӗрлӗ программӑна пурнӑҫлама, аграрисен тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма укҫа ҫуллен уйӑраҫҫӗ. Анчах вӑл ял пурнӑҫне палӑрмаллах лайӑхлатма ҫителӗксӗр. Ахӑртнех, чӑваш ҫавӑнпах ӗрчесшӗн мар. Хӑйне патшалӑх лайӑхрах пӑхсан ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ытларах ҫавӑрӗччӗ, ача нумайрах ҫуратӗччӗ. Федераципе республикӑран паракан амӑшӗн капиталне ырлатӑп. Унпа - 500 пин тенкӗпе - нумайӑшӗ пӳрт тума усӑ курать. Анчах укҫа перекетлесе пысӑк мар ҫурт-йӗр ҫавӑрма та 1,5 млн тенкӗрен кая мар кирлӗ. Нумай ҫамрӑк шухӑшласа пӑхать те чӑматан ҫӗклесе хулана ҫул тытать. Хваттер туянмалӑх кӗмӗл ӗҫлесе илме ӗмӗтленет, ҫемье ҫавӑрать, общежитире е ҫын патне хваттере кӗрсе пурӑнать. Ачисем тӑван чӗлхене ӑша хываймаҫҫӗ.

Ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк тӑван вырӑнтах пурӑнма юлтӑр тесен мӗн тумалла? Ӑна районта ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле. Унта тӗрлӗ производство ытларах уҫасчӗ. Кашни ҫын валли ӗҫ пултӑр. Ӑна шыраса тӗнче касса, алӑ тӑсса ан ҫӳретӗр. Ял-йышпа пурӑнӗ, тӑван чӗлхе те упранӗ.

n Юрий МИХАЙЛОВ

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2013.11.03 14:56
Аксар Чунтупай
"Ялти халăх( фермерсем валли анчах мар)валли апат-çимĕç,сĕт,какай,кайăк-кĕшĕк, улма, кишĕр, çĕрулми хатĕрлеме Çирĕп заявка-заказ памалла.Ку ĕçре чăваш патшалăхĕ посредник пулмалла.Вара ĕçлет хресчен, пурнать."

Рынок вăл ирĕклĕ система. Унта хушу-йĕркелÿ пулмалла мар. Социализм-коммунизм патне çул çук. Ахаль те ăна пула тĕнчерен тăрса юлтăмăр.Юмах вăл.
Тĕнчипех халăха фермер тăрантарать. Китайра та (!)çавах.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.03 16:33
Аксар хăта,эс мана ăнланмарăн.Эп социализмри пек тесе каламас.Патшалăх(Твердый заказ)саказĕ кирлĕ хресчене, унăн шанчăклă пĕлмелле,что у него купят хотя бы по допустимо приемлемей цене сельхозпродукцию.Аксар:"Тĕнчипех халăха фермер тăрантарать."-вĕсен фермерсен ассоциацийĕ çав меслетпе ĕçлеть те, унсăрăн май çук.Кунта калаçса татăлмалла.
Серте Унтри // 2190.35.2308
2013.11.04 17:18
Хĕресчен вылăх çитĕнтерсе самăрлатса укçа тунă. Хальхи вăхăтра ĕнесем ытларах усраçĕ, икшер пуç, виçшер, тăватшар усракансем те йышлансах пыраçĕ. Анчах та пăрăвĕсене йÿнĕ хаксемпех парса яма тивет. Акă халĕ кĕрхи кунсем çитнĕ май, чулхула облаçĕнчен килкелеççĕ. Мĕн мешетлет чăвашсене пусса вакласа Мускав пек пысăк хуласене свежий сивĕтнĕ ашсем ăсатма?
Серте Унтри // 2190.35.2308
2013.11.04 17:19
Республикипе сахал мар аш-пăш пухăнать, çул укçи те лайăх сапланать. Пысăк хуласенче ашсене сутнă май туянмалли хаксене те хăпартма пулать. Республика енчен те субсиди енĕпе туянмалли хаксене пысăкрах тытса тăма парать. Республика енчен тунямалли хаксене пысăк тытни, респуликăшăн питĕ усламлă. Мĕншĕн тесен хресченсен, вылăх пуçне ÿстерме май парать. Вылăх пуçне устерме çĕрсемпе анлăн усă курмасăр ĕç тухмасть. Вот çапла шухăшсем.
2013.11.04 22:53
Аксар Чунтупай
Эсир Мускава хăвăр аш илсе кайса пăхăр-ха - унта кĕреетĕр-и? Ашна йÿнĕ хакпах туртса илеççĕ. Сутма ирĕк памаççĕ. Пур çĕрте те мафи. Раççей вĕт вăл.
2013.11.04 22:56
Аксар Чунтупай
Халь тата ют çĕр-шыв ашĕ тонни-тоннипе ирĕклĕнех килет (ВТОна кĕнĕренпе). Кама кирлĕ чăваш ашĕ унта?
2013.11.04 22:58
Аксар Чунтупай
Кăлпассине чăн-чăн ашран тăвасчĕ. Вара чăваш ашне хамăр аш-какай комбинатĕнчех тирпейлеме пулать.
2013.11.04 23:00
Аксар Чунтупай
Патшалăх(Твердый заказ)саказĕ кирлĕ хресчене, унăн шанчăклă пĕлмелле,что у него купят хотя бы по допустимо приемлемей цене сельхозпродукцию.

Тырра илеççĕ вĕт патшалăх заказĕпе, анчах темшĕн хуçалăхсем пуйнине курмастăп.
Серте Унтри // 6699.4.6444
2013.11.05 19:33
Аксар Чунтупай сирĕн тавра курăм çителĕксĕр. Ручкăран ытлаши йывăрах инструмент давно йăтса курманни куçа кĕрет. Сирĕнпек психологи, çур чăваш халăхне кутамкапа тĕнче тăрăх хăвалать. Типичное мышление тех кто постоянно живет в республике. Можно ли что то предпринимать, с такой трусливостью? И оправдан ли этот страх.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.07 10:48
Аксар:"Тырра илеççĕ вĕт патшалăх заказĕпе, анчах темшĕн хуçалăхсем пуйнине курмастăп."-кунта иккĕленÿ пур.Хуçалăхсем пуйма шутламаççĕ те.Вĕсем ытларах 0-вой(нулевой)баланс кăтартма тăрăшаççĕ.Пуяканнисем кунта ытларах калхуз Пуçлăхĕпе Тĕп бухгалтерĕ.Ыттисем хушша кĕме,çирĕп ыйтма вăтанаççĕ.Çирĕп ыйтаччĕç Советсем вăхăтĕнчи колхозри уполномоченнăйсен Пухăвĕнче.Паянхи халăх ыйтимаç ним те, медиксен сăмахĕпе каласан:"импотенты".Хамăр та çавах,енчен те Эрхип ĕнĕрленине 15 çул итлесе пурăнма пултартăмăр пулсан.

Paĝoj: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj