bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.15 11:07 | |
Манăн,паллах,Акасапара яла,ялти тăвансен пурнăç шайне ÿстернĕ çĕрте хутшăнма ярас килет. Анчах ку ман шухăш кăна пулса юлать. Эп пĕлеп,Акасапар ниçта та каймасть ăшă пÿлĕмрен. Шел питĕ шел, чăвашлăхшăн çунакан хĕрÿллĕ Акасапар кантурта çуннипех "кĕлленеть". Питĕ шел,ара ыттисене "чĕртсе яма" пултаратчĕ вĕт! Хăй ăнланмасăрах чăвашлăха хирĕç ĕç тăвать. | |
Васса // 8544.0.8636
2014.01.15 16:18 | |
Хăçантанпа Акапасара кышлаççĕ хăшпĕрисем, йытăсем вĕреççĕ-караван пырать. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.16 17:11 | |
Васса тăхлачă!Акасапара никам та кышламаç,Акасапара чĕнеççĕ пуш параппан çапма пăрахма.Пуш параппан çапаканнисем унсăрах Шупашкар тулли:писатель-поэтсем, артист-юрăçсем, творчествăлла интеллигенци(паллах,пуртех мар пуль)тата ыттисем.Хăватлă,асра юлмалли пулăмсем тума тăрăшмалла.Ку япала тÿрех пулмасть,çавăнпа та Тимĕр пек,Мадуров пек малтанласа несĕлсен йăли-йĕркипе ансатрах шайри пулăмсем йĕркелеме кам чарать?Васса,Акасапарпа иксĕр пулăм йĕркелесе кăтартăр-ха,никам та хирĕç мар! | |
Галина Зотова // 2257.80.4701
2014.01.16 18:36 | |
Васса тăхлачă тĕрĕсех калать, пит хирĕçме юратать хăшĕ-пĕри."Ял пурăнсан чăваш пĕтмест", -тетпĕр-ха. Геннадий Волков тата вирлĕрех калатчĕ:"Чутайсем пурăнсан чăвашлăх пĕтмест", -тесе.Чутайĕсем пурăнаççĕ-ха, чăвашлăхĕ вара кунран-кун сахалланса пырать. Шкулта пуçламăш классене вĕрентекен учитель: "Ачасене те вырăс шкулĕнче вĕрентмелли кĕнекепе вĕрентме пуçламалла?" -тет. Шăтăкра вырнаçнă ялсенче те ачасемпе килте вырăсла калаçма пуçларĕç, шкула пырсан:" Я не понимаю"- тесе лараççĕ. | |
Васса // 7088.1.3738
2014.01.17 09:25 | |
бор хăта, пурте Шупашкарта мероприяти ирттерейместпĕр пуль ĕнтĕ, эс пирĕн пата Тăхăряла килсе кур,эпир те хамăра кура ĕçлекелетпĕр... | |
Тимӗр // 3913.58.4645
2014.01.17 10:36 | |
Кунта никам та Акапасара кăшламасть.Ун пеккисем,хăйсем нимте туманнисем тата влаçен кăна пăрахса парассине кĕтсе ларакансем ,шел пулин те, нумай-ха пирĕн хушăра.Çавна пула пĕтсе пыратпăр.Кампа калаçан - пурте килшеççĕ ку шухăшпа. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.17 10:57 | |
Vyacheslavna тăхлачă, хамăр та санпа акăлчанланса кайрăмăр. Ятăмсем те чăвашла мар,тăван чĕлхепе те мар. Çавăнпа малашлăх çинчен хамăр лăпланмалăх калаçса илер те шăпланар пулĕ. Малашлăх пирки Акасапар кăна пĕлет, анчах кун çинчен вăл никама та каламаç, пытарса пурнать, çынсемпе хутшăнмаç. Эп ăна ăнланап: тăрук çынсемпе хутшăнма пуçласан малашлăх çинчен пытарса пурăннă çекрета çынсене персе ярăн.Çук,хутшăнмала мар.Çекрет-тăк çекрет пултăр. | |
Галина Зотова // 1683.88.9581
2014.01.21 21:41 | |
Халь тин ятăма улăштараймăп ĕнтĕ, çак ятпа регистраци тунă та, урăх ятпа мана компьютер кĕртмест.Чăвашлăхшăн эпĕ хам пултарнă таран ĕçлесе, сывлăх пулсан малашне те тăрăшăп. Ман ĕçе аслăрах вырăнта ларакан çынсем ним вырăнне те хуманни кăна кăштах пăшăрхантарать те çав, пурне те ăçтан юраса çитерĕн... | |
Тимӗр // 1573.78.9507
2014.01.21 22:36 | |
Чи пахи эсĕ ĕленине несĕлсем кураççĕ.Çÿлте лараканнисем ыран таçта кайса ларĕç-ха.Пирĕн чи малтан унта кайсан несĕлсем умĕнче явап тытма лекет.Хăв мĕн тунă ачасене чăваш пулса пурăнма?Пурне те юрама та ан тăрăш. | |
Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.04 15:01 | |
Трактор не пашет, земля пустует, на развалинах деревни растет бурьян. Народ за границей (европейских деревнях)отдыхает, вдыхает свежий воздух у коттеджа,включает автоматическую сауну, и вздыхает: "Да! Хорошо в деревне!" А наша деревня -подыхает. |