Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4268449 Пурĕ пăхнă

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2013.10.28 19:27
Аксар Чунтупай
Ку пуху национал-радикалсем вăйсăр, вĕсен идеологийĕ хавшак пулнине пит аван кăтартрĕ. Тата вĕсен национал-государственниксенчен вĕренмелли питĕ нумай: халăхпа ĕçлеме пĕлмеççĕ, пухури электоратпа ĕçлени те питех курăнмарĕ-ха.
2013.10.28 19:29
Аксар Чунтупай
Паллах, государственниксем влаç ресурсĕпе пит вăйлă усă курчĕç. Вĕсен тактики те ăнăçлă: Архипов юлташа доклад та тутармарĕç, ун вырăнне хăйсен кандидатне кăларса тăратрĕç. Вырăнсенче суйланă делегатсене "кирлĕ" ЦУ панă. Умпухура çум доклад тăвас текенсем ăçта кайса çухалчĕç тата? Çине тăма хал çитереймерĕç.Хăйсен хушшинчех "сутăнчăк" та тупăнчĕ. Çапла выляса ячĕç те вĕсем.
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.28 19:34
Малтанхи влаç чухне Лукиянов трибуна çине ЧНК президенчĕ пулас тесе тухни тĕлĕкре те тĕлленме пултарман.Станьяла ун чух сăмах паманнине астумастăр-им?Игнат патшана алă çинче çĕклесе çÿремелле!
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 19:35
Agabazar
Кам вăл "национал-радикал", кам вăл "государственник"?
2013.10.28 19:35
Аксар Чунтупай
Государственниксемпе (патшалăх интересĕсене хÿтĕлекенсемпе) мухтанма та юрать. Маттур вĕсем! Йывăртарахчĕ вĕсен лару-тăрăвĕ Пуху умĕн - çăрăлса - йĕркеленсе тухрĕç-тухрĕçех. Ивантаева чыс та мухтав! Правительство тăвайманнине вăл турĕ... Раççĕй наградине илетех ĕнтĕ вăл...
2013.10.28 19:37
Аксар Чунтупай
Agabazar, интернетра ларатăн-тăк пĕлмелле унпа усă курма...
2013.10.28 19:38
Аксар Чунтупай
Шыра, туп, вула - пĕлĕве ÿстер!
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 19:59
Agabazar
ЧНКн 8-мĕш Аслă Пухăвĕнче нимĕнле "национал-радикалсем" те, нимĕнле "государственниксем" те пулман, пулма та пултарайман! Ку —халлап евĕрлĕ япала
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 20:15
Саня матки:"Чăваша çак Этем епле хÿтĕлевĕ?"-Чăваша мĕнрен хÿлемеллине çырсан лайăх пулатчĕ.Эпĕ урăхларах шутлап:конгресс ĕçне çавăн пек çавăрттарса ямалла,чтобы чăвашсем хамăр республикăра ĕçлеме пултарччăр, пур çĕрте те пуçсене çÿле çĕклесе çÿреччĕр, аллисемпе кăкăрсене çапмасăр.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.28 20:22
Ман шутпа Аксар "национал-радикалсем" тесе Кипеч пиччене калать,"государственниксем" тесе Угасловпа Ивантаева калать.

Paĝoj: 1, ... 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj