Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4268447 Пурĕ пăхнă

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.30 16:16
Якур ыйтать:"А эсир кама кĕтсе ларатăр". Паллă Акасапартан, Аксартан.Вĕсем "Хăнк" та тумаççĕ. Эп те тахçанах ыйтап вĕсенчен мĕнле обществăлла пулăмсене хутшăнни, йĕркелени çинчен.Шăпăрт, никам та сас памасть.
2013.10.30 18:17
Аксар Чунтупай
bor1959, вула ман çинчен (сан шутсăр пĕлес килет те...) кунта: http://nesterjankas.ucoz.ru/index/0-8 тата кунта: http://chuvsite.ucoz.ru/index/0-2 Мана чăваш тĕнчи çителĕклех пĕлет. Хам ята ниçта та вараламан.
2013.10.30 18:28
Аксар Чунтупай
Танлаштарăр:Владислав Сурков:"Политика енĕпе эп вырăс".

Чиновниксем вĕсем - пурте "вырăс".
2013.10.30 18:36
Аксар Чунтупай
Кам комсомолта, партире пулман-ши пирĕн вăхăтрисенчен... Пурте тенĕ пекех. Ун чухне самани çапла пулнă. Уншăн мĕн ÿпкелемелли пур. Мĕн, вĕсем халь çын мар-им? Атьăр, ярлăк çакар мар. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.31 10:38
Аксар,эп,сăмахран,тухнă комсомолтан университетра.В.Андреев ун чухне ертсе пынă(отношени унпа халь те лайăх).Карьера тăвас тенĕ пулсан, ун чухнех тума пултарнă.Кайран ĕçре мĕн чухлĕ КПСС-а кĕме ÿкĕтлерĕç,хатĕр мар-ха терĕм кун пек "çĕрĕкрех"компанине кĕме.Шăнăр тени пулнах пуль çав.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.31 10:45
Малалла:никам та ÿпкелемеç вĕсене. Аксар ăнланимаç пулсан, ăнлантарма тăрăшас килет: вĕсене чĕнеççĕ КПССа-унта кĕреççĕ,чĕнеççĕ демократа-унта,чĕнеççĕ НДРа(наш дом Россия)-унта и,наконец,чĕнеççĕ ЕрРона(ЕР)-паллах кĕреççĕ. Пурнăç чарăнса ларман, татах темиçе парти пулать(заметь-урăх идеологипе)-унта та кĕрĕç.Çав психологи çинчен калап,Аксар!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.31 11:25
Аксарпа Акасапар,эсир питĕ интереслĕ çынсем.Эпĕ критиклетĕп,сăмахран Архипова е Иллене ...,куçран калатăп вĕсем хăш-пĕр самантсенче хăйсене мĕнле "сăпайсăр" тыткалани çинчен.Нимех те мар пек(наци лидерĕсем йĕркеллĕ пулччăр тесе тăрăшатпăр).Анчах эсир тÿрех сиксе ÿкетĕр:"Мĕн, вĕсем халь çын мар-им? Атьăр, ярлăк çакар мар. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи."
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.31 11:30
Малалла:Мĕнле япала ку?Çавăн пек позиципех конгреса çĕртсе ятăмăр.Тата çитменнине сирĕн кандидат Лукианов Архипова "Хисеплĕ" ят парасшăн иккен.Ку тата мĕнле япала? Ман Кредо:"Алкоголик е тунеядец" должны знать названия своих профессий. Кунта унталла-кунталла выляма юрамаç. Эп кунта сире ниепле те ăнланимас.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.10.31 15:36
Сил асталла верет, саванталла суланассе хашесем. Суланма та пелессе.Илле, Архипов, Цыпленков комсомол, парти шучепе пуранма ханахнаскерсем... Сав влашкасенчен тухса укне те.... Влас кулаче тутла сав....
Agabazar // 4167.5.6949
2013.10.31 18:33
Agabazar
Хальхи вăхăтра Раççĕйре чи пуян çын шутланаканни — Алишер Усманов узбек. "Вопрос на засыпку": Çак çын хăйĕн ентешĕсене, узбексене, гастарбайтерсене хÿтĕлесе çур сăмах та пулин калама пултараять-и? Эх, эсир те çав, Угаслов, Угаслов текелетĕр...

Paĝoj: 1, ... 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24, 25, 26, 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj