Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5734608 Пурĕ пăхнă

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 4040.96.4988
2013.10.16 20:42
Agabazar
Тата ма пуçтарăнмалла? Юрлани-ташланине курма-итлеме пуçтарăнмалла-им? ЧНК ПУХĂВĔ — КОНЦЕРТ МАР
Серте Унтри // 3906.92.3183
2013.10.16 20:47
Ара пухăнса калаçсан мĕн пулать вара? Паллă ĕнте, съезда пурне те кĕртмĕç. Чăвашсем пĕрле пухăнса калаçнинче нимĕн япăхи çук. Конечно унта пухăнма пуçлăхсенчен законный ирĕк кирлĕ. Пурте пĕлеçĕ мĕнле суйлаçĕ делегатсене.
Тимӗр // 1965.7.6148
2013.10.16 21:21
Володя питĕ тĕрĕс калан.Кăшкăракансем реальнăйсем та виртуальнăйсем те нумай.Ĕç тума никам та çук.Ни Пăлхарти Валентина Яклычевăна ,ни Илле-пиччене Акапасар пулăшас темерĕ.
Agabazar // 2490.72.3087
2013.10.16 22:03
Agabazar
Timer:"Ĕç тума никам та çук" ЧНК пухăвĕнче мĕнле "ĕç" тăваççĕ? Авăн çапаççĕ-и? Е тырă сăвăраççĕ-и? Тен, унта çынсем çум çумлама пуçтарăнаççĕ? :-)
Якур // 3703.91.9250
2013.10.16 22:25
Мĕн каламалли пур, чĕлхепе кăна( тĕрĕссипе чĕлхепе мар, пÿрне пе) хастар. Çавăнпа реальный ĕç çинчен калаçма пуçласан атса( тапранса)каять. Вот кĕтсе ил Пуху делегачĕсене, пĕр 5-6-шне хăв патра вырнаçтар. Апат çитер для начала, кунне 2-3 хут.Вара авăн çапма, тырă сăвăрма, çум çумлама кайăпăр.
Владимир // 9321.9.6164
2013.10.17 08:20
Якурпа килĕшетĕп. Аякри делегатсене чăваш йăлипе хапăл туса кĕтсе илмелле, пуху тĕллевне ăнлантармалла, пĕр платформа çине тăратмалла.
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.17 12:32
ĔÇ вăл,Акапасар,пуху мар.Кулленхи ĕç пирки пырать сăмах.Хăвăн укçуна тата вăхăтна шеллемесĕр ĕçлемелле чăвашлăхшăн.
Agabazar // 2816.76.0340
2013.10.17 13:50
Agabazar
Володя:"...пĕр платформа çине тăратмалла." Мĕнле меслетпе пĕр платформа çине тăратасшăн? Мĕн япала ку? "Кĕсьери ЧНК" пулас тени-и?
Agabazar // 2626.22.2404
2013.10.17 18:47
Agabazar
Атнер:"Хăвăн укçуна тата вăхăтна шеллемесĕр ĕçлемелле чăвашлăхшăн" Камăн килти картара халлапри пек укçа сысакан качака пур, çавă ун пек тума пултарать.
Agabazar // 2626.22.2404
2013.10.17 18:54
Agabazar
Ну, кăларса парăр эппин, Атнер, хăвăр кĕсйĕртен пĕр-ик миллиард доллар та пулин чăвашлăх валли...

Paĝoj: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj