Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5734616 Пурĕ пăхнă

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1267.25.8812
2013.10.14 15:24
Agabazar
Бизнесмен килет те — пурте шутсăр пуйса каятпăр текен çав тери хытă йăнашать. Бизнесмен вăл — ирĕклĕх чи сахал çын. Ăна алла илесси çав тери çăмăл. Ходорковский шăпине çеç аса илмелле...
2013.10.14 15:32
Аçтахар Плотников
Ну усламçăн лайăх енĕсем те çук мар :). Ак, Клементьевах илес — бизнесмен, апла тăк йĕрке тытма юратать. Йĕрки пулать. Ытти пирки вара — чăвашлăха аталантарасси пирки — темскер эп иккеленӳллĕ. ЧНК-ра вĕт халь йĕрке кăна мар, ытти ыйтусем çивĕч тăраççĕ...
Йĕркине тусан та, паллах, темехччĕ...
Agabazar // 1267.25.8812
2013.10.14 15:47
Agabazar
Паллах, хуть те кама та алла илме пулать. Алла илме май çук çын çук та пуль тĕнчере. Паллах Лукианов хăтана та влаç алла илме пултарать. Анчах апла тума хăтланни влаçшăн питĕ ХАКЛА ЛАРМА пултарать. Эппин, хакла ларать пулсан, вăл апла тума хăяс çук! Вăт çакна шута илĕр, ыр çынсем, тархасшăн!
Agabazar // 1267.25.8812
2013.10.14 15:54
Agabazar
Улатимир, Канаш :"Лукианове кам вал? Астан сиксе тухнаскер? Халах пелети-и ана?" Эсир, ырă çыннăмăр, хăвăр ăçтан "сиксе тухнă" тата? :-) Лукианов —20 çул ытла наци юхăмĕнче! Паллах, çын çак вăхăта тăпсакайĕнче ларса ирттернĕ пулсан, çакна пĕлмессе те пултарать. :-)
Серте Унтри // 1773.01.7002
2013.10.14 16:07
Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен суйлăр. Академик Волков каланине асра тытас пулать. Акă академикăн сăмахĕ: "Чутайсем вĕсем чеченсенчен пĕрте кая мар".
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.14 17:39
Акасапар: Ку сăмахсене "Анчах апла тума хăтланни влаçшăн питĕ ХАКЛА ЛАРМА пултарать. Эппин, хакла ларать пулсан, вăл апла тума хăяс çук!" ăçтан шутласа кăлартăн. Н.Лукиановăн бизнесĕ нумай ытларах влаçпа çыхăннă,чем В.Клементьевăн. Çавăнпа шутламасăр çыракансен шутлама пуçламалла.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.14 17:47
Акку тата: "Эппин, хакла ларать пулсан, вăл апла тума хăяс çук!"-савçим абсурд пек. Тепĕр хут калап: маншăн Клементьев, Лукианов тата Оринов теççĕ( Хĕрлĕ Чутайсем эппин)-пурте Архиповран пахарах пуль.Лукианов,Атнер калашле Архипов пÿлĕмĕ умĕнчен кашни кун иртсе çÿретчĕ, анчах кĕрсе журить тума хăяймарĕ, не говоря уж кăларса пересси пирки.Вот абсурд!
Владимир // 2947.95.1898
2013.10.14 18:20
19-мĕш ĕмĕрте Индире ИНК (индийский национальный конгресс) йĕркеленнĕ. Сав тăнлă та чăтуллă халăхран вĕренмелле мар ши? Хура кушака тĕттĕм пÿлĕмре шырармар пулĕ, тăванăмăрсем.
Серте Унтри // 1773.01.7002
2013.10.14 19:08
Володя текенскер тĕлĕнтерет хăйĕн коментарийĕсемпе. Питĕ тарăн тавра курăмлă çын пек туйăнать. Ытларах çырса кăтартăр Володя, ман шухăшпа сирĕн чăвашсене кирлĕ сăмахсем пĕлÿсем ытлашипех.
Agabazar // 2018.39.7087
2013.10.14 19:39
Agabazar
Серте Унтри, Волков акдемик (Хуначи Кашкăр) сăмахĕсене тĕрĕсрех илсе кăтартăр-ха ĕнтĕ, тархасшăн. Куртăмăр-ха, чутайсем Ивантаев журналистсемпе ытти "ютсене" еплерех хăваланине. Тата — чăвашла еплерех "Чаплă" калаçнине. "Ни вырăс эп, ни чăваш — хама хам неснайски". Çапла пулса тухать...

Paĝoj: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj