Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхине хӗснишӗн кам яваплӑ?

Аçтахар Плотников18.06.2013 23:3812540 Пурĕ пăхнă

Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхине хӗсессипе нумай хыпар пырать. Малтан педагогика университетӗнче темиҫе факультета пӗрлештерсе чӑваш факультетне пӗтерчӗҫ, халь Ульянов ячӗллӗ университетра ҫав ӗҫех пырать. Нумайлатас вырӑнне хӗсни, чакарни — ман шутпа влаҫрисем чӑваш чӗлхипе кӗрешнине кӑтартать. Ытти факультетсене пӗрлештермеҫҫӗ-ҫке... чӑвашлисене ыттисемпе хутӑштараҫҫӗ. ППЭ чӑвашла тытма майсем туса парас вырӑнне халӑха хирӗҫ тӑрмашаҫҫӗ.

Издательство ҫурчӗсене пӗрлештерни те ҫав ӗҫех — вырӑслисене пӗр ҫӗре пухасси пирки сӑмах тапратмаҫҫӗ, чӑвашлисем ҫине тапӑнаҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ перекетлеҫҫӗ... Чӑваш чӗлхи ҫинче перекетлемелле-им вара? Лару-тӑрӑвӗ хӑруш — сахалрах тӑкаклас вырӑнне майсем тупса ытларах уйӑрас пулать! Вӗсем вара чакараҫҫӗ...

Чӑваш чӗлхишӗн ҫунатпӑр, пӑшӑрханатпӑр! теҫҫӗ пулин те ӗҫӗпе вара пушшех урӑхла пулса тухать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.08.09 10:42
Тĕрĕс калаççĕ Унтрипе Тимĕр. Aйăп кирлĕ пулсан, хамăр айăплă. Акасапар пек перкелешсе ларсан ним те пулмасть. Камăн та пулин хăй çине йывăрлăх ытларах илмелле. Акасапар пултаримастăн пулсан,çынсене ан пăтрат.
Agabazar // 2324.90.0101
2013.08.09 11:23
Agabazar
Ну хăвăр айăплă пулсан, хăвăра-хăвар тытăр та хĕнĕр эппин. Ну хăвăр айăплă пулсан, хăвăра-хăвар тытăр та хĕнĕр эппин
Agabazar // 3976.09.8711
2013.08.09 13:48
Agabazar
Кам ÿркенмест, тархасшăн ак çакăнта кĕрсе пăхăр, "айăп" тавра чакаланма юратакансем: http://chuvash.org/news/3709.html
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.08.10 17:42
Хамăртан кăна пĕтĕмпех килет,Акапасар хăта.Хамăртан кăна.Влаçе шанса ларсан нимте пулмасть.
Agabazar // 2050.6.1431
2013.08.10 17:48
Agabazar
Влаçран кăна пĕтĕмпех килет, Тимер хăта. Влаçран кăна. Хамăра шанса ларсан ним те пулмасть.
sahvandey // 3009.25.0248
2013.08.10 22:04
Влаçри çынсем Чăвашлăхшăн тăрăшмасан нимĕн те улшăнмасть Чăваш халăх пурăнăçĕнче,кăна яр уççăн кăтартса парать троллейбус управлени директорĕн сăмахĕ.Вăл лĕкĕрт кăна кулать пиртен,а çÿлтен хушсан ниçта та пăрăнаймĕччĕ.
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.08.12 08:17
А çÿлтен хушаканнинен кам хушать?Пăрахăр макăрса ларса влаç чăвашлăха упраса хăварассине шанса ларса.Ыйтăр нумай чăваш паттăрĕсенчен.Никам та сирĕнпе килĕшместь.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.08.12 08:50
Акасапар влаçран килет, шăпăрт ларăр е хуллен çÿрĕр тесе кашни кун форумра ĕнентерме тăрăшать. Вăл влаçсен казачокĕ пуль(засланный казачок). Пурне те пĕленçи тăвать, ним те тумасть хăй тĕллĕн, ниçта та хутшăнмасть.
sahvandey // 3710.02.4923
2013.08.12 10:53
Пĕтĕм чăваш обществи :политиксем ,интиллегенци çине тăрса Чăваш халăхĕшĕн тăрăшмасан нимĕн те пулмасть,эпĕ çавна кăна каласшăн,влаçа ĕçлеме хистемелле Чăвашлăхшăн тăрăшмашкăн.Пĕр Илле Иванов кăна тăрăшнипе таçтах каяймăпăр,ыттисем хутшăнмасан.Пĕр -пĕринпе хирĕçсе ан ларăр Шупашкар Чăвашĕсем! Чăваш ятне ан çĕртĕр!Сирĕн çине пĕтĕм Чăваш тĕнчи шанăçпа пăхать.
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.08.13 18:37
Пĕр-пĕринпе халиччен вăрçăнса курман.Кунти нумай чи малтан хăй çине шанакан,кайран вара ,тен, влаçран ыйтма пултаракан маттур чăвашсемпе питĕ туслă пурăнатпăр.Кашни кун тенĕ пекех чĕлхене сыхласа хурма мĕн те пулин тăватпăр.

Paĝoj: 1, 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj