Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫӑваҫӑ, ҫӑваҫ, чӑваш?

Аçтахар Плотников12.12.2012 21:2512026 Пурĕ пăхнă

«Чӑваш» сӑмах епле пулса кайни пирки кам мӗн кӑна шутласа кӑлармасть пулӗ? Пӗрисем «сӑвас» (сӑвар) халӑх ятӗнчен пулнӑ теҫҫӗ, теприсем «йӑваш» сӑмаха асаилеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — Чӑваш-паттӑра. Юлашки вӑхӑтра тепӗр юхӑм ҫуралчӗ теме пулать — чӑваша «ҫӑваҫӑ» (ҫӑва+ҫӑ) сӑмахпа ӑнлантарса парасшӑн.

Анчах та чылайӑшӗ ман шутпа пӗр пӗчӗк япала пирки манаҫҫӗ — «-ҫӑ/-ҫӗ» аффикс ӗлӗкрех урӑхларах илтӗннӗ, вӑл «-чӑ/-чӗ» пек янранӑ. Инҫе кайма та кирлӗ мар, пирӗн ума «элчӗ», «тимӗрчӗ» сӑмахсем аса килеҫҫӗ. Ку — пӗрре.

Иккӗмӗшӗнчен вара мӗнле халӑх хӑйне вилнисен тӗнчипе, ҫӑвапа ҫыхӑнтарса калӗ? Пирӗн йӑла-йӗрке тем тесен те вӑл вӑхӑтра ҫӑвапа ҫыхӑнман пулнӑ — пирӗн асаттесем ваттисене сума сунӑ. Халӑх тӗнӗн тӗп паллисенчен пӗри вӑл. Анчах акценчӗ ҫӑвана ҫӳресси пулман. «Ҫӑва» сӑмаха та тӳрремӗн каламан. «Автансӑр ял», «лутра ял» тенисем час-час тӗл пулаҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ?

«Ҫӑваҫӑ» сӑмахран «чӑваш» тума хӑтланнине, паллах, итлеме лайӑх, анчах та ӗненме, темскер, йывӑртарах. Хитре юмах пек кӑна йышӑнма пулать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Владимир // 4112.95.9038
2012.12.20 20:30
http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=303"
Кунта "Чувашский энциклопединче" те "Çĕтĕк Çăваç" тесе çырнă. Тĕлĕнмелле, ял ячĕнчен.Трак ж/д станцийĕнчен 4 çухрăмра кăна ларать ку ял. 1927 çулчен официаллă ятпа Çĕтĕк Çăваç ятлă тесе çырнă энциклопединче. Ялĕнчисем мĕн тесе чĕнеççĕ хăйсен ялне пĕлмес, анчах та тавраллисем, точнă калама пултарап, Тракьенсем (Красноармейски районĕнчисем) питĕ лайăх пĕлеççĕ унти ялсене, халĕ те ялан Çĕтĕк Çăваç теççĕ вăл яла.
Agabazar // 2102.44.5637
2012.12.21 09:52
Agabazar
Ара, ку "худые болгары" тенĕ пекех илтĕнет мар-и?
Игорь Сайман // 4416.5.3088
2012.12.21 12:26
Курăр-ха, 1927-мĕш çулта ял ятне улăштарнă та, ятпа пĕрле чутах хамăрăн историе кăларса тăкман.
Игорь Сайман // 4416.5.3088
2012.12.21 12:33
Мĕне вĕрентет пире ку истори? Ятсемпе çав тери тимлĕ пулмалла! "Начар", "намăс сăмах пек илтĕнет" тесе е урăх сăлтав тупса кăларса çапма васкамалла мар.Ав Канадăри Квебекре Кап-Ша ятлă хула пур. Ниччава, пурăнаççĕ...
Игорь Сайман // 2510.79.6859
2012.12.21 20:47
Сайман
2012-12-20 13:54
"Мĕнле пĕр пĕчĕк пайĕ пирки калаçан..."
Çак "Саймана",тархасшăн,"Игорь Сайманпа" ан пăтраштарăр...
унтри // 2943.1.0889
2012.12.22 16:12
Тапаçланатăр, харкашатăр, Ыйтун вĕçĕ=хĕне çитсессĕн мĕн тăвасшăнха вара
Владимир // 1577.79.0137
2012.12.22 19:46
Ыйтун вĕçне çитсен вара эпир маттур пулнине пĕлтереть. Анчах та мĕншĕн çĕтĕк çăваç? Çавă питĕ кăсăклă. Ман шутпа ĕлĕк "çăваç" тени хамăр çын тенине пĕлтернĕ пек туйăнать? Пирĕн çăваç-пирĕн çын, хамăр çын тени пулнă пуль. Пĕр çăвара(масарта), вильсен пĕрле пулни, ĕлĕк нумай пĕлтерĕшлĕ пулни паллă.Çĕтĕк тени, начартарах тени ĕнтĕ вăл, пурнăç йĕркипе пынинех пĕлтереть. "Бедный родственниксем" кашни халăхрах, кашни пысăк ушкăнрах пур.Унта ним япăххи те çук.
Игорь Сайман // 1677.02.0449
2012.12.23 13:52
Ним тăхтаса тăмасăрах çав "Çĕтĕк Çăваç" ят ăçтан тухнине тĕпчеме пуçламалла. Пур-и халăх халапĕсем ку тĕлĕшпе? ...Тĕрĕс,ырă çыннăмăрсем, чăваш сăмахĕнчен, вăл хуть те мĕнле пулсан та, именме кирлĕ мар.
Игорь Сайман // 4042.4.9752
2012.12.23 16:41
Agabazar:"Ара, ку "худые болгары" тенĕ пекех илтĕнет мар-и?"
Çак "худые болгары" текенни ăнсăрт сăмах мар, вăл вырăс летопиçĕсенче тĕл пулать.
Agabazar // 1818.00.7550
2013.01.01 14:42
Agabazar
http://www.irekle.org/articles/i31.html
Чăн та, "Ирĕклĕ сăмах" ирттерекен ыйтăма пурин те хутшăнмалла пуль. Питĕ кирлĕ япала. Унта "Çулталăк çынни - 2012" плăртаççĕ.

Paĝoj: 1, 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj