Аксар Чунтупай // 2889.1.9024
2012.12.13 21:13 | |
"Çăваç(ă)" сăмахăн этимологийĕ "çăва" сăмахпа çыхăнман ĕнтĕ... | |
Игорь Сайман // 4162.09.1845
2012.12.14 06:13 | |
Тĕрлĕ версисене танлаштарса пăхмалла та шутламалла: Хăшĕ ăнăçлăрах? | |
оленька // 3967.24.4402
2012.12.16 21:51 | |
Студент чухне Республика тулашĕнчи чăвашсем патĕнче пулнăччĕ, вĕсен çăвине кайса курма май килнĕччĕ. Унта çăва икĕ тĕрлĕ: пĕрне (юпасем лартнине) çăва теççĕ, теприне (хĕрессем лартнине) пачах урăх сăмахпа палăртаççĕ. Унта пурăнакансем каланă тăрăх çăва çине тĕне кĕмен чăн чăвашсене çеç пытараççĕ. Çавăн чухнех шута кайнăччĕ: апла çăва тата чăваш сăмахсем пĕр тымартан... | |
Игорь Сайман // 3520.44.0313
2012.12.18 08:11 | |
А.П.Ковалевский версийĕ мана ма килĕшмест-ха?Вăт Х ĕмĕрте "сувар-сувас-суван" сăмах тупнă та çавна "предтеча" тесе хунă. XI,XII,XIII,XIV,XV ĕмĕрсене ăçта хумалла? ШЫРЛАН вĕт ку! Сăвасран мĕнле чăваш пулса тăнине палăртаймасть у верси. | |
Игорь Сайман // 3520.44.0313
2012.12.18 08:24 | |
Çакна палăртмалла:Сăвар - пăлхарлăхăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç.Вĕсем исламран пăрăнса юлнă тени те, çемçен каласан, тĕрĕсех мар."Сăвар-Пăлхар çывăхĕнчи хула, унта та,Пăлхарти пекех,тĕншĕн(исламшăн-И.С.)кĕрешекенсем пурăнаççĕ"("Худуд ал-Алем"). | |
Владимир // 2199.12.8952
2012.12.19 01:35 | |
Çĕрпÿ районĕнче "çĕтĕк çăваç" ятлă ял пур. Вăл ят çын ячĕ пулни, пĕлтерни паллă ĕнтĕ. Калăпăр , хăшĕ-пĕри çĕтĕк сăмах ĕлĕкрех лайăх тенине пĕлтернĕ тесе шутласа тупăйĕ-и тен? | |
Agabazar // 3895.84.6158
2012.12.19 09:15 | |
Кубрат:"Çĕрпÿ районĕнче "çĕтĕк çăваç" ятлă ял пур..." Тен ку официаллă ят мар, халăхра çÿрекенни? Ялăн чăн ячĕ мĕнле-ши? Вырăсла ят мĕнле? | |
Александр // 3647.00.9975
2012.12.20 12:25 | |
Ун пек ял ятне илтмен. | |
Сайман // 1029.46.0167
2012.12.20 13:54 | |
Мĕнле пĕр пĕчĕк пайĕ пирки калаçан.Кĕрсе пăх сувары р.ф.сайта.Урта лайăх ăнланăн суварсем пирки.Е есĕ СУБАРТУ пирки те илтмен-и. | |
Владимир // 4112.95.9038
2012.12.20 20:15 | |
Пур, Медикасси çумĕнче. Вырăсла темлеччĕ, астумастăп, те Вторые Тюрары,те Анчиккассы. Йăнăшма та пултарап, вырăсла ячĕпе. Анчах та чăвашла вăл яла тавраллипех "Çĕтĕк çăваç" теççĕ. |