Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫӑваҫӑ, ҫӑваҫ, чӑваш?

Аçтахар Плотников12.12.2012 21:2513021 Пурĕ пăхнă

«Чӑваш» сӑмах епле пулса кайни пирки кам мӗн кӑна шутласа кӑлармасть пулӗ? Пӗрисем «сӑвас» (сӑвар) халӑх ятӗнчен пулнӑ теҫҫӗ, теприсем «йӑваш» сӑмаха асаилеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — Чӑваш-паттӑра. Юлашки вӑхӑтра тепӗр юхӑм ҫуралчӗ теме пулать — чӑваша «ҫӑваҫӑ» (ҫӑва+ҫӑ) сӑмахпа ӑнлантарса парасшӑн.

Анчах та чылайӑшӗ ман шутпа пӗр пӗчӗк япала пирки манаҫҫӗ — «-ҫӑ/-ҫӗ» аффикс ӗлӗкрех урӑхларах илтӗннӗ, вӑл «-чӑ/-чӗ» пек янранӑ. Инҫе кайма та кирлӗ мар, пирӗн ума «элчӗ», «тимӗрчӗ» сӑмахсем аса килеҫҫӗ. Ку — пӗрре.

Иккӗмӗшӗнчен вара мӗнле халӑх хӑйне вилнисен тӗнчипе, ҫӑвапа ҫыхӑнтарса калӗ? Пирӗн йӑла-йӗрке тем тесен те вӑл вӑхӑтра ҫӑвапа ҫыхӑнман пулнӑ — пирӗн асаттесем ваттисене сума сунӑ. Халӑх тӗнӗн тӗп паллисенчен пӗри вӑл. Анчах акценчӗ ҫӑвана ҫӳресси пулман. «Ҫӑва» сӑмаха та тӳрремӗн каламан. «Автансӑр ял», «лутра ял» тенисем час-час тӗл пулаҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ?

«Ҫӑваҫӑ» сӑмахран «чӑваш» тума хӑтланнине, паллах, итлеме лайӑх, анчах та ӗненме, темскер, йывӑртарах. Хитре юмах пек кӑна йышӑнма пулать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Игорь Сайман // 1627.53.9041
2012.12.12 22:12
Admin:"Юлашки вăхăтра тепĕр юхăм çуралчĕ..." Çĕнĕ япала мар ку.Çак версие Н.И.Егоров кăларса тăратнăранпа 20 çул та çитет пулĕ.Хальхи вăхăтра ăна В.Г.Родионов малалла аталантарать. Вăт вĕсенчен ыйтмалла, каласа кăтартчĕр хăйсен паянхи шухăшне.Вăтам ĕмĕрсенче çăва сăмах масара мар, тĕн йăли-йĕркине ирттермелли вырăна пĕлтерме пултарнă.
2012.12.13 00:15
Аçтахар Плотников
Маншăн — çĕнĕ. Виталий Григорьевичпа Николай Егорович кăна мар ăна сараççĕ :(

Paĝoj: 1, 2, [3]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj