Я приехала сюда два месяца назад. Давно читала интересные общении в форуме, но как-то не успею зарегистроваться. Я бы очень хотела общаться больше с вами именно о чувашском языке. Я социолингвист, и мне очень интерсно как Чуваши относятся к языкам. Конечно, я хочу говорить с людьми как можно больше. Я планирую путешествовать по Чувашии, и если вы не против, я бы хотела познакомиться с вами!
Кроме чувашского языка, я тоже изучаю чувашскую культуру. Я начинала изучать чувашскую вышивку, и мне очень нравятся чувашские юррисем.
Кала-ха мана тархасшӑн, как можно общаться?
Тавтапуҫ и чипер!
Катя
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Кейт, салам! Мĕнле иртрĕ "День сурка". Мĕнле пулăмсенче пулса курма, мĕнле хĕллехи уявсенче пултăн?
Тимер // 2402.99.3398
2013.02.13 09:02
Кейт,эсĕ мара тĕлĕнтеретĕн.Шупашкарта конгрессра ларакансен ачисем чăвашла пĕр сăмах пĕлмеç.Кирлĕ те мар вĕсене.Сана мĕн тума кирлĕ çĕр çинчи чи авалхи те илемлĕ чĕлхене вĕренме?
Игорь Сайман // 4045.90.7926
2013.02.13 16:49
Ах, Тур, хытă тĕлĕнтертĕн Тимер! Калама çук пысăк открыти турăн! Хуть паянах Нобель премине пар!
якур // 2807.69.9264
2013.02.14 19:17
Питĕ кăмăллă!Икĕ нобель( çук Нобель мар, Мир премийĕн çеç) премийĕн лауреачĕ пирĕнпе сăмахлаççĕ. Унччен И.Саймана лауреат ятне илме тăратнăччĕ. Кейт тăван çĕршывне çитсен ăсчахсене тĕлĕнтерĕ!
Тимер:"... çĕр çинчи чи авалхи те илемлĕ чĕлхене..."
Тĕнчери чĕлхесем пурте Адампа Еваран пуçланаççĕ(ытарлă каласан). Нихăш чĕлхе те пĕлĕтрен татăлса анман. Тĕнчере илемсĕр чĕлхесем çук. Тахçан ностратизм тапхăрĕ пулнă.http://ru.wikipedia.org/wiki/Праностратический_язык
Çук йăнăшатăн Сайман.Чăваш чĕлхи чи илемли.Сансăр пуçне пурте килĕшеççĕ кун пирки.Адам чăваш пулнине пĕлместĕн-им?
Пурнăç Пурисĕ // 2050.95.5716
2013.02.15 22:38
И.Сайман! Эсĕ хăвăн диссертацилле чĕлхепе тăнран кăлартăн ĕнтĕ! Ансатрах чĕлхепе калаç, эсĕ кунта кафедра ларăвĕнче мар вĕт, хотя унта та нимех тарăн шухăшлине кăларса пама пултаримăн. Пĕтĕмпех "отрицание" с приведением цитат. Эпир çамрăк чухне пире хамăрăн сăмахсемпе çырма ыйтатчĕç. Медведев та Плагиат нумай тесе ĕнĕрлеме пуçларĕ!
Пурнăç Пурисĕ // 2050.95.5716
2013.02.15 22:56
И.Сайман! Саншăн тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи чи илемли мар-им? Е сана араб, нимĕç,яппун, китай тата акăлчан чĕлхи чуна ытларах ăшăтать? Тĕрĕс çырнăччĕ сан çинчен çÿлтерех: тăван сăмах, юрă-кĕвĕ, вăйă-ташă саншăн пуш сăмах. Ыйт ют çĕршывра самаях пурăннă хăта-тăхлачсенчен чун еплерех кÿтсе килнине унта пурăнсан, но впрочем сан кÿтмесен те пултарать, эс ведь человек мира!