Пӑлхарта (Тутарстанри хулара) чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Яклычева пурӑнать — пирӗн халӑхӑн авалхи хултине килекен кашни чӑваша ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илет. Питӗ тараватлӑ хӗрарӑм! Кашни хӑнана чаплӑ йышӑнать: мунчине те хутса парать, мӗнле пулӑшу кирлӗ — яланах пулӑшма хатӗр.
Уйӑх каялла Валентина ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ иккен — мана халь тин пӗлтерчӗҫ. Вӑйлах суранланнӑ терӗҫ, Хусанти пульницара выртса тухнӑ.
Валентинӑна эп хамӑн тӑван шкула та илсе кайсаччӗ — ун чухне вӑл ачасене Пӑлхар хули пирки каласа пачӗ, шкулӑн музейӗпе паллашрӗ. Чӑн та питӗ маттур хӗрарӑм.
Инкек-синкексем самай пулаҫҫӗ, унсӑр пурнӑҫ ҫук. Валентинӑна ман чун-чӗререн хӑвартрах сывалма сунас килет.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Эпир ача чухне "çын çимелле" текен вăйă пурччĕ. Чăн та, çитет пуль çав вăййа выляса, "çын çисе".
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.17 19:34
Хусанти,Чĕмпĕрти,Екатеринбургри,Оренбургри тата ытти çĕрти чăвашсен ертÿçисемпе тачă çыхă çыхăнса патшалăхран пĕр пус илмесĕр ĕçлетпĕр чăвашлăха упраса.Маттур Арсем нумай-ха.Çакă савăнтарать тата вăй-хăват парать.Апла пулсан тĕрĕс пыратпăр.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.17 19:40
Игорь Сайман.Эсĕ таса чунлă çын.Чăваш турри пулăштăр сана чăвашлăхшăн кĕрешсе ÿсĕмсем тума.Библине ан вула.унсăрах питĕ йĕркеллĕ те мăнаçлă пурăннă пирĕн несĕлсем.Вĕсем пиртен ăслăрах пулнă.
Пурис // 9481.8.9156
2012.12.15 19:24
Каçар, Валентина. Тĕрĕссипе Сайман темăна урăх çĕре куçарса ячĕ. Эпĕ ăна камне пĕлмесĕрех Сюктерккăран унта-кунта çитерсе ятăм та, чун вырăнта. Васса ав питĕ пурăнасшăн, пусасинчен питĕ шикленет. Никам та тĕкĕнмест, пурăн пире савăнтарса.
Тимер // 8800.3.3811
2012.12.17 17:28
Эпĕ таки ăнланаймарăм.Игорь Сайман чăвашлăхшăн пĕр конкрктнăй ĕç тума хатĕр-и?Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ Пăлхарти чăвашсен ертÿçине( аварине лекнĕ хыççăн)Валентинăна пĕр пин куçарса парирет-и?Эпир панă.
Игорь Сайман // 3520.44.0313
2012.12.18 08:00
"... Тĕрĕссипе Сайман темăна урăх çĕре куçарса ячĕ."
Аплах пулсан манăн та каçару ыйтма тивет ĕнтĕ. Тĕрĕссипе эп Валентинăна
"Пăлхар музи,Пăлхар пирăштийĕ" тенĕччĕ.
Игорь Сайман // 5097.3.3352
2012.12.18 09:01
Пурис:"... пурăн пире савăнтарса."
Чăн малтанах хăйне хăй савăнтарса пурăнтăр.
Васса // 1311.7.6603
2012.12.19 15:43
Пурис, сан пурăнас килмест -им? Ман эсир камне те ,эсир ăçта пурăннине те пĕлес килмест,эсир вĕт зп ăçта пурăннине пĕлесшĕн.
Пурис // 2462.37.4643
2012.12.20 22:11
Сайманран темиçе çын уже ыйтрĕ,конкретнă мĕнле ĕç турăн? Калаçăва е библи çине куçарать, е темтепĕр çинчен. "Пăлхар музи" тени конкретнăй ĕç-ши? Кунашкал инçе кайăпăр, Архипов пекех-Укçа куçараççĕ, ĕçленçи пулать, çук-гулянкăра. Сайман хирĕçлессе пĕлсех тăратăп. Татах библи е пĕр-пĕр философи "Ăнкарăвне" туртса кăларать. Мĕн каласшăн-ыйту?
Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2012.12.21 12:59
Сайман, эсĕ "Пăлхар музи" тени Валентинăна унăн пăтăрмахĕнче пулăшасса шанатăн пулсан кашни кунах кĕлĕ вулама пултаратăн. Эсĕ сăмахсене сутăн илместĕн вĕт.Вот çавăнпа эпĕ юратмастăп эпĕ юбилейпе менельниксене: эти ни к чему не обязывающие слащавые речи развращают народ.