Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Валентина Яклычева инкеке лекнӗ

Аçтахар Плотников13.10.2012 13:5818005 Пурĕ пăхнă
Пӑлхарта (Тутарстанри хулара) чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Яклычева пурӑнать — пирӗн халӑхӑн авалхи хултине килекен кашни чӑваша ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илет. Питӗ тараватлӑ хӗрарӑм! Кашни хӑнана чаплӑ йышӑнать: мунчине те хутса парать, мӗнле пулӑшу кирлӗ — яланах пулӑшма хатӗр.
Уйӑх каялла Валентина ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ иккен — мана халь тин пӗлтерчӗҫ. Вӑйлах суранланнӑ терӗҫ, Хусанти пульницара выртса тухнӑ.
Валентинӑна эп хамӑн тӑван шкула та илсе кайсаччӗ — ун чухне вӑл ачасене Пӑлхар хули пирки каласа пачӗ, шкулӑн музейӗпе паллашрӗ. Чӑн та питӗ маттур хӗрарӑм.
Инкек-синкексем самай пулаҫҫӗ, унсӑр пурнӑҫ ҫук. Валентинӑна ман чун-чӗререн хӑвартрах сывалма сунас килет.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Якур // 1039.8.4424
2012.11.11 15:47
Çав териех ан ятла-ха Алина "Мĕскĕн" чăвашсене. Унашкалах мĕскĕн мар-çке вĕсем. Ĕçне йĕркелемелле лайăхрах. Ăна тума лайăх кăна ушкăн кирлĕ. Халиччен Конгресс куштанĕсем тата ытти Фондсем хăйсене " Пиарить" кăна тăваççĕ.
Игорь Сайман // 2314.70.3523
2012.11.11 17:01
Пиар тенине(PR,public relation) темле усал япала вырăнне хумалла мар. Вăл та кирлĕ!
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.11 18:49
Халăха сутса улталаса ĕçленĕ пекки туса патшалăх укçине пустуй пĕтерсе "пиар"туса ларакансем пирки сăмах пынине нивушлĕ ăнланмасть Сайман?Чăваша кирлĕ мар суя.
Владимир // 1906.02.9092
2012.11.11 22:32
Хальхи вăхăтра эпир пиар тума та пĕлместпĕр. Çавă пире питĕ каялла туртать. Чăваш конгресĕ пирки раççейри нимле новостной сайтсенче те нихăçан та çырман.
Владимир // 1906.02.9092
2012.11.11 22:35
"Пăлхар фонд" республикă ятне улăштарса Чăваш-Атăлçи Пăлхар республики тумалла тесе чĕнÿ çырсан кăна ЧНК пирки раççей шайĕнче çырса кăларчĕç, çав новостной сайтсем.
Владимир // 1906.02.9092
2012.11.11 22:38
Чăваш ятне пиарить туса тăмасăрах çак хаяр çутă тĕнчере чакмасăр упранса юлма пулать тесе шутланă-им эсир? Ун пек шутлани,çутта тухман çынпа пĕр тан шутлани вăл.
Игорь Сайман // 4223.71.6176
2012.11.11 22:47
Тимере. Ну, "йĕксексем" пулччăр эппин хайхисем. Анчах та вĕсем хамăрăн "йĕксĕксем"! Кам хăйĕн "йĕксĕкĕсене" тăрантма ÿркенет, çав ЮТ ЙĔКСĔКСЕНЕ тăрантать.
Владимир // 1906.02.9092
2012.11.11 22:47
Чеченсем хăйсен конгресне пухăнсан ăна пĕтĕм тĕнче пĕлет. Чăвашсем пухăннине Чĕмпĕрте те пĕлмеç. Çаплах хăш-пĕри , чăваш пулмалла, чăваш ятлă тавара илĕр теççĕ. Пĕр рекламă памасăр тавар сутса ларасшăн, пĕр пиар тумасăрах.
Игорь Сайман // 4223.71.6176
2012.11.11 22:59
Эпир хамăрăн "йĕксĕксене" пиар тунăшăн мар, пиар НАЧАР ТУНĂШĂН çеç критиклеме тивĕçлĕ.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.12 12:52
Йĕксĕксене йĕксĕксем "пиарить"туччĕр. Эпир вара вĕсене алă памăпăр.Халиччен ята яман,малалла та ята ярас марчĕ.

Paĝoj: 1, 2, [3], 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj