Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Валентина Яклычева инкеке лекнӗ

Аçтахар Плотников13.10.2012 13:5818000 Пурĕ пăхнă
Пӑлхарта (Тутарстанри хулара) чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Яклычева пурӑнать — пирӗн халӑхӑн авалхи хултине килекен кашни чӑваша ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илет. Питӗ тараватлӑ хӗрарӑм! Кашни хӑнана чаплӑ йышӑнать: мунчине те хутса парать, мӗнле пулӑшу кирлӗ — яланах пулӑшма хатӗр.
Уйӑх каялла Валентина ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ иккен — мана халь тин пӗлтерчӗҫ. Вӑйлах суранланнӑ терӗҫ, Хусанти пульницара выртса тухнӑ.
Валентинӑна эп хамӑн тӑван шкула та илсе кайсаччӗ — ун чухне вӑл ачасене Пӑлхар хули пирки каласа пачӗ, шкулӑн музейӗпе паллашрӗ. Чӑн та питӗ маттур хӗрарӑм.
Инкек-синкексем самай пулаҫҫӗ, унсӑр пурнӑҫ ҫук. Валентинӑна ман чун-чӗререн хӑвартрах сывалма сунас килет.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Владимир // 7627.7.0041
2012.10.13 20:19
Мана вăл хĕрарăм питĕ килĕшет. Хам унпа паллашайман пулин те. Часрах сывалма сĕнетĕп.
Тимер // 5574.4.5423
2012.10.13 21:04
Юрать хăй чĕрĕ юлнă,машинине юсама пумасанта.Тен мĕнле те пулин пулăшăпăр.Халь эмельсем питĕ хаклă.Тата машинăсăр мĕнле кĕтсе илĕ Валентина.Ма шăпăрт Тафаев,Цыпленков?
Алина // 3424.7.7696
2012.10.29 14:44
Валентина нумаях пулмасть"Волжанка" санаторире сипленчĕ. Ăна Шупашкартан санаторие леçме машина шыраса пĕр кун ирттертĕмĕр. Мана ун умĕнче çав тери намăс пулчĕ. Пĕтĕм Республикипе те машинлă çын çук тейĕн. Мĕскĕн чăвашсем эпир, сăмахпа çеç ырă ятлă пуласшăн.
Игорь Сайман // 9692.7.5056
2012.10.30 20:25
Çавнашкал шăпаллă ырă хĕрарăма "Пăлхар музи" тесен мĕнлерех-ши?
Игорь Сайман // 3964.38.5589
2012.11.06 20:31
Пăлхар хулашне сыхлакан пирăшти.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.06 22:25
Тĕрĕс Алина.Санаторирен хулана илсе килсе художниксен выставкинче пултăмăр.Кайран Çĕнĕ Шупашкара та хамах леçсе хăвартăм.Булгаристсемпе пĕрле пиншер тенкĕ пухрăмăр пулăшма
Игорь Сайман // 1982.27.0126
2012.11.07 19:53
Чĕрĕ çынна ырă тума, ыррине ырăпа тавăрма нихçан та кая мар.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.08 21:37
Кая юлсан каю шăтать. Игорь Сайман,мĕнпе пулăшма пултаран Валентинăна .Эпир пĕршер пин пухса патăмăр машинине юсама.
Игорь Сайман // 3421.40.3990
2012.11.09 14:31
Çапли çапла пуль-ха та, анчах çакна еплерех ТĔРĔС МЕСЛЕТПЕ тумалла-ши? Калăпăр, эпир хамăр та Шупашкарта мар вĕт.

Paĝoj: 1, 2, 3, [4]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj