Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto Yuyakovlev


Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян? Иккӗмӗш ҫавра

  24.03.2017 11:55 | 5493 Пурĕ пăхнă

Иккӗмӗш ҫавра. Чӗре кӑварне таптакансем

 

«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ.

Далее...

 

Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян?

  13.01.2017 12:56 | 7877 Пурĕ пăхнă

Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваша пӗтерекенсем

 

«18 ӗмӗр вӗҫӗнче пӗр ыйту ҫуралать. Ку ыйту – хальхи философин полюсӗсенчен пӗри. «Мӗн вӑл тӗнче? Кам вӑл ҫын? Мӗн вӑл ун чӑнлӑхӗ? Мӗн вӑл ун пӗлӗвӗ? Пӗлӳ мӗнле пулать?..» Ҫак ыйтусене эпир йӑлана кӗнӗ философи ыйтӑвӗсем теме хӑнӑхнӑ. 18 ӗмӗр вӗҫӗнче, ман шутпа, тепӗр ыйту ҫуралать: «Камсем вара эпир пирӗн вӑхӑтра?» Ку ыйтӑва эсир Кантӑн пӗр ӗҫӗнче тупатӑр. Чӑнлӑх тата пӗлӳ пирки ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусене айккине сирнӗрен тухман вӑл.

Далее...

 

Очередной акт балета Валери Тургая «Унижая других возвышаю себя»

  30.09.2016 14:26 | 5645 Пурĕ пăхнă

Отклик на интервью, данное Валери Тургаем Эрсубаю Янгарову для сайта «Idel.Реалии» (10 сентября 2016 г.) и озаглавленное "Не дам народу свернуть в небытие"

 

О зрелищной, игровой природе жизни и творчества Валери Тургая мне доводилось писать не раз (О новом имидже Валери Тургая. – Чӑваш ен, 1994, № 24; О возвращении Тургая на круги своя. – ЛИК Чувашии. 1995. № 4; Мӗнле пулмалла-ши чӑваш патшин? – Хыпар, 1995, ака, 4). Представление, данное Тургаем на сцене «Радио Свободная Европа/Радио Свобода», меня впечатлило.

Далее...

 

«Выляман вӑл. Унӑн тӗнчи ҫавӑн пек пулнӑ»

  14.09.2016 19:08 | 3993 Пурĕ пăхнă

(Кирилл Кириллов кайнӑранпа 20 ҫул ҫитнине асӑнса)

 

«Эс хӑвна епле тытнине ӑнланас тесен сан хӑвӑнти программӑсене (эс хӑв хывман, санран килмен программӑсене) уҫса пӑхмалла», – тетчӗ В.Г. Мурашковский. «Ученому и собеседнику» тесе алӑ пусса парнелерӗ вӑл мана П.В. Денисовӑн «Религиозные верования чуваш» кӗнекине (1959). Хӑй пирки вӑл «ватӑ еврей» тетчӗ, эп ун патне хӑнана пырсан вӑл манпа калаҫнӑ чухне пуҫне еврейсен ҫӗлӗкне – кипа – тӑхӑнатчӗ.

Далее...

 

«Чӑваш тӗнчи ҫывхарнӑ чух...»

  09.09.2016 20:37 | 10235 Пурĕ пăхнă

Чӑваш! Чӑваш!..

Чӑваш! Чӑваш!..

Сан ыйӑхлӑ уюсене,

Сан лӑпкӑ кӑмӑллӑ, ачаш,

Йӑваш-айван ялусене

Савмашкӑн манӑн халӑм ҫук.

Чӑваш тӗнчи ҫывхарнӑ чух

Чӑвашӑн чунӗ йӑваш-ши?

Анаслӑ ыйахӑн ӑшши —

Вырӑнлӑ-ши?.. Вырӑнлӑ-ши!..

Тӑван чӑваш хӑюллине,

Вӑл вӑйлине курасчӗ ман.

Чӑваш!..

Ҫӗклен те ҫунатлан!

Куҫна тёлле хӗвел ҫине.

(Ҫеҫпӗл Мишши. Чӑваш! Чӑваш!.. 1921)

 

«Мӗн тумалла? Чӑваш халӑхӗ малалла кайтӑр тесен мӗн тумалла?..» Ҫӗн йӗркелӳ (перестройка) пуҫланнӑранпах (1987) чӑваш ҫак ыйтун тупсӑмне уҫҫӑн (пуҫтарӑнса, пухусенче, ҫын ҫинче, пичетре, радио-телевиденире, мунчара, хӑнара…) шырать?

Далее...

 

Чан сасси чӑваш чунне вӑратаймӗ

  05.09.2016 09:35 | 3317 Пурĕ пăхнă

Ҫӑка ҫулҫи ҫаврака,

Мӗн каласа ҫырнӑ-ши?

Эпир кунтан кайсассӑн

Мӗн каласа юлӗҫ-ши?

 

Ҫак юрра Освальд Шпенглер пӗлес пулсан, тен, «Европа вилӗмӗ» (Der Untergang des Abendlandes, 1918, 1922) кӗнекен эпиграфӗ тунӑ пулӗччӗ. Нимӗҫ философӗ шучӗпе, истори пулӑмӗсем ҫут ҫанталӑкри пулӑмсем пекех. Культурӑсем пӗр-пӗринчен хӑйсен эрешӗпе уйрӑлса тараҫҫӗ. «Ӑс-тӑн тӗрри» тет Шпенглер. Тӗнче, кун-ҫул тӗрри, ҫиелтен пӑхсан, тӗрлӗ, анчах та вӑл, ун уҫҫине тӗшмӗртсен (хатӗр, янтӑ уҫӑ ҫук – сӗмленӳ, тавҫӑру ӑна тупма май парать), аванах вуланать.

Далее...

 

Тилли шарт-шартпа наци юхӑмӗ тулмасть

  12.08.2016 14:11 | 4405 Пурĕ пăхнă

 

Йӑвӑр шухӑшсем

 

Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,

Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.

Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…

Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.

Атӑл шавланине итлерӗм:

Чуна лӑплантарса пули терӗм.

Анчах канӑҫсӑр чунӑм лӑпланмарӗ,

Пуҫран йӑвӑр шухӑш каймарӗ.

Тӑван ҫӗршыв, сана ӗненеттӗм,

Пулас мухтавлӑхна сисеттӗм...

Халиччен шанчӑкпа чӗре ҫунчӗ…

Паян теме сиссе ӗмӗт сӳнчӗ.

Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,

Сивӗннӗ чӗрере вӑйӑм чакрӗ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1610+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru