«Мӗн тумалла? Чӑваш халӑхӗ малалла кайтӑр тесен мӗн тумалла?..» Ҫӗн йӗркелӳ (перестройка) пуҫланнӑранпах (1987) чӑваш ҫак ыйтун тупсӑмне уҫҫӑн (пуҫтарӑнса, пухусенче, ҫын ҫинче, пичетре, радио-телевиденире, мунчара, хӑнара…) шырать? «Камсем эпир чӑвашсем?..» Ҫак ыйтусем халӑхӑн чунне пӑлхатрӗҫ. Раҫҫейри 1917 ҫулхи нарӑс тата юпа уйӑхӗнчи революци хумӗ кӑна халӑх чунне ҫапла пӑлхатнӑ.
Шав-шав вӑрман, шав вӑрман,
Мӗншӗн шавлать ҫак вӑрман?
Турат ҫумне турат хушасшӑн?
Шав-шав халӑх, шав-шав халӑх,
Мӗншӗн шавлать ҫак халӑх?
Чӑваш ҫумне чӑваш хушасшӑн.
«Мӗн тумалла?» ыйту чӑвашшӑн ялан ҫивӗч тӑнӑ. («Этем теме те чӑтать: мӑнтӑра кӑна чӑтаймасть». Чӑваш халӑхӗ мӑнтӑр пурнӑҫ курман.)
Кун-ҫул пӑсӑлса кайрӗ,
Куҫ-пуҫ аташса кайрӗ:
Те тутара тухас-ха,
Те юталла тарас-ха?
Кӗҫтеннтин Иванов хӑйӗн сӑввине «Хальхи самана» (1908) тесе ят панӑ? «Чӑвашӑн яланхи самани» е «Чӑваш юрри» тесе ят парсан тӗрӗсрех пулмалла? «Чӑваш – ухмах вӑл», «ухмахӑн ялан пӗр юрӑ»…
«Пӗтетпӗр, пӗтетпӗр» тесе Ной ялан нӑйласа ҫӳренӗ – анчах ӑна ҫынсем итлемен.
Сердца отвагою полны!
Корабль летит, бушует море,
Но берег счастья не далек:
Уж виден отблеск красных зорей.
Ҫеҫпӗлӗн «В красном море» (1919) сӑввинчи карап – Ной карапех. Ной карапӗн символла пӗлтерӗшне вӑрлӑх упрамалли вырӑн пек те ӑнлантараҫҫӗ. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ, ташши-юрри, тӗрри-эрешӗ, чӑвашшӑн ҫуннӑ (пассионарий вӑл пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таран ҫунакан ҫын) ҫыравҫӑсен, художниксен тата ытти пултару ҫыннисен пултарулӑхӗ Ной карапӗ ҫинчи вӑрлӑхах. Вӑхӑт ҫитсен, карап ҫырана ҫитсен, «Ҫӗн кун аки» (1921) вӑхӑчӗ ҫитет:
Кӑвак ҫутӑран шӑратнӑ ака пуҫ
Туртийӗ хушшинче хӗвел ташлать.
Ҫӗн Кун — шевле сарриллӗ ылтӑн пуҫ —
Чӑваш уйне ака тума тухать.
(…)Ҫӗн кун пин-пин кӑварлӑ хурӑҫ аллипе
Сар-хӗрлӗ кунтӑкран уйсем ҫине
Кӑварлӑ ывӑҫпа пин, ҫӗр пин ҫӑлтӑр акрӗ.
Ирхи шевле ун хыҫҫӑн ылтӑн сӳрипе
Ҫёр пин ҫӑлтӑрлӑн ҫунан Чӑваш Ҫӗрне
Тӗр тӗрлесе, сӳрелесе пӑрахрӗ.
Ҫӗн йӗркелӳчченхи ӑрусен паттӑрӗсем (Иван Юркин, Николай Ашмарин, Юрий Зайцев, Николай Никольский, Петр Осипов, Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Юрий Скворцов, Геннадий Волков, Юхма Мишши тата чӑвашшӑн тапакан ытти нумай-нумай чӗресем) «ҫӗр пин ҫӑлтӑра» ҫӗр пин юрӑра, ҫӗр пин ташӑра, ҫӗр пин тӗрӗре, ҪӖР ПИН СӐМАХРА пирӗн пата тата килес ӑрусем патне ҫитерчӗ? Мӗн тумалла? 25 ҫул хушши калаҫса (тен, хамӑр сисмесӗрех) эпир ҫӗн чӑвашӑн кӗлеткине, хапине, тулашне турӑмӑр. Халӗ ӗмӗтри-калаҫури-сӗмленӳри ҫӗн чӑваша чӗм (дух) кӗртмелле. Хамӑрта космос ҫыннине вӑратмалла («космос вӑл — кусакан ӑс», — теҫҫӗ паян астрофизиксем, торсионлӑ теори). Вара:
Хӑватлӑ, ҫӗн чӗреллӗ ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗ,
Хул пуҫҫипе кӑвак пӗл[ӗ]те пер[ӗ]нсе,
Кун-ҫул уйне тухса хӗвел тумтир тумланӗ,
Ҫӗн Кун ӑна ыталё савӑнса, ачашшӑн;
Умне, ҫӗн ҫул ҫине, ҫӗн чечексем чӗртсе,
Интернационал кӗперӗ анӗ.
Рене Генон Ной карапӗпе асамат кӗперӗ хушшинчи пӗрешкеллех, аналоги пурри пирки шухӑшлать. Карап аялти тинӗсре ишет, асамат кӗперӗ вара карапра йӗрке-гармони упраннине пӗлтерсе ҫӳлте ишет. Иккӗшӗ пӗрлешӗнсен, «Тӗнче ҫӑмартин» символӗ пулаҫҫӗ. Космос «Тӗнче ҫӑмартинчен» пуҫланса кайнӑ. «Тӗнче ҫӑмарти» — вилӗмсӗрлӗх тӗшши. (Ҫӑмартара — Чӗм (Дух) упранать.) Ку тӗшӗ чӗрере шӑтса тухать, амаланать. Космосла шухӑшласан кӑна Ҫеҫпӗл мӗнле сар шевлепе калаҫнине тата сар шевли мӗнле апокалипсис хыҫҫӑн килнине ӑнланма пуҫлатӑн:
Шӑршлӑ каҫ йӑвӑрри,
Кивӗ ҫӗр кӑкӑри
Вут хыпса, кёл пулса вӗҫтӗр-и?
Ҫёр ҫунса ҫӗнелсен,
Ҫӗр ҫине мал енчен
Ҫӗнӗ сӑн ҫиҫӗмле ҫиҫтӗр-и?
Ҫӗнӗ сӑн йӑлтӑрри,
Ун кӑвар ҫӗмӗрри
Чӗрере Вут Сӑмах чӗрттӗр-и?
Шупашкарӑн варри
Ҫиҫӗм вутлӑн вӗри
Ҫӗн сӑмах вучаххи пултӑр-и?
Ҫӗн тёнчен кӑварне,
Ҫӗнӗ сӑн ҫуттине
Тӗллесе пӑхайман куҫсене —
Ҫӗнӗ сӑн кӑварри,
Ҫӗн хӗвелӗн ури
Пӗр чиксе шӑтарса илтӗр-и.
Камӑн нишлӗ чӗри,
Пур нишли, халсӑрри —
Ленчӗрти шапасем пулччӗр-и?
Эй! Шевле, Сар Шевле,
Ҫӗр ҫине ҫул тӗрле,
Ҫул ҫине ярапан cap силле.
Ҫав ҫулпа мал енчен,
Ҫӗн тӗнче умӗнчен,
Ҫӗнӗ сӑн вӗҫ килет инҫетрен.
Эй, вӗре, вутлӑ юн!
Эй, Ҫӗн Кун, йӑлтӑр Кун,
Кив ҫӗре ҫунтарса ҫун! ҫун! ҫун!
Юрий ЯКОВЛЕВ.
Анатолий РОЗОВ ӳкерчӗкӗнче космосран килекен ҫӗнӗ пӗлӳ сӑнарланнӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.