Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto Yuyakovlev


Арҫури тупсӑмӗ-тӗллевне маннӑ арҫурисем

  15.09.2019 14:22 | 824 Пурĕ пăхнă

(«Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян?» кӗнекерен)

 

«Литература халӑха туйма, шухӑшлама, критикӑллӑ ӑс-тӑна туптама вӗрентет. Хӑйӗн сӑнне те вӑл литературӑра тупать. Ҫак сӑна вӑл ялан улӑштарма, лайӑхлатма тӑрӑшать.

Литература вӑл – Пӳлӗх парни мар. Ӑна ҫынсем тӑваҫҫӗ. Вӗсем литературӑна тата хӑйсене суйлаҫҫӗ. Литература пропаганда е канмалли мел кӑна пулас пулсассӑн халӑх чӗрчун-выльӑх пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫлӗччӗ.

Паллах, ку пит пӗлтерӗшлӗ те мар.

Далее...

 

Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ

  19.02.2019 09:55 | 2462 Пурĕ пăхнă

Чӑваш Ҫӳл Тӗнчи шевлипе шӑварӑннӑ юрӑ, е Чӑвашӑн сарӑ кун тӗнчинче те хӗрӳ ӗҫ пырать

 

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

Ҫаврака Ҫавал ҫаврӑнса юхать,

Кӑмӑла ҫӗклен сӑмахсем калать.

Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,

Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.

 

Ватӑях вӑрман каш та каш кашлать,

Ҫунатти ҫинче сар хӗвел ташлать.

Эй, чӑваш тӗнчи, сарӑ кун тӗнчи,

Сан ҫинчен ялан чунӑм юр юрлать.

Далее...

 

Фарида ҫине чӑваш хӑй чунӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхать…

  25.01.2019 11:24 | 3266 Пурĕ пăхнă

Ман арӑм амӑшне телефонпа Фарида юррин сӑмахӗсене вуласа ҫыртарнине курсан — тӗлӗнтӗм. (Ялта ватӑсен интернет ҫук.). Хуняҫапа хуняма, Вениамин Ефимовичпа Римма Ивановна, — вӗреннӗ ҫынсем, интеллигентсем темелле. Пурнӑҫ курнӑ. Пули-пулми япалапа вӗсене астараймӑн. Шалтипе тулаш мӗнне вӗсем аван пӗлеҫҫӗ. Тиркевлӗ куҫпа пӑхаҫҫӗ вӗсем чӑваш культури ҫине. Фарида вӗсен кӑмӑлне кайни мана юрӑҫ вӑрттӑнӗ пирки шухӑшлаттарчӗ.

Юрланипе мар – юрӑра хӑйне епле тытнипе илӗртет, ман шутпа, Фарида.

Далее...

 

Киреметсӗр, чӑн чӑваш хӑвачӗсемсӗр наци чӗрӗлӗвӗн, аталанӑвӗн пуласлӑхӗ ҫук

  06.01.2019 12:53 | 3942 Пурĕ пăхнă

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

«Уҫӑмлӑ тата курӑмлӑ тӑвакан ӗҫ-пуҫа пула кӑна пурӑнӑҫ (бытие) тӗп-йӗрне палӑртма май пур. Рефлекси ҫавӑн пек ӗҫ-пуҫ тавра (ун хутшӑнӑвӗпе тӑрӑмӗсем тавра), пурӑнӑҫа упракан вырӑн координачӗсем тавра ҫаврӑнать пулсан – вӑл трансценденталлӑ рефлекси пулса тӑрать».

-- -- -- -- --

«А когда рефлексия направлена на те состояния и отношения представляющей деятельности, благодаря которым вообще делается возможным определить бытие сущего, то такая рефлексия, направленная на координаты точки, к которой относится бытие, становится трансцендентальной рефлексией»

(Хайдеггер М.

Далее...

 

Поэт пулса пурӑнать Александр Мефодьев (Сантӑр Аксар) ҫӗр ҫинче

  24.12.2018 23:13 | 2075 Пурĕ пăхнă

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

«Хампа пӗрле тӑрса юрлакана / Ҫур чунӑма ҫурса парӑттӑм», – тенӗ чӑваш (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. 4 том. Юрӑсем. Шупашкар, 1979. 149 с.).

«Ӑнланма пултарни – этеме этем тӑвакан пахалӑхсенчен тӗпри, – теҫҫӗ философсем. – Хӑйне ӑнланнине, ӑнланакана кӗтни – этем чунӗ мӗн ыйтнисен йышӗнче чи вӑйлисенчен пӗри».

А.И. Мефодьева – Сантӑр Аксара – эпир ӑнланман-ха. Ӑнланасси патне, тӗрӗссипе, пыман та.

Далее...

 

Мӗтри мучи пире чун, ЧУН пирки аса илтерет…

  05.12.2018 21:08 | 2172 Пурĕ пăхнă

«Мӗнле лайӑх пирӗн хулара ҫавӑн пек ҫын пурри! Ку вӑл кӗтрет!..» («Очень хорошо, что в нашем городе такой человек есть! Это чудо!..».). 1995 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Д.Т. Жуков куравӗ («6х7 галерея») куракансене хавхалантармаллипех хавхалантарнӑчче, тӗлӗнтерсе савӑнтарнӑччӗ… Ҫавна курса Дмитрий Тихонович хӑй те ача пек хӗпӗртетчӗ: «Очень много слов «чудо», «радость». Один написал: «Чудо из чудес». До того хорошо написано!..».

2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн музей куравӗсен центрӗнче (Ехрем купса бульварӗ, 10) Д.

Далее...

 

Моя встреча с горномарийским чудом

  14.11.2018 13:07 | 3496 Пурĕ пăхнă

На пути поиска национальной идентичности у меня был период увлечения народной песней (в том числе и авторской песней, близкой по духу народному мелосу). Песня меня интересовала как духовное явление. К двухтысячным годам у меня складывалось системное знание о чувашской душе и – из сумеречного тумана интуиций и иллюзий вырисовывалась картина чувашской судьбы… Мне открывалась тайна подлинного звучания народной души… (Подтверждение своей «теории» я находил в сакрализованном исполнении песен Иосифа Дмитриева.

Далее...

 

Тен, чӑваша сӑвар(сувар) ятпа мар – Василий Петрович Тяпкин ятпа улӑштармалла?..

  31.10.2018 09:43 | 2668 Пурĕ пăхнă

Тяпкинла калаҫури «чӑваш чӗлхи пӗтнинчен, чӑваш халӑхӗ пӗтнинчен трагеди тумастпӑр, караул кӑшкӑрмастпӑр» теекен дискурс («Чӑваш халӑх сайчӗ». 21.09.2018.) ҫынсене калаҫтарчӗ, ҫынсемпе калаҫтарчӗ… Калаҫнӑ ҫемӗн, шухӑшланӑ ҫемӗн эп анӑраса та анӑраса пытӑм: «Камсем эпир?..» Чунпа хама ҫывӑх ҫынсемех мана: «Мӗн тӑван-ха ӗнтӗ, ним те тума ҫук. Ку вӑл естествеллӑ процесс», – тесен эп тӳнсе кайманни кӑна. Хыт чӗреллӗхе, чул чӗреллӗхе епле ӑнланмалла/ӑнлантармалла?

Далее...

 

Мӗскер тӑвар?..

  21.09.2018 19:14 | 4341 Пурĕ пăхнă

 

Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваш пӗтнипе пӗтменни пирки калаҫнӑ чух Ҫеҫпеле асра тытар, Ҫеҫпӗл умӗнче намӑсланар.

 

Паянхи чӑваш наци ӑнӗнчи (сознанийӗнчи), чӑваш наци тӗнчетуйӑмӗнчи тӗпри кӑмӑла палӑртма/ӑнланса илме пӑхсан ирӗксӗрех Ҫеҫпӗл сӑввисем аса килеҫҫӗ. (Ун сӑввисем каҫ тӗттӗмне самантлаха сирекен ҫиҫӗм пек: халӑх чунӗнчи шухӑша кӗменни, сӗмленни уҫӑмланать, наци шӑпин ҫырӑвне вулас кӑмӑл пирте – Ҫеҫпӗле ӑша илнисенче – амаланать.). 1921 ҫулхи ҫуркунне ҫырнӑ сӑввине поэтӑмӑр «Йӑвӑр шухӑшсем» тесе ят панӑ.

Далее...

 

Миф о хитрожопом чуваше, или Что еврею благо, то чувашу смерть

  10.08.2018 19:31 | 8944 Пурĕ пăхнă

«Я хитрожопый чуваш», – будто шаман в забытьи вещал иногда Лёша. Его слова не были рассчитаны на эффект, не были эпатажным жестом. Говорил он безотносительно к кому-нибудь и к чему-нибудь… Сам он – чистокровный чуваш, но признание в хитрожопости было на русском языке. В свете теории М.М. Бахтина, это явление можно определить как отражение чужой точки зрения, как примеривание на себе чужого сознания. В смысловом плане реченье Лёши было темным, уводящим в глубины подсознания. Лёша хромал на обе ноги.

Далее...

 
Paĝoj: [1], 2, 3
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru