Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto Stanyal

Халапри мар, чӑн пурнӑҫриех паха

  07.02.2020 11:39 | 5960 Пурĕ пăхнă

(Марина Карягина, Елен Нарпи, Галина Матвеева кӗнекисене вуласан асра юлни)

Нумаях пулмасть мана виҫӗ ҫилҫунатҫӑ хӑйсен пӑрасна (проза) кӗнекисене парнелерӗ. Вӗсене умлӑ-хыҫлах вуласа тухрӑм. Унти хӗрарӑмсен сӑнарӗсене виҫҫӗшӗ пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех ҫыхӑнтарса ҫырса кӑтартнӑ. Пӗринче — ҫын упӑшкине хапсӑнакан, савнин арӑмӗ машина айне пулса амансан ирӗк туйӑмне пусарма пултарнӑ артистка, тепринче — машинӑ ҫапнипе чӑлах юлнӑ, анчах телейне тупнӑ пир-авӑрҫӑ, виҫҫӗмӗш-тӑватӑмӗшӗнсенче — ҫылӑха кӗмесӗр юрату тасалӑхӗшӗн тӑракан хӗрсемпе арӑмсем.

Далее...

 

Чӑваш ялӗн ӗҫри, шывпа вутри сӳречӗ

  15.01.2020 13:36 | 5674 Пурĕ пăхнă

Чӑваш пӑрасни (прози) хӗрарӑм ҫыравҫӑсен романӗсемпе ҫулсеренех пуянланса пырать. Юлашки вӑхӑтра Ульха Эльмен романне вуласа савӑннӑччӗ. Ку хутӗнче Людмила Сачкован «Сиксе юхать Хула ҫырми» историлле романӗн пӗрремӗш кӗнекине (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2019. — 368 с.) кӳнеҫнӗ кӑмӑлпа вуласа тухрӑм.

Людмила Николаевна Сачкова (28. 11. 1957; Патӑрьел, Ҫӗнӗ Ахпӳрт) ҫыравҫӑ чӑваш литературинче «Чӗкеҫӗм, Чӗкеҫ» (1996) халайӗпе (повеҫӗпе) палӑрса юлчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн ун пултарулӑхӗпе шкул ачисене тӗрлӗ классенче паллаштарма пуҫларӗҫ, республика театрӗсем пьесисене шилӗк ҫине кӑларчӗҫ.

Далее...

 

Симакур темтепӗр курса ҫӳрени ҫинчен

  09.01.2020 16:32 | 8341 Пурĕ пăхнă

(«Чӑваш халӑх сайтӗнчи» шӑрпӑклансене каласа пани)

Вӑл тӑван тавралӑха юратни, ӑна тӗпчени, хӑй шыраса тупнине ҫынсене пӗлтерме тӑрӑшни мана унпа паллаштарчӗ. Паллашнӑранпа нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ.

Чим-ха, паллаштарам-ха сире унпа. Ӑна эсир пӗлетӗр те пулӗ-ха, вӑл Тутарстанри Вырӑс Киреметӗнче пурӑнакан чӑваш ӑсчахӗ Виктор Симаков, ЧНК Мӑн канашӗн тата Чӑваш академийӗн пайташӗ, краевед, журналист, педагог, 15 кӗнеке кӑларнӑ ҫыравҫӑ.

Далее...

 

Забвению не подлежат

  12.12.2019 17:13 | 5922 Пурĕ пăхнă

Из архива краеведа

Следопытские пути университетского литературного объединения «Сильзюнат» лежали по всем весям чувашского мира от Болгарии до Камчатки. В Чувашии и в диаспоре нет ни одного района, где бы сильзюнатцы не проводили литературные поиски и свои находки не использовали в докладах на семинарах и конференциях, курсовых и дипломных работах.

У меня в архиве сохранилось несколько материалов с того времени. Один из них – портрет 1937 года чувашского писателя Спиридона Шыпчыка, уроженца села Янгорчино Вурнарского района Чувашии, родившегося 28 декабря 1897 года.

Далее...

 

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра

  26.11.2019 13:34 | 20997 Пурĕ пăхнă

«Паттӑр тесен эпир арҫынна курма вӗреннӗ. Анчах та пурнан пурнӑҫра ҫепӗҫ хӗр, тӑлӑх арӑм арҫынран та вӑйлӑрах пулма пултарать иккен. Ӑна нимле нуша-хуйхӑ та, Тӗнче вӑрҫи те ҫапса ӳкереймен. Ку кӗнекене вӑрҫа чарма пикенннӗ улӑпла харсӑр чӑваш амӑшне асӑнса ҫырнӑ», — ҫапла сӑмахсемпе Наци вулавӑшне мана валли темиҫе уйӑх каяллах парнелесе хӑварнӑ пулнӑ хӑйӗн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи Николай Сорокин. Ӑна тав туса хурав парас терӗм.

Далее...

 

Энциклопедия — историко-культурный паспорт нации

  13.11.2019 22:35 | 11294 Пурĕ пăхнă

Цель энциклопедии – собрать знания, рассеянные по свету, привести их в систему, понятную для людей, ныне живущих, и передать тем, кто придет после нас.

Французский энциклопедист ХVIII века Дени Дидро

 

Завершается выпуск серии энциклопедий районов Чувашской Республики и чувашских национальных краеведческих справочников компактной диаспоры. Из «заграничных» чувашских энциклопедий похвальную оценку получили труды составителя, редактора и издателя Дмитрия Кузьмина («Пензенская, Саратовская и Ульяновская области», в 2-х томах, Ульяновск, 2009, 2012) и краеведа-журналиста Виктора Симакова («Чувашские населенные пункты Самарской области: краеведческий словарь», Чебоксары, 2005; энциклопедия «Чувашские населенные пункты Самарской области», Самара, 2014), коллективные энциклопедии «Чуваши Башкортостана» и «Знатные чуваши Татарстана».

Далее...

 

Пуҫ каснӑ чухне ҫӳҫ пӗрчишӗн макӑрмаҫҫӗ

  23.10.2019 14:25 | 6736 Пурĕ пăхнă

Силпи улӑхӗсем тавра пуҫланнӑ калаҫусем ҫинчен «Урал сасси» хаҫатра сентябрӗн 12-мӗшӗнче тата октябрӗн 2-мӗшӗнче пичетленнӗ статьясене вуларӑм, «Регионы России» журналта, «Чӑваш халӑх сайтӗнче», «Правда Краснояра ВКонтакте», «Идель.Реалии» сайтра тата ытти хыпарлав хатӗрӗсенче тухнисемпе паллашрӑм.

Чӑваш халӑхӗшӗн сӑваплӑ вырӑнсем шутланакан ҫӗре ют ҫӗршыв компанине арендӑна панине, Силпи сӑрчӗпе улӑхӗсене сысна каяшӗ айне тума шутланине ниепле те йышӑнма май ҫук. Хальхи технологи хӑватлӑ теҫҫӗ пулсан та, йышлӑ сысна комплексӗн пылчӑкӗпе шӑршине икӗ хуранта пытарса усрама май пулмасть.

Далее...

 

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...»

  12.10.2019 09:40 | 5737 Пурĕ пăхнă

«Артист пурнӑҫӗ витӗр чӑваш театрӗн историне сӑнлани» тенӗ кӗнекен хуплашки ҫинчех. Ҫавӑнпа эпӗ ку хулӑн кӗнекене (Надежда Кириллова. Ман поэзи театрӗ — Мой театр поэзии. Чебоксары 2018. Вырӑсла, чӑвашла. — 560 с.) ҫав курӑм витӗрех вуласа тухрӑм.

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче виҫӗ теҫетке ҫул (1983–2013) выляса, Надежда Кириллова халӑх юратакан тава тивӗҫнӗ артистка, Митта Ваҫлей премийӗн лауреачӗ, режиссер, театровед пулса тӑчӗ. Чӑваш хумсасӗпе (радиопа), инҫекурӑмпа (телевиденипе) тата вун-вун шилӗк ҫинче сӑвӑ ӑста каланипе палӑрчӗ вӑл.

Далее...

 

Максим Ястран

  02.10.2019 02:15 | 6775 Пурĕ пăхнă

*Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен

1916 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас Юнтапа ҫуралса ӳснӗ Максим Ястран 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, колхоз председателӗнче тӑрӑшакан арӑмӗпе пӗчӗк ачисене хӑварса, «Чӑваш коммуни» хаҫат редакцийӗнчен салтака тухса кайнӑ та, авӑнӑн (сентябрӗн) 11-мӗшӗнче Сталинградшӑн пынӑ ҫапӑҫура пуҫне хунӗ. Ку кунсене эпӗ манмастӑп: манӑн атте те ҫара Канашран 42-мӗш ҫулхи мартра хӑпӑл-хапӑл тухса кайнӑ, ҫур ҫултан, авӑн 11-мӗшӗнче, Калуга патӗнче танксемпе ҫапӑҫса «хыпарсӑр» ҫухалнӑ.

Далее...

 

Стонет Сильбийская земля

  24.09.2019 17:11 | 5734 Пурĕ пăхнă

О надвигающейся трагедии на Белебеевской возвышенности Башкортостана «Чувашский народный сайт» повествовал не однажды, писали независимые СМИ, каналы соцсетей в Интернете. В августовском номере № 8(160)/2019 федерального политико-экономического журнала «Регионы России» под рубрикой «Журналистское расследование» вышел разворот страниц с материалами о массовом протесте населения против строительства крупного свинокомплекса на территории легендарного историко-культурного Сильбийского заповедника, на родине многих башкирских, татарских деятелей культуры, чувашских поэтов Константина Иванова и Якова Ухсая, Героя Советского Союза Николая Павлова, полного кавалера орденов Славы Геннадия Прокопьева, художников Перасковьи Кориной и Николая Эльми и других славных людей.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, ... 17
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)