Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Малалла утар!

Пӑр

  24.04.2006 18:07 | 5669 Пурĕ пăхнă
Паян пӑр ҫуса кайрӗ. Шӑп та лап эпӗ ӗҫрен тухас вӑхӑтра. Ҫавна пулах ӗнтӗ ӗҫре кӑшт тытанса тӑмалла пулчӗ.

//Ку ку вӑхатра пӑр ҫуни тӗлӗнтермеш тенине пӗлтермест. Пулӑма астуса хӑвармашкӑн кӑна кӗртрӗм.
 

Сутӑҫсем

  17.04.2006 17:22 | 5858 Пурĕ пăхнă
Эх, сутӑҫсем те вара хӑш-пӗр лаввкасенче. Аккумулятор зарядникне илес тесеччӗ. Хакӗ те килӗшӳллӗ, япали те лайӑх пек куранать. Анчах та сутӑҫсенчен мӗн чухлӗ ыйтрӑм — пӗрре те ӑнлантарайса параймарӗҫ характеристикисене. Лайӑх зарядник теҫҫӗ анчах. Токӗ мӗнлине, мӗнле те пулин зарядкине тӗрӗслемелли мелсем пурри е ҫукки ҫинчен нимӗн те калама пултараймарӗҫ. Манӑн хамӑнпа пӗрле вара ноутбук йӑтса килсе Интернетра тӗрӗслемеллеччӗ-и вара характеристикисене? Ҫапла вара, илмерӗм вӗсенчен.
Сутатӑр пулсан — пӗлмеллех ӗнтӗ сутакан япала ҫинчен сутӑҫсен.

Далее...

 

Вырӑс чӑвашсем

  05.04.2006 11:03 | 10340 Пурĕ пăхнă
Ак ҫакӑнта пӑхар-ха:
http://gov.cap.ru/list2/view/02SV%5FNEWS%5FOV/form.asp?gov%5Fid=344&link=&preurl=.&FKey=F%5FJURL%5FID&id=290395
Канаш районӗнчи ял тӑрӑхӗ! «Шапчӗк сасси» — вырӑсла сайтне тунӑ пулсан та... чӑвашла та пулин ҫырма пулать пулсан — тӗрӗс ҫырасчӗ. Опечатка пулнӑ пулсан лайӑхччӗ.
 

Ҫӗнӗ Чӑваш Ен /музейри сӑнӳкерчӗксем/

  24.03.2006 15:18 | 5933 Пурĕ пăхнă

Пуш уйӑхӗнчи ҫиҫӗмпе аслати

  20.03.2006 15:12 | 6380 Пурĕ пăхнă
Пуш уйӑхӗнче те пулать иккен ҫиҫӗмпе аслати. Ӗҫе ҫитрӗм кӑна, ҫил-тӑвӑл ҫӗкленчӗ, аслатипе ҫиҫӗм кӗмсӗртетме пуҫларӗ!
Тата ҫанталӑк прогнозӗ те ҫуркунне ака уйӑхӗнче кӑна пуҫланасси ҫинчен пӗлтерет...
 

И что надо было ему?

  16.03.2006 12:17 | 5823 Пурĕ пăхнă
Иду значится вчера домой с работы. Время около 21:00. около остановки "Автовокзал" ко мне обратился некий молодой человек с сильным акцентом на русском языке:
"Ты мол не хочешь выучить бесплатно английский язык?". Я останавливаться не стал, бросил ему немного обернувшись "Нет". Сзади донеслось его извиниение "Извините, ..." и еще что-то.
И что надо было ему?
 

Патӑръел ентешлӗхӗ

  05.03.2006 20:41 | 5362 Пурĕ пăхнă
Ned чӗннӗ тӑрӑх эпӗ шӑматкун Патӑръел ентешлӗхне лекрӗм. Тӗрӗсипе каласан, унта Эдуардпа тӗл пулмаллаччӗ. Вӑл ку кун Патӑрьел ентешлӗхне кайса куратӑп терӗ, ун хыҫҫӑн тӗл пулма килӗшрӗ. Эпӗ вара ун пек мероприятисене лексе курманскер, вӑл мӗнле мероприяти пулни ҫинчен ыйтма пуҫларӑм. Эдуард вара мана хӑйпе пӗрле чӗнчӗ.
11 сехетре пуҫланмалла пулин те мероприяти 12 сехет иртсен ҫӗҫ пуҫланчӗ. Пуҫланичен эпӗ Петӗр Ялгиртан* тата Альбина Юратуран қӗнекесем туянтӑм, вӗсенчен хӑйсен произведениӗсене Интернетра вырнаҫтарма правасем илтӗм. Тепре каласан эпӗ "Литературный мир Чувашии" кӗнекинчен чӑвашла куҫаратӑп.

Далее...

 

Кушак

  06.02.2006 23:25 | 7870 Пурĕ пăхнă
Шупашкарта пулнӑ чухне кушака ӳкертӗм. Питӗ те интереслӗ ӳкрӗ вара сӑнӳкерчӗк ҫине Кушак
 

Сивӗ...

  06.02.2006 12:44 | 5930 Пурĕ пăхнă
Эх. Урӑх кун пек сивӗ ҫанталӑкра Шупашкара каймӑп. Пӗтӗмпех шӑнса кайрӑм! Тата чирлесе те каймалла пулчӗ.
Юрӗ-ха библиотекӑна кӗрсе тупас тенӗ матералсене тупрӑм. Халӗ манӑн фотоаппарат ӑшӗнче Муркаш, Патӑръел, Елчӗк районӗсен энциклопедиӗ выртать. Шель пулин те пур кӗнеки те вырӑсла тухнӑ. Эпӗ ҫапла пулассине шансаччӗ ҫав... Мӗншӗн чӑвашла кӑлармаҫҫӗ-ха? Мӗн, чӑвашлине сахал илеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ-шим?

Халӗ чӑн малта ӑшӑнмалла :)
 

Лайӑх тӗлӗк

  02.02.2006 12:16 | 5903 Пурĕ пăхнă
Эх! Ӗнер эпӗ мӗнле лайӑх тӗлӗк куртӑм! Ҫавӑн пек тӗлӗксем сайра хутра ҫеҫ курӑнни питӗ япӑх!
 

Фотосессия в Новый 2006 Год. Часть 1

  23.01.2006 23:57 | 6939 Пурĕ пăхнă
Я уже писал, что в Новый Год съездил в Чебоксары и пофотографировал там. Ниже можете посмотреть те фотографии, что более-менее удались. Не удались несколько фотографий в темноте, и, о чем очень сожалею, фотографии снежинок. Погода была пасмурная и поэтому большинство фоток получились смазанными. Те, которые не смазались — там смотреть нечего :( — подложку для снежинок я выбрал плохую.

Чувашский драмтеатр (фото плохое, чуть смазанное :( )
Елка у кинотеатра "Мир Люксор"
Огни Московского моста.

Далее...

 

Пирӗшти

  19.01.2006 22:15 | 5293 Пурĕ пăхнă
Кашнин хӑйӗн пирӗшти (ангел) пур теҫҫӗ. Эпӗ паян вара хамӑн пирӗштине тав тӑвасшӑн. Вал пулман пулсан паян мана питӗ йывӑр пулӗччӗ. Йӑнӑша хӑвӑрт тӳрлетме пулӑшрӗ.
Пирӗштисем ҫук тенине ӗненместӗп эпӗ. Вӗсем ҫук пулсан паян эпӗ ҫав архива тумӑттӑм, тахҫанах пулса иртнӗ вӑхӑтра электричество ҫине лекӗттӗм. Анчах та мана сыхлатех пулӗ вӑл. Тав ӑна.
 

Сивӗ...

  16.01.2006 14:47 | 5500 Пурĕ пăхнă
Эх, килте ларнӑ чухне мӗнле ӑшӑ-ҫке. Ӗҫе кайма тухрӑм-та... чутех шӑнса ларатӑмччӗ! Ҫилӗ тата!
Ҫилӗ ҫук пулсанах лайӑхах, сивех мар, чӑтма пулать.
 

Как мы сервер собирали

  16.01.2006 12:57 | 9711 Пурĕ пăхнă
Итак, о том как мы собирали сервер. Мне хотелось AMD сервер. Но первая проблема при этом выборе в том, что для этой платформы на российском рынке очень сложно найти что-то дешевое 1U-го размера. Большинство — это серверные платформы для Opterona, и к тому же большинство из которых — двухпроцессорные системы. Когда сами платформы (материнская плата+корпус) начинаются с 1100 долларов, о том, чтобы собрать сервер на них никакой речи не было. Это мы оставляли как самый последний выход.
Стоит заметить, что решения на Intel гораздо доступнее и к тому же дешевле.

Далее...

 

Хыпарсен архивӗ

  14.01.2006 20:59 | 5926 Пурĕ пăхнă
Хыпарсен архивӗн кодне тӳрлетсе ҫырса пӗтертӗм. Эх... темскер ҫав вӑхӑтра ҫырса пӗтерейместӗп. Ҫырмалли те унта нумаях юлман-ҫке-ха, страницӑсен списокне кӑтартакан кода анчах кӗртсе лартмалаччӗ... Халӗ ҫырса пӗтертӗм.
Пӗрре тытӑннӑ тыттӑнӑскер Хыпарсен валли иконкӑсене те ӳкрермелле пулӗ.
 

Ҫӗнӗ ҫулхи Шупашкар

  09.01.2006 17:43 | 6234 Пурĕ пăхнă
Эх... Шупашкарта мӗн те пулин ӳкерес тесе тухрӑм та... пӑшарханса ӳкрӗм. Енчен те малтан Ҫӗнӗ Ҫул валли хулара темиҫе юр скульптури туса лартатчӗҫ пулсан, кӑҫал вара вӗсем питӗ сахал. Аран-аран "Мега-молл" патӗнчи перекрестокра пӗр пӑртан тунӑ скульптурӑна шыраса тупрӑм. Тата залив патӗнчи хӗрлӗ площадьре каток патӗнчи чӑрӑш ҫывӑхӗнчи пӑртан тунӑ пӗчӗк (чӗре евӗрлӗскерне) скульптурӑна асӑнма пулать. Урӑх ҫук. Ҫӗнӗ Лапсарта та, малтан темиҫе юр кӗлетки туса лартатчӗҫ пулсан, кӑҫал вара пӗрре-иккӗ кӑна туса лартнӑ. :(
Эх... нимӗн те ӳкермелли пулмарӗ тесен те юрать.

Далее...

 

Зачем нужна история?

  16.12.2005 11:32 | 6467 Пурĕ пăхнă
Зачем нужно копошиться в Истории? Как правильно подметил edem, что будет если чуваши окажутся (доказано) наследниками ВБ? Думаю, что просто народ находится в смятении, не знает куда двигаться, и нужен некий толчок, чтобы отолкнуться и пойти вперед. И платформа нужна хорошая, мощная. Вот и пытаются выбрать в качестве платформы ВБ. Как и татары.
Если бы народ не находился в смятении, то никакая платформа не нужна. Не нужно ни откуда оталкиваться. Все воспринимается как должное, как само-собой разумеещеся.
ЗЫ: Интересно, неужели платформа ВБ такая маленькая, что места для отталкивания для чуваш и татар вместе там не хватит?

Далее...

 

Лапсар—Йӑршу-2005" фотосесси. 3 пайӗ

  11.12.2005 21:46 | 6799 Пурĕ пăхнă

Чӑваш ҫыравҫисем

  11.12.2005 20:47 | 6272 Пурĕ пăхнă
Акӑ ӗнтӗ "Литературный мир Чувашии" кӗнекери А саспалли ҫине пуҫланакан ҫыравҫӑсене Википедине кертсе пӗтертӗм. Ку пурӗ 46 сӑвӑҫ, ҫыравҫӗ, прозаик, драматург, литература критикӗсем.
Б саспалли ҫине пурӗ 11 анчах... :)

Халӗ "Лапсар—Йӑршу—2005" фотосессиӗнчи сӑнӳкерчӗксен тепӗр ушкӑнне кӑларса хурас ӗҫе пикенес.
 

"Лапсар—Йӑршу-2005" фотосесси.

  28.11.2005 14:00 | 6768 Пурĕ пăхнă
Paĝoj: 1, ... 41, 42, 43, 44, 45, [46], 47
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)