Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Якур, алла вĕрентнĕ чурăс кайăк пек, пуçне усса тухса утрĕ.
VII
Татьяна та килне тулли кăмăлпа таврăнчĕ. Кăнтăрлахи кĕлĕрен тухаччен паян ун упăшки суха тума кайман. Ку телей ăнсăртран килсе тухрĕ пулсан та, вырсарникун Татьяна шухăшланă пек турра тивĕç иртрĕ. Халь ĕнтĕ хăй те упăшкине хăвăртрах суха патне ăсатасшăн. Анчах вăл таврăннă çĕре упăшки пӳртре çукки ăна шухăша ячĕ: «Ăçта кайнă-ши?» Çавăнтах тавçăрса илнĕ пек те пулчĕ. «Кил хушшинчех пулĕ-ха. Кĕçех кĕрĕ». Упăшкине вĕри апат çитерсе ăсатас тесе, васкавлăн вучаха хуран çакрĕ, кăвайт чĕртрĕ. Шывĕ вĕресен, тинкĕле юрчĕ. Упăшки çаплах таврăнманнипе Татьяна кăштах кăмăл-сăрланчĕ: «Ăçта вăл, э? Апатланмалла та суха патне каймалла, вăл таçта çухалса çӳрет? Нивушлĕ мана кĕтсе илмесĕрех тухса кайрĕ?..» Ку тĕрĕссипе тĕрĕс маррине пĕлме йывăрах мар, сарайне çеç тухса пăхмалла. Татьяна чиркӳрен таврăннă чухне васканипе асăрхаймарĕ. Халь çакна аса илчĕ те, кил хушшине тухса, сарайне кĕчĕ. Урапа та, сухапуçĕ те вырăнтах тăраççĕ. Лаша таврашĕ те йăрхахрах. Упăшки суха патне тухса кайманнине ĕненсен, ун çинчен шанмасăр шухăшлама хăйнăшăн Татьяна хăйне хăй ӳпкелерĕ. Вăл ăçта та пулин кил хушшинчех пек сунса, хыттăнрах чĕнчĕ:
— Çтаппан!.. Çтаппан тетĕп! Ăçта эсĕ?! ― Упăшки сасă паманнипе Татьяна анкарти калинккине уçса пăхрĕ. Упăшки унта та курăнмарĕ. Вăл кил таврашĕнче çуккине ĕненсен, Татьяна тата ытларах пăшăрханчĕ: «Вăт эсĕ унпала... Хăй суха патне кайма васкатчĕ, халь ĕнтĕ таçта вăхăтне ирттерсе çӳрет... Кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан чан çапнине илтмерĕ-ши? Унтанпа ĕнтĕ эпĕ чиркӳрен таврăнса апат пĕçерме ĕлкĕртĕм. Вăл çук та çук. Ахăртнех, кумсем патне кайрĕ пулĕ. Татьяна Макçăмсем патне кайма тапраннăччĕ, вите алăкĕ уçă тăнине курса, чарăнчĕ. «Лаша ăçта?» Татьяна вите алăкĕнчен пырса пăхрĕ. Унта лаши çуккине курсан, упăшки лаша шырама кайнине астурĕ. «Айтурах, мĕнле манса кайнă-ха эпĕ ун çинчен Татьянан чĕри хускалчĕ: «Халь те тупса килеймен пуль-çке вăл. Мĕн сиксе тухрĕ-ши тата? Ăçта кĕрсе кайрĕ-ши лаша? Нихçан та кунашкал пĕччен тăрса юлакан марччĕ-çке çав?» Татьянан урăх ларас-тăрас та килмерĕ. Вăл, упăшкине кĕтсе, урамалла та тăкăрлăкалла тухса пăхрĕ. Упăшки килни курăнманнипе пӳртне таврăнчĕ. Алĕç тума хăтланчĕ, ал-ури ĕç патне пыма пĕлмерĕ.
Юлашкинчен Çтаппан таврăнчĕ.
— Лашана тупса килтĕн-и? ― упăшки алăк пуканĕ урлă каçнă-каçманах ыйтрĕ Татьяна.
Çтаппан, лаши килтине пĕр иккĕленмесĕр шанса таврăннăскер, арăмĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ те:
— Килте çук-и вăл? ― тесе хирĕç ыйтрĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, эпĕ ăна киле таврăннă пуль терĕм-çке?
— Мĕнле, ара, шыраса тупаймарăн-и?
— Çук, тупаймарăм... Эпĕ ăна киле таврăннă пулĕ тесе шутланăччĕ, ― урăх ним хуравлама аптраса, паçăрхи сăмахнех тепĕр хут каларĕ Çтаппан.
Вĕсем хăйсем пуçарнă калаçăва малалла тăсма сăмах тупаймасăр шăпланчĕç. Иккĕшин карланкă анине те темĕнле йывăр япала пырса капланчĕ. Пуçĕсене çав-çавах канăçсăр шухăшсем пăраларĕç, «Ăçта кĕрсе кайрĕ лаша? Мĕн пулчĕ ăна?» Самай вăхăт иртсен, Татьяна сăмах чĕнчĕ:
— Эсĕ, лашана килте пек сунса, лайăхах шырамарăн-и, тен?
— Шырарăм, Татьяна. Анчах ниçта та тупаймарăм...
— Айтурах, Çтаппан, ырлăха мар ку? Хальччен нихçан та пĕччен тăрса юлманскер, паян мĕн туса юлĕ вара? Тата пĕччен лаша вăрманта çак таранччен çӳремĕ... Ахальтен мар ку... Ана мĕнле те пулин инкек çакланнă ĕнтĕ...
Çтаппан хăй те çавнах шухăшларĕ. Вĕçне çитичченех ĕненсе, хуйха-суйха парăнас килмерĕ унăн.
— Сăлтавсăрах çав тери ан кулян-ха. Пĕр лашана пытанма пысăк вырăнах кирлĕ мар. Тен... ― сасартăк Çтаппан чĕрине лăплантаракан тавçăру пырса кĕчĕ, ― улăха каçса кайнă та, унтан ăна улăх хуралçи тытса кĕнĕ. Ун пеккисем час-часах пулкалаççĕ. Эпĕ улăхра та пулман. Хуралçă патне те кайса пăхман.
Татьянан хускалнă чĕри лăпланмарĕ. Вăл хуйхă витĕр тухакан сасăпа:
— Айтурах, Çтаппан, ахалех мана йăпатма тăрăшатăн. Хăвна ху та улталама кирлĕ мар. Тимĕр тăлăллă лаша ниепле те Энĕш шывĕ урлă каçса кайма пултараймĕ. Каçса кайма тытăнсан та юшкăна путĕччĕ, ― терĕ те вăл чарăнчĕ. Пăртакран упăшки çине йăлăнуллăн пăхса: ― Айтурах, Çтаппан, юмăç патне кайса пăхмăн-ши? Тен, вăл пирĕн лаша ăçтине кăтартса парĕ? ― терĕ.
Арăмĕ хыпăнса калаçни Çтаппан чĕрине те тиврĕ. Анчах вăл шанчăкне çухатасшăн пулмарĕ. Çитменнине, вăл юмăç таврашне те хисеплесех каймасть.
— Кăмăлу пулсан, юмăç патне ху кайса кил, Татьяна. Ман шутпа, пирĕн лаша улăх хуралçи патĕнчех пек туйăнать. Энĕш шывĕнче юшкăнсăр вырăн та сахал мар. Ун урлă лашасем час-часах каçса каяççĕ. Эпĕ Макçăм кум патне çитсе килем-ха. Пĕр ăс аван, икĕ ăс тата аванрах теççĕ, — терĕ те Çтаппан тухса кайрĕ.
VIII
Пĕр сехет каярах пулĕ, Макçăм акса пĕтерсе киле таврăнчĕ те, апатланнă хыççăн, урапине картиш варрине кăларса, ун çине канма хăпарса выртрĕ. Çурхи хĕвел ăшшăн та ачашшăн саврĕ ăна. Чĕри савăклă тапрĕ. Çуракине Çтаппанран пĕр кун кая юлса вĕçленĕшĕн те хурланмарĕ вăл. Энĕшкасси хресченĕсенчен никам та акса пĕтермен-ха. Кумăшĕ Прахăр çĕрне акса пама йышăннине аса илсен çеç унăн кăмăлĕ кăштах кĕвĕçрĕ. Ан тив, пĕр ят тӳпин ути икĕ лав çеç лектĕр, пурĕпĕр унпала кăçалхи пăрăва е виçĕ путеке хĕл каçарма пулать. Хĕл каçнă пăру е виçĕ путек кама тĕккелĕ? Макçăм та шурă пӳрт тăвас ĕмĕт-шухăшпа пурăнать вĕт. Анчах ун телей пулмарĕ. Лаша çук этемсем лаша пуррисемпе тахçанах килĕшӳ тунă. Макçăм валли никам та юлмарĕ. Çтаппан валли тупăнчĕ ав. Вăл унта та Макçăмран телейлĕрех...
Картиш алăкĕ патне çын çывхарнă сасă илтенни Макçăмăн шухăшĕсене татрĕ. Вăл пуçне çĕклесе пăхрĕ те, картиш алăкĕ урлă Çтаппан каçнине курсан, ирĕксĕрех тĕлĕнчĕ: «Мĕн ĕçпе килчĕ пулĕ ку?» Кумăшĕ ĕç вăхăтĕнче ял тăрăх çапкаланса çӳреме юратманнине лайăх пĕлет вăл. Тата Çтаппан кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан суха патне каясси çинчен калаçнине те астурĕ. Макçăм выртнă çĕртен тăрса урине усса ларчĕ. Çтаппан хăй патне çывхарсан:
— Эсĕ мĕн, суха тума каймарăн-и? Вырсарникуна хисеплеме шут тытрăн-и? ― терĕ вăл.
— Вырсарникунне пăхса тăмалла марччĕ, суха патне каймаллаччĕ те-ха... Лашана тупаймарăм...
— Ан калаç?! ― тĕлĕнсе эхлетрĕ Макçăм. Урапа çинчен сиксе анчĕ. Кумăшĕ лашине ку таранччен тупса килессине ним иккĕленмесĕр шаннăччĕ вăл. Халĕ ак, лашана тупманни çинчен илтсен, унăн чĕри те хускалчĕ, тата кумăшĕ çинчен кĕвĕçсе шухăшланăшăн та аванмарланчĕ.
— Вăрманта шыраман вырăн хăвармарăм пулĕ, ниçта та тупаймарăм.
— Ытла та тĕлĕнмелле, кум... Ăçта кĕрсе кайнă вăл? Ку таранччен вăрманта çӳремелле марри паллах ĕнтĕ.
— Улăх хуралçи тытса каймарĕ-ши тетĕп те...
— Пулма пултарать, кум. Тепĕр чухне лашасем, чăн та, Энĕш шывĕ урлă каçкалаççĕ. Улăх хуралçи патне хам кайса килем-ха! — кайма хатĕрленчĕ Макçăм.
Кумăшĕ хута кĕрсе калаçни Çтаппан шанăçне татах çирĕплетрĕ. Анчах ăна чăрмантарас килмерĕ унăн.
— Хуралçи патне хамах кайса килетĕп.
— Çуран хăçан кайса килĕн эсĕ унта? Варасăр ялĕ пилĕк çухрăмра. Эпĕ юланутпа часах кăйса килĕп. Тата çула май улăха та кĕрсе çаврăнăп. Кам пĕлет, тен, вăл ăçта та пулин улăхрах çӳрет? ― хăйĕн шухăшне каларĕ Макçăм.
— Сан лаша халь çеç акаран таврăннă-çке...
— Нимех те мар, кум, ― аллине сулчĕ Макçăм. ― Ыран кунĕпех кантарăп. Акана каймалли çук ĕнтĕ.
— Апла тесен, кайса кил эппин, ― кумăшĕ пулăшма хатĕрришĕн хĕпĕртесе килĕшрĕ Çтаппан. ― Эпĕ каллех вăрмана çитсе çаврăнăп.
— Кайса çӳре, кайса çӳре, кум. Кирек ăçта пулсан та пурпĕрех тупатпăр!
Вĕсем уйрăлчĕç.
IX
Пĕччен юлсан, Татьяна çӳпçерен çур тăрăх пир кăларса чĕрçитти аркипе чĕркерĕ те юмăç патне тухса утрĕ.
Ваçухха Уйкас урамĕ вĕçĕнче, лутра хура пӳртре пĕр-пĕчченех пурăнать. Ытти çурт-йĕр тавраш нимĕн те çук унăн. Кил хушши тавра тытса çавăрнă çатан та нумай çул ларнипе кивелсе, лутраланса, шăтса-ванса пĕтнĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраман пирки килкартинче вĕлтĕренпе мăян ахăрса ӳснĕ. Килкарти варринче хăйпе пĕр тантăш ватă хурăн ларать. Унăн турачĕсем тахçанах хăрса типнĕ. Чăлтăр-чалтăр çулçăсем çеç кунта пурнăç аран-аран сывланине палăртаççĕ. Типнĕ туратсем çинче выльăх-чĕрлĕх пуç шăммисем çакăнса тăни ку пӳртре юмăç пурăннине астутарать.
Ваçухха çинчен те ял хушшинче тĕрлĕ халап çӳрет. Вăл калăм эрнинче тылă çине утланса вĕçет теççĕ. Ваçухха — тухатмăш текенсем те пур. Çавăнпа, юмăç тĕлнелле çывхарнă май, Татьянан чĕркуççи шăнăрĕсем чĕтреме тытăнчĕç, çанçурăмĕ çӳçенсе илчĕ. Хăра-хăрах лутра карталăк урлă каçса кĕчĕ те хурăн еннелле пăхса сăхсахрĕ.
Пӳрте кĕрсен, карланкине хаяр тапак тĕтĕмĕ тата пусăхнă шăршă питĕрсе лартрĕ. Вăл тӳсеймен енне ӳсĕрсе янипе:
— Кам этемми ывăлĕ-хĕрĕ килчĕ çавăнта? ― хăрăлтатнă сасă илтĕнчĕ кăмака умĕнче.
— Эпĕ... ― Татьяна каласа пĕтереймерĕ, каллех антăхса кайса ӳсĕре пуçларĕ. ― Эпĕччĕ те-ха ку...
— А-а... ― Лăкăш-лакăш çăпаталлă урисене сăтăрса, чĕлемне мăкăрлантарса, кăмака умĕнчен Ваçухха тухрĕ. Ун çийĕнчи улача кĕпипе пуçне сырнă сурпанĕ, нихçан шыв курманскерсем, кăмака çăварĕ тĕслĕ курăнаççĕ.
Ваçухха урай варрине тухса тăчĕ те, чĕлĕмне ĕмме чарăнса:
— А-а... ― терĕ тепĕр хут, ― эсĕ-çке ку. Мĕнле ыр-усал илсе килчĕ сана ман килĕме?
— Айтурах, Ваçухха аппа, ытла та пысăк инкек çапса хуçрĕ пире, ― юмăç кăмăлне юрасшăн çемçен каларĕ Татьяна. ― Каç выртма илсе кайнă лашана çак таранччен те тупаймарăмăр. Мĕн пулчĕ-ши, ăçта кĕрсе кайрĕ-ши вăл?
— А-а... ― хăрăлтатрĕ каллех Ваçухха, ― ăнланатăп, ăнланатăп.
Ваçухха сăмахне итлесе тăмарĕ Татьяна. Хăйĕн шухăшне каласа пама васкарĕ.
— Эсĕ аслă юмăç, Ваçухха аппа, сан ăс-пĕлӳрен нимĕн те пытанас çук. Тупсăмне тупса парсамччĕ. ― Карланкине тĕтĕм тулнипе ӳсĕрсе сывлăшне çавăрсан, чĕр-çиттипе чăркаса тытнă пирне кăларса кăтартрĕ.
— А-а... ― чĕлĕмне шаккамасăрах кăмака умне хурса, пирне ярса тытрĕ Ваçухха. Куçĕ умне илсе пырса çавăркаласа пăхрĕ, ― çинçе пир, аван пир.
— Çамрăк чухне тĕртсе хатĕрленĕ пирехчĕ те вăл, ― юмăç ырланипе хĕпĕртенĕ пек пулса каларĕ Татьяна.
— Аван та... ― хăрăлтатрĕ Ваçухха, кăштах чĕнмесĕр тăрсан: — сахалтарах çав, лаша выльăх — пысăк вы-выльăх, ― терĕ.
— Уншăн ан кӳрен, Ваçухха аппа. Васканипе ал тĕлне урăх нимĕн те лекмерĕ. Май тухсан, татах мĕн те пулин илсе килĕп. Сыпмалла кĕпе те пурччĕ-ха ман...
— А-а... Ырлăх тунине ан ман, сиплĕх кăтартнине асра тыт тенĕ пихампар...
— Енчен лаши чипер тупăнсан, эсĕ ырă тунине нихçан та манассăм çук, Ваçухха аппа.
— Пурăнсан курăпăр! — терĕ те Ваçухха, урлă сак хăмине уçса, пире ним уямасăр сакайне пăрахрĕ. Татьянан чĕри чĕпĕтнĕн ыратса илчĕ. Унăн çинçе те чăлт-шурă пирне таçта тусанпа хăрăм çине пăрахнă пекех туйăнса кайрĕ. Ваçухха, урлă сак хăмине хупсан, урисене явса ларчĕ, хĕвĕнчен ура сыппи шăммине туртса кăларчĕ. Шăмăран çыхнă çип вĕçĕнчен тытса, шăммă арки çинелле усăнтарчĕ. Сура-сура, Татьяна ăнланмалла мар сăмахсем пăшăлтата пуçларĕ.
— Мĕнле, Ваçухха аппа, уçăлать-и? ― кĕтсе илеймесĕр васкаса ыйтрĕ Татьяна.
— А-а.., Куратăп... Куратăп...
— Мĕн куратăн?
— Пĕтĕмпех куратăп, ― терĕ Ваçухха, куçĕсене шăмă çинчен илмесĕр.
— Айтурах, Ваçухха аппа, чĕрем сиксе тухать-и тен... Каласа парсамччĕ хăвăртрах!
— Çил васкать, шавлать, йăмăкăм... Çилĕн васкани те, шавлани те килĕшӳллĕ... Çил чарусăр... Çилĕн тĕнче хĕррине çитсе каялла çаврăнмалла. Этеме васкани килĕшмест. Этем çĕр çинче утса çӳрекен чĕрчун. Çĕр çинче лакăм-тĕкĕм пит нумай. Такăнса ӳкме те пулать...
— Ан тарăхтар-ха, Ваçухха аппа...
— Эпĕ тарăхтармастăп сана, йăмăкăм.
— Айтурах, Ваçухха аппа, апла каласшăн марччĕ эпĕ, ― хăй йăнăш сăмах персе янине юсама тăрăшрĕ Татьяна. ― Эпĕ хамăн чĕре çуннине çеç каласа парасшăнччĕ. Лаша тупăнмарĕ-çке пирĕн.
— А-а... Лаша-и?.. ― Татьяна мĕн ĕçпе килнине халь çеç аса илнĕ пек хăрăлтатрĕ юмăç карчăк.
— Лаша çав, Ваçухха аппа, лаша, ― татах астутарчĕ Татьяна.
— А-а... ― урăх ним шарламасăр, куçĕсене тепĕр хут шăмă çине тĕллерĕ Ваçухха. ― Куратăп, йăмăкăм, кура-тăп... Ав, сирĕн лаша çӳрет...
— Ăçта?
— Ав, вăрман урлă, пус-пус урлă каçса кайрĕ. Кĕçенет сирĕн лаша... Юхтарать куççульне... ― Юлашкинчен: ― Пĕтрĕ... Çухалчĕ! ― тесе сăмахне татрĕ юмăç. Шăммине суллантарма чарăнса, куçĕсене Татьяна çине тĕллерĕ: ― Сирĕн лаша хытă алăра, йăмăкăм. Вуникĕ тимĕр алăклă витере тăрать...
— Айтурах, ― йынăшса ячĕ Татьяна, ― ăçталла кайса шырамалла-ши ăна?
— Хĕвелтухăç еннелле кайса шырăр... Унта тупаймасан, хĕвеланăç енче шырăр. Аякри кĕлле кайса çурта лартăр... Пихампар хапăл тусан, телей пулĕ... ― Ваçухха урлă сак çинчен анса камака умĕнче выртакан чĕлĕмне çăварне хыпрĕ, пăк-пăк ĕмсе илчĕ те тĕтĕме каялла пĕрĕхтерсе кăларчĕ.
Татьяна кунта урăх ним ĕç те çуккине тавçăрса илчĕ, юхса аннă йӳçĕ куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса:
— Айтурах... ― тесе татах асçăн сывларĕ. Урăх ниепле сăмах каласа хăварма аптранă енне: ― Хамăр пата пырса кур, Ваçухха аппа, ― терĕ.
— А-а... ― хăрăлтатрĕ Ваçухха, ― пырса курăттăм, йăмăкăм, урасем йывăрланса çитрĕç. Асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем хăйсем патне чĕнеççĕ. Леш тĕпченĕ куçма хатĕрленетĕп.
Ваçухха патĕнчен вĕри мунчара ăшаласа янă пек тухрĕ Татьяна, юмăç каланисене таса сывлăшра ăнланса илме тăрăшрĕ, анчах ун пуçĕнче мĕнпурĕ те «лаша пĕтнĕ» тени çеç хура çĕлен пек явкаланчĕ.
Килне таврăнсан, Татьяна юмăç хушнисене аса илсе, аякри кĕлле кайса асăнма шут тытрĕ. Вара çупçерен таса кĕпе кăларса илчĕ те витрепе шыв йăтса тухса витене кĕчĕ. Хывăнчĕ. Витрери шыва пуç тăрăх ярса чӳхенчĕ те таса çипуç тăхăнса пӳрте кĕчĕ. Çӳпçинченех çирĕм пуслăх кĕмĕл укçа илсе, турăш умне чĕркуçленсе тăчĕ.
— Эй, Микулай тур папайăм, санăн сăваплă уяв кунĕ Ишеке пырса çирĕм пуслăх çурта лартма сăмах паратăп — çырлах, ан пăрах пире... Лашана тупма пулăшсамах... ― Татьяна çамкине урай хăми çумне тивертсе пуççапрĕ те, ура çине тăрса, çирĕм пуса турăш умне хучĕ...
X
Çтаппан киле хĕвел анса ларсан тин таврăнчĕ. Лаши хăех килмен-ши тесе, кил тавра пăхса çаврăнчĕ, çуккине ĕненмесĕр вите алăкне уçса пăхрĕ те, сасартăках ывăннă пек пулса, çенĕк пусми çине ларчĕ. Кăштах кансан, аран çĕкленсе пӳрте кĕчĕ.
— Тупаймарăн пулĕ? — хыпăнса ӳкнĕн ыйтрĕ Татьяна.
— Çук, тупаймарăм... Макçăм кум та...
— Айтурах, Çтаппан... Ырлăха мар ĕнтĕ ку. Ваçухха аппа та çавнах каларĕ, ― халь макăрса ярас пек хурлăхлă сасăпа сăмах хушрĕ Татьяна.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Татьяна, шанчăка çухатас мар. Макçăм кумпа Кармăш пасарне кайса пăхас тетпĕр. Тен, унта тĕл пулăпăр.
Упăшки йăпатасшăн каланă сăмахсем Татьяна кăмăлне лăплантармарĕç.
— Темĕн çав, Çтаппан... Лаша ытла та усал çын аллине лекнĕн туйăнать...
— Мĕн пулсан та, вĕçне çитичченех шыраса пăхас. Алла усса ларнипе те ним тухас çук. Пештĕре çăкăр касса чик-ха, çула тухса пăхар эпир.
— Çăкăрне касса чикме пулĕ те... Эсĕ паян нимĕн те çимен-çке? Эпĕ яшка пĕçерсе хатĕрленĕччĕ.
— Эпĕ çул çинче çăкăр çырткаларăм. Урăх ним çиес килнине те пĕлместĕп.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...