Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Малти пӳрте çирĕм çичĕ çулхи çамрăк çын кĕрсе тăчĕ. Вăл хумханни уççăнах палăрать. Мĕнле хумханмăн. Самай вăхăтранпах ĕçлет ĕнтĕ вăл Михха патĕнче кучерта, анчах малти пӳрте нихçан та чĕнмен ăна. Хуçа арăмĕ хăй патне чĕнет тенине илтсен, Якур çав тери тĕлĕнчĕ. «Мĕн тума кирлĕ пултăм эпĕ ăна? Урхамаха кӳлмелле-шм? Хăй тĕллĕн çеç чухне ниçта та каякан марччĕ-çке вăл?» Якур тĕрлĕ май шухăшласа пăхса та мĕншĕн чĕннине тавçăраймарĕ, ирĕксĕрех канăçсăрланма тапратрĕ: «Мĕнле те пулин кирлĕ-кирлĕ мар ĕç туса çиллентермен-ши эпĕ ăна? Кам пĕлет, тепĕр чухне ху мĕн тунине асăрхамастăн, хуçасем асăрхаççĕ». Лукарье халь курăнса, мĕншĕн чĕннине каласа парасса е, айăпа кĕнĕ пулсан, ятласса кĕтсе тăчĕ Якур. Самай вăхăт иртсе те никам курăнманнипе, никам та сасă паманнипе ним тума аптраса, пӳрт ăшчиккинчи япаласене пăхса çаврăнчĕ.
Миххан малти пӳрчĕ — вуникĕ аршăнлă аслă пӳлĕм. Сылтăм енче чăланпа кăмака. Турăш кĕтессииче юман сĕтел. Сĕтел çинче витре каякан пăхăр сăмавар ларать. Ку сăмаварпа хаклă хăнасем килнĕ чухне çеç чей вĕреткелеççĕ. Ахаль чухне вăл, илемшĕн те чапшăн, урам енчи чӳречерен курăнса ларать. Малти стена çумĕнче киреллĕ сехетпе пысăк тĕкĕр çакăнса тăраççĕ. Турăш кĕтесси тулли иконсем. Вĕсен умĕнче — лампадка. Пӳртре тĕрĕллĕ питшăллисем нумай. Ку Лукарьен качча килсен çакнă парнисем. Чăлан стени çумне Микулай патшапа унăн арăмĕн сăнĕсене çыпăçтарнă.
Малти пӳрте Якур кĕрсе тăнине Лукарье çав самантрах сисрĕ пулсан та, пĕлменçи пулса:
— Кам кĕчĕ çавăнта? ― тесе ыйтрĕ.
— Эпĕ-ха, ― терĕ Якур хуллен. Пăртакран каллех Лукарье сасси илтĕнчĕ:
— Якур, мĕн туса тăратăн эсĕ çавăнта? Кил кунта! Хуçа арăмĕ чăлана пыма чĕннине илтсен, Якур, тĕлĕнсе те хăраса, вырăнтан та хускалмарĕ.
Лукарьешĕн Якур ытла та васкаман пек туйăнчĕ пулас.
— Мĕн туса тăратăн çавăнта, ма килместĕн кунталла? ― тесе тепĕр хут чĕнчĕ вăл.
«Мĕн пулсан та пулать ĕнтĕ!» ― Якур, алăк кутĕнчен хăпса, тĕпелелле утрĕ. Акă — чăлан. Сылтăм урине чăлан алăкĕн лутра пуканĕ урлă каçарчĕ те хытса тăчĕ. Хуçа арăмĕ çурри таран уçăлнă кăкăрне кăтартса месерле выртни аптратрĕ ăна.
Якур ним тума пĕлмесĕр тăни Лукарьене килĕшрĕ: «Апла тесен, эпĕ унăн чĕрине тивертрĕм пулмалла... Мĕнрен начар арçын вăл... Тата каччă...» ― ăмсанса шухăшларĕ те, пит-куçне тӳсмелле мар ыратнă чухнехи пек туса:
— Ах, Якур... Эпĕ çав тери йывăр чирлерĕм... Пĕтĕмпех ыратать манăн... ― терĕ йынăшнă сассипе.
— Юмăç карчăка чĕнсе килес-и-мĕн? ― пат персе ячĕ Якур.
— Çук, кирлĕ мар мана юмăç...
— Эппин, лекĕр патне кайса килем!
— Ан кай — лекĕр те кирлĕ мар мана!
Ним каласа та хуçа арăмĕн кăмăлне юрайманни Якура пăшăрхантарчĕ. Вăл, урăх ним сĕнме те аптраса, шарламасăр тăчĕ.
— Ах, Якур... ― паçăрхи пекех йынăшнă сасăпа чĕнчĕ Лукарье. — Эсĕ вар хыттине эмеллеме пĕлет тетчĕç. Чăнах пулсан, кил-ха, ман вара пусса пăх. Мĕнле чир пур-ши унта манăн... Мĕнле майпа сыватмалла-ши ăна?.. ― Кăштах кĕтсе выртсан, татах чĕнчĕ: — Кил ĕнтĕ... сана калаççĕ вĕт...
Лукарье каланине ĕненсе, Якур: «Куна кам та пулин ман çинчен суйса кăтартнă ĕнтĕ», ― тесе шухăшларĕ те, ăнлантарса пама васкарĕ:
— Çук, Лукерья Семеновна, унашкал ĕçсемпе эпĕ нихçан та аппаланман.
Якур сăмахĕсене Лукарье хăйне майлă ăнланчĕ: «Ку ĕнтĕ именнипе е хăранипе эпĕ систерсе калаçнисене туйман пек кăтартасшăн». Якурăн хăюлăхне çĕклес шутпа, уççăнах систерес шухăш пырса кĕчĕ. Вăл, халĕ çеç тӳсмелле мар ыратнă пек выртнине манса, ясарланнă куçĕсемпе Якур çине тĕллесе йăл кулса илчĕ:
— Ан суй, ан суй, Якур... Эсĕ вар хыттине пусса пăхма пĕлместĕп тенине никам та ĕненес çук. Ахальтен арçын-и вара эсĕ?.. Чир-чĕртен сыватсан, ахаль тумăп, ылтăн парăп...
Якур тăрăла пуçланă куçĕсемпе Лукарье çине тинкеререх пăхрĕ те пĕтĕмпех ăнланчĕ: «Мĕнле-ха малтанах тавçăрса илеймен эпĕ ăна? Улпут-хуçа арăмĕсем тарçисене илĕртеççĕ тенине сахал илтнĕ-и вара? Ку халапсем суя мар иккен... Акă, ман куç умĕнче хуçа арăмĕ выртать. Вăйне, çуне ниçта шăнăçтарайман пирки урса кайнă вăл. Унпа пуйса чапа тухма ытлашши нимех те кирлĕ мар. Чăлан алăк урлă тепĕр урана çеç каçармалла. Текех вара нихçан та тарçă пулмăп. Миххана та çĕклейми хур кӳрĕп. Ан тив, чухăнсенчен мăшкăлласа кулнăшăн хаяр тавăру пултăр ăна...»
Якура юлашки утăмне утăмлама Лукарье хăй те васкатрĕ:
— Мĕн пăхса тăратăн тата... Кил часрах... Сасартăк чиркӳ чанĕ кĕрлесе кайрĕ. Лукарье вырăн çинчен яшт! сиксе тăчĕ те:
— Пыр, урхамаха кӳл! Халех чиркĕве каятпăр! ― тесе кăшкăрса ячĕ.
Халĕ çеç ясарланса выртакан хĕрарăм пĕр самантрах хăраса ӳкни, улшăнса кайни Якура каллех тĕлĕнтерчĕ. Вăл вара ним тума аптраса хытса тăчĕ.
— Сана каларăм-иç, тух, урхамаха кӳл! Халех чиркĕве каятпăр!.. Кĕтерука каласа хăвар, кунта кĕтĕр! ― татах хушрĕ Лукарье.
Юлашкинчен Якур тăна кĕчĕ: ун умĕнче тарçăсене икĕ алăпа тыткалама вĕреннĕ хуçа арăмĕ тăрать... Халĕ çеç Якур пуçне çавăрнă ĕмĕт-шухăшсем тĕтĕм пек вĕçсе сирĕлчĕç. Вăл хирĕç пĕр сăмах хушмасăр васкавлăн тухса кайрĕ.
Халь ĕнтĕ Лукарье те, тăна кĕрсе, чам сассинчен хăранипе кирлĕ мар сăмах персе янине тавçăрса илчĕ. Ку тарана çитсе, вăл упăшкисĕр нихçан та, ниçта та тухса курманччĕ. Паян та килтен тухма шутламанччĕ. Анчах каялла тума та май çук. Кучер, ахăртнех, урхамаха кӳлме тытăнчĕ пулĕ. «Атя, мĕн пулсан та пултăр ĕнтĕ, сăмах хускатнă хутне кайсах килем, ― ирĕксĕрех тĕвтурĕ Лукарье.
Малти пӳрте Кĕтерук кĕчĕ. Лукарье çаплах тумланманнине астусан, çамрăк хĕрĕн кăмăлĕ темле кичемленсе кайрĕ. Вăл куçĕсене çĕрелле тĕллерĕ те хуллен сасă пачĕ:
— Мĕн тăвас, Лукерья Семеновна?
— Кил-ха, пухрасене пăчăртаса кăлар хăвăртрах! ― хушрĕ Лукарье.
Пухрасене пăчăртаса кăларасси Кĕтерукшăн кашни ир тенĕ пек тăвакан ĕç пулчĕ. Тем чул та йĕрĕнет вăл ку ĕçрен, çапах хушнине итлесех пулать. Халь те икĕ пуç пӳрне чĕрнисемпе пăчăртаса кăларнă пухрана курсан унăн кăмăлĕ пăтрана-пăтрана хăпарчĕ. Хăсса ярасран аран тӳссе, айккинелле кайса тăчĕ.
Лукарье вырăн çинчен тăрса тĕкĕр умне пычĕ. Пит-çăмартине аллипе сăтăркаласа тĕкĕр витĕр тимлĕн сăнаса пăхрĕ те тасине курсан — савăнчĕ.
— Аван... Ĕнтĕ тухса пăх-ха, урхамаха кӳлсе тăратнă-и? Кӳлнĕ пулсан — кĕрсе кала.
Кĕтерук тухса кайсан, яшка-çăкăр тыткалакан пӳлĕме кайса çăвăнса килчĕ те тумланма тытăнчĕ. Çине вăл пурçăн кĕпе, урине тӳмеллĕ пушмак тăхăнчĕ. Сарне илсе тĕкĕр умне пычĕ те пилĕкне юсаса çыхрĕ. Каллех тĕкĕр умĕнче çавранкала-çаврăнкала пӳсине пăхса илчĕ.
Лукарье тумланса хатĕрленнĕ çĕре Кĕтерук таврăнчĕ.
— Урхамаха кӳлсе тăратнă, ― тесе пĕлтерчĕ вăл.
— Юрĕ... — пуçне сĕлтрĕ Лукарье. ― Çӳçе çивĕтле-ха... Кĕтерук хăнăхнă аллисемпе часах икĕ çивĕт яврĕ.
— Пулчĕ, тĕкĕр çине пăх ĕнтĕ, ― хăйĕн аллисем ăстипе савăнса каларĕ хĕр.
Лукарье çивĕчĕсене васкавлăн тыткаласа пăхрĕ. Кăмăлне кайнипе рехетленсе:
— Аван... ― тесе мухтарĕ. Çавнашкалах васкаса сурпан сырăнчĕ. Умне тенкĕлĕх кĕмĕлсемпе тунă мăйçыххи çакрĕ. Пуçне хушпу тăхăнчĕ.
— Апатланма мĕн парас? ― хăйса ыйтрĕ Кĕтерук.
— Эсĕ мĕн, турра мантăн-и? ― кӳреннĕ пек пулса, Кĕтерук çине çаврăнса пăхрĕ Лукарье. ― Чиркĕве кам апат çисе каять! ― Вăл йăрхахра çакăнса тăракан хысне илсе тумланчĕ те, утнă çĕртех тӳмисене тӳмелесе, хушса хăварчĕ: ― Михха Атăл çинчен таврăнсан кала, чиркĕве кайрĕ те.
Алкум вĕçĕнче çунатлă тăрантаса кӳлне йĕпкĕн хура урхамах кукалесе тăрать. Тилхепине çатăрласа тытнă Якур тăрантас ларкăчĕ çинче кĕтсе ларать.
Лукарье кĕмĕлĕсене чăнкăртаттарса çенĕкрен тухрĕ те тăрантас çине çăмăллăн хăпарса ларчĕ.
— Кайрăмăр!
— Хапхана уç! ― урхамах пуçне тытса тăракан тарçине хушрĕ Якур.
Хапха уçасса кĕтсе, урхамах пĕтĕм вăйĕпе малалла уртăнчĕ. Анчах, тута хĕррисене çăварлăх каснине тӳсеймесĕр, вырăнтан хускалаймарĕ, мăйне авса чĕвен тăчĕ. Малти урисемпе сывлăша кукалесе илсе, каллех анса тăчĕ. Ташланă пек, пĕр вырăнтах тапăртатма пуçларĕ. Хапха уçăлсан, Якур тилхепене кăшт пушатрĕ, урхамах вĕçсе каяс пек малалла ыткăнчĕ. Аслă урампа кайса пус хапхинчен тухсан, Якур тилхепине татах пушатрĕ. Урхамах пĕр тăтăш юртса чупма пуçласан, вăл чăланта мĕн пулса иртнисене аса илсе шухăша кайрĕ. «Вăт эсĕ унпала... Паçăр çеç сывă мар тесе йынăшса выртатчĕ, тăрантас çине кушакран та çăмăллăн хăпарса ларчĕ. Çук, тем пулсан та, ыр шухăшлă хĕрарăм мăр ку. Ĕçсĕрленсе пурăннипе хăйне хăй пĕлми аскăнланса кайнă».
Тилхепине турткаласа илчĕ те Якур, урхамах каллех вĕçсе каяс пек малалла ыткăнчĕ.
Урхамах кайăк пек вĕçнĕ май Лукарье те пуç тулли аскăнлă та çуйлă шухăшĕсене инçете-инçете пăрахса хăварасшăн, çемьери ĕç-пуçсем çине куçма хăтланчĕ. Анчах пултараймарĕ. Ирхинехи ĕçсемех тыткăнран вĕçертмерĕç ăна. «Мĕн пулса иртнишĕн ӳпкелешме кая юлтăм ĕнте. Паян эпĕ хама тивĕçсĕр икĕ ĕç те тума ĕлкĕртĕм. Чиркĕве пĕччен канма тухнишĕн упăшка мĕн каласса пĕлместĕп-ха, малтăнхи ĕмĕт-шухăшăм татăлчĕ. Каллех хам айăплă, чан сассинчен хăраса ӳкрĕм. Тăхта-ха, мĕншĕн «каллех»? Тата хăçан та пулин хăранă-и вара эпĕ?»
Ку ăнсăртран килсе кĕнĕ шухăш тепĕр тĕлпулăва аса илтерчĕ. Вăл иртнĕ çуркунне, пуп патĕнче хăнара чухне пулса иртрĕ. Вĕсем пахчара, чие çырлисем хушшинче ларакан беседкăра ĕçкĕ ĕçрĕç. Ӳсĕрĕлсе кайнă Михха çамрăк арăмĕ çине çаврăнса та пăхмарĕ. Уншăн эрленсе тата ӳсĕрсем лăркаса ларнине итлес килмен пирки Лукарье, беседкăран тухса, улмуççисем хушшинелле кĕрсе кайрĕ.
— Кун пек юрамасть, Лукерья Семеновна, ― илтĕнчĕ ун хыçĕнче сасартăк арçын сасси.
Туратсем хушшинчен пуп тайкаланса утса тухрĕ.
— Кун пек юрамасть, Лукерья Семеновна, ― терĕ вăл тепĕр хут.
— Мĕншĕн? — ăнланмасăр ыйтрĕ Лукарье.
— Араç çапла пăрахса хăварма юрать? Унта ĕçкĕ, унта хаваслăх! Пăхкалатăп, эсир çук...
— Ĕçкĕре пăчă пек туйăнчĕ те, уçăлас тесе тухрăм.
— Пулсан та юрамасть, Лукерья Семеновна, эсир ман ĕçке илем кӳретĕр. Эсир кайрăр-та — ĕçкĕн илемĕ те çухалчĕ. ― Пуп, ассăн сывласа, çурма сасă çине куçрĕ: ― Туятăп, Лукерья Семеновна, турă пĕлет, туятăп... Телейлех мар эсир... Сар хĕвел сире мăкăнь чечекĕ пек ӳстернĕ. Сĕм вăрмана кăларса лартнă пек, эсир хăрса каясран хăрушă...
Лукарье хăй мĕншĕн телейсĕррине ыйтса пĕлесшĕнччĕ, сасартăк пичĕ çинче пупăн вĕри сывлăшне туйса илчĕ те кăшкăрса ячĕ:
— Пачăшкă, турăран хăрăр!
«Ун чухне те хам хăрарăм çав. Хăраман пулсан, мĕн пулатчĕ-ши?» Кун çинчен малалла шухăшлас килмерĕ унăн. Анчах асаилӳсем Лукарье чĕрине ăшшăн та ыррăн пырса тиврĕç. «Пачăшкă чухлĕ çын ман хыççăн чупма пăхрĕ пулсан, эпĕ çав тери начар хĕрарăмах мар-и-ха тен...» ― хăйне хăй ырласа илчĕ те, унăн кăмăлĕ татах çĕкленчĕ.
Çав вăхăтрах урхамах тумхахлă çул çине кĕчĕ, тăрантаса кисрентере пуçларĕ. Лукарье тӳсеймерĕ:
— Ерипен хăвала! Эсĕ мĕн, ман вар-хырăма кисрентерсе, чире яма шут тытрăн-им?! ― тесе кăшкăрчĕ.
Якур каялла çаврăнса пăхрĕ:
— Ан çиллен, Лукерья Семеновна, сире чиркĕве хăвăртрах çитересчĕ тесе кăна... Вар-хырăму ыратнине мансах кайнă.
Лукарье пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса кайрĕ. Хăй хумханнине пытарма та шутламарĕ вăл:
— Ман вар-хырăма турă сыватĕ. Сан тăмсай чĕлхӳне касса ан яччăр, асту!
— Эй, хуçа-пикем, ман чĕлхе кама кирлĕ? Эпĕ мĕн-пурĕ те хăвна шеллесе çеç каларăм.
Якур тăрăхланине туйрĕ Лукарье. Анчах ятлаçас вырăнне хăй те шӳтле сасă çине куçрĕ:
— Ытла та çак эсĕ... Этемле мар... Чирлĕ çынран кам кулать-ши?
— Çакăнтах аçа çаптăр, Лукерья Семеновна, эпĕ пĕрре те кулма шутламан. Мĕнле хăйăн санран кулма? ― Якур айккинелле пăхса хуллен кулса илчĕ.
— Аçа çапĕ-и, çапмĕ-и, ăна калама хĕн, анчах чĕлхене тыткалама пĕлни аванрах!
Çакнашкал калаçкаласа пынă май вĕсем сисмесĕрех чиркӳллĕ яла çитсе кĕчĕç. Якур, ял хушшинче хытăрах юрттарса, урхамаха тӳрех чиркӳ картишĕ еннелле тытрĕ. Аслă хапха тĕлне çитсен чарчĕ.
— Лашана кам патне тăратас?
— Пачăшкă патне кайса тăрат, ― хушрĕ Лукарье. Тăрантас çинчен вăл паçăрхи пекех çăмăллăн анса тăчĕ. Чиркӳ еннелле пăхса сăхсăхрĕ те пĕчĕк калинккерен чиркӳ картишнелле кĕрсе кайрĕ. Картиш пуш-пушах.
Халиччен хăй чиркĕве килнине халăх кĕпĕрленсе пăхса тăнине аса илсен, Лукарье кăштах кăмăлсăрланчĕ. «Ытларах та кая юлнă эпĕ паян», ― тесе шухăшларĕ вăл. Чиркӳ çенĕкĕ умне чарăнса тăрса, каллех сăхсăхрĕ. Аслă пусмасем çине пусса алкумне хăпарчĕ. Чиркӳ алăкне уçсан, чиркӳрен пăчăхнă сывлăш тапса тухрĕ те Лукарьене сапăнтарса ӳсĕрттерчĕ.
Лукарье алăкран кĕнине те асăрхакансем пулмарĕç. Вăл, алăка ерипен хупса, сулахай еннелле хĕсĕнсе тăчĕ, ыттисемпе пĕрле ним шухăшсăр сăхсăха пуçларĕ.
Алтарьте хулăн та уçă сасăпа кĕлĕ юрласа ярсан, Лукарьен чĕри кăртах турĕ. Ку сасса кашни праçникрех илтнĕ пулсан та, вăл паян тата çывăхрах пек туйăнчĕ ăна. Лукарье чĕркуççи çине тăчĕ. Вĕçĕмсĕр сăхсăхса, çĕре пĕшкĕнчĕ. Çамкине урайне тивертрĕ. Халăхăн вĕри сывлăшĕ анса ăшăтман сивĕ урай Лукарьен çамкине чăштах уçăлтарчĕ. Вăл, аскăн шухăшне манса, ура çине тăчĕ. Вăрă тунăшăн тытасран хăранă пек, çынсем çинелле пăхмасăр, айккăн хĕсĕнкелесе, чиркӳ старăсти патне пычĕ.
— Лукерья Семеновна! Эсĕ çитрĕн-и? ― пуçне тайса саламларĕ Касмухха. ― Праçник пĕрле пултăр...
— Эсĕ калашле пултăр, Петĕр пичче, ― хирĕç чĕнсе ал пачĕ Лукарье. ― Виçĕ çурта пар-ха мана.
— Пĕрер тенкĕлĕххисем пуль?
— Ийя, — хыс кĕсйинчен виçĕ кĕмĕл укçа кăларса пачĕ Лукарье.
— Хатĕрлесех хунăччĕ... ― Касмухха уйрăм ещĕкрен виçĕ çурта кăларса илчĕ. Ещĕкре тата виçĕ çурта выртса юлнипе салхуланса: — Ху çеç килнĕ-и вара эсĕ, Михал Петрович курăнмасть-çке? ― терĕ.
— Вăхăт çук унăн, ― калас-калас мар çинчен хуравласа, чиркӳ старăсти патĕнчен хăпса кайрĕ Лукарье.
— Турă ырлăх патăр... Турă сиплĕх патăр... ― куçне ещĕкре выртакан виçĕ çурта çинчен илмесĕр, хăй тĕллĕн мăкăртатса юлчĕ Касмухха.
Лукарье, çынсен хушшипе хĕсĕнсе, хушпу тенкисене чăнкăртаттарса, малалла утрĕ.
— Михха арăмĕ пулмарĕ-и çав? ― хăйпе юнашар тăракан хĕрарăма тĕксе пăшăлтатрĕ тепĕр хĕрарăм.
— Çавă, ара. Кам пултăр урăх...
Лукарье малалла утнăçемĕн, шăппăн калаçакан сасăсем йышлăланчĕç.
— Михха арăмĕ килнĕ.
— Ийя çав.
— Тенкĕлĕх çуртасем тытнă.
— Куратăп-ха...
— Михха арăмĕшĕн виçĕ тенкĕ мĕнех вăл?
— Çынсен куççулĕнчен те укçа тăваççĕ вĕсем! Лукарье илтмерĕ ку сасăсене. Вăл, мала тухса, сылтăм енчи пысăк икон умне пĕр çуртине çутса лартрĕ. Чĕркуçленсе пуççапрĕ, унтан, çĕкленсе, алтарь хăми çинчи хĕрарăм турă умне тепĕр çуртине çутрĕ. Юлашки çуртине лартма алтарĕн тепĕр енне каçнă вăхăтра, сулахай енчи пĕчĕк алăкран пуп кадилине сулласа тухрĕ. Иккĕшин куçĕсем тĕл пулчĕç. Пупăн хулăн тутисем вăрттăн çеç йăл кулнă пек турĕç. Лукарье куçĕсем те парăма юлмарĕç. Анчах хăйĕн шухăшне пĕтĕмпех палăртас мар тесе, Лукарье çĕрелле пăхрĕ. Пуп та, алтарь еннелле çаврăнса тăрса, кадилипе сулла-сулла:
— Господу богу помолимся! ― тесе, янăравлă сассипе юрласа ячĕ.
Лукарье, ури ăçта пуснине туймасăр пырса, тепĕр иконĕ умне юлашки çуртине лартрĕ те чĕркуççи çине тăчĕ. Сăхсăхса çамкине урай хăми çумне тивертрĕ. Кĕл-тăванçи пулса, шухăшĕсене йĕркелеме тăрăшрĕ. Анчах хăлхинче пуп сасси янăраса тăни ăна йăлтах пăтраштарса ячĕ. Вăл каллех пуçне çĕклерĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...