Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Мĕн кулăшла? ― ăнланаймасăр ыйтрĕ Татьяна.
— Пус хапхи патĕнче Миххана тĕл пултăм... ― терĕ шӳтлĕ сассипе Çтаппан. Татьяна чунĕ кăртах турĕ. Хăрама пуçланă куçĕсемпе упăшкине тинкерчĕ. ― Ну, ĕнтĕ ятлаçма тытăнать тетĕп. Вăл, ятлаçас вырăнне, ăшпиллĕн чĕнчĕ. Пирĕн хушшăмăрта ниепле сас-хура та пулман тейĕн. Çимĕк кунĕ тăна кĕртни харама кайман курăнать. Яланах çынсенчен кулса, вĕсене мăшкăлласа пурăнма юраманнине ăнланчĕ пулмалла.
Упăшкипе Михха хушшинче нимех те пулманнине ĕненсен те, Татьяна чĕри лăпланмарĕ.
— Ай турах, Çтаппан, сехметĕн сăмахĕсене ĕненме çук. Тархасшăн, ун çулĕ çинчен пăрăнма тăрăш. Тем кăтартĕ вăл, ― тесе астутарчĕ.
— Нимех те мар, Татьяна... Кашкăртан хăрас çине вăрмана кайма каламан. Хама мăшкăл тума памăп!
Арăмĕ картиш алăкне уçса хатĕрлесен, Çтаппан лашине кил хушшине çавăтса кĕчĕ.
— Кĕçех сĕлĕ парапăр, ― терĕ Çтаппан, лăшине тăварса: ― Пыр, йăвалан ĕнтĕ.
Хуçи хушннне ăнланнă пек, лаша çерем çине выртса йавалана пуçларĕ. Пĕр аякĕ çинчен теприн çине куçсан, Çтаппан лашине мухтаса:
— Молодци, молодци! Вăй пур-ха сан, Машук, ― терĕ.
Лаша йăваланса тăрсан, лăстăр-лăстăр силленчĕ те мăйне хуçи еннелле кукăртса кĕçенсе ячĕ.
— Сĕлĕ парас-и? ― кăмăллăн куларах каларĕ Çтаппан. ― Машук сĕлĕ ыйтать пирĕн!
— Халех! ― Татьяна кĕлет умне васкаса пычĕ. Савукпа сĕлĕ ăсса тухрĕ.
— Машук! Кунта кил! ― тесе лашине кĕлет арки çине сĕлĕ сапса пачĕ.
Çтаппан, çенĕк умĕнчи пусма çине ларса урине салтсан, çăпата ăшне кĕрсе тулнă тăприне юпа çумне шаккаса тасатрĕ те:
— Квас тултарса пар-ха, ― терĕ.
— Сăра ĕçместĕн-и?
Çтаппан килĕнче çакнашкал йăла: ака туса е авăн çапса пĕтернĕ ятпа арăмĕ яланах сăра туса хатĕрлет. Сăрине ваттисене асăнса ĕçеççĕ. Çавăнпа Çтаппан сăрине ĕçме васкамарĕ:
— Халлĕхе кваспа та юрать, ― терĕ.
— Халех ăсса тухатăп, ― килĕшрĕ арăмĕ. Çенĕке васкавлăн кĕрсе кайрĕ.
Мăшăрĕ квас ăсса тухасса кĕтнĕ май Çтаппан, вут каски патĕнчен патак татăкĕ илсе, суха тимĕрĕ çумне çыпçăннă тăпрана шаккаса тасатрĕ. Сухапуç тимĕрĕ çине тырă кунтăкне тăхăнтарчĕ. «Кун пек сыхлăрах. Выльăх-чĕрлĕх суха тимĕрĕ çинче хăрталанса аманас çук», ― тесе шухăшларĕ.
Татьяна çенĕкрен куркапа квас тата çăм калуш йăтса тухрĕ.
— Çтаппан, ― ăшшăн чĕнчĕ вăл, ― кил ĕнтĕ, квас ĕç! ― Упăшки хăй патне пырсан: ― Малтан çак çăм калуша тăхăн-ха. Ват çын çара уран çӳрени мĕн илемĕ пур? Çĕрĕ те чĕрĕ, — тесе, çăм калуша Çтаппан умне лартрĕ.
— Эккей эсĕ, карчăк, мана çамрăк чухнехинчен те ытларах пăха пуçларăн-çке, ― шӳтлĕн каларĕ Çтаппан.
— Çамрăк чухне пăхмах та кирлĕ пулман. Ун чухне вăйпиттиччĕ. Халĕ, ватăла-киле, шăнса ан пăсăлтăр тетĕп-çке.
— Халех вăйран сулăнас этем мар-ха эпĕ, ― хăйĕн çирĕп сывлăхĕшĕн хĕпĕртесе каларĕ Çтаппан, Арăмĕн аллинчен куркана тытрĕ.
— Пӳртре сăра та пурччĕ те... ― Татах астутарчĕ Татьяна.
— Сăрине кайран ĕçĕпĕр терĕм-иç. Ма ун пекех васкамалла. Тырă акса пĕтернĕ ĕнтĕ. Çĕр хамăр ирĕкре.
— Вăхăчĕ пулĕ те... Эпĕ тата мунча хутса пултарнăччĕ.
— Мунча? Питĕ аван. Çанçурăм кĕçтетчĕ-ха. Маттур карчăк эсĕ ман. Мĕн кирлине каламасăрах чухлатăн.
Упăшки ырланипе савăннă Татьяна куçĕсем йăлкăшса илчĕç:
— Тĕттĕмччен кайса кĕр эппин.
— Ĕлкĕрĕпĕр-ха. ― Çтаппан, куркине çăварĕ патне илсе пырса, «пӳлĕхçĕм, ан пăрахсам» тесе пăшăлтатрĕ те квас çине ик-виçĕ хут вĕрсе илчĕ, пĕр канмасăр ĕçсе ячĕ. Пушă куркана арăмне тавăрса парсан, сухалне, мăйăхне ывăç тупанĕпе шăла-шăла: ― Ашчик лăштăрах выртрĕ ĕнтĕ, ― терĕ.
— Тата ĕçместĕн-и?
— Халлĕхе çитĕ. Мунчаран тухсан ĕçĕп. Хамăр çеç хутнă-и?
— Макçăм кумсемпе пĕрле. Çав вăхăтра урам енчен:
— Хреснатте! Мунчана атя! ― тесе кăшкăрнă сасă илтĕнчĕ.
— Ав, Уçка мунчана кайма тухнă пулас. Таса кĕпе-йĕм пар-ха, эпĕ те каям, ― васкатрĕ Çтаппан.
— Халех илсе тухатăп! ― Татьяна васкаса çенĕкелле кĕрсе кайрĕ.
— Хреснатте, мунчана атя! — кашкăрчĕ Уçка тепĕр хут.
* * *
— Пыратăп, пыратăп! ― хирĕç чĕнчĕ Çтаппан. ― Эсĕ пĕчченех-и?
— Пĕчченех.
— Аçу ăçта?
— Атте акаран таврăнман-ха. Вăл таврăниччен мунча кĕрсе тухма васкатăп. Выртма кайма юлас марччĕ.
Татьяна кĕпе-йĕм илсе тухса пачĕ.
— Милĕкне шыв валашкине чикнĕччĕ. Унтан илсе кайăр вара, ― тесе астутарчĕ.
— Юрĕ, илсе кайăпăр, ― терĕ Çтаппан, кĕпе-йĕмне хул хушшине хĕстерсе, килкартинчен тухса кайрĕ.
Çтаппан Уçка çине куç айĕн пăхрĕ.
— Тем, выртма кайнă-килнĕ чух лашасене хытă чуп-тарать теççĕ-ха сана.
Уçка хреснашшĕ вăлтса çеç каланине туйса илеймерĕ. Хăйне тивĕçсĕр ӳпкеленĕшĕн кăмăлсăрланчĕ.
— Кам калать ăна?
— Кам калать? Илтнĕ, ― тӳрĕ хуравласран пăрăнчĕ Çтаппан.
— Суя сăмах ку, хреснатте! Сирĕн лашана чуптарма мар, хыттăн уттарма та çук!
— Çавăнпа мăнтăр вăл, ― йăхлатса кулчĕ Çтаппан.
— Мăнтăр?.. ― ӳпкелешрĕ Уçка.
— Юрĕ-çке, ан ятлаç ĕнтĕ... Эпĕ юри каларăм, ― Уçкан кăмăлне çавăрасшăн пулчĕ Çтаппан. Тăвайккине анса, çăлкуçĕ патнелле çывхарсан: ― Эсĕ мунчана уттар. Хывăнса хатĕрлен. Эпĕ милĕк илсе пыратăп, ― терĕ.
Çтаппан, Уçкаран уйрăлса, шыв валашки патне пычĕ. Шыв валашки тĕпне чулпа пусарса хунă мăшăр милĕке кăларса илчĕ те мунча еннелле утрĕ. Вăл çитнĕ çĕре Уçка хывăнса хатĕрленнĕ, мунча умĕнчи пысăк чул çинче ларать.
Çтаппан кĕпе-йĕмне хывса пăрахрĕ те.
— Атя, кĕрсе милĕк пĕçерер, ― терĕ. Малтан хăй, ун хыçĕнчен Уçка мунчана кĕчĕç.
Уçка вĕрие тӳсеймесĕр тăруках урайне кукленсе ларчĕ.
— Ай-яй, хăлхана чĕпĕтет!
— Хăлхана чĕпĕтмен мунча мунча-и вăл? ― йăхлатса кулчĕ Çтаппан — Ак, ăшши парам-ха, пĕтĕм çанçурăмунтан тар тапса тухĕ! ― милĕкне чул çине хурса, алтăрпа шыв ăсса сапрĕ.
— Пӳлĕхçĕм, çырлахсам... Тутлă-тимлĕ мунчи пултăр. Йӳççи кайтăр, пылакĕ юлтăр...
Шыв милĕк витĕр вĕри чул çине юхса анчĕ те чашкăрса вĕресе пăс пулса тӳпенелле сарăлчĕ. Ниçта тухса кайма хушăк тупаймасăр, аялалла ана пуçларĕ. Çтаппан татах шыв ăсса сапрĕ.
— Ай-яй, вĕри! ― Уçка тӳсеймесĕр урайне тăсăлса выртрĕ.
— Эккей, айван ача эсĕ. Ху авланас тетĕн, мунча ăшшине тӳсейместĕн.
— Авланас тенĕ пуль, асту. — Çтаппан чăнласа каланă пек, хирĕçрĕ Уçка. Витререн ывçипе шыв ăса-ăса пичĕ çине сапрĕ.
Çтаппан милĕкне чул çинчен илсе хуçкаласа пăхрĕ те, хурăн турачĕсем чĕн пек авкаланнине кура:
— Аван пиçнĕ, пурçăн пек çемçе. Çапăнатăн-и? — терĕ.
— Аюк, хреснатте. Малтан хăв çапăн-ха.
— Вĕрирен хăратăн пулсан, юрĕ, малтан хам çапăнса тутлантарам, — килĕшрĕ Çтаппан. Алтăрпа шыв ăсса сентре çине сапрĕ те милĕкпе сăтăркаласа: ― Тутлă-тимлĕ мунчи пултăр. Йӳççи кайтăр, пылакĕ юлтăр... ― терĕ. Унтан, пушă сентрене милĕкпе çапса: ― Асатте-асанне... Атте-анне... Хурăнташ-тăвансем... Ачасем... Пурте... Эпир мунча кĕнине эсир те кĕрĕр... Çанçурăмăрсем канлĕ пулччăр... — тесе, çапăнас умĕнхи йăласене туса пĕтерсен, сентре çине хăпарса выртрĕ. Урисене çӳлелле çĕклесе: ― Кайрăмăр, Уçка! ― тесе эхлетрĕ. Икĕ милĕкĕпе харăс хырăмне çапрĕ. Милĕкпе пĕрле хăй çине аннă сывлăш ӳтне чĕпĕтнипе ахлаткаларĕ те çапăнма тытăнчĕ. Вăл сăрпалана-сăрпалана çапăннăçемĕн «аяй! у-ух! аяй!» тенине илтсен, Уçка ихиклетсе кулса ячĕ.
— Э-е, пĕçерет-и?
— Пĕçернипе-им эпĕ! Мунча тутлипе савăнатăп! ― тесе хуравларĕ те Çтаппан татах ăшши пачĕ. Вĕри сывлăш, маччана çапăнса, урайне явăнса анчĕ, Уçкана ăшалама тытăнчĕ. Тӳсеймерĕ Уçка, упаленсе пырса алăка уçрĕ те тулалла тухса ӳкрĕ.
Çтаппан ăшши парса çĕнĕ вăйпа çапăнма тапратрĕ. Паçăрхи пекех сăрпаланса ахлатрĕ те ухлатрĕ вăл. Вĕрие тӳсеймен пирки, аллине витрери шыв çине чиксе кăларса, тепре çапăнчĕ. Выртса та, ларса та — тăраниччен çапăнсан, сентре çинчен анса, тула тухса сирпĕнчĕ. Мунча умĕнче ларакан тулли витрене çĕклесе пуç тӳпине ӳпĕнтерчĕ.
— У-ух... Аван та çав мунча тени! ― сивĕ шыв çӳçентернипе уççăн сывласа илчĕ Çтаппан. ― Ну, сан черет ĕнтĕ, Уçка, атя, çапатăп.
— Ытлашши вĕри халь унта, хреснатте. Пăртак сивĕнтĕр-ха.
— Мĕн вĕри пултăр тата. Мунча пылакĕ çеç.
— Мунча пылакĕ, асту! Вĕри унта.
— Вĕри нимех те мар вăл. Ана чул çине шыв сапса та сивĕтме пулать, ― йăхлатса илчĕ Çтаппан.
— Ав, эсĕ каллех ăшши парасшăн!
— Юрĕ, ― терĕ Çтаппан, ― текех калаçса тăмăпăр. Аçу та акаран таврăнĕ, выртма кайма та вăхăт çитĕ. Атя, çапкалам та, тухма вăхăт.
— Эсĕ хытă ан çап вара... ― каллех тархасларĕ Уçка.
— Эккей, айван темерĕн, кирлĕ мара калаçса тăра-тăн тата! Чĕн чăпăрккапа çапмаççĕ пулĕ вĕт сана.
Уçка парăнчĕ. Вĕсем мунчана кĕрсе кайрĕç. Çтаппан, малтанхи пекех, сентре çине сивĕ шыв сапса милекпе сăтăркаларĕ. Милĕке чул çине тытса, лăстăр-лăстăр силлерĕ те шыв ăсма алтăра тытрĕ:
— Ай, хреснатте! Ашши ан пар! ― тархасларĕ Уçка.
— Ан хăра, ăшши памастăп эпĕ. Мунча йӳççине çеç хăвалатăп, ― каллех шӳтлерĕ Çтаппан. Çур алтăр шыв ăсса, чул çине чашлаттарчĕ.
— Çитет, çитет, хреснатте! ― татах ăшши парасран хăраса ӳкрĕ Уçка.
— Çитет пулсан, сентре çине хăпарса вырт. Уçка итлерĕ. Сентре çине хăпарса ӳпне выртрĕ. Çтаппан икĕ милĕке икĕ аллипе тытрĕ.
— Пӳлĕхçĕм, çырлахсам... Хури кайтăр, тетти юлтăр!.. ― тесе сăвăласа милĕксене çĕклерĕ, вĕри сывлăша варкăштарса, Уçка çурăмĕ çине тивертрĕ.
— Тӳсме çук пĕçертет.
Уçка тархаслани Çтаппан кăмăлне парăнтарчĕ. Ахăртнех, хăй çамрăк чухне мунча вĕринчен хăранине аса илчĕ-тĕр.
— Атя, тăсăларах вырт. Сăтăркаласа çеç çапăп, ― терĕ. Ача тăсăлса выртрĕ. Çтаппан сивĕ шыва, милĕк витĕр çумăр пек юхтарса, Уçка çурăмĕ çине сапрĕ: ― Аван-и?
— Ай, питĕ аван, хреснатте! ― хавасланса кайрĕ Уçка. Хăйĕн сăмахне улăштармарĕ Çтаппан. Текех çапмарĕ, милĕкпе сăтăркаларĕ те:
— Ан ĕнтĕ, çитĕ, ― терĕ. ― Пуç тăрăх шыв яр. Çав вăхăтра алăк тулашĕнче:
— Мунчи тутлă пултăр! ― тени илтĕнчĕ.
— Эсĕ калашле пултăр! — терĕ Çтаппан тулти сасса хирĕç. ― Эсĕ хăвăртрах çăвăнкала, Уçка. Ав, аçу килчĕ, лашасене выртма илсе каяс пулать.
— Эпĕ халех, хреснатте! ― Чул çинчи хурантан ăсса илнĕ вĕри шыва витрери шывпа хутăштарса пуç тăрăх ячĕ те Уçка мунчаран тухрĕ.
— Тухрăн та-и? ― ыйтрĕ Макçăм ывăлĕнчен. ― Çапăнтăн-и хуть?
— Çапăнтăм.
— Эппин юрать. Тумлан та чуптар килелле, ачасем выртма кайма хатĕрленетчĕç. Лашасене чипер пăх, ан çывăр, калча çине тухма пултараççĕ. Иртерех таврăнсан та юрать, ыран акса пĕтересчĕ, ― астутарчĕ Макçăм.
— Юрать, атте! ― Уçка сиккипе килелле чупрĕ.
III
Çтаппанпа тĕл пулнă хыççăн, Михха тилернĕ кăмăлĕпех таврăнчĕ. Вырăсла хапхине аллипе мар, урипе тапса уçрĕ. Çавăн пекех вăйпа тĕксе шатлаттарса хупрĕ. Хуçи кил хушшине кĕрсен, икĕ амбар умĕнчи икĕ пысăк йытти ачашланса çĕре выртрĕç. Михха яланхи пек астуса савмарĕ вĕсене. Алăри пакурне амбар умнелле ывăтса ячĕ те, кил хушши варринче чарăнса тăрса, çурт-йĕрĕ тавра пăхса çаврăнчĕ. Вĕресе хăпарнă çиллине шăнараймасăр, куç тĕлне никам пулманшăн тарăхса, ула йыттине пырса тапрĕ. Йытти, хаяррăн йынăша-йынăша, сăнчăрне чăнкăр-таттарса, амбар айнелле кĕрсе тарчĕ. Михха тата тепĕр самант ывăннă лаша пек хашкаса пăхкаласа тăчĕ те икĕ алăклă амбар умне пырса ларчĕ. «Мĕн туса тавăрас? Мĕнле майпа хам умра упалентерес?» ― явăнать Михха пуçĕнче усал шухăш. Юлашкинчен тавçăрса илчĕ пулас. Кăмăлĕ уçăлнă пек кулкаласа, сарай еннелле йăл-ял! çаврăнса пăхрĕ.
— Эй-эй?! — хыттăн кăшкăрса чĕнчĕ вăл. Икĕ хутлă сарай тӳпи янраса кайрĕ.
Пăртакран сарай тӳпинче:
— Эхе-хе! ― тенĕ уçăмсăр сасă илтĕнчĕ.
— Ан хăвăртрах! Мĕн йӳтенипе çитет! ― сассине хулăнлатрĕ Михха.
Вара нумай та вăхăт иртмерĕ, вăтăралла çитнĕ вăтам пӳллĕ, сарлака хул-çурăмлă çын пусма тăрăх сиксе анчĕ.
Ку çын камне, вăл Михха патне ăçтан килсе тухнине ялта никам та пĕлмест. Çын куçĕ умне вăл сайра хутра çеç тухкалать. Михха патĕнче мĕн ĕç туса пурăнни те паллах мар. Тарçă вырăнĕнче пурăнать теме ăна Михха ĕçĕнче çӳренине никам та, нихăçан та курман. Хăна-мĕн кĕртнĕ вăхăтра та ăна Михха хăйпе пĕрле явăçтарнине куракан пулман.
Çак çын саран айĕнчен тухрĕ те пит-куçне кĕпе çаннипе шăлса илчĕ. Сăмах каличчен çăварне карса анасларĕ.
— Ха, каç пулнă-çке! Эпĕ халь тин тул çутăлнă тесе выртатăп...
Пӳрт алăкĕ уçăлса хупăннине илтсе, Михха ăна калас сăмахне калама чарчĕ:
— Тăхта, ан шарла!
Çенĕк алăк патнелле пушмак чĕриклетнĕ сасă çывхарчĕ. Çенĕк алăкĕнчен Лукарье çирĕм тăватă çулхи çамрăк хĕрарăм, тухса тăчĕ. Çийĕнче унăн шурă батист кĕпе. Пуçĕнчи шупка кĕрен кĕшемĕр тутăрĕ тулли те сывлăхлă пит-куçне илем кĕртет. Сăмах калаччен вăл, Михха çине куç айĕн пăхса, йăл кулса илчĕ. Çивĕт вĕçĕнчи укасене хыпашлакаласа:
— Ах, Михха... ― тесе ачашшăн чĕнчĕ.
— Мĕн пулнă? — кăмăллă-кăмăллă мар сасăпа ыйтрĕ Михха.
Лукарье, пушмак кĕли çинче хиркеленсе, каллех куçĕсемпе йăл кулчĕ. Именнĕ пек, пушмак пуçĕ çинелле пăхрĕ.
— Виçĕ талăк ĕнтĕ киле çакланмастăн, намăс мар-и сана?.. Халь таврăннă та... татах пӳрте кĕместĕн.
Михха ку ачаш сасса, ялан илтнипе, питех хисепе хумарĕ. Тата ĕç тăвас чухне чăрмантаракана, кирек кам пулсан та, юратмасть вăл. Çавăнпа ун куçĕсем сиввĕнрех выляса илчĕç. Анчах «ют çын» çывăхра тăнипе сивĕ сăмах каласран сыхланчĕ вăл. Шӳт тăванçи пулчĕ:
— Тунсăхларăн-им?
— Тунсăхларăм çав, ― упăшкине илĕртес пек, каллех пушмак кĕли çинче хиркеленчĕ Лукарье.
— Виçĕ каç тӳснине, темиçе минутах тӳсĕн ĕнтĕ, ― паçăрхи пекех шӳтлеме тăрăшрĕ Михха.
— Асту, нумай ан тăр вара... ― чĕлхе вĕççĕн тухакан илĕртмĕш сассипе каласа хăварчĕ те Лукарье çенĕке кĕрсе кайрĕ. Пушмак тĕпĕнчи чĕриклетекен сасă пӳрт алăкĕ уçăлса хупăнсан тин илтĕнми пулчĕ.
Михха пĕççине шарт çапрĕ:
— Илтрĕн-и?
— Мĕн? ― Михха мĕн çинчен калаçнине ăнланаймасăр ыйтрĕ Хĕлип.
— Тунсăхланă, тет!
— А-а...
— Вăл тунсăхланă, тет. Уншăн пулсан, урăх ниепле шухăш та çук. Упăшки мĕн ĕç тăвать, мĕнле пурăнать, ăна ним те мар. Çук, Хĕлип, ку енчен эсĕ такамран та телейлĕ... Хăлат пек ирĕк эсĕ. Сана мăйран çакăнакан никам та çук. Паян кунта эсĕ, ыран — тĕнчен тепĕр хĕрринче. Тутă, питĕ... Арăм та пур.
— Ун пекки çинчен пĕрре те калаçас килмест-ха ман, Михаил Петрович. Чĕлхе-çăвар типсе кайрĕ.
— Мухмăр-и-мĕн?
— Çапла çав. Юлташсене тĕл пултăм та... ― Куштăрканă чĕлхине пăтраткаларĕ Хĕлип.
— Ăнланатăп, ăнланатăп... Унашкал ман хамăн та пулкалать тепĕр чухне. ― Михха урипе çенĕк алăкне тапкаласа илчĕ.
Çав самантрах пӳрт алăкĕ уçăлса хупăнни илтĕнчĕ. Çенĕк алăкĕ патнелле пушмак чĕриклетнĕ сасă çывхарчĕ. Алăкран Лукарье тухса тăчĕ.
— Илсе тух-ха! ― терĕ Михха.
— Мĕн илсе тухмалла?
— Мĕнне ху тавçăраймарăн-им? Лукарье тинех ăнланчĕ.
— Илсе тухатăп, илсе тухатăп!
Арăмĕпе иккĕшин хушшинчи калаçу пирки сарай айĕнчен тухнă çын мĕн шухăшланине пĕлесшĕн, Михха ун çинелле тĕпчевлĕн пăхрĕ. Тем пулсан та, çемье хушшинче пулса иртекен сас-чӳсене ял çине кăларасшăн мар вăл. Анчах лешĕ ним шухăшсăр чĕлĕмне ĕмсе тăнине курсан ― лăпланчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...