Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
— Вилмен пуль те?
— Вилмен. Халь вĕсем Шигалей хана ăсатма Васильев-Новгорода кайрĕç-ха. Эп хушрăм.
Вĕсем каялла аннă çĕре стрелецсем халăха чылай аякка илсе кайса тăратнăччĕ ĕнтĕ. Патша тек унта пымарĕ. Çыннисем вара вырăс патшин чаплă кимми куçран çухаличченех çыран хĕрринче тăчĕç. Хăйсем хушшинче темĕн те пĕр калаçрĕç патшапа ун боярĕсем çинчен. Арçынсен çеç мар, хĕрарăмсен те калаçмалăх сăмах тупăнчĕ ку тĕлĕнтермĕш ĕç хыççăн.
— Ай-уй, хаяр сăнлă вара ку ĕмпӳ! — терĕ вĕсенчен пĕри. — Хăй çамрăк тет, çирĕм пиллĕке те çитмен тет, пăх-ма мĕнле ватă!
— Куçĕсем черкке пек. Пăхсан чуна сивĕтсе яраççĕ.
— Ун вырăнне ыттисем, патша хыççăн пыракан çамрăк улпутсем, мĕнле чипер! — хĕрарăмсен чĕлхи вĕçерĕннине кура каламасăр чăтаймарĕ тепри.
— Ма сăмах чĕнмерĕн пĕрне! Пăртак калаçса илмеллеччĕ. Тен, Мускава илсе каятчĕ сана.
— Тем тума кирлĕ вăл мана! Ăна кайиччен эп пĕр-пĕр суккăр чăваша каятăп. Патша пире пурĕ пĕр çын вырăнне хурас çук.
Чи кăсăкли пухăннă халăхшăн ылтăн тĕслĕ рамăпа тыттарнă турăш пулчĕ. Вăл тем вăхăтчен алăран алла çӳрерĕ. Анчах киле кайма тăрсан ăна никам та хăйне валли илме килĕшмерĕ. Патшана алтăр тыттарнă хĕр ача турăш пирки калаçасшăн та пулмарĕ.
— Кирлĕ мар, кирлĕ мар! — ик аллипе те хăлаçланчĕ вăл. — Ăна илсе кайса пӳлĕхçĕ умĕнче çылăха кĕретĕп-и? Кай, кай, тытмастăп та... Сисмерĕр-им, турхан улталарĕ ĕмпĕве. Ман пирки вăл тĕне кĕнĕ тесе суйрĕ. Тĕне кĕмен эпĕ, кĕрес те çук. Ма ун пек суймалла ĕмпĕве?
Вара хĕрарăмсем турăша патша парни тесе Ковяж турхана парас терĕç. Ковяж та ăна илме кăмăл тумарĕ, анчах хĕрарăмсене ăслă шухăш пачĕ.
— Çĕр айне чавса чикмелле ăна, ял-йышсем, — терĕ вăл. — Пирĕн чиркӳ таврашĕ çук, ан та пултăр. Патша панă япалана ывăтма та юрамасть. Вĕсен турри çилленĕ те хаяр ярĕ. Эппин, вырттăр çĕр айĕнче. Чавăр та чикĕр.
— Кам чиктерет тетĕр пуль хăй ани çине?
— Эпĕ çылăха кĕместĕп.
— Эп те çылăха кĕместĕп.
— Эпĕ те! — çухăрашрĕç хĕрарăмсем.
Вĕсене лăплантарса Ковяж ват çын тивĕçĕпе çапла тума сĕнчĕ:
— Икĕ ял чиккинче вырăссен вил тăприсем пур унта. Çавăнта кайса чикмелле, — терĕ.
Ку шухăшпа пурте килĕшрĕç — ушкăнпах ик ял чиккине кĕпĕрленсе кайрĕç. Темиçе хĕр ача киле кĕреçе илме кĕчĕ: Ковяж старик ав вăрçă пĕтнĕ ятпа йывăç лартса хăварма хушать. Итлес пулать ĕнтĕ, ваттисен йăлине пăсма юрамасть. Чăвашсемпе çармăссем вăрçă пĕтсен яланах пилеш нумай лартнă.
8. Кăрмăш çулĕ
Микулинский боярин Шигалей Шейх Аулияровичпа çак вунă-вун пилĕк çул хушшинче Хусана темиçе хут та килсе кайнă. Çавăнпа вăл Ылтăн орда ханĕсен несĕлĕнчен — Темир-Кутлу йăхĕнчен тухнă Шигалей кăмăлне аван пĕлет. Вырăс патшисен умĕнче йӳрĕк те йăпăлти вăл, хăй тума пултарайман ĕçе те тума хатĕр, ятпа та чинпа кĕçĕнрех шутланакан çынсем умĕнче — вĕçкĕн те чарусăр, каппайчăк та тӳрккес. Çакна та пĕрре çеç мар асăрханă: вырăс патшинчен хан ятне илсе, аслă князь «шăллĕ» пулса Хусана килнĕ чухне çав тери хаваслă вăл, вĕçĕмсĕр шӳт тума юратать, хан ятне çухатса Мускава патшасен хӳттине каялла таврăннă чухне нăйкăш этем кăна, аллах çак çут тĕнчере хăйне телей паманшăн тулашса та пăшăрханса пыракан мĕскĕн çын.
Хальхинче те Шигалей Иван Васильевичран пăрăннă-пăрăнманах хăйсен пĕртен-пĕр туррине те, çĕр çинчи мĕн пур тӳре-шарана та ылханма пуçларĕ. Хăй тĕллĕн мăкăртатать те тьфу тесе сурать, хăй тĕллĕн мăкăртатать те тьфу тесе лач сурать. Чаплă кимĕ çинче юнашар ларса пынă чухне асăрхарĕ Микулинский — Шигалей пит çăмартисем иккĕш те йĕп-йĕпе. Чăнах та пит кулянать иккен хан пулнă çын. Ăна ăнланма йывăр мар: патша «шăллĕ» Хусан ханĕсен шĕкĕр хулипе яланлăха сыв пуллашать. Хулана çапла пăрахса хăварма шел пулĕ çав, вăл унта ăнăçсăр пулин те виçĕ хутчен хан пулса курнă-çке!
Боярин чĕнменнине кура Шигалей каллех ӳпкелешме тытăнать.
— Илчĕ ак хулана, çĕмĕрсе тăкса та пулин илчĕ. Анчах кам валли? Ман валли-и? Мана вăл халь çывăха та ямасть. Куртăн пуль, çав анчăк çурине, Мухаммед Касымов Едигера, юратса пăрахнă вăл халь. Ăна, çав усала, Касана илнĕ-илменех çакса вĕлермелле пулнă, вăл эсреле хан пек тумлантарнă та хăйĕнпе юнашар лартать. Мускава илсе каять тет, ĕнтĕ вырăс тĕнне йышăнтарать тет. Хĕрĕ çук, хĕрне те качча паратчĕ пулĕ те...
— Çапах та чĕлхӳ усал сан, Шигалей Шейх Аулиярович, — кăшт чарăнтăр тесе сăмахпа тĕртсе илесшĕн пулчĕ Микулинский. — Государь пирки çапла калаçма юрать-и?
— Каçар, боярин, — терĕ Шигалей. — Теприн умĕнче шарламăттăм, санпа эпир пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр те...
— Çапах, çитĕ. Ав часах Хусан куçран çухалать, çавна курса юл.
— Вăл маншăн тахçанах çухалнă, — алă сулчĕ Шигалей. — Пĕлтĕр Адашев мана хан пӳлĕмĕнчен хăваласа кăларма пырсанах сисрĕм, патша мана тек хан тумасть, эп ăна урăх кирлĕ мар.
— Кирлĕ пултăн-çке, — терĕ боярин. — Хальхинче те илсе килчĕ хăйĕнпе пĕрле.
— Ячĕшĕн илсе килчĕ, хула курма, — ирĕксĕртен кулчĕ Шигалей. — Çапăçăва та ямарĕ мана, хула айккинче таçта аякра тытса усрарĕ. Хулана илчĕ те Касан ханлăхне пĕтерсе хучĕ. Кунта çĕр çул ытла хан пулнă, ма халь пулмалла мар? Вырăссене пăхăнса тăракан хан кансĕрлетчĕ-и вара? Адашевпа çак çилхе пуç Сильвестра кирлĕ мар ĕнтĕ. Касан çыннисене кирлĕччĕ. Иван Васильчăна хăйне те шанчăклă хан пăсмастчĕ. Итлемерĕ-çке. Адашевпа Сильвестр сĕннĕ пек турĕ. Çав Адашевах пĕтерчĕ те мана. Вăл пулман пулсан шăпа кун пек килсе тухмастчĕ...
Боярин Шигалейăн шухăшне-ĕмĕтне, вăл мĕн каласшăн пулнине витĕр туйса тăчĕ, хирĕçлесшĕн те пулчĕ, анчах ăсатма тухнă çынна тавлашни килĕшмест терĕ.
Шигалей çапах та каялла çаврăнса Хусан çине тепре пăхса илчĕ. Каллех мăкăртатрĕ — хальхинче вăрçмасăр.
— Сывă пул, Касан! Эп сана урăх курас çук, эс те мана урăх курас çук. Каçар, ман юратнă патшам Иван Васильевич, вырăнсăр сăмахсемшĕн. Эп сана юратса вăрçатăп. Çапах та илтĕн эсĕ çак мăн кăмăллă та чурăс хулана. Çирĕп тыт ăна хăвăн аллунта. Çна Çимун Иванович Микулинский пек маттур буярсемпе воеводăсене парса хăвар...
— Тавах ырă сăмахшăн, Шигалей Шейх Аулиярович.
— Ара, ку сăмахсене эп патшана хăйнех каларăм. Вăл та, сан пекех, тав турĕ.
Унтан вăл куç хĕсрĕ те бояринтан çапла ыйтрĕ:
— Эс Касана çарпа миçе килтĕн-ха, Çимун Иванович?
— Пиллĕкмĕш хут, — терĕ Микулинский.
— Пиллĕкмĕш хут? Куратни, буярин, çур ĕмĕре Касанпа çапăçса ирттертĕмĕр эпир санпа. Çапах та юлашкинчен эс те чунтан савăнма пултаратăн: Касанта чи пысăк пуçлăх пулса куртăн. Намиçник вăл ĕнтĕ ханпа пĕрех...
— Эп вăхăтлăха çеç, кайран урăххисем пуçлăх пулаççĕ...
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп, — пӳлчĕ ăна Шигалей. — Горбатый-Шуйский, Серебряный тата ыттисем. Вĕсем те тивĕçлĕ çынсем. Вĕсемпе те нумай çӳренĕ эпĕ çак Атăл тăрăх, пĕрле çăкăр та, пăтă та нумай çинĕ. Сана патша Мускавах илсе каясшăн-ха апла. Паллă ĕнтĕ, эс ăна Мускавра кирлĕ пулатăн. Мĕн каласси пур, ăслă çын таçта та кирлĕ. Чим-ха, Çимун Иванчă, — тем аса илсе ун çине шĕвĕр пӳрнипе тĕллерĕ Шигалей. — Мускав шывĕ хĕрринчи Раменски ялĕ санăн вĕт-ха вăл, буярин?
— Манăн, — терĕ лешĕ.
— Э-э, ав мĕнле! — темиçе хутчен чĕлхине чаплаттарчĕ Шигалей. —Сафа-Гирей хан арăмне, Сююнбикене, сана шанса панă пулĕ-ха!
— Эс пĕлмĕш ан пул-ха, — кулчĕ боярин. — Санпа государь ун пирки пин хут калаçнă.
— Унччен калаçатчĕ, — терĕ Шигалей. — Качча илмесни эс ăна, питĕ хитре хĕрарăм-çке вăл, мур илесшĕ, тесе те йĕкĕлтерĕ пĕрре. Ăçта пурăннине вара çынсенчен пĕлтĕм. Сан аллунта апла.
— Ман алăра мар, государь аллинче, — сăмаха тӳрлетме пăхрĕ боярин. — Ман ялта пурăнать кăна.
— Пур пĕрех мар-и? Апла патша сана пит шанать. Унсăрăн Гирей арăмне, çав чее хĕрарăма, вĕре çĕлене, Раменскинче усраман пулĕччĕ. Асту, буярин, темле инкек, синкер ан кӳтĕр вăл сана. Калатăп-çке вĕре çĕлен тесе.
— Пĕлетĕп, — пĕр сăмахпа çеç тавăрчĕ Микулинский, лешĕ ытлашши палканинчен йăлăхса çитнĕскер.
Чаплă кимĕ майĕпен ишсе Новоград Свияжскине çитсе чарăнчĕ. Стрелецсем çырана тухма васкаса сарлака пусма хучĕç, ун çине пĕр тăрăх кавир сарчĕç. Çыранра вĕсене Новоград Свияжский хулин çĕнĕ наместникĕ Борис Салтыков бояринпа воеводăсем кĕтсе илчĕç. Наместника систерсе хунă ĕнтĕ — Иван Васильевич тăвалла хăпарнă чухне Новоград Свияжскинче чарăнса тăма пултарать. Анчах халлĕхе Хусан ханĕнче ларнă çынпа Хусан наместникĕ хула пуçлăхĕсемшĕн чи чаплă хăнасем шутланаççĕ. Ку апла иккенне чи малтан Ту енчи мăрсасем туйса илчĕç. Хăйсене кунта Шигалее Васильев-Новгорода ăсатма юри янине пĕле тăркач Салтыков вĕсене хăнасем валли хатĕрленĕ палатăна чĕнмерĕ. Икĕ наместникпа Шигалей бояр çыннисемпе пĕрле хăйсем çеç ĕçсе çирĕç.
— Ытлашши пултăмăр, — терĕ Сарри мăрса хăнасем вĕсене асăрхамасăр хуланалла хăпарнă чух.
— Патша, Иван Васильевич, манса хăвармарĕ пире, ку, вĕçкĕн Салтыков, тиркерĕ пулать.
— Юрĕ-çке, темех мар, — уншăнах ан тарăхăр тенĕ пек сăмах тĕртрĕ Тукай мăрса. — Тен, Микулинский чĕнме хушмарĕ пулĕ-ха. Тен, шăнах пирĕн çинчен, Ту енне мĕнле тытса тăрасси çинчен, калаçаççĕ вĕсем.
Кăшт тутисене усрĕç пулин те мăрсасем чаплă кимме ăсатма çыран хĕрне пурте анчĕç. Хальхинче вĕсене Микулинскипе Салтыков та асăрхарĕç.
— Ав Ту енчи мăрсасем çитнĕ те кунта, — терĕ Хусан наместникĕ хăйне хул хушшинчен тытса пыракан Шигалейран вĕçерĕнсе. — Эсир çула тухма хатĕр пуль?
— Хатĕр, боярин, — терĕ пуриншĕн те Тукай. — Паян тесен паян хускалма пултаратпăр.
— Паян мар, паян мар, дустăмсем. Касана парăнтарнă ĕнтĕ, ăçта васкамалла? — шӳтлесе илесшĕн пулчĕ курăнать Шигалей. — Лайăх тĕлĕк курса, тĕлĕкре арăмăрсене курса çывăрăр-ха кĕçĕр. Ыран шутласа пăхăпăр унта, Касан наместникĕ патне хăнана каймалла-и е Васильев хулине çул тытмалла.
— Ман васкамалла, ырă çыннăмсем, — Шигалейăн вăрăм сăмахне итлесшĕн пулмарĕ Микулинский. — Пирĕн унта государе ăсатмалла.
Çапах та хăй Хусанта хан пулнă çынпа ыррăнах уйрăласшăн пулчĕ. Ăна хыттăн ыталаса илчĕ, чуп тунă пек, виçĕ хутчен питĕнчен сĕртĕнчĕ.
— Чипер çит, Шигалей Шейх Аулиярович! Пурнăçу ăнса пытăр Касимовра. Мускавра тĕл пуличчен, тусăм!
— Çапла пултăр, çапла пултăр, — куççульне шăла-шăла илчĕ Шигалей. — Эс те чипер çит Раменскине, боярин. Патшана ăсат та çула тух. Васка, тăванăм. Ав киммӳ пăрланса шăнса ларма пуçланă...
...Ту енчи мăрсасем Шигалее ăсатма каясси çинчен пĕлсен Иливан пĕрре хурланчĕ, тепре савăнчĕ. Хурланчĕ, мĕншĕн тесен унăн каллех тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳреме лекет. Çанталăк сивĕтмеллипех сивĕтрĕ ав, çири кĕске сăхман пĕрре те ăшăтмасть; пуçра та килтен тăхăнса тухнă тăвăр çĕлĕк кăна. Пĕр-пĕр стрелецăн лапсăркка çĕлĕкне хывса илме пулатчĕ пуль — вилнĕ çын тумĕнчен йĕрĕнни хупларĕ. Тусĕ, Аттеней, темле вăрçсан та илмерĕ çын çĕлĕкне. Тепĕр енчен, тĕкĕрçĕ хĕпĕртерĕ: вĕсем Сăр тăрăхне Новоград Свияжский урлă каяççĕ-çке. Эппин, Иливан хăйне ялан шухăшлаттаракан тутар хĕр ачине Хабибана курать. Турхана темле улталаса та, суйса та пулин кĕрсе тухатех вăл Сĕве хĕрринчи çав яла. «Тĕрĕссипе; унта пурте кĕреççĕ пулĕ-ха, çул ял витĕрех тухать, тĕкĕрçĕн хăйсем турханпа тăнă киле кĕме çеç сăлтав шырамалла. Киле мар, картишне çеç. Картишĕнче унта вĕрлĕк купаласа тунă хӳме пур; хӳмере чышкă кĕмелĕх шăтăк пур: çав шăтăкран курнăччĕ Иливан Хабибана, çавăнтанах ăна пĕр ывăç чечек тыттарнăччĕ.
— Хусана илнĕ хыççăн кĕретĕн-и эс кунта, усал аскер? — тенĕччĕ хĕр ача тĕкĕрçĕсем тухса каяс умĕн. — Кĕрĕр, юрать-и? Эп кĕтетĕп вара, Иван.
Вăл ăна яланах Иван тесе чĕнетчĕ. Эп Иван мар, Иливан тесен пултăрах, мана кун пек калама çăмăлрах тетчĕ.
Савни теме çук ĕнтĕ, анчах çав хăрхăмăн шăпине пĕлес килет унăн. Хабибапа пахчара калаçса тăнăшăн патак та çирĕ-çке Иливан пĕррехинче. Эс хĕр ачапа лăпăртатса тăратăн-и-ха кунта тесе Тукай ăна пуç урлă чĕн пушăпа туртса çапнăччĕ. Манман ăна Иливан, хăйĕн пек тарçăра пурăнакан хĕр ачана та, уншăн патак çинине те манман. Хусанта чухне те ăна час-часах аса илнĕ.
Девлизер ялĕпе иртнĕ чухне Шигалейпе Ту енчи мăрсасем те çулталăк çурă каялла, Новоград Свияжский хулине туса пĕтерсенех хăйсем кунта ырă курса пурăннине, Ту енчен килекен чăвашсемпе çармăссене шертнăй грамăтăсем панине аса илчĕç пулас, хăлаçлансах тем çинчен калаçма пуçларĕç. Иливан пĕр япалана çеç кĕтрĕ — çав умри чаплă çурта кĕреççĕ-и вĕсем, кĕмеççĕ-и? Аттеней систерсе хучĕ: эп пĕр самантлăха çухалма пултаратăп, эс ĕнтĕ мана мăрсана ан сут терĕ.
Çук, Шигалейпе мăрсасем чаплă çурт умĕнче чарăнса тăмарĕç, ун чӳречисене хĕреслесе хăмапа çапнине курчĕç те лашисене малалла уттарчĕç. Иливан вара нумай шутласа тăмарĕ, кайри юлан утсен хӳттипе йăпăрт юнашаррисен кил картине кĕрсе кайрĕ. Лашине йĕвентен тытса тăрса картишне пăхса çаврăнчĕ. Чунĕ сисрĕ: кунта никам та пурăнмасть. Пăлтăр алăкне тăпсаран тăпăлтарса кăларнă та, вăл çĕрте выртать. Пӳрт алăкĕ те уçă. Çынна чĕнме, «Кам пур пӳртре?» — тесе кăшкăрма кирлĕ мар, çын пулсан çак сивĕре алăк уçă тăмĕччĕ.
Иливан хапхаран каялла тухрĕ. Хирĕççисен картишĕнче йытă вĕрнине илтсе лашине çавăтса урам урлă каçрĕ.
— Кил хуçи, тух-ха наччаслăха урама, — терĕ вăл кĕçĕн алăкĕн йывăç питĕркĕчне шăлтăртаттарса.
Тутарла чĕннĕрен пуль, çын хăрамарĕ, асăрханкаласа кĕçĕн алăка уçрĕ.
— Хирĕççисем ăçта кайса çухалнă, абзы? Хабиба ăçта? — ыйтрĕ вăл хăвăрттăн.
— Эс кам пулатăн вара? — ыйту çине ыйтупа хуравларĕ кил хуçи, хăлхаллă çĕлĕк тăхăннă ват çын.
— Тĕкĕрçĕ эпĕ, Ту енчи çын, Хусантан килетĕп. Кала-ха часрах, ман вăхăт çук, Хабиба ăçта?
— Тупнă хĕр шырамалли вăхăт! — терĕ çиллессĕн ват çын. — Вĕçтер, вĕçтер хăвăн эшкерӳ хыççăн. Хабибан йĕрри те çухалнă ĕнтĕ. Мăшкăлларĕç те пахча хыçне кăларса ывăтрĕç.
— Камсем? — хыттăн ыйтрĕ Иливан.
— Эп курнă-им? — терĕ ват çын. — Те вырăссем, те тутарсем... Те эсир, Ту енчисем. Кам кăна çӳремерĕ пирĕн ял витĕр çак çулсенче! Пĕтĕм халăх тарса пĕтрĕ. Ак ман ниçта та кайма çук та, пурăнатăп упа пек пĕччен. Хабибана хам пытартăм. Вăл мана атте тетчĕ, эп те ăна тăван хĕр вырăннех хунă. Пĕтерчĕç хĕр ачана. Тăпри çăмăл пултăр...
— Тăпри çăмăл пултăр, — çĕлĕкне хыврĕ Иливан. Ырă хыпар пĕлтермерĕ пулин те вăл ват çынна тав турĕ, утне утланса ашăпа ял тăрăх вĕçтерчĕ.
Хăйсеннисене хăваласа çитеспе лашине уттарса çеç пычĕ, — унсăрăн лаша ури сассине Тукай илтме пултарать. Иливан Хабиба ăçтине пĕлессишĕн мăрса саламатне тепĕр хут тутанса пăхма та хатĕрччĕ, инкек-синкек пулмарĕ. Мăрсасем халь кичемленсе ун-кун пăхкаласа пымаççĕ, вĕсем Шигалейпа Хусанти ĕçсем çинчен калаçса тăранаймаççĕ.
— Телейӳ пор, сиссе те юлаймарĕ сан мăрсу, — кулчĕ Аттеней. — Корнă полсан мĕн тесе суяттăн-ха ăна?
— Пĕлтĕр хамăр ялсем йĕнерне манса хăварнă унта, мана çавна илсе тухма каланăччĕ теттĕм.
— Сойма полтаран-ха эс...
— Качча каяйман хĕр качака сума ăста тет. Илтмен-и эс çавна? Пурнăç хăех вĕрентет пире.
— Вăл çапла ĕнтĕ. Çапах эс, ман шутпа, ытлашши ирĕке вĕреннĕ. Он пек юрамасть, каччă.
— Эпĕ-и? — ăна пĕрремĕш хут курнă пек, тĕлĕнсе пăхрĕ Иливан.
— Эсĕ çав. Кам тата? — терĕ лешĕ. — Торхана сунни çылăх полать. Эс он омĕнче ялан çылăха кĕретĕн.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...