Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
Шухăшланă май, ун чунĕ вĕчĕрхеннĕçемĕн вĕчĕрхенсе пычĕ, ăш вăркарĕ, чĕре кăкăра çĕмĕрсе тухасла тапрĕ. Мĕнле пурăнмалла кун пек мăшкăл курнă хыççăн Ар тăрăхĕнче? Мĕнле питпе пырса тухмалла боярин умне, вăл ыран е тепĕр кун чĕнтерес пулсан? Юрать, эс каланă пек пултăр, итлетĕп, хушнă ĕçе тума хатĕр темелле-и?
Юнашарах Сарри мăрса хускалса илчĕ. Вăл мĕн шутлать-ши ман пирки?
— Хăта, эс çывратни? — терĕ Тукай пуçне пĕчĕк çеç минтер çинчен çĕклесе.
— Ăçта çывăрма? — сас пачĕ тĕттĕмре Сарри. — Çавăн пек пăтăрмах хыççăн мĕнле ыйхă килтĕр? Хамăн ывăлăма чакса вĕлернĕ пекех туйăнчĕ паян.
— Эс Туканаша кăшт астăватни? — Сарри калаçăва хутшăннăшăн савăнчĕ Тукай.
— Астумасăр. Юлашки хут пырсан хам пата хăнана та чĕнтĕм. Темшĕн пыраймарĕ-çке. Пикпулатпа çапăçса каяс пек тавлашатчĕç, те çавăнпа кăмăл тумарĕ.
— Тавлашма юрататчĕ ĕнтĕ. Тутарсем ăна йăлт хăйсем майлă çавăрнăччĕ. Эп ăна çав кĕтĕк ăслă Сафана тата Крым тутарĕ Кучака мухтанишĕн ятлаттăм.
— Кам çăкăрне çиен, çавна мухтама тивет, — терĕ Сарри. — Пурнăç çапла вĕрентет. Вăхăчĕ мĕнле хивре пулчĕ пирĕн ĕмĕрте.
— Хивре пулчĕ, хивре. Ах тур вăйлă тытăçса ӳкрĕç-çке вырăссемпе тутарсем. Пирĕн ăçта кайса кĕрес? Эпир икĕ вут хушшинче тăрса юлтăмăр.
— Çапах та вырăссем енне куçса йăнăшмарăмăр пулас эпир, хăта?
— Çук, ăна йăнăшман, — çирĕплетрĕ Тукай. — Эпĕ йăнăшрăм ак. Туканаша вĕреннĕ турхан тăвас тесе çамрăклах Хусана ăсатрăм. Ăсатрăм та — çухатрăм ывăлăма, ĕмĕрлĕхех çухатрăм. Вĕренессе вĕренчĕ, анчах мана кирлĕ çын пулаймарĕ. Çав мăсăльмансен тĕн наркăмăшĕ тĕп турĕ ăна, юнне, пуç мимине кĕрсе вырнаçрĕ.
— Чăнах, тĕлĕнмелле, — терĕ Сарри вырăн çине тăрса ларса. — Эпир, Ту енчи халăх, Хусана илессишĕн çапăçатпăр, вăл пур Япанчапа çыхланса кайнă. Малтан калаçса татăлсах кайнă ĕнтĕ вăл унта. Çапăçура-мĕнре сана е мана тĕл пулнă пулсан тупата туршăн касса пăрахатчĕ пире, хăта. Эп çапла шутлатăп.
— Ним мар касса ваклатчĕ, — ун сăмахĕсенчен пĕрре те тĕлĕнмерĕ Тукай. — Хĕрхенӳ çук ман чĕрере, вăл пирĕншĕн йăлтах пĕтнĕ çынччĕ. Çапах та вăл ман ывăл-çке. Камăн хăйĕн несĕлне çапла вĕлерес килтĕр? Варламаллипех варларĕ вăл ман ята. Хам пăвса вĕлернĕ пулсан вунă хут çăмăлтарахчĕ.
— Эп паçăр сехĕрленсе ӳкнĕччĕ, — татах калаçасшăн пулчĕ Сарри. — Хăтана тытса хупаççĕ, пире тем те пĕр каласа намăслантараççĕ те киле хăваласа яраççĕ, пирĕн ялсене йăлтах туртса илеççĕ тенĕччĕ. Ухмах мар иккен Горбатый-Шуйский.
— Ухмах ма-ар, — юлашки сăмаха тăсса каларĕ Тукай. — Тепĕр тесен мĕн тĕлĕнмелли пур? Пĕлмест-им вăл, эпир ăна ӳлĕмрен те кирлĕ пулатпăр-çке. Мана Черемисинов систерчĕ ĕнтĕ, вырăс çарĕ кайсан Александр Борисовича Хусанта асли туса хăвараççĕ тет.
— Чăнах-и? — çуйкăнса ыйтрĕ Сарри.
— Чăнах çав. Ку Петр Серебряный князь унпа пĕрле юлать тет.
— Çавăнпа ялан пĕрле çӳреççĕ-çке апла. Час каяççĕ-и кунтан вырăссем, ун пирки ним те илтмен-и, хăта?
— Илтмен, — терĕ Тукай. — Вĕсем кайсан эпир те тасалăттăмăрччĕ-ха та кунтан. Хăйсем тапранмасăр ямаççĕ пулĕ çав.
— Çук, ямаççĕ. Ирĕксĕрех кĕтме тивет. Туканаша... мĕн тунă хыççăн çăвар уçма та хăрамалла.
— Çу-ук, халь ыйтма юрамасть. Тӳсме пулнă, тӳсер ĕнтĕ, хăта.
Тахçанах хăталаннă мăрсасем çав каç тата нумайччен калаçса выртрĕç. Тукай чунĕ кăшт лăпланнă пек пулчĕ. Ире хирĕç мăрса кăшт çывăрса илме те ĕлкĕрчĕ. Сарри вара вăл вăрансан та чылайччен ыйха тăсрĕ.
Кĕрхи хĕвел чылай çӳле хăпарсан вĕсен хӳшшине Акпарспа Алттыш пырса кĕчĕç.
— Эс тăнă иккен, — терĕ Акпарс сывлăх сунса. — Тен, пĕрре те куç хупман пулĕ-ха.
— Кăтăш пулнă, — терĕ Тукай пĕр шăналăкне çутă кĕмелĕх сирсе.
— Эпир сирĕн пата кучченеçпе килтĕмĕр, — сăмах хушрĕ Алттыш хăваран çыхса тунă сĕтел çине килтенех илсе килнĕ пуракне лартса. — Çын хăçан ĕçет, Тукай мăрса? — шахвăртса ыйтрĕ вăл, унтан хăех ăнлантарса пачĕ. — Савăннă чухне тата пĕр-пĕр инкек пулсан. Пирĕн халь пурсăмăрăн та инкек кăна мар, чăн-чăн хуйхă. Эпир те çĕрĕпе çывăрман кĕçĕр Акпарс мăрсапа. Пуплерĕмĕр, пуплерĕмĕр... Калаçса таçтах çитрĕмĕр. Куçа хупсан та çав эсрел таканĕ курăнать. Анчах мĕн тăвăн ĕнтĕ, пулас пекки пулнă. Эпир каялла мар, малаллах пăхар. Иртнĕ кунăн çути çук тенĕ. Тултар, Тукай мăрса. Курка таврашĕ пур-и сирĕн?
— Курки пур-ха вăл. Анчах ĕçмеллине мĕнле тупма пĕлтĕр эсир? — терĕ Тукай.
— Эпир тупман, стрелецсем тупнă. Тулли пичке йăвантарса пычĕç çыран хĕррине. Пире те пайта лекрĕ вара — пĕр пурак тултарса пачĕç.
Вĕсем харлаттарсах çывăракан Сарри мăрсана вăратрĕç те ĕçке ярăнчĕç. Сăлтавĕ витĕмлĕ пулчĕ вĕсен — Туканаш пумилккине ирттермелле. Тем пысăкăш пурак пушансан Тукайăн эрех татах та тупăнчĕ. Сарри мăрса хăйĕн пĕтринчен юлашки шăрттанне туртса кăларчĕ. Хуçасене мĕн кирлине пĕлнĕ пекех, Иливанпа Аттеней икĕ чара пулă шӳрпи, икĕ ывăс шĕкĕ пулă йăтса пычĕç. Кăмăлĕсем çемçелнипе мăрсасем вĕсене те пĕрер черкке эрех сĕнчĕç.
— Ман Иливан маттур, — хăйĕн тарçипе кăшт мухтанса илесшĕн пулчĕ Тукай. — Апат пĕçерес тесен хĕрарăмран ирттерет. Пулла мĕнле тытаççĕ вĕсем — пĕлместĕп. Кашни кун пулă шӳрпи çитереççĕ. Мĕн, сирĕн шакă, тетел, сĕреке пур-им, Иливан?
— Пур, Тукай мăрса, тем те пур, — терĕ тарçи черккине ĕçме васкамасăр. — Хамăр та пулă шӳрпипе пурăнатпăр. Ахаль пулсан эпир тахçанах выçă вилмелле.
— Çăкăр памаççĕ çав, — куншăн хăй айăплă пулнă пек каларĕ Сарри. — Чăтăр ĕнтĕ, пире те выçă ан вĕлерĕр.
— Иливан! — чĕнчĕ тарçине Тукай. — Эс Туканаша астăватăп-и çак?
— Астăватăп-çке, —хуравларĕ тарçи.
— Çавна асăнса ĕç. Тăпри çăмăл пултăр те. Тата мана тав ту, анчăк çури. Эс ман умра мĕнле айăпа кĕнине пĕлетĕп эпĕ. Уншăн сана лайăх кăна çунтармаллаччĕ, халь пулмарĕ ĕнтĕ. Ак куратни? — вăл палас сарнă урайĕнче выртакан пушă çине тĕллесе кăтартрĕ. — Юри хатĕрлесе хунăччĕ. Халь каçаратăп. Ĕçсе парăр та лашасем патне кайăр. Ну, часрах.
Тарçăсем тухсан мăрсасем пулă шӳрпи умĕн тесе тата темиçешер черкке ӳпĕнтерчĕç. Калаçаканни каллех Тукай пулчĕ.
— Пĕлетĕр-и, кам эрехне ĕçрĕмĕр пурсăмăр та? — çуталса кайнă куçне-пуçне вылятрĕ вăл.
— Санăнне пуль, — терĕ Акпарс.
— Манăнне те, манăнне те мар. Ăна Хусана илнĕ кун пукрав ячĕпе Иван Семенович Черемисинов стрелецкий голова панăччĕ. Хăвăр пĕлетĕр, Черемисинов кремль патĕнче Горбатый-Шуйскипе пĕрле пурăнать. Апла пулсан ку шĕвеке боярин пичкинченех сăрăхтарнă.
— Боярина Камай панă-тăр-ха, — шăл йĕрчĕ Алттыш.
— Çук, ку вăл ют çĕр-шывран илсе килнĕ эрех. Мальвази теççĕ ăна. Черемисинов мĕншĕн эрех пачĕ мана? Çавна чухлатăр-и?
— Кăшт чухлатпăр. Юп курать вăл сана, Тукай мăрса.
— Мана çеç мар, сире те юп курать стрелецкий голова, — тӳрлетрĕ Тукай.
— Черемисинов — хамăр çын.
— Вăл пире нумай ырă тунă. Мускава кайсан та, кунта та.
— Тĕрĕс сăмах, — çирĕплетрĕ Тукай, — Иван Семенович пеккисемпе ĕç тума пулать. Ă-ăслă этем. Аякрине курать. Тӳре-шара ĕçне витĕр пĕлет. Астăватăр-и, эп сире каланăччĕ, вăл ман патăмра килте те пулнă. Хусантан таврăннă чухне çула май кĕрсе тухрĕ. Тахçанах вăл, халь хăй маннă та пулĕ.
— Манать сана! — терĕ Сарри. — Виличчен те манмасть. Ырă çын хăйне ырă тунине манма тивĕçлĕ мар.
— Темех ырă туман пуль, çапах хăналарăм ĕнтĕ, çул çине лаша парса ятăм. Çĕрпĕве çитиччен ăсатрăм тата.
Горбатый-Шуйский боярина вĕсем калаçура ырăпа та, усалпа та асăнмарĕç. Ун пирки Акпарс хăйсем Алттышпа иккĕш тăракан вырăна тухса каяс умĕн сăмах хускатрĕ.
— Эп сире пĕр япала сĕнсе пăхасшăн, — терĕ çĕрпӳ. — Ыран ушкăнпа хулана кĕрсе курар мар-и?
— Мĕнле кĕрсе курăн-ха ăна? Эс ертсе каятни? — тĕлĕнчĕ Алттыш. Сарри те иккĕленчĕ.
— Хăйсем кĕрсе çӳренĕ чух чĕнмерĕç-çке пире.
Акпарс черккине лартрĕ те сăмаха итлесе пĕтерме хушрĕ.
— Тăхтăр, ан вĕриленĕр. Калăр-ха, шыв тарăннипе тарăн маррине ача чухне мĕнле тĕрĕслеттĕмĕр? Вĕрен тупаттăмăр та ун вĕçне чул çыхаттăмăр, вара ăна тĕпне çитиччен антараттăмăр. Атьăр халь те шыва чул ярса пăхар. Калар пурте çав боярина: эпир Хусаншăн юн тăкрăмăр, анчах хулине кĕрсе кураймарăмăр-ха теер. Тем тесен те чармасть вăл пире унта кĕрсе курма.
— Çакăн пек усал ĕç хыççăн-и? — терĕ Сарри.
— Çавăн хыççăн кăсăклă та ыйтса пăхма. Хулана кĕртмест пулсан вăл пире шанмасть. Шанать пулсан кĕртет. Киле таврăниччен пирĕн çавна тĕрĕслесе пăхасах пулать. Эп çапла шутлатăп, тусăмсем.
— Акпарс тĕрĕс калать, — лăпкăн çеç сăмах хушрĕ Тукай, халиччен хавхаланса калаçнăскер. — Паçăр Алттыш мĕн терĕ, иртнĕ кунăн çути çук терĕ. Иртнĕ кунăн çути пур, эп пĕрре çеç мар тĕрĕсленĕ. Иртни чĕрене ыраттарса тăрать çав, тепĕр чух шалтан ăшăтса, çутатса тăрать пуль. Вăл ĕнтĕ камăн мĕнле. Боярин ĕнер мĕн пулса иртнине манман, манмасть те. Пирĕншĕн вара çав хаклă, Акпарс калани хаклă. Шанаççĕ-и вĕсем пире, шанмаççĕ-и? Эпир ку ĕçе те Черемисинов урлă тăвăпăр. Вăл каласан хăвăр пĕлетĕр...
— Тĕрĕс, тĕрĕс, — терĕ Сарри те. — Ырă сĕнӳ пачĕ Акпарс.
— Ватăлман çармăс мăрси! Тăнĕ мăкалман унăн. Кур-ха, мĕнле ăслă сăмах каларĕ. Каятпăр, ыран ирех тухса каятпăр. Халь, Япанча çыннисене тытнă хыççăн, нимех те сиксе тухас çук. Пире шырасах та каймĕç.
— Арск çывăхĕнче çар пирĕнсĕр те лăк тулли. Мăрсасем те, çĕрпӳсем те темĕн чухлех.
Çапла пĕр çăвартан сурчĕç Ту енчи мăрсасем пӳкле ĕçе пĕрле сӳтсе явнă май. Кун пекки вĕсен сайра пулаканччĕ. Инкек-синкек çынсене уйăрать çеç мар, пĕрлештерет те иккен.
5. Боярсен думи
Вăрçăра хăйĕн çыннисене, уйрăмах тутарсене нумай пĕтерчĕ пулин те Хусана илчĕ-илчех Иван Васильевич, аслашшĕпе ашшĕ ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕ. Анчах «иккĕмĕш Хусана» патша темĕн чухлĕ тăрăшсан та парăнтараймарĕ. Иккĕмĕш Хусан уншăн боярсем пулчĕç. Юлашки походчен Мускавра мĕнле çапăçрĕ вĕсемпе, çул çинче мĕн тери терт курчĕ, ак халь Хусанта çĕрĕн-кунĕн çапăçма тивет. Пушă вăхăт нумайланчĕ вĕсен хулана илнĕ хыççăн, мĕн тумалла? Патшана кăшламалла, ăна хăйсен аллине çирĕпрех ярса илме тăрăшмалла. Ай вĕрентеççĕ ăна, ай тăн параççĕ! Мускавра кӳрентернисене йăлтах аса илчĕç, çĕр çăтманскерсем.
Вăхăт нумай тенĕрен Иван Васильевич ĕçкĕ-çикĕ йăлăхтарнă пирки пĕр хĕвеллĕ кун боярсемпе, воеводăсемпе ут ярса ăмăрту ирттересшĕнччĕ. Поход вăхăтĕнче Мускавран Хусана çитиччен юлан утпа килсе курчĕ-çке-ха вăл, боярсем те, вĕсен çыннисем те утна чипер çӳреме пĕлмеççĕ. Ав тутарсем, Ту енчи мăрсасем мĕнле çăмăллăн пыраççĕ утпа, пăхма кăмăллă! Çук, ăмăрту ирттерме памарĕç.
— Эс пире кам умĕнче намăс кăтартасшăн, государь? — ун чеелĕхне тӳрех сисрĕ Дмитрий Палецкий князь. — Пире çав басурмансем умĕнче хурлама сăлтав кирлĕ-и сана? Ман ĕнтĕ, ват çыннăн, кампа ăмăртса чупмалла унта? Камайпа-и е урăххипе? Ав стрелецкий головасем, çĕрпӳсем ăмăртчăр вĕсемпе, пире, боярсене, ан тĕкĕн. Эпир аслă князь хушсан утпа мĕнле çӳреме пултарнине тахçанах кăтартса панă. Ку вăл санăн ача вăййи пулать, государь, çавăнпа та эпĕ унта хутшăнмастăп.
Андрей Курбский боярин та çавнах каларĕ. Владимир Андреевич Старицкий, ашшĕнчен тăван тивекен пиччĕшĕ, ăмăрту пирки калаçасшăн та пулмарĕ.
— Ĕçсĕр аптăрарăн пулсан ху ăмăрт, — терĕ те çаврăнса утрĕ.
Çапах та Данил Романович Захарьин пек ырă çын пĕрре те çук боярсем хушшинче. Арăмĕн пиччĕшĕ пулнăран мар хисеплет патша Захарьина, кăмăлшĕн, сăпайлăхĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн юратать. Мĕнле йывăр ĕç хушатăн — пĕр турткаланса тăмасăр килĕшет, каймалли çĕре çур çĕр тĕлĕнче тухса каять. Ав Хусана илни çинчен арăмне, Анастасие, тата Макарий митрополита пĕлтерме каясси çинчен çăвар уçрĕ çеç, Данил Романович каласа пĕтерме те памарĕ.
— Эп каятăп, — терĕ те стремяннойне утсене йĕнерлеме хушрĕ.
Çак самантра ĕнтĕ вăл çĕр çывăрмасăр, йĕркеллĕ апат çимесĕр Мускавалла васкать. Боярин кунта та питĕ кирлĕччĕ те-ха, анчах Мускава никамăн та мар, унăн, Анастасия пиччĕшĕн каймаллаччĕ çав. Тен, Анастасия ача çуратса пачĕ пулĕ-ха, çуратма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, вара пиччĕшĕпе йăмăкĕн икĕ тĕрлĕ савăнăç пулать.
Паян патша халичченхинчен ир вăранчĕ, тумлансан чатăртан тухса кăшт уткаласа çӳрерĕ те ирхи апата хăйĕн «суйласа илнĕ радин» çыннисене чĕнтерчĕ. Юнашарах пурăнаканскерсем, «суйласа илнĕ рада» çыннисем — Курбский, Воротынский, Адашев, Сильвестр Шуйский, Басманов — часах пуçтарăнчĕç, ĕçлĕ калаçу пуласса сиссе ретен-ретĕн сĕтел пĕр енне ларса тухрĕç.
— Ытла нумай тавлашатпăр, — терĕ Иван Васильевич апатланма вĕсене хирĕç вырнаçса ларса. — Боярсем йышлă кунта пирĕн, хальхи пек кунĕ-кунĕпе тавлашиччен пуçтарăнас та боярсен думине ирттерес. Мĕнле шутлатăн. Алексей Федорович? — тӳрех ыйтрĕ вăл Адашевран куçран шăтарасла пăхса.
Лешĕ: «Эп боярин мар, мĕн манран ыйтатăн?» — тесе хуравласшăнччĕ курăнать, анчах хăй камне нихçан та манман окольничий ун пек чăрсăрланмарĕ. «Сан ирĕкӳ, государь», — тесе хучĕ те, ман сăмахăм çак кăна тенĕ пек, пикенсех çиме тытăнчĕ.
— Пĕлетĕп. Эс боярин мар! — ун шухăшĕсене вуланă пек каларĕ патша, — çапах та ыйтсан тӳрĕ хуравлас пулать, вăтанакан хĕр пек, куçсене тартмалла мар. Эс боярсемпе тавлашма хатĕр-и ху?
— Хатĕр, государь, — кашăкне шак хурса тавăрчĕ Адашев.
— Вăт, çавна кала. Эсĕ çапăçма хатĕр-и, Владимир Иванович?
— Тен, çапăçмастпăр, ахалех калаçса татăлатпăр думăра, — терĕ Воротынский.
— Вăрçмасăр калаçса татăласси пулмасть. Ун пекки пирĕн ĕмĕрте те пулман! — хыттăн каларĕ патша.
— Пулнă-çке, государь, — сăмах тĕртрĕ Курбский боярин. — Хусан патне килес умĕн дума ирттертĕмĕр, ман шутпа, никам та тавлашмарĕ, пурте килĕшрĕç санпа, Хусана илмеллех терĕç.
— Суятăн, Ондрей Михайлович! — çав-çавах шавлăн калаçрĕ патша. — Пирĕн çине Девлет-Гирей тапăнса килет текен хыпар пур, эсĕ, государь, пире Хусан патнелле ертсе каясшăн! тесе кăшкăракансем миçен пулчĕç? Мантăн-им, ху та çапла кăшкăрмарăн-и-ха, боярин? «Пăртак тăхтамалла, хамăрăн вăрçăпа каймалла мар» текен сăмахсем кам сăмахĕсемччĕ вĕсем?
— Эп Девлет-Гирей пирки тĕрĕс каланă, государь. Вăл тапăнса килмерĕ-и вара? Вăтăр пин çынлă çар Ока тăрăхнех çитрĕ.
— Астăватăп, манман, — терĕ патша. — Ăна эсĕ те, эпĕ те малтанах пĕлсе тăнă. Девлет-Гирей тесе вăрçа тепĕр вăхăта хăварма юраман, сăмах акă мĕн çинчен пырать, боярин.
— Халь Хусана илнĕ ĕнтĕ, ун пирки мĕн калаçмалли пур, государь? — ытлашши сăмахшăн каçару ыйтнă пек каларĕ Курбский.
— Халь боярсем манпа урăххи пирки тавлашаççĕ! — вĕриленчĕ патша. — Вĕсем çăкăн пек йышлă çарпа Хусанта хĕл каçмалла теççĕ. Унсăрăн Хусан пирĕн алăра тытăнса тăраймасть имĕш, эпир юн тăкни харама каять. Пĕр пытармасăр кала, боярин, эсĕ те çапла шутлатни?
— Çапла шутлатăп, государь, — хуравларĕ Курбский.
— Илтнĕ, илтнĕ, — терĕ Иван Васильевич. — Халь эп сана ӳкĕте кĕртме шутламастăп. Кăна тума ман вăхăт та çук. Пурсăра та систерсе хурас терĕм: думăра вăйлă тавлашу пулать. Хатĕрленĕр. Курбский боярин пек шутлакансем татах та пур. Тен, сирĕн хушăра та тупăнаççĕ. Пуç тавра тĕплĕ шутласа пăхăр. Çиччĕ виçĕр те пĕрре касăр. Ку вăл патшалăх ĕçĕ, калама çук пысăк ĕç. Тек тытса тăмастăп. Алексей Федоровичсăр пуçне пурте кайма пултаратăр.
Патшапа Адашев чатăра никама кĕртмесĕр чылай вăхăтчен иккĕн кăна канашларĕç. Иван Васильевич хăйĕн окольничине Воротынскисен — шăллĕпе пиччĕшĕн — шухăшне каласа пачĕ. Вăл юлашки вăхăтра чĕмсĕртерех çӳрекен Адашев Хусан пирки урăхларах шутлать пулĕ тенĕччĕ, çук иккен, ун пек мар. Вĕсен шухăшĕсем пĕр йĕр çине ӳкеççĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...