Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
11. Ват çын хаярлăхĕ
Пурăнан пурнăçра инкек тени тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ килет — пысăкки те пулать вăл, пĕчĕкки те. Пинеç лайăх пĕлет, ун унăшкин, Иштерекĕн, юратнă сăмахĕ те пур: пĕчĕк инкек пулсах пытăр, пысăк инкек айккипе ирттĕр. Вăрçă, акнă тырă пĕтни, вут-кăвар, выльăх ӳкни, çын вилни — уншăн пысăк инкек, килте шăкăр-макăр çĕмрĕлни, япала çухални, ача-пăча асăрхамасăр аллине çурлапа е çĕçĕпе касни, кĕреçе-сенĕк аври хуçăлни — пĕчĕк инкек. Пин хут та вăрçнă пулĕ Пинеç инке упăшкине айванла калаçатăн тесе, çук, пĕрре те ӳкĕте кĕртме пултарайман.
— Хуçăлнă япалана çĕнĕрен тума пулать, ăна укçалла илмен, — тет те, сăмахĕ те пĕтнĕ. Чăнах, пăхатăн та, тепĕр кунне Иштерек ăна çĕмрĕлнĕ е çухалнă япала вырăнне тата çыпăçуллăрах тунă хатĕр е вĕр-çĕнĕ авăр лартнă кĕреçе-сенĕк тыттарать.
«Арçын ун пек ĕç-пуç çине çăмăлтарах пăхать çав, — шухăшлать вара Пинеç инке. — Пирĕн пек, нпме тăман япалашăн, пăртак çеç айăпа кĕнĕшĕн, калăпăр, урайне Ӳкерсе кашăка катса пăрахнăшăн, çухăрашмасть».
Кăçал вĕсен çемйине пысăк инкексемех умлăн-хыçлăн киле-киле çапрĕç-ха: çур тырри — сĕлĕпе пăри — алăпа тăпăлтармалăх çеç пулчĕ, кĕркунне, выльăха вăрмана яма пăрахсан, ĕнене янккамас упа çурса тăкрĕ. Килти вăй питти арçынсем, уйра та вăрманта ĕçлес вырăнне, вăрçă сехмечĕпе çӳрерĕç. Пулă та, какай та хатĕрлеймерĕç хĕл каçмалăх. Халь ак тепĕр тĕрлĕ хаса — вунă çул тыткăнра пурăннă Эрнепи чирлесе таврăнчĕ. Кăнтăр кунĕнче те вырăнпах выртать-çке, шеремет. Малтанхи эрнере апат çиме те тăраймарĕ. Ялан ӳсĕрет, ялан ӳсĕрет, тепĕр чухне юнлă сурать.
Кăмăлĕ питĕ хуçăк хăйĕн. Калаçăвĕнче ялан пĕр сăмах: часрах вилесчĕ, часрах вилесчĕ, сире асаплантарас марччĕ. Пинеç инке çынна курăкпа, йывăç хуппипе сыватма ăста пулаканччĕ, хăй пĕлекен курăксене вĕретсе ĕçтеркелерĕ-ха, анчах сипĕ, хаманĕ пулни сисĕнмест. Туять пăянамĕ, кинне халь курăк шывĕнчен ытларах вĕретнĕ сĕт кирлĕ, йытă какайĕ кирлĕ. Сĕтне кӳршĕсем, тăвансем паркалаççĕ, анчах хĕсĕкрех çав. Ахтупая вăрттăн систерчĕ, пусмалли йытă тупса хур терĕ. Кинне хытарса каларĕ: кăшла, вилес килмесен çинĕ пул терĕ. Эрнепи ним те чĕнмерĕ, куçран çеç чăр! пăхрĕ. Тепре пычĕ — чашăк çинче кăшласа пĕтернĕ шăмăсем кăна выртаççĕ. Йытă какайĕ тесе йĕрĕнмен, çинĕ, мĕскĕн. Апатланнă та тутлăн çывăрса кайнă. Вăратмарĕ ăна Пинеç, кайран каларĕ вара:
— Эп пĕр çынна сыватса курнă, кинĕм, йытă какайпе. Тăватă йытă çитерсе ятăм, юрать вăрманти халăхăн йытă-качка нумай. Ав халь те пурăнать çынни, хăнк та тумасть.
— Кам вара вăл, çынни хамăр ялсемех-и? — ыйтмасăр чăтаймарĕ кинĕ.
— Хамăр килтех, — евĕклĕн калаçрĕ Пинеç. — Ара, упăшкана, Иштереке, вилес çынна, ура çине тăратрăм. Çуркунне Атăл урлă каçнă чух шыва путнăччĕ. Тукай ашшĕпе пăши тытма кайнă пулнă-и çавăн чух. Киле çитрĕ те вĕриленсе ӳкрĕ. Каярахпа ӳпке чирĕ пуçланчĕ хайхискерĕн. Тытăнтăм çакна йытă шăмми кăшлаттарма, эй, çитеретĕп, эй, çитеретĕп. Ман Иштереке этем сăнĕ кĕчĕ, юсанса кайрĕ хайхи, халь вара ӳпкепе пĕрре те аптăрамасть.
— Пурте ун пек сывалаймаççĕ пулĕ çав, пăянам, — хурлăхлăн каласа хучĕ Эрнепи. — Вăл ĕнтĕ этемминчен килет пуль...
— Этемминчен килет, — пытармарĕ Пинеç. Унтан калас-и, калас мар-и тенĕ пек шутласа тăчĕ те сăмахне малалла тăсрĕ. — Пирĕн ялтах тепĕр хĕрарăм хăтланса пăхрĕ ĕлĕкрех — сыватаймарĕ. Вăл та йытă какайĕ нумай çитернĕ тетчĕç. Те килĕшмен ĕнтĕ, те чирĕ пит шала кайнă, пĕлместĕп.
— Эс маншăн ытла ан çун, пăянам, — терĕ Эрнепи сылтăм аллине майĕпен ун ывăçĕ çине хурса. — Киле таврăнтăм, тăвансене куртăм, халь вилсен те шел мар...
— Ун пек ан калаç, кин! — хăтăрса тăкрĕ Пинеç. — Сана сывататăп, кирек мĕнле пулсан та сывататăп. Ху та пĕтĕм хевтӳне пух, пĕтĕм чун хавалне пух, пурăнатăпах те. Парăнмастăп вилĕме те. Чун хавалĕнчен нумай килет, кинĕм. Пĕтрĕм, паян вилетĕп-и, ыран вилетĕп-и тесе алла усма юрамасть. Сан халь вилĕм кĕтсе пурăнмалла-и? Иливан таврăнчĕ ав, ăна авлантармалла, Чечекпи хĕр пулса çитрĕ, ăна качча памалла. Эй, мĕн хуйхăрмалла халь пирĕн? Арçынсем килте чухне, вĕсем сывă чухне эп пĕртте кулянмастăп. Ахтупай пире нихăçан та какайсăр лартман. Сунара çӳреме пуçлĕç ак, тимĕрçĕ лаççинче ĕçлесе те тăранмалăх çăкăр тăвĕç. Эс нимшĕн те ан пăшăрхан, кин, нимшĕн те ан пăшăрхан.
Ку сăмахсене ĕнтĕ Пинеç тем тесен те Эрнепие лăплантарас тесе каларĕ, анчах вĕсем кинĕн чĕрине йĕп пек чикрĕç, вут пек çунтарчĕç, вăл вара вырăн çине тăрса ларса ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.
— Мĕн пулчĕ, кинĕм, ма ун пекех татăлса йĕретĕн? — ун патне пĕшкĕнчĕ Пинеç.
— Ман ĕмĕрлĕх хуйхă пур, пăянам, çав чуна канăç памасть, — терĕ Эрнепи. — Сантан пытарма пултараймастăп, каласа пама вăхăт çитрĕ пуль...
— Каламалли япалана кала. Чĕре çинчи чула илсе пăрах. — Килте никам та çук пулсан та, Пинеç, вăрттăн калаçăва хатĕрленнĕ евĕр, тенкелне ун çумнерех шутарчĕ.
Эрнепи вара Хусанта чурара пурăннă чухне хăй ача çуратнине, ун телейсĕр шăпине тĕпĕ-йĕрепе каласа кăтартрĕ. Вăл Пинеç итлесе пĕтереймесĕрех сиксе тăрса тулхăрса каять, тем те пĕр каласа тăкать тесе шутланăччĕ, чăннипе вара пачах урăхла пулса тухрĕ. Пинеç кинне пĕчĕк ачана ыталанă пек ыталаса илчĕ, хăй те сасăпах макăрма тытăнчĕ.
— Эй, мĕскĕн хĕрарăм ăрăсĕ! — терĕ вăл. — Ытла та теветкел те синкерлĕ килсе тухать-çке вăл тепĕр чух. Сан ача юласси ман пуçа та килсе кĕнĕччĕ, кинĕм. Çавăн пек ан пултăрах тесе турра та кĕл тунăччĕ. Эй, апла эс пĕр çын сехметне мар, ик çын сехметне тӳснĕ.
Унтан Пинеç кинĕ патне вучахран вĕретнĕ сĕт илсе пычĕ, ăна, сăра-кăрчамана ĕçтернĕ пек, ирĕксĕр, чашăкне тĕрте-тĕртех ĕçтерчĕ.
— Упăшкуна каларăн-и кăна? — асăрханса ыйтрĕ вăл.
— Хусанта тĕл пулсанах каласа кăтартрăм — ĕненмерĕ пек туйăнать, — ассăн сывларĕ кинĕ.
— Ан тĕлĕнтер!
— Чăнах, пăянам. Ĕненмерĕ. Халь те калаçмасть ав. Хăех каларĕ, пуçа вырнаçать, чĕрене вырнаçмасть терĕ. Эп çакна чăтса ирттерес çук, вилетĕп, пăянам.
— Кур-ха, шуйттан ачи! — тарăхса каларĕ Пинеç. — Чĕрине вырнаçмасть унăнне. Эп вырнаçтарăп. Эп ăна!.. Эй, эсрел арçыннисем... Мĕн ăнланаççĕ вĕсем пирĕн терте, пирĕн асапа. Ача вăл амăшне ăçта илсе кайнине пĕлмест-çке, ӳсет те ӳсет хырăмра, вăхăчĕ çитсен çут тĕнчене тухать. Аван-ха, хуçа арăмĕ юп курнă ăна, çуратма хушнă, унсăр пулсан... Юн кайнипе вилеттĕнччĕ, кам хĕрхентĕр унта сана, хăрхăма.
— Вилеттĕмччĕ, пăянам. Унта этем çӳп вырăнĕнче кăна, — терĕ Эрнепи.
Пинеç хаярланса илнĕ хыççăн кăшт лăпланчĕ те урăххи пирки пĕлесшĕн пулчĕ.
— Ятне мĕнле хутăр вара? Хуçа арăмĕ хăех тупса хучĕ-и? — терĕ.
— Манранах ыйтрĕ. Эп тутар ячĕсене пĕлсех те каймастăп-ха, çапах чĕлхе вĕçне килнĕ ята петĕм ятăм. Нургали терĕм. Леш, Ахтупай патне килнĕ Нургалие аса илтĕм те...
— Вăл мĕн терĕ?
— Аван ят терĕ.
— Ӳстĕр эппин, шăпи телейлĕ пултăр Нургалин, — терĕ Пинеç. Унтан хушса хучĕ. — Ахтупая каçар ĕнтĕ, кинĕм. Арçын арçынах вăл. Вĕсем тепĕр чухне хăйсем автанла хăтланаççĕ те пире те çавăн пекех тесе шутлаççĕ. Тăван ачашăн вăрçса ан пурăнăр...
Ывăлĕпе Пинеç вăрçмаллипех вăрçнă пулмалла, Ахтупай икĕ кун киле те таврăнмарĕ. Виççĕмĕш кунĕнче вара ак сире валли, усалсем, тесе кĕлет умне пĕр тăруках икĕ мулкач ывăтрĕ.
12. Мăрсасен ыйхă вĕçнĕ
Шигалей Касимова Кăрмăш урлă кайни Ту енчи мăрсасемшĕн питех те майлă пулчĕ: вĕсем патшан чаплă çыннине ăсатнисĕр пуçне Кăрмăшри тӳре-шарапа паллашрĕç. Тем тесен те унти тӳре-шарапа, вырăссем пек каласан — çĕнĕ администраципе Шигалей урлă паллашни ку пуçлăхсем патне ху тĕллĕн пырса кĕни мар ĕнтĕ, пĕччен пуççапса, мĕскĕнленсе çӳрени мар. Хусан ханĕ пулнă чаплă çыннăн сăмахĕ мĕне тăрать. «Ан ман, куназ, ку çынсем, мана ăсатакан Акпарс, Алттыш, Саруев мăрсасем, эп астăвассах вырăссем майлă çапăçаççĕ, — терĕ вăл. — Хăйĕн вăхăтĕнче Васильев-Нувгорода тума пулăшрĕç вĕсем, Нувуград Свияжскине тунă çĕре хутшăнчĕç. Вĕсем чăннипех те тава тивĕçлĕ, куна государь те, Иван Васильевич, çапла каланă пулĕччĕ сана. Эс ĕнтĕ, воевода, ку мăрсасене ан кӳрентер...»
— Кӳрентермĕпĕр, кӳрентермĕпĕр, — терĕ çывăрнă пек сĕнксе ларакан воевода ватă Лупин князь. — Май килнĕ таран пулăшăпăр вĕсене, кирлĕ чухне хӳтĕлĕпĕр.
— Пĕрле пурăнăр, туслă пурăнăр, — пыл чĕлхепе тутлăн, япшаррăн калаçрĕ Шигалей. — Патша хушнипе Нувуград Свияжский намиçникĕ панă ярлăк алăра вĕсен. Пурте пур, пурте йĕркеллĕ. Ху тиекӳсене каласа хур ĕнтĕ: мăрсасене ан тĕкĕнччĕр, ясак пуçтарма ан чарччăр.
— Чармăпăр, чармăпăр, — йăпăлтатас тĕлĕшпе унпа ăмăртнă пек, Лупин князь та пит асăрхануллăн тытрĕ хăйне хăнасен умĕнче.
Тепĕр кунне, мăрсасене хăйсене кăна йышăннă чух, çав княçах урăхла калаçрĕ. Халь вăл йăпăлтатмарĕ, хитре сăмахсем шырама тăрăшмарĕ — хушрĕ, хăратрĕ, асăрхаттарчĕ, вĕсенчен çирĕп ыйтассине систерсе хучĕ.
— Ялсенче йĕрке тăвăр, хамăр патшалăха кирлĕ пек йĕрке, — терĕ вăл. — Пăхатăп та, сирĕн унта халăха пăтратакансем, карма çăварсем, куштансем нумай. Вĕсене старостăсемпе пĕрле тыта-тыта хупас пулать, пирĕн пата ăсатас пулать. Вырăс тиекĕсене, стрелецсене, пупсене тивме юрамасть. Купсасене те тивмелле мар. Эсир пирĕнне пĕр çынна вĕлеретĕр тĕк, эпир сирĕн çыннăрсене вăтăрăшне çакатпăр... Мирса-и, мирса мар-и — пур пĕрех.
Пурте асăрхарĕç, воевода «мăрса» сăмаха темле йĕрĕннĕ пек каларĕ. Ăна мĕншĕн юратманнине те ăнлантарса пачĕ:
— Пăрахăр эсир çав сăмаха, тупата туршăн: мирса та мирса. Мирса тени, ман шутпа, таçтан, Персирен килнĕ. Вăл эмир ывăлĕ тени пулать. Пирĕн нимле эмир та çук, апла пулсан мирса та пулма пултараймасть. Сире мĕнле чин панине ярлыкра кăтартнă: унта çĕрпӳ тенĕ. Вăт, çапла чĕнĕр пĕр-пĕрне. Халăха та çапла чĕнме хăнăхтарăр.
Мăрсасем именнĕ пек пулса пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Мĕн ун пек пăхатăр? — вĕсем хускалкалама тытăннине асăрхамасăр хăвармарĕ воевода. — Пит лайăх ят: çĕрпӳ. Çар çынни ячĕ. Эсир унпа мухтанма тивĕçлĕ — вырăс çĕрпĕвĕ. Чăннипе, ку ята сире тутарсемех панă. Ак халĕ эпир паратпăр.
Çĕрпӳ-тĕк çĕрпӳ, ку сăмаха илтмен мар вĕсем, уншăнах кӳренмĕç. Анчах малалла мĕн калани çĕрпӳсене тĕлĕнтерсех пăрахрĕ, вĕсен чун-чĕрине эрлентерсе ячĕ.
— Эп халь кăна Васильев-Новгородран таврăнтăм, — юри тенĕ пекех, васкамасăр туртса çапсан ытларах ыраттарать тенĕ пекех, лăпкăн калаçрĕ Лупин князь. — Унта патшана кĕтсе илме Чулхула воеводи пынăччĕ. Вăл мана чĕнсе илсе çапла каларĕ: государь сирĕн енчи çĕрсен пĕр пайне Хусан патĕнче паттăррăн çапăçнăшăн Иван Шереметев княçсене, шăллĕпе пиччĕшне, Сăр шывĕн вăрринчи çĕрсене Воротынский пĕр тăвансене памалла тунă терĕ. Сăр тăрăхĕнчи вăрмансемпе улăхсем Чулхулари тата кунти мăнастирсен аллине куçаççĕ. Мĕн чухлĕ çĕр куçать, кам çĕрĕ — ăна эпир ӳлĕмрен тĕплĕпĕр, халь эп сире пĕлсе тăччăр тесе çеç каласа хуратăп...
Воевода пӳлĕмĕнче пĕр авăк шăп пулчĕ. Пӳртре шăна вĕçни те илтĕнет теççĕ ун пек чухне. Унтан мăрсасем (мăрсасем мар ĕнтĕ — çĕрпӳсем) хаш! сывласа ячĕç.
— Ак хайхи! — терĕ Сарри аллипе хăйĕн чĕркуççине шарт! çапса. — Эпир кĕтни пулчĕ!
— Савăнтартăн эс пире, князь!
Князь вĕсене чарасшăн пулмарĕ. Вăл малтанах пĕлнĕ мар-и: ку хыпар вĕсене йăлтах çапса хуçать, анратса ярать. Ăшра куншăн савăнчĕ те пулас: ĕнер ун умĕнче Хусанта патша ĕçкинче пулнипе ытла мухтанчĕç, халь тутли хыççăн йӳççине тутанса пăхчăр.
— Çапах та ман ыйтмалли пур, воевода, — терĕ Акпарс ыттисенчен маларах тăна кĕнĕ пек пулса. — Туртса илнĕ çĕрсемшĕн пире урăх вырăнта çĕр паратăр-и вара?
— Ним те калама пултараймастăп, — сиввĕн тавăрчĕ Лупин князь. — Пĕр енчен, эсир, Ту енчи çĕрпӳсем, мана тӳрремĕнех пăхăнса тăмастăр, сире государь Новоград Свияжский наместникĕ аллине панă, тепĕр енчен... тепĕр енчен, Кăрмăш администрацийĕ Новоград Свияжскине пăхăнмасть, Чулхула воеводине пăхăнать. Эп ку хыпара нимрен ытла Сарыев çĕрпӳшĕн каларăм. Ун ана-çаранĕ пирĕнпе юнашар, Сăр шывĕ тăрăх выртать. Эсир, Акпарс çĕрпӳпе Алттыш çĕрпӳ, ку ыйтупа ман пата ан та килĕр. Каларăм-çке, сирĕн тӳрех Новоград Свияжскине каймалла. Эс, Сарыев çĕрпӳ, инçе çул хыççăн кан пăртак, тепрер уйăхран килсе кайăн. Ун чухне Чулхуларан кирлĕ хутсем килсе çитсен калаçма çăмăлтарах пулĕ...
— Мана çăмăлтарах мар, йывăртарах пулассăн туйăнать, — ытти çĕрпӳсемпе пӳлĕмрен тухма хатĕрленчĕ Сарри.
— Кам пĕлет, тен, йывăртарах та пулĕ, — тавлашмарĕ унпа князь. — Халиччен тытнă ана-çарана камăн парас килтĕр ĕнтĕ? Уйрăмах Хусан хыççăн, патша ĕçки хыççăн, — куллине пытармасăр каларĕ вăл. — Анчах эсир государь нушине те ăнланăр: Хусаншăн çапăçнисене ыттисене те çĕр памалла-çке. Вĕсене пурне те Мускав тулашĕнче парса пĕтерес çук. Хăш-пĕр боярсем ав Атăл тăрăхĕнче çĕр илеççĕ. Мĕн ӳкĕтлемелли, ăнлантармалли пур сире? Эсир халь — вырăс патшалăхĕнче. Вырăс патшалăхĕнче вырăс тĕнĕ — христос тĕнĕ сарăлать, эппин, чиркӳсемпе мăнастирсене те çĕр кирлĕ. Юрĕ, нумай тытрăм сире, çитменнине савăнтармалли нимех те калаймарăм. Ан ятлăр мана, ват çынна. Хăвăр пĕлетĕр, эп — патша тарçи, мана мĕн хушнă, çавна тăватăп.
Урама, сивĕ çĕре тухсан тин туйрĕç çĕрпӳсем — çамкисем виççĕшĕн те тарласа кайнă: шăрăх пулчĕ курăнать вĕсене воевода пӳлĕмĕнче. Йăпăр-япăр кĕрĕк тӳмисене тӳмелерĕç, тутарларах çĕлетнĕ лапсăркка çĕлĕкĕсене пусса лартрĕç те учĕсене утланчĕç. Калаçса тăма, мĕн пулса иртнине сӳтсе явма вăхăт пулмарĕ. Тата вăл çул çинче, тарçăсен, тĕкĕрçĕсен умĕнче тумалли ĕç те мар. Ăçта каясси пирки нихăшĕ те ыйтмарĕ. Ăçта пултăр — киле. Кил Сăрьел витĕр выртать, эппин, часрах Сарри мăрса патне çитмелле. Утсем каннă, хытăрах кайсан та юрать.
— Айтăр ашăпа! Ашăпа-а-а! — канăçсăррăн кăшкăрать Сарри хыçалта пыракансене. Хăй карăнса, юр сирпĕтсе чипер юртакан урхамахнех хырăм айĕнчен ĕсенкĕпе тĕке-тĕке илет. Тата та хытăрах каясшăн иккен çĕрпӳ, вĕчĕрхеннĕ чунне тата ытларах вĕчĕрхентересшĕн. Тĕкĕрçĕсемпе тарçăсем тĕлĕнсе, хăйсем тĕллĕн вăрçса пыраççĕ кайра — киле çитнĕ тесе утсене ма çапла хăваламалла? Акпарспа Алттыш ăнланаççĕ ăна — Сарри халь тăван ялне пуçа усса, шухăша кайса таврăнасшăн мар, ун пек таврăнма пултараймасть вăл — чун хускалнă, ăш вĕçнĕ, тӳсĕм пĕтнĕ. Ватă князь сăмахĕсем чĕрине хытă пырса тивнĕ иккен унăнне.
Çапах та тăван кил тăван килех çав. Туй халăхĕ пек, ушкăнпа хапхаран пырса кĕрсен ун кăмăлĕ çемçелчĕ. Хăйĕн кĕçĕн ывăлне Атапая тата ачаранпах кунта ӳснĕ мăнукне — Пикпулатпа Нухрат ывăлне Илтимĕре — курсан куçран кăштах куççуль шăпăртатса юхса анмарĕ. Арăмĕ — яштака та тăпăл-тăпăл хĕрарăм — чупса тухса ыталарĕ ăна, вăл килессине пĕлсе пуçтарăннă тăванĕсем саламларĕç. Вăл кĕтнĕ çын, чăн-чăн хуçа пулса тăчĕ. Хăнасене лайăхрах йышăнас тесе пӳртрен пӳрте, пӳлĕмрен пӳлĕме чупрĕ, ĕçме-çиме ытларах кăларма хушрĕ. Сĕтел хушшине кĕрсе ларас умĕн тепре картишне тухрĕ те Аттенее чĕнсе илчĕ.
— Илтрĕн пуль, аслă тарçă çук халь манăн, такам вĕлернĕ тет ăна, — арăмĕ тин çеç каланă сăмаха пĕлтерчĕ Сарри. — Ун вырăнне пул. Кайри пӳрте пуçтарăнăр те ĕçĕр пĕрре лайăх кăна. Ху ытлашши персе ан ларт. Пурне те сăна, итле. Кам мĕн калаçать унта. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, — хĕпĕртесе ӳкрĕ Аттеней. — Эс хошнă пек тăвăп. — Унтан хуçана хăлхаран çапла пăшăлтатрĕ. — Леш йомăç килнĕ унта, Аниккей старик. Ăна мĕн тес?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...