Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
— Мĕн кирлĕ сана, ырă çыннăм? Кам эсĕ? Мĕн каçа хирĕç сĕкĕнсе кĕретĕн? — пĕр тăруках темиçе ыйту пачĕ улан.
— Эп Арск çынни, сан шăллун, Багадур уланăн, кшилярĕ, — терĕ хăйне май пур таран лăпкă тытма тăрăшакан Ахмедзян. — Манăн çыру пур. Арск халăхĕ ăна Сююнбике ханума е сана пама хушса ячĕ.
— Кам вăл — Арск халăхĕ? — терĕ улан аллине çырăва илме тăсса.
— Кшилярсем.
— Ав кам иккен — кшилярсем. Ма ячĕç-ха вĕсем сана? Каллех пăлхав пуçламарĕç пулĕ те хулара?
— Вуласан пĕлетĕн, — терĕ Ахмедзян çырăва аран-аран хĕвĕнчен туртса кăларса.
Вăл шутланă пекех, Кучак хăйĕн патне кремльти хурал çыннисене чĕнсе илчĕ, вăл регентша патĕнчен тухиччен ăна çакăнтах тытма хушрĕ.
«Пулас пекки пулчĕ, — терĕ Ахмедзян ăшра, — халь тытса чарчĕ тĕк, кайран, çырăва вуланă хыççăн, кăларса ямастех ĕнтĕ».
Çавăнтах вăл хăйне лăплантарма пăхрĕ. Тен, ун пекех тарăхса вуламĕç-ха çырăва, тарăхсан та халăх çырнăшăн пĕр çынна айăпламĕç. Вуласа тухĕç те ăна чĕнсе илĕç, кала эсĕ хăвăн кшилярусене, ан пăлханччăр, ан пăшăрханччăр, Хусан патши вĕсене çăмăллăхсем пама шутлать тесе киле кăларса ярĕç. Ырă ĕç ырăпах вĕçленекенччĕ-ха, аллах ун пурнăç çулĕ çинчи усала сирсех пыраканччĕ.
Ик енчи палатăсен вĕçĕнче ларакан Ахмедзян хăйĕн юлташĕсем çинчен шутларĕ.
Шавларĕç те вара паян Багадур картишĕнче улан кшилярĕсем! Тарса ĕлкĕреймен пулсан, тупата турăшăн, çурса тăкатчĕç хуçана, пиччĕшĕ хан утлă çарĕн пуçлăхĕ тесе тăмастчĕç. Алхасасса та ытла алхасса кайрĕ Багадур: чирлисене те тырă вырма хăвалать. Назим арăмнĕ, паян-ыран ача çуратас çынна, хĕнесе тăкнă. Вилет пулĕ ĕнтĕ мĕскĕн Рахима е çав тискер улана пула вилĕ ача çуратса парать. Маттур кшилярсем: хăйсен тарăхăвĕ çинчен сăмахпа кăна каласшăн пулмарĕç, ушкăнпа çыру çырма шут тытрĕç. Муллана ирĕксĕр сĕтĕрсе пырса çыртарчĕç çырăва. Ахмедзян килĕшмен пулсан Назим хăех те килетчĕ пулĕ çырăва леçме. Килетчĕ, паллах. Вара питĕ те хитре мар пулса тухатчĕ. Арăмĕ юн сурса выртать унта, вăл пурăнассипе пурăнас марри те паллă мар-ха, упăшки Хусана Кучак патне килет. Ахмедзян, унăн тахçанхи тусĕ, ăна çавăн пек вăхăтра Хусана кайма парать-и? Çавăнпа Каюм аксакал: «Шĕкĕр хулана çырупа кам кайма килĕшет, кшилярсем?» — тесе ыйтсан тӳрех: «Эпĕ каятăп», — тесе сасă пачĕ. Унтан Шараф килĕшрĕ юлташа пыма. Кӳршине пулăшасшăн пулчĕ ĕнтĕ ырă çын, çăласшăн пулчĕ.
Шарафа хулана илсе кĕмесĕр Ахмедзян тĕрĕс турĕ. Ачи-пăчи нумай унăн, юрамасть çавăн чухлĕ ача ашшĕне хан нӳхрепне хуптарма. Кунта хупса лартма çеç мар, çакса вĕлерме те пултараççĕ. Каларĕ-çке Каюм аксакал паçăр, «Эсир хăвăрпа мĕн пулма пултарнине пĕлетĕр-и, тусăмсем?» — терĕ. «Пĕлетпĕр, — тавăрчĕ Шараф. — Пуçхĕрлĕ нӳхрепе ывăтаççĕ». «Вăл çеç пулсан аван-ха. Эсир кайран мĕн пуласси пирки шухăшласа пăхăр». «Шутласа пăхнă — терĕ ун юлташĕ. — Пире шанмасăр ан тăрăр. Тем тусан та çав йĕрĕнчĕк Кучакрап каçару ыйтас çук». Хуралçă Ахмедзяна çывăрса кайнă тесе шутларĕ пулас, хыттăнах аяк пĕрчинчен чышрĕ.
— Ут, сана Сююнбике ханум курасшăн, — терĕ вăл. Кшиляр ăна мĕнле те пулин тӳрккес сăмах каласа тавăрасшăнччĕ, шарламарĕ. Усал сăмах та шел хан йыттишĕн. Калас пеккине йăлтах Сююнбикене каласа тăкас.
Анчах ăна хан амăшĕ патĕнче пĕр самах та чĕнтермерĕç. Çинçешке кăна хĕрарăм Кучакран:
— Çакă илсе килнĕ-и? — тесе ыйтрĕ.
— Çак янккамас этем пирĕн Багадура Арскран хăвăласа ярасшăн, — кшиляра куçпа çисе ярас пек пăхса ăнлантарчĕ улан.
— Мĕн ятлă эс, кшиляр? — юриех çемçе калаçма тăрăшрĕ хан амăшĕ.
— Ун ячĕпе мĕн тăван, Сююнбике ханум? — терĕ Кучак. — Вилме ят кирлĕ-и ăна? Атя, ут. Тух часрах кунтан. — Çавăнтах вăл Ахмедзяна алăкран тĕксе кăларса хуралçăна чĕнчĕ. — Алли-урине таканлăр та нӳхрепе пăрахăр. Тек кермене никама та ан кĕртĕр çырупа.
Хуралçă тавăрса калас вырăнне йĕннинчен ятаганне кăларчĕ, ăна хатĕр тытса Ахмедзян хыçне пырса тăчĕ.
— Кайрăмăр, — терĕ вăл ăна çурăмĕнчен тĕксе.
Тата темиçе кунтан кремлĕн Арск енчи хапхи патне çирĕм пилĕк юлан ут çитсе чарăнчĕ. Утсем çинчи çирĕм пилĕк çынĕ те вăтам çултан иртнĕ кĕреçе сухаллă ватăсем пулчĕç.
Вĕсем те, Ахмедзян пекех, хăйсене Сююнбике ханум е Кучак патне кĕртме хушрĕç.
— Юрамасть, — терĕ вĕсене хуралçă. — Çыру пулсан парса хăварăр, хăвăра кĕртместпĕр.
— Пирĕн Сююнбикепе куçа-куçăн калаçса пăхмалла, каччă. Тытса ан тăр, уç часрах хапхуна, — васкатрĕç аксакалсем.
— Хушман. Кунĕпе тархаслăр, пурĕ пĕр кĕртместĕп.
— Кĕртетĕн. Пире пĕтĕм Арск халăхĕ янă. Патшалăх ĕçĕпе çӳрекенсене тытса чарма тивĕç çук санăн.
— Кĕртместĕп. Ытла тавлашсан ак пурне те тытса хупатпăр.
— Кĕртетĕн! Унсăрăн хăвна лекет куншăн.
— Кĕртместĕп!
Ыррăн та, усаллăн та ыйтрĕç аксакалсем, хуралçă вĕсемпе хупă хапха витĕр çеç тавлашса тăчĕ. Вара тарăхса каннă аксакалсен çырăва шăтăкран çеç тыттарса хăвармалла пулчĕ.
— Ыранах асат хуçса ларттăр сана, ăнман çынна. Киле таврăннă чухнех пĕр-пĕр шăтăка чикеленсе кай эсĕ, çакăн чухлĕ халăх каланине те хăлхана чикменскер, — ылханчĕç утсем çинчи ватăсем.
Çав каçах Кучак Сююнбике сĕтелĕ çинчен «Челобитнăй» тесе çырнă вăрăм çыру илсе тухрĕ. Хан утлă çарĕн пуçлăхĕ хăйĕн пӳлĕмне кĕчĕ те алăка тăч хупса вулама пуçларĕ.
«Хан амăшĕ Сююнбике ханум!
Хан утлă çарĕн пуçлăхĕ Кучак улан! — сикрĕç куç умĕнче кукăр-макăр çырнă сăмахсем. — Аллах ячĕпе, хĕвелпе уйăх ячĕпе эпир сирĕн пата çыру çырас терĕмĕр. Çырман пулăттăмăр, анчах эсир Сафа-Гирей вилнĕ хыççăн пирĕн тӳре-шара пулса тăтăр, хан ĕçĕсене хăвăр алла илтĕр.
Хан амăшĕ Сююнбике ханум!
Хан утлă çарĕн пуçлăхĕ Кучак улан!
Эпир сире иксĕре Арск халăхĕ ячĕпе çапла калатпăр:
1. Пурте туяççĕ, ухмах çын та туять: Хусан патшалăхĕ хăй тĕллĕн тытăнса тăма пултараймасть. Хальхи вăхăтра унта нимле йĕрке те çук, йĕрке пуласси пăхса та курăнмасть. Çавăнпа эпир, Арск çыннисем, Мускав аллине куçатпăр, ӳлĕмрен ăна пăхăнса пурăнатпăр.
2. Тавридăпа пăхăнса тăни пире çаратнисĕр пуçне нимĕн те памасть. Унтан килнĕ княçсем пире ырлăх сунмаççĕ. Эсĕ те пире ырлăх сунмастăн, Кучак улан. Эс пирĕн çын мар, çавăнпа сана хăвăн килне — Тавридăна кайма сĕнетпĕр.
3. Пирĕн мăрсасем халăха ытлашши çаратаççĕ. Вĕсем пире йăлт хĕссе çитерчĕç. Йывăр вăхăтра мăрсасем ялсенчен туха-туха тараççĕ. Арск мăрсисем халь пурте Хусанта пытанса пурăнаççĕ…»
Кучак çырăва вĕçне çитиччен вулама пултараймарĕ, ывăтса ячĕ. Хăй пӳлĕмрен чупса тухса пĕр аскера кремлĕн Арск хапхи патĕнчи хуралçăсене чĕнме хушрĕ.
— Арск çыннисене ма тытса чармарăр? — ыйтрĕ вăл лешсем хăракаласа ун умне пырса тăрсан.
— Вĕсем питĕ йышлăччĕ, — хуравларĕ пĕр аскерĕ хан утлă çарĕн пуçлăхĕ çине айăплăн пăхкаласа. — Ун чухлĕ çын умĕнче кремль хапхине мĕнле уçас?
— Пур пĕр тытса чармаллаччĕ. Кам ертсе килчĕ вĕсене, пĕрне те палласа юлаймарăр-и?
— Сасăран пĕрне те паллаймарăмăр, хазрат Кучак. Ху уçма хушмарăн та...
— Хальхинче уçмалла пулнă! — шăл витĕр каларĕ улан. — Вĕсене пурне те кремль картишĕнчех çакса вĕлереттĕмĕр.
Хурал аскерĕсем Кучака ним калама та пĕлмерĕç. Ыйтма та хăрарĕç вĕсем — ӳлĕмрен кĕртмелле-и çырупа килекенсене кремль картишне, кĕртмелле мар-и?
12. Икĕ хула
Иван Семенович Черемисинов Сĕве хулине чи шăрăх кунсенче çитрĕ. Лаши çинчен аннă-анман ăна Воротынский çынни воеводăсем çăвăнакан çĕнĕ мунчана ертсе кайрĕ. Тин касса килнĕ милĕкпе чун килениччен çапăнчĕ думнăй дворянин, мунча хыççăн вара уçăлмалла хула курма тухрĕ.
Хула чăнах та хитре вырăнта ларать. Утравĕ пысăк мар, анчах çын купаласа тунă евĕр, çап-çаврака тата çырма-çатра та çук унта. Йĕри-тавра шыв та вăрман. Атăл енчен хулана хăвалăх хупăрласа тăрать.
Крепость хӳмисем хулăн та çӳллĕ, вĕсен урлă чупса пырсах сиксе каçаймăн. Хӳме тăрăх тăршшĕпе икĕ рет бойница туса кайнă. Хапха айккисене тĕреклĕ башньăсем лартнă. Хапхасемпе складсем умĕнче хĕç-пăшал сапаланса выртать — праща, тесак, сăнă, сулица, кистен, бердыш, чекан, шестопер, пернят, ухă, пуртă тата темĕн те пĕр. Вĕсене, тин турттарса килнĕскерсене, кирлĕ çĕре вырнаçтарма ĕлкĕреймен пулмалла-ха е вырнаçтарма складра вырăн çитеймен.
Воротынский стремяннойĕ ăна пĕрле утнă май чаплă çуртсем çинчен ăнлантарса пачĕ — кунта Шигалей пурăнать, кунта Шереметев воевода вырнаçнă, ку акă — хăна çурчĕ, унпа юнашарри — тутар княçĕсен пӳрчĕ. Воротынский воевода хăйне валли темиçе пӳлĕмлĕ вăрăм çурт ларттарнă, аслă князь валли те уйрăм çурт тăваççĕ.
Пĕрре пăхсах паллă, хула икĕ пайран тăрать: çӳлте, сăрт çинче, пуçлăхсем, чаплă çынсем пурăнаççĕ, сăрт айккине, аяла хура халăх вырнаçнă. Ахаль çынсен çӳле хăпарма юрамасть тесе каласа хунă пулас, вĕсем пурте çыран хĕрринче, çăрăлса тăракан вырăнта кĕшĕлтетеççĕ.
— Ку хĕрарăмсем кам арăмĕсем вара? — терĕ Черемисинов арçынсем хушшинче хĕрарăмсем чылаййине асăрхаса.
— Никамăн та мар, — хуравларĕ Воротынский стремяннойĕ. — Стрелецсем ашкăнма тутар хĕрарăмĕсене нумай сĕтĕрсе килеççĕ.
— Ăçтан?
— Ялсенчен.
— Воеводăсем ма чармаççĕ?
— Ăçтан чарса пĕтерен? Никам никама итлемест кунта, думнăй дворянин, никам никамран хăрамасть.
— Ан тĕлĕнтер, стремянной, — терĕ Черемисинов. — Çавăн пекех йĕрке пĕтнĕ-и хулара?
— Пĕтнĕ, думнăй дворянин. Воеводăсем те нимĕн те тăваймаççĕ. Хӳшĕсенче чирлисем нумай. Эмел çук. Вилнисене пытарма çăва çук. Шыв тесен шыв та таса мар Сĕвере, мĕншĕн тесен вилнисене тӳрех шыва пăрахаççĕ.
Тепер кунне Черемисиновăн Посольски приказ ĕçĕсемпе Воротынский патне кĕмеллеччĕ, анчах пĕр ĕçе пула воевода ăна йышăнма ĕлкĕреймерĕ.
Новоград Свияжский хулипе Хусантан темиçе тутар мăрси килнĕ иккен, вĕсем Шигалее хан утлă çарĕн пуçлăхĕ Кучак улан Кама урлă Крыма тарма хатĕрленни çинчен систернĕ. Шигалейпе Шереметев отрячĕсем васкавлăн пуçтарăнчĕç те Атăл ку енĕпе Кучака сыхлама анса кайрĕç. Вĕсем хыççăн Черемисинов та тӳссе тăраймарĕ, воеводăран ирĕк ыйтса илсе Микулинский çыннисемпе пĕрле анаталла çул тытрĕ.
Хусан тĕлĕнчен вăл хăйĕн çыннисемпе пĕр курăнмасăр иртрĕ. Унтан Атăл хĕррине çаврăнса тухса стрелецсен пысăк мар ушкăнĕпе йăлăма каçрĕ.
Шигалейпе Шереметев Кама тăрăхне вăхăтра çитнĕ иккен — каçмасене пур çĕрте те вĕсен çыннисем тĕрĕслесе тăраççĕ.
Йăлăма кăшт шаларах кĕрсен Черемисинов аллине çырма леш енчен каçнă тутар сунарçисем çакланчĕç. Вĕсем каласа кăтартнинчен думнăй дворянин Кучак отрячĕ лашасене ку енне каçарма йывăр сулăсем тума тытăнни çинчен пĕлчĕ.
Черемисинов çавăнтах Шигалейпе Шереметев патне хыпар ячĕ.
Вырăссем ĕнтĕ Кучак çыннисем хăйсен ĕçне часрах пĕтерессе çеç кĕтсе выртрĕç. Халĕ вĕсем пĕр япаларан кăна шикленчĕç: Кучак хăйне сыхланине ан систĕрччĕ, тепĕр çĕре тарса ӳксе Кама урлă тăварах каçма ан шутлатăрччĕ.
Тĕттĕм пулас умĕн леш енче пĕр тăруках темиçе сулă курăнса кайрĕ. Сулăсем умĕн Кучак çыннисем кимĕсемпе самай йышлăн сыхласа пычĕç.
Шереметев стрелецсене тутарсем пурте каçса çитмесĕр те çапăçăва кĕме хушмарĕ. Кучак отрячĕ каçса çитсен çыран хĕрринче кĕске çапăçу пулса иртрĕ. Вырăссем питех те йышлине кура тутарсем нумайччен хирĕç тăраймарĕç.
Шигалейпе Шереметев патне пĕчĕк уçланкăна Кучак улана, ун шăллĕне Багадура, вĕсен арăмĕсене, кунсăр пуçне Торчи княçа, Барболсунпа Шах-Амет княçсемпе вĕсен тарçи-тĕрçисене тытса пычĕç. Шигалейпе Кучак пăртакçă тавлашкаласа илчĕç те тыткăна çакланнисене утсем çине вырнаçтарса лартрĕç.
— Вилнисене тутарсене тутарла, вырăссене вырăсла пытарăр, — терĕ Шигалей хăйĕн çыннисене. Вара отряд хускалса кайрĕ.
Тата икĕ кунтан таркăнсене Новоград Свияжскине илсе çитерсе Мускава ăсатрĕç. Çав кун пĕтĕм хула — воеводăсенчен пуçласа юлашки стрелец таран — Кучака тытни çинчен кăна калаçрĕ.
Сююнбикен чи шанчăклă уланĕ те Крыма тарма шутлани çынсене питех те кăсăклантарчĕ. Тата çар пуçĕсемпе мĕн пур ратниксем çакăнтан та тĕлĕнчĕç: вырăссем Атăл тăрăх таçта çити çӳренине пĕлекен çын, халиччен темле çапăçура та пулса курнă улан мĕнле çавăн пек сыхланмасăр хăтланнă-ха, ку енче кам пуррипе çуккине тĕрĕслемесĕр-тумасăр Кама урлă сулăпа каçма шут тытнă?
Иван Черемисинов Кучак пирки стрелецсем мĕн пупленине савăнса итлесе тăчĕ.
— Шел хан утлă çарĕн пуçлăхне, шел, — калаçрĕ пĕр ватăрах стрелецĕ. — Ма манран ăс ыйтман-ши вăл, эпĕ ăна мĕнле тармаллине вĕрентнĕ пулăттăм. Халь Сююнбикен ĕçĕсем начар унта, шутсăр начар. Кампа юлчĕ-ши мĕскĕн хан амăшĕ шĕкĕр хулара? Хăй те ашшĕ патне Нухая тарма шутламасть-ши вăл? Сююнбикепе ывăлне тытма пулмасть-ши Кама тăрăхĕнче чипер кăна сыхласан?
— Кайса сыхла, тен, тытса килĕн çав хитре майрана! — терĕç ыттисем.
— Патша чаплă парне панă пулĕччĕ сана, стрелец!
— Санăнни пек хитре мăйăх пулсан эп вăл майрана вĕçертмелле мар.
— Эп ахаль те вĕçертме шутламастăп ăна. Ак воеводăна кайса калатăп та, вăл пире пурсăмăра та Кама тăрăхне ярать.
Анчах хальхинче ĕçсем стрелецсем шутланинчен те хăвăртрах пулса иртрĕç. Сююнбикепе унăн пĕчĕк ывăлне Кама таврашĕнче сыхлама кирлĕ пулмарĕ. Çынсем хĕрсе тырă вырнă вăхăтра, çурла уйăхĕнчи тӳлек кунсенчен пĕринче Казанка шывĕ хĕррине курултай — «пĕтĕм Хусан çĕрĕн» пухăвĕ — пуçтарăнчĕ. Нумайччен шавланă, княçсемпе кăшт тӳпелешсе илнĕ хыççăн унта халăх çапла йышăнчĕ: кипкере выртакан пĕчĕк ханпа тата унăн куштан амăшĕпе Хусанта йĕрке туса пулмасть, вĕсене Мускав аллине пама Сĕве хулине ăсатмалла, вырăс патшинчен Хусан престолĕ валли урăх хан ыйтмалла.
Пуху пĕтнĕ-пĕтмен Сĕве вăрринчи хулана делегаци çитрĕ. Курултай суйласа янă Бибар Растовпа Нуралей Ширин карачисем тата Али Мирген ходжа вырăс воеводисемпе Шигалее пуху мĕн йышăнни çинчен каласа пачĕç.
— Сююнбикепе ывăлне хăвăр пата илĕр. Пире хан тума хамăр юратакан, хамăр хисеплекен Шигалей Шейх Аулияровича парăр, — терĕ Нуралей Ширин пурин умĕнче те.
— Вăл ĕнтĕ аслă князь ирĕкĕ. Аслă князь мĕн тума шутлать, çавăн пек пулать, — сăмах хушрĕ Шигалей.
— Курултай çавăн пек тума йышăнчĕ. Эпир аслă княçран хан тума сана пама ыйтатпăр.
— Сирĕн шухăша аслă княçа пĕлтерĕпĕр, — терĕ Воротынский карачи панă пергамент тăрăхне сĕтел çине сарса хурса. — Халĕ эсир Хусана таврăнма пултаратăр. Сююнбикепе ывăлне илме эпир ятарласа çынсем ярăпăр...
Каласса çакна вăл лăпкăн каларĕ, анчах делегаци тухса кайсан пурте, вăл шутра воевода та, çав тери хыпăнса ӳкрĕç. Ĕненмелле мар япала вĕт ку: Хусан ханне амăшĕ-мĕнĕпех Новоград Свияжскине илсе килмелле! «Пĕтĕм Хусан çĕрĕн» пухăвĕ Шигалее хăй ыйтать! Кунта çывăрса тăнипе пулмасть, васкамалла. Сююнбике хăраса ӳксе хуларан тухса ан тартăр. Хусан княçĕсем каварлашса мĕнле те пулин пăтăрмахла ĕç туса ан хуччăр. Аслă князь патне те çын ямалла часрах. Хусанта ĕçсем мĕнле ăнса пынине пĕлтĕр вăл, савăнтăр. Тата Шигалей пирки те калаçса татăлмалла-çке унпа. Аслă князь хушмасăр Шигалее Хусана илсе каяймăн.
Воевода çуртĕнче васкавлă калаçусем пуçланчĕç. Семен Иванович Микулинские чĕнтерчĕ воевода, Шереметевпа нумайччен калаçрĕ, патша ăна кунта ахаль яманнине сиссе Черемисиновпа канашларĕ.
Çав кунах Ту енчи çĕр-шывран Петр Семеновыч Серебряный князь таврăнчĕ. Воротынскии вара тек шутласа тăмарĕ, Хусана патшан юратнă çыннисене — Серебряныйпа Черемисинова яма йышăнчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...