Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
Тепринче каччă хӳме умне ывăç тулли кăвак чечек илсе пычĕ. Ку чечексене вăл пахчана тухсах татнăччĕ. Анчах хĕр ача вĕсене хальхинче те илмерĕ. Кулса ячĕ те пĕр чечекне каялла ывăтрĕ.
— Хитре мар-и ман çеçкесем? — пĕрремĕш хут сăмах хушрĕ ăна Иливан.
— Хитре-çке, — евĕклĕн тавăрчĕ хĕр ача. — Анчах ун пекки пирĕн хамăрăн та пур.
— Эс мĕнле чечек юрататăн? Мĕнли çуккă сирĕн пахчара?
— Супăнь курăкне кăмăллатăп.
— Тупса килсе парас-и?
— Кирлĕ мар, — терĕ хĕр ача çемçен. Ачашшăн каланăран-тăр ку сăмахсем Иливана: «Кирлĕ, кирлĕ, мана юрататăн пулсан татса килсе пар!» — тенĕ пекех илтĕнчĕç.
— Ыран татса килсе паратăп. Эс çак вăхăтра тух вара.
— Тухмастăп.
— Ма тухмастăн?
— Атте курма пултарать.
— Эс аçу кайсан тух.
— Вăл те каять-ха ыран... Атте курсан манăн намăса ăçта хурас?
Çав вăхăтра вĕсен картишĕнче алăк чĕриклетнĕ сасă илтĕнчĕ, хӳме леш енче вут сыппи ӳкрĕ — хĕр ача вутă купи хыçне пытанчĕ пулас.
— Эс, хĕр ача, мĕн ятлă? — терĕ Иливан кăшт тăрсан.
— Хабиба, — тавăрчĕ лешĕ шăппăн çеç.
— Мĕн туса пурăнатăн эсĕ, Хабиба?
— Ача пăхатăп. Манăн пĕчĕк йăмăк пур.
— Тата мĕн тăватăн?
— Ĕне сăватăп.
— Тата?
— Мĕн ыйтатăн? Темĕн те тăватăп. Килте ĕç сахал-и маншăн? Эсир хăвăр мĕн туса пурăнатăр кунта, пирĕн кӳршĕре?
— Мăрса мĕн хушать, çавна тăватăп. Эп лаша пăхатăп, — терĕ каччă.
— Куратăп-ха ăна. Час каятри кунтан?
— Пĕлместĕп, — терĕ Иливан. — Мĕн, кансĕрлетпĕр-им сана эпир?
— Ахаль ыйтатăп. Маншăн пулсан кĕркуннечченех пурăнăр, — кулса тавăрчĕ хĕр ача.
Кайран каччă çакна пĕлчĕ: хĕр ача кунта тарçă вырăнĕнче кăна пурăнать иккен, Хабиба ман атте тесе каланă çын ун ашшĕ мар, кил хуçийĕ анчах. Хĕр ача кӳршĕ ялта тăлăх ӳснĕ, пĕлтĕр ăна çак çурта ача пăхма илсе килнĕ.
Ирĕкре, куçа-куçăн, Иливан Хабибана темиçе хутчен çеç курчĕ.
Пĕр каç кӳлĕм хĕр ача пахчара курăк выратчĕ. Каччă чăтаймасăр тӳрех ун патне чупрĕ. Ним çинчен те калаçаймарĕç вĕсем, пĕр ывăç курăк та вырса параймарĕ йĕкĕт хĕр ачана, лупас хыçĕнчен тахăшĕ ăна ятран чĕнчĕ.
— Иливан, сана мăрса шырать, — илтрĕ вăл, вырма тытăнас тесе çурлине çавăркаласа пăхса тăраканскер.
Каччă ку сасса илтсен шикленсе картишнелле ыткăнчĕ. Иливан шикленни ахаль пулман иккен. Хапха хупăннă-хупăнман ун умне Тукай мăрса тухса тăчĕ, ним каламасăр-тумасăр вăл ăна хул пуççи урлă чĕн саламатпа чашлаттарчĕ.
— Ак сана хĕрпе аташса çӳренĕшĕн, — терĕ вăл. — Çынсем пикенсех ĕçлеççĕ кунта, эс пахчара хĕрпе ейкеленсе тăратăн-и-ха? Ак сана наянланнăшăн тата тепре. Виççĕмĕшне те хушса парас-и? Тур калашĕ виççĕ тенĕ. Ме сана тепре. Ӳлĕмрен асра тытмалăх пултăр.
Мăрса ун умĕнчен пăрăнса каймарĕ-ха, каччă тавлашас пулсан, ăна тата хĕнетчĕ-тĕр. Анчах Иливан шăлне çыртрĕ те пушă вĕçĕ тивнĕ çамкине ал лаппипе тытса ним чĕнмесĕр тăчĕ.
«Халиччен пĕлменччĕ, ав мĕнле ырă сунатăн иккен эсĕ мана! — терĕ каччă ăшра. — Çемçе чунлă эс, çынна хĕрхенме пĕлетĕн. Тавах сана куншăн. Юрĕ, ӳлĕм эпир те кăшт ăслăрах пулăпăр...»
Хăйне хĕненĕшĕн Иливан мăрсана нумай вăхăт хушши каçармастчĕ пулĕ, нумай вăхăт хушши ăна тавăрма сăлтав шыраса çӳретчĕ пулĕ, анчах çав вăхăталла Сĕве хĕрринче чылай чаплă ĕçсем пулса иртрĕç, каччă çилленĕвĕ хăй тĕллĕнех манăçа юлчĕ.
Пĕр каçхине Тукай таçтан таврăнчĕ те тарçисемпе тĕкĕрçисене пурне те картишне чĕнме хушрĕ. Çынсем пуçтарăнсан савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ:
— Ну, ман çынсем, сире валли васкавлă ĕç тупăнчĕ. Утăрсене утланăр та чăваш ялĕсем тăрăх вĕçтерĕр. Эпир кĕтнĕ хут çитрĕ Мускавран. Калăр çынсене: ыран кăнтăрла тĕлне воеводăсен çурчĕ патне пуçтарăнччăр.
— Кĕçĕрех каймалла-и? — сăмах хушрĕ тĕкĕрçĕсенчен пĕри.
— Ыйтса тăрать тата! Кĕçĕрех пулмасăр! Халех тухса кайăр, халех. Чылай аякри ялсене те çитме тăрăшăр. Кун пек ĕçшĕн утсене хĕрхенсе тăма кирлĕ мар.
Ялсене кайнă çынсем тепĕр кунне çеç таврăнчĕç. Утсене хĕрхенсе тăмарĕç вĕсем. Çĕрĕпе йĕнер çинче пулнăран хăйсем те самаях ĕшеннĕччĕ. Çапах та кăмăлтан пурте хавас. Кам ăçта каяссине Магмет Беззубов пурин умĕнче каларĕ пулин те пĕр-пĕринпе калаçнă чухне эс ăçта çитрĕн те эс ăçта çитрĕн тесе çеç тăраççĕ. Иливана, çамрăкскерне, Магмет, паллах, инçерехри ялсене кăларса янă, çавăнпа вăл эпĕ хамăр ялах çитсе килтĕм, хамăн асаттепе асаннене те килме каларăм тесе мухтанать.
Аслашшĕпе асламăшĕ аякра-ха унăн, вĕсем патне çитсе килме темиçе кун кирлĕ, ак ашшĕ çывăхрах Иливанăн, ăна систермеллех пулать.
Тукай пусма çинче тăнине курсан каччă васкаса ун патне чупса пычĕ.
— Юлан утпа çыран хĕррине анса хăпарма ирĕк парсам мана, Тукай ĕмпӳ, — терĕ вăл çисе ярайман çăкăр таткине кĕсйине пытарса.
— Мĕскер, шыва кĕме каяс тетни унта, çыран хĕррине, чарусăр йĕкĕт? — тарçăсем пуррине кура юриех хыттăн ыйтрĕ мăрса.
— Çук, эпĕ аттене каласа хурасшăнччĕ, Тукай ĕмпӳ.
— Ун пек каласа хума сан аçу кам вăл, мăрса-и?
— Мар та-ха. Халăхпа пĕрле итлетĕр тетĕп-çке.
— Ниçта та каймастăн, — терĕ Тукай. — Чĕнмеллисем пирĕн унсăр пуçнех нумай. Çармăс мăрсине Акпарса курман-и эсир? — Кăна вăл Иливанран мар, ытти тарçăсенчен ыйтрĕ.
— Çак кунсенче курман, — терĕç тарçăсем.
— Эппин, Иливан, пушă пулсан çавăн патне вĕçтер. Илтрĕн-и ман сăмаха?
— Илтрĕм, халех каятăп, Тукай ĕмпӳ, — хăй кӳреннине пĕрре те палăртмарĕ тĕкĕрçĕ.
Вăл чăнах та Тукай умĕнчех утне йĕнерлеме чупрĕ, мăрса тарçăсене урăх ĕç хушиччен хапхаран тухса кайма та ĕлкĕрчĕ.
Çапах хуçа ирĕк памарĕ тесе хăраса тăмарĕ каччă. Çармăс мăрси патĕнчен таврăнсан Иливан юлташĕсем хистенипе çуранах ашшĕне чĕнме кайса килчĕ. Мăрса вăрçтăрах терĕ вăл, кирлĕ пулсан ăшне кантарма мана тепре хĕнетĕр, анчах хам аттене паян халăхран пăрса хăварма памастăпах.
Чĕннĕ хăнасем — мăрсасем, турхансем, элпуçсем, старейшинăсем — Тукай шутланă пек кăнтăрла тĕлне пуçтарăнаймарĕç. Вĕсем Акпарспа тухса пăхнă чухне урам тăваткалĕнче пĕр çын та çукчĕ-ха. Анчах явкай вăхăчĕ тенĕ тĕлелле мечĕт умĕ йăлтах халăхпа тулчĕ. Сĕве çулĕпе иртсе çӳрекенсем лашисене чарса тĕлĕне-тĕлĕне ыйтрĕç:
— Мĕн пулса иртет кунта? Мĕнле курултай ирттĕреççĕ Девлизер ялĕнче?
— Пирĕн пеккисене çĕр валеçмеççĕ пулĕ те?
— Çĕр валеçеççĕ, эсир те ан кайăр, — кăшкăрчĕç курма килнĕ çынсем.
— Ту енчи халăхпа курултай ирттереççĕ!
— Хусан тапăрне кунта куçарнă. Часрах суту тума килĕр, улшуçсем!
Иливан хăйĕнчен ыйтакан çынна тата чипертерех тавăрчĕ:
— Телей валеçеççĕ, — терĕ вăл. Кайран халăх салансан, мĕн пулас пекки пулса иртсен шутласа пăхрĕ те, тĕрĕс каланă иккен — уншăн паян чăнах та чăвашсене телей валеçсе панă пекех туйăнчĕ.
Ку çапла пулса иртрĕ.
Малтан картлашка пусми çине воеводăсем, патша дьякĕсем, темле служилăй çынсем тухса тăчĕç. Çыннисем пĕринчен тепри тĕреклĕрех пулнăран тата пуçлăхсем ниçта вырнаçса пĕтерейменрен Иливана пусма халь-халь çатăртатса ишĕлсе анассăн туйăнчĕ. Анчах — тĕлĕнмелле — унта çĕнĕрен çĕнĕ çынсем тухрĕç, хăшĕсем ĕнтĕ карлăк урлă ӳпĕнсе чикеленсе каяс мар тесе юпасенчен, карнис хăмисенчен тытса тăчĕç — картлашка чăтрĕ.
Çӳлти пусма вĕçне хĕрлĕ сăхман евĕрлĕ тумтир тăхăннă тулли çын тухрĕ. Вăл хĕрарăмăнни пек çинçе сассипе тутарла сăмах каларĕ. Ку çынна Шигалей терĕç. Çав Шигалеех вырăс патши ячĕпе вăрахчен темле хут вуларĕ. Начартарах куракан çын пек, хутне пĕрре куç патнех илсе пычĕ вăл, тепре хăйĕн умнелле аяккалла тăсрĕ.
— Се язь царь и великий князь Иван Васильевич, государь всея Руссии... Пожаловал есмы в своей отчине... и чювашу и черемису и мордву, — тăсрĕ вăл мечĕт çинчи азанчи евĕрлĕ. — ...и воевод горних людей, князей и мурз и сотных князей и десятных... привести к правде на том, что им государю царю и великому князю служить хотети в всем добра, и от города от Свияжского неотступным быти, и дани и оброкы черным людем всякие платить, как их государь пожалует и как прежним царем платили, а полону им руского никак у себя не держать, весь освобожати...
Вуласа пĕтерсен кăшт чарăнса хушса хучĕ:
— Подпись: Царь и великий князь всея Руссии... Дьяк...
Жалованнăй хута патша хăй алă пуснă тата ăна ылтăн пичет пусса çирĕплетнĕ.
Акă пурте курăр тенĕ евĕр, Шигалей патша ярса пана хута çӳле çĕклерĕ. Хĕвел пăхнăран-тăр, Иливана çав хут çумне элмен пурçăн хăюпа çыхнă ылтăн пичет вут пек ялкăшса илнĕн туйăнса кайрĕ.
Урамри халăх патша çыруне ырласа кĕр-кĕр! кĕрлерĕ, çамрăкраххисем хушшинче унта та кунта сывлăшалла çăм шлепкесем ывтăнчĕç.
Унтан Шигалей тăнă вырăна — пусма вĕçне — Воротынский воевода тухрĕ. Лайăхах курчĕ ăна Иливан, чĕвен тăрсах пăхрĕ ун çине, ытла пысăках мар хăй, кăтрарах çӳçлĕ, çаврака питлĕ, тăпăл-тăпăл шăм-шаклă. Пĕвĕпе лутрарах пулнăран-тăр, Воротынский чĕвен тăнă пек ялан атă кĕли çине çĕклене-çĕклене илет.
— Илтрĕр-и, Ту енчи мăрсасемпе турхансем? Илтрĕр-и, старейшинăсем? — терĕ вăл инçене янăракан тĕреклĕ сасăпа. — Аслă князь çăмăллăх парать: виçĕ çул хушши ясак тӳлеместĕр.
— Илтрĕмĕр! Аван ку! — хăватлăн кĕрлесе кайрĕ çĕршер çын сасси.
— Аван! Мухтав вырăс патшине!
— Эпир ырлатпăр. Ериса!
— Ериса!
— Ĕмĕр вырăссемпе пĕрле пурăнатпăр!
Воевода мăрсасемпе турхансенчен кăна ыйтрĕ пулин те куна пĕтĕм халăх тавăрса каларĕ. Çывăхрах ырласа калаçнисем илтĕнчĕç.
— Лайăх хут ярса панă вырăс патши. Чĕрене сар çу сĕрнĕ пекех пулчĕ тупата!
— Чаплă хут ку!
— Курăр-ха, виçĕ çул ясак тӳлеместпĕр!
— Хутне ылтăн пичет пуссах çирĕплетнĕ тет.
— Хамăр алла илсе юласчĕ ку хута!
— Параççех ĕнтĕ. Хучĕ мăрсасен аллинче пулать.
— Мăрсасене памалла мар ăна, хамăрăн илмелле!
Мĕн каçчен сӳтсе яврĕç çынсем паян пулса иртнĕ ырă ĕçе. Кайрисем çапла калаçнă, кăшкăрашнă хушăра малтисем мăрсасене патша ячĕпе парнесем панине пăхса тăчĕç. Урам тăваткăлĕ тĕттĕм пулсан тин пушанса юлчĕ.
Петр Шуйскипе Григорий Булгаков воеводăсем халăх вырăссене тупа тунине йышăнма çав кунах Ту енчи çĕр-шыва тухса кайрĕç.
Иливанпа ашшĕ Сĕве хĕррипе Вязовой сăрчĕ патнелле утрĕç. Вĕсем нимĕн те чĕнмерĕç. Сӳтсе явас пеккине сӳтсе явнă ĕнтĕ, калаçас пеккине калаçса пĕтернĕ. Вăл çеç те мар, ăш каниччен кулса та пăхрĕç ашшĕпе ывăлĕ. Ара, кулмасан та май çук — Ахтупай киле çĕлĕксĕр таврăнать. Ыттисемпе пĕрле «мухтав!» кăшкăрнă та вăл, çĕлĕкне çӳлелле ывăтнă. Ывăтнă та тупайман. Çĕлĕк ура айне пулса таптаннă. Кайран илсе пăхрĕ ăна Ахтупай — çĕлĕкрен ал лаппи пысăкăш тир татки çеç тăрса юлнă.
Мăрса вăрçасран шикленсе Иливан тимĕрçĕсен пӳртне кĕрсе тăмарĕ. Вĕсем çул хĕрринчи пысăк чулсем çине пырса ларчĕç.
— Тукай кунтан каяс сас-хура çук-и, ывăлăм? — терĕ Ахтупай сăмаха каллех хăйне кăсăклантаракан ыйту çине куçарса.
— Эп илтмен. Ăçта каять пуль вара вăл? — терĕ Иливан.
— Хамăр енне ара. Хулана туса пĕтернĕ, мĕн туса пурăнтăр вăл кунта хăйĕн çыннисемпе?
— Вара манăн та каймалла пулать-и, атте?
— Каясь пулать ĕнтĕ. Мăрса сана хăйĕнчен уйăрас çук.
— Эсĕ мĕн тăватăн ун чухне? Киле пыратна?
— Эп юлатăп. Аннӳне тупмасăр киле пымастăпах, Иливан.
— Эх, манăн та юласчĕ çакăнта! Аннене тупасчĕ те киле пĕрле таврăнасчĕ, — хăйĕн тахçанхи шухăшне каларĕ ывăлĕ.
— Май çук пулĕ çав юлма. Мăрса патне çакланман пулсан ĕç урăхларах пулма пултаратчĕ. Ĕçлеттĕмĕр иксĕмĕр те мĕн хăваласа яриччен...
— У-у, эсрел çурисем! Хаяр киремет авса пăрахманскерсем! — терĕ Иливан Хусан еннелле чышкипе юнаса. — Ямаççĕ тыткăна лекнисене, хăйсем патĕнчех тытаççĕ. Урăх пĕрре те илсе килмерĕç-и, атте?
— Илсе килмерĕç. Эп Шереметев стрелецĕсенчен ыйтсах тăратăп. Тек пĕр çын та яман тет Хусантан, — хуравларĕ ашшĕ.
— Çапах эс кĕт, атте, мана ан пăх.
— Кĕтетĕп, ывăлăм. Хусанта тыткăнра пĕр çын юлми таран кĕтетĕп. Аннӳне тупмасăр ман чун лăпланас çук.
Вăхăт чылая кайнă ĕнтĕ. Хĕвел тухăç енче ирхи шуçăм шупкаланать. Çăлтăрсем каçхи вăйăран саланма хатĕрленеççĕ. Паçăр самай ăшшăн пăхнă уйăх халь чылай сивĕннĕ пек туйăнать. Çапах та тулта çутă.
Иливан ял патне хăпарса çитрĕ те çӳлтен Çаврака сăрт еннелле пăхрĕ. Çĕнĕ хулара темиçе çĕрте вучах ялкăшать.
Уйăх çутинче крепость хӳмисем, чиркӳсем, çурт çи виттийĕсем палăраççĕ.
Кăнтăрла сеç мар, çĕрле те аякранах курăнать Новоград Свияжский. Кăнтăрла çеç мар, çĕрле те питĕ хитре Сĕве вăрринчи çĕнĕ хула. Кайиччен шала кĕрсе курĕ-ши унта Иливан, кĕрсе курмĕ-ши?
11. Ятсăр кшиляр
Çул юппине çитсен юлан утсем уйрăлчĕç.
— Чипер кайса килĕр! Ĕçсем ăнăçлă пулччăр! — кăшкăрчĕç икĕ енчен те. Тен, кунта тата темле сăмахсем каламаллаччĕ пулĕ, пĕр-пĕрне йăпатмаллаччĕ пулĕ, тен, çемçелнĕ чуна тытса чараймасăр куççульпех уйрăлсан авантарахчĕ пулĕ. Анчах вĕсем арçынсем-çке, хăйсен ирĕкĕпе сехмете çакланма килĕшнĕ çынсем.
Арскран Хусана кайма тухнă икĕ юлан ут мĕн хулана çитиччен сиккипе пычĕç. Кун пек кайни уттарса пынинчен е майĕпен çеç юрттарнинчен лайăхрах: пуçа усал шухăшсем пусмăрлаймаççĕ тата чун-чĕре вĕрилĕхĕ те çав шайрах, хăйсене ăсатса янă чухнехи виçерех тăрать. Çук, юна сĕврĕлме пама юрамасть халь Ахмедзянăн, хăраса ӳксе каялла таврăнма юрамасть.
Кремль хапхи патне çитеспе вĕсем учĕсене чарчĕç те пĕр вăхăт хушши хĕрӳллĕн калаçса тăчĕç.
— Каланине итле, Шараф, ман сăмахран ан тух! — терĕ Ахмедзян ятли. — Эс мана Хусанта мар, Арскрах кĕтетĕн. Пăхса тăр, ырапах, ыран мар тăк тепĕр кунах таврăнатăп хулана.
— Таврăнаятни вара киле, Ахмедзян? Кăларса яраççĕ-и вĕсем сана?
— Кăларса ямасăр! Мĕн туччăр вĕсем мана тытса хупса! Ылтăн пур-и манăн, кĕмĕл пур-и? Эп хам кайман, мана халăх янă. Сăмахăм та çавă çеç.
Ахмедзян текенни ут çинчен анчĕ, аллинчи чĕлпĕрне юлташне тыттарчĕ.
— Ут вăл апла та, капла та кирлĕ. Хуçи вилнĕ тесе ырă ута çухатмалла мар.
— Чипер калаç, Ахмедзян...
— Хуçи хан патне хăнана çакланнă тесе эппин... Ну, атя, вĕçтер. Кăшт кайсан лашасене кантар вара, юрать-и?
— Юрать, — куççулĕсене шăлса тавăрчĕ Шараф.
— Сывă пул, тусăм.
— Сывă пул...
Юлташĕ курăнми пулсан Ахмедзян кремль хапхине пĕтĕм вăйпа пырса шаккарĕ.
— Уç, хуралçă! Мĕн çывăрса ларатăн эсĕ унта?
Шалта кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, анчах алăк уçăлмарĕ.
— Ак эп сана çывăрттаратăп. Тасал кремль патĕнчен! Мĕн туса çӳретĕн эсĕ кунта? — терĕ хаяр сасă.
— Уç, уç, эпĕ хан ĕçĕпе çӳретĕп. Манăн Сююнбике патне кĕмелле.
— Тасал теççĕ сана. Унсăрăн халех сăнăпа чашлаттаратăп. Мĕнле ухмах этем эсĕ — хăвна валли вилĕм шыраса çӳретĕн?
Ахмедзян çине тăнине кура хуралçă хурал пуçлăхне чĕнчĕ, тепĕр самантран ăна вăрçа-вăрçа кремле кĕртсе ячĕç.
Арск халăхĕ каласа янине асра тытса Ахмедзян хĕвĕнчи çырăвне хуралçа мар, хан аскерне те памарĕ, лешĕн вара чăрсăр çынна ирĕксĕрех Сююнбике алăкĕ патне илсе çитермелле пулчĕ.
Регентша пӳлĕмĕнчен ватăла пуçланă яштака улан тухрĕ. Ахмедзян ăна çийĕнчех палларĕ — Кучак. Арска кшилярсен пăлхавне путарма пырсан вăл ăна лайăхах курса юлнăччĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...