Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
Воинсем вырăссен куçĕ умĕнчех хӳме урлă сикрĕç, Казанка патне чупса анчĕç. Хăрах алăпа хĕç-пăшал тытса, тепринпе ишсе çырма урлă каçрĕç те çыран ик енне те нумай çын пăрахса хăварса путлăхлă вырăнсемпе вăрмана кĕрсе çухалчĕç. Вĕсене тӳрех хăвалама май килмерĕ. Утлă çар отрячĕсене тутарсен çулне пӳлме аякран çаврăнса кайма хушрĕç. Микулинскипе Шереметев тата Глинский воеводăсем тутарсене вăрман айккипе кайса хăваласа çитрĕç.
Паттăр воинсенчен пĕри те тарса хăтăлаймарĕ. Юлашки аскер юлашки ухă йĕппине вырăссен еннелле вăркăнтарчĕ, вара тăван хула çине тунсăхлăн пăхса илсе çĕре йăванчĕ.
Хусан вырăссен аллинче пулчĕ ĕнтĕ, анчах вăл çав-çавах парăнмарĕ-ха. Урам тăваткăлĕсенче, тăкăрлăксенче, кĕперсем патĕнче унта та кунта çапăçу пычĕ. Урам ик айккипе иртсе çӳреме сарса тухнă чул пур çĕрте те юнпа хĕрелчĕ.
Çын виллисенчен юри тасатнă вырăнпа хулана аслă князь чыслăн пырса кĕчĕ. Ун умĕнче çапăçура чапа тухнă воеводăсемпе боярсен ачисем, патша хыçĕнче Владимир Воротынскипе Шигалей пычĕç.
Аслă князь свити питĕ чаплăччĕ, анчах ăна никам та саламламарĕ. Урам пуш-пушă пулчĕ. Чылай аякка кайсан çеç пĕр çĕрте аслă княçпа ун воеводисене тыткăнран хăтарнă вырăс çыннисем пуç тайса кĕтсе илчĕç. Патша вĕсене вырăссен станне илсе тухма, лайăх тăрантарса килĕсене ăсатма хушрĕ.
Хула курса килсен аслă князь воеводăсемпе тепĕр хут кремле кĕчĕ. Ун патне хан керменĕнчен Едигера, ун ялавĕсене илсе тухрĕç.
— Сан çулу каллех Мускавалла выртать, Мухаммед Касымов Едигер, —терĕ государь хăйĕн умне пырса тăнă яштака тутар çине шăтарасла пăхса. — Мускав вăл сан пек тăлăх патша ачисене нумай йышăннă, халĕ те йышăнать. Ан хăра, пирĕн сире тăрантармалăх çăкăр-тăвар тупăнать унта...
Едигер вăл хăйне вăрçса тата мĕн те пулин каласса кĕтрĕ, унтан аслă князь тек шарлас çуккине сиссе утне утланчĕ.
— Лайăх çапăçрĕç тутарсем. Христос тĕнне ĕненмеççĕ ĕнтĕ, анчах пурĕ пĕр пирĕн пек этемех-çке вĕсем, — Едигершĕн мар, хăйĕн çыннисемшĕн каласа хучĕ Иван Васильевич.
Кремльти çуртсем, ун картишĕнчи мĕн пур пек хуралтăсем аслă княçпа воеводăсем тухса кайсан та пушанса юлмарĕç. Халь ĕнтĕ вĕсенче патша хушнă уйрăм ĕçсене тăвакан служилăй çынсем, стрелецки головасем, казаксемпе вĕсен утаманĕсем хуçа пулса тăчĕç. Вырăс канцелярийĕ вăрçă пĕтнĕ-пĕтмен хăйĕн ĕçне тытăнчĕ.
Хан мечĕтĕпе юнашар, уçă вырăнта, таçтан тупнă сăрлă сĕтелсем хушшинче лапсăркка çӳçлĕ дьяксем ларчĕç. Вĕсем тĕрлĕ çĕртен пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та илсе пыракан çынсемпе калаçрĕç, тĕпчемеллине тĕпчерĕç, тем çырчĕç, çырчĕç.
Акă казаксем хан нӳхрепĕнчен тин çеç кăларнă таканлă е тимĕр тăлăллă çынсене йышлăн хăваласа пычĕç.
— Кусемпе мĕн тумалла? Пурне те ирĕке ямалла-и? — терĕ пĕр ватăрах казакĕ типнĕ пулă çисе ларакан мăнтăр дьяк умне сатуррăн пырса тăрса.
— Ирĕке яма ĕлкĕрĕн, — терĕ лешĕ пуллине чăмлама пăрахмасăр. — Ку çынсенчен ыйтса тĕпчес пулать — камсем вĕсем, хан нӳхрепне мĕнле çакланнă?
Вăл çисе ярайман пулă пуçне аякка ывăтса ячĕ те тӳрех ĕçе тытăнчĕ.
— Эппин, пуçлатпăр, тăвансем. Эсĕ, хĕрлĕ сухал, сăмахран, кам пулатăн? — терĕ дьяк ушкăнра чи малта тăракан çынна хăй патне кăчăк туртса.
— Çĕпĕр мăрси эпĕ. Катăш князь тăванĕ, — халь-халь макăрса ярас пек сăмах хушрĕ хĕрлĕ сухал урари йывăç таканне кĕмсĕртеттерсе илсе. — Мана ним айăпсăр пиччӳ хăраххи пулĕ-ха эсĕ тесе тытса хупрĕç.
— Хусана мĕн тума килтĕн? Мĕн туса çӳренĕ вăрçă вăхăтĕнче ют çĕрте?
— Эпĕ вăрçă пуçланиччен килнĕччĕ. Вара хула тулашĕнчи нухайсенчен хăраса ниепле те вăхăтра тухса каяймарăм.
— Эсĕ кам тата, унпа юнашарри? — ыйтрĕ дьяк тураман çӳçне якаткаласа тăракан тепĕр çыннинчен.
— Камай мăрса шăллĕ. Ман пиччене пĕлме тивĕç ĕнтĕ эсир, — терĕ лешĕ.
— Пĕлетпĕр, — чăртмахланса тавăрчĕ дьяк. —Пиччӳне тупма пулăшăпăр. Халь малалла ирт-ха. Эсĕ кам пулатăн тата, старик?
— Эпĕ вырăс, — терĕ ват çын пек курăнакан тĕреклĕ этем. — Пуп эпĕ, Иван Глазатый. Тыткăна илнĕ хыççăн çирĕм çул хушши Хусанта пурăнтăм. Сафа-Гирей мана Хусан историне çыртарчĕ...
— Ăçта вăл, эс çырнă истори?
— Хан пӳлĕмĕнче пуль. Пĕлместĕп, мана кăтартман.
— Тупатпăр — терĕ дьяк. — Вăл истори аслă княçа та кирлĕ пулма пултарать...
Пупа çавăнтах ыттисенчен уйăрчĕç, айккинерех илсе кайса тăратрĕç.
Сĕтел умĕнчи черет малалла шурĕ.
Хапха патĕнче вырăс хуралçисенчен инçе мар тепĕр ушкăн тăчĕ. Ку ушкăнра тахçанхи туссем: Ахтупай, Северьян, Ятламас, Иливан тата Ахтупай арăмĕ Эрнепи — пулчĕç. Ăна, çак çулсенче хуйхăпа пĕтсе кăн-кăвак çӳçлĕ карчăк пулнăскерне, туссем Арск улăхĕнче, тыткăнран хăтарнисен хушшинче шыраса тупрĕç те яла тухса кайиччен кремль те пулин курса юлас тесе хăйсемпе пĕрле илсе килчĕç. Кремле шала кĕртмерĕç вĕсене, тутарсем вырăнне хурса пур çĕртен те хăваларĕç, тул енчен вара аякран килнĕ çынсем чылай куркаласа çӳрерĕç.
Каялла таврăнсан Муралей хапхи патĕнче вĕсен çумне кăшт хĕрĕнкĕрех дьяк çыпçăнчĕ.
— Тутарсене кунта тăма юрамасть. Мĕскер кирлĕ сире кремль таврашĕнче? — терĕ вăл юнашар иртсе кайнă чухне.
Ăна ним чĕнмесĕр ирттерсе ямаллаччĕ пуль, анчах Северьян, кăшт вырăсла перкелешсе илес шутпа-тăр, сăмах хушрĕ:
— Хамăр илнĕ хулара ма тăма юрамасть вара? Эпир уншăн юн тăкнă, халь курма та юрамасть-и? — терĕ.
— Смерд, çĕтĕк сăхман, эсĕ илтĕн пулĕ-çке ăна? — йĕкĕлтеме тăчĕ дьяк.
— Эпĕ те çапăçнă. Тен, ăна илессишĕн санран ытларах вăй хунă-ха эпир.
— Ун пек калаçма мĕнле хăятăн ха эсĕ, сурханах?
— Сурханахсем илчĕç те Хусана.
— Чим, тăхта, — терĕ дьяк Северьян патне çывăхах пырса тăрса. — Эп сана таçта курнă пек, ушкуйник.
— Тен, курнă та пуль. Арск енче Япанчапа аркатнă çĕрте пулнă пуль эс? Çавăнта тĕл пулнă-тăр эпир санпала...
— Астурăм! Астурăм! — кăшкăрса ячĕ дьяк таçта илтмелле. — Чулхула патĕнчи çын эсĕ! Палецкий князь вотчининчен! Унти тиуна вĕлертĕн те таçта тухса тартăн. Тĕрес калатăп-и, ушкуйник?
— Эпĕ сана ĕмĕрте те курман. Ан çулăх, — терĕ Северян хăйне палласа илнинчен самай хăраса ӳксе.
— Ну, халь лекрĕн! Эс манран ниçта та тараймастăн. Эй, стрелецсем, стрелецсем! Кунта килĕр. Кунта пĕр таркăн этем тăрать!
Çывăхра нимле стрелец та пулмарĕ. Хапха патĕнчи шалти хуралçăсем такам кăшкăрашнăшăнах чупса пыма кирлĕ мар тесе шутларĕç пулмалла. Никам та килменнине кура хĕрĕнкĕ дьяк хăйĕн çийĕнчи вăрăм ферязь аркийĕсене ик аллипе те пуçтарса илсе хапха еннелле лăпăстатрĕ.
— Ан тар, ан тар, эпĕ сана пурĕ пĕрех тытатăп! — çухăрашрĕ вăл чупнă май каялла çаврăна-çаврăна пăхса.
— Хăвăртрах тапса сик, Северьян, — терĕ юлташне Ахтупай. — Унсăрăн...
Северьян вăл каласа пĕтериччен çывăхри çĕмрĕк тараса хыçне чăмрĕ, ванса, ишĕлсе пĕтнĕ канавсем тăрăх анаталла анса кайса курăнми пулчĕ.
— Эй, тамаша! Вăйăран кăштах вăкăр тухмарĕ. Вăт сана Хусан! — терĕ Ятламас ассăн сывласа ярса.
— Чăнах, куç умĕнчех тыттарса яраттăмăр çынна, эй алла!
— Вырăсла калаçма вĕрентетчĕç ăна ярса илнĕ пулсан...
— Ним мар илсе каятчĕç. Арăмĕпе ачисене те кураймастчĕ пирĕн Северьян!
Юлташĕ тарса хăтăлнăшăн пурте чунтан савăнчĕç, çавăнпа кашни мĕн те пулин каласа хума тăрăшрĕ. Эрнепи çеç нимĕн те чĕнмерĕ. Вăл, Иливан хулпуççийĕнчен уртăнса тăраканскер, вĕçĕмсĕр макăрчĕ, макăрчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...