Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Хуçа арăмĕ минренипе кăшт çеç бинокльне ӳкермерĕ. Унăн çак самантрах пăрахута тапратса яма хушас кйлчĕ. Урисем вырăнтан та хускалмарĕç. Тăна кĕрсе тăнăçланма хăтлансан, çакна аса илчĕ: «Кĕвĕçетĕп мар-и? Мĕн сăлтавпа? Эп уншăн çуйнине пĕлет-им вăл? Е мана никампа та улăштармасса сăмах панă-и? Хам ăна килĕштерсе пăрахнине систернĕ пулсан, вăл никам хыççăн та семленмĕччĕ-и, тен, пĕр мана çеç парăнĕччĕ. Апла пăлханни тивĕçсĕр». Ĕнтĕ хуçа арăмне çакă тĕлĕнтерчĕ: хăçан курнăçса çавăрма ĕлкĕрне вăл капитан хĕрне? Кур-ха вĕсене, пĕр-пĕрне ыталаса чуптума та хăйса çитнĕ. Тăван мар ывăлĕ Зина хыççăн пуçне çухатсах чупнине, лешĕ çаврăнса та пăхасшăн маррине те пĕлет хуçа арăмĕ. Ку йĕкĕт курнă-курманах çавăрнă ав...
Пăрахут тĕлне çитсен, Ванюк Атăл хĕрринелле пăрăнайнăччĕ — виçĕ арçын ун çулне пӳлчĕ. Çĕтĕк-çатăк тумлă хăйсем. Пит-куçĕсем вараланчăк. Аслă çул çине тухнă вăрă-хурах тейĕн. Ванюк пурпĕр хăраса ӳкмерĕ.
— Мĕн кирлĕ сире? — терĕ вăл йĕрĕнсе.
Атăл енче тăраканĕ атă кунчинчен çĕçĕ туртса кăларчĕ. Тискеррĕн шур куçне çавăркаларĕ:
— Тӳрех асăрхаттаратпăр, шăв-шав кăларма ан шухăшла. Çакăнтах пуçна çухататăн!
— Хуткупăсна ларт! Пиншакна, кĕпӳ-йĕммӳпе аттуна хывса хур. Текех кирлĕ пулмĕç вĕсем сана! — хаяррăн хушрĕ тепри.
Тĕрĕссипе, вĕсем Ванюка вилесле хĕнеме кăна кĕрĕшнĕччĕ. Тумĕ аваннине курсан, сутса ĕçмелĕх сӳсе илме шутларĕç.
— Хывăн хăвăртрах! — халь çулса илес пек кăшкăрашрĕç.
Ванюк çакна лайăх ăнланчĕ: Зина ахальтен сыхланма сĕнмерĕ иккен. Ку эсреметсене никам та мар, буржуй чĕппи тара тытнă. Шанма çук, чиксе те пăрахĕç вĕсем. Пуринчен малтан çĕçĕллине çапса ӳкермелле.
— Шӳтлеместĕр пулсан, хывăнмах лекет... — парăннăн мăкăртатса хуткупăсне çĕре лартрĕ Ванюк. Вара çиçĕмле хăвăртлăхпа эсремет çине сикрĕ, çĕçĕллĕ аллине тимĕр хĕскĕч пек çатăрласа тытрĕ. Тепĕр чăмарĕпе янахĕнчен тăрăслаттарчĕ. Лешĕ сасă та кăлараймасăр çĕре пĕтĕрĕнсе анчĕ. Самантрах тепĕр иккĕшĕ Ванюк çинелле ыткăнчĕç. Сывлăш çавăрма та ĕлкĕреймен матрос çывăхраххине чăмăрĕпе чышрĕ. Малтанхинчен те тĕреклĕскер сирпĕнсе кайрĕ. Виççĕмĕшĕ, çакна курса, айккинелле тапса сикрĕ.
Çакна бинокльпе сăнаса тăракан хуçа арăмне тинех чун кĕчĕ.
— Петр Николаевич! Петр Николаевич! Çыран хĕрринелле пăхăр-ха! Сирĕн çухалнă матрос мĕн хăтланать унта?!
Капитанпа пĕрле палуба çинчи çынсем те хуçă арăмĕ кăтартнă еннелле пăхрĕç те Ванюка темле çынсем тапăннине асăрхарĕç. Юлташа епле пулăшусăр хăварăн! Матроссем хăвăрт кимĕ çине ларса çыран хĕрринелле ишрĕç.
Ванюк виççĕмĕшне те инçетех ямăрĕ.
— Ахă, шеремет... Буржуй чĕппи сахал тӳлерĕ-им?
Ман тумтирпе тăрлама шутлăрăр эппин? Хаваспах хушса парăп! Ӳлĕмрен чипер çӳрекен çынсем çумне çыхланаймăр!
Эсремет пусма вырттарнă выльăхла чĕтреме пуçларĕ. Аран-аран тухакан сассипе Ванюка ӳкĕте кĕртме хăтланчĕ:
— Каçар, тархасшăн. Пире чăн та хуçа ачи аташтарчĕ. Урăх нихçан никама тапăнмастăп. Каçар, тархасшăн.
Ахаль чухне пулсан, йăлăннине чĕрене хурĕччĕ те Ванюк эсремете чиперех вĕçертĕччĕ. Халь чунĕ тăвăлнипе хаяррăн çавăрттарса хучĕ:
— Кашкăр сурăха шелленĕ, тет те, кăштахран хӳрипе урине кăналăратса хăварнă, тет!
Ванюк эсремете ал вĕççĕн çĕклерĕ те çĕре тăрслаттарчĕ. Хăй шыв хĕррине пырса аллине çурĕ, хуткупăсне илсе хулпуççи çине çакрĕ. Кĕçех юлташĕсем чупса çитрĕç. Ыйту çине ыйту пачĕç:
— Камсем çулăхрĕç? Ăçта çухалса çӳретĕн эсĕ?
— Эп ăçта çӳрени мĕне кирлĕ сире! — лăпланаймасăр хуравларĕ Ванюк. — Камсем çулăхнине пĕлместĕп. Тумтире сӳсе илесшĕнччĕ.
Буржуй чĕппи тара тытнине те каласа парĕччĕ Ванюк, Зина ятне асăнма лекесрен шарламарĕ.
Кимĕ çине вырнаçсан, Федя сăмах хускатрĕ:
— Пирĕн паçăрах вырăнтан тапранмаллаччĕ. Юрать-ха, хуçа арăмĕ кĕтсе илме килĕшрĕ. Ахаллĕн çыран хĕрринех тăрса юлаттăн!
Юлташĕ ырă сунса канăçсăрланнине пĕлет Ванюк. Хăй пысăк айăпа кĕнине те ăнланать. Капитан ăна каç-кулĕм хуçа арăмне дачăна леçес пирки астутарнăччĕ-çке.
Ванюк йăлтах улшăннине, ун куçĕсем хаяррăн çиçнине пуринчен малтан хуçа арăмĕ асăрхарĕ, сăлтавне те ăнланчĕ. Темле ăçтиçуксемпе çапăçнине хăй курса тăчĕ-çке. Пĕрлех киленчĕ те. Çак тери паттăр йĕкĕтре шанăç пулма кирлех.
Кĕтсе илекеисем те паçархи ыйтăвах пачĕç.
— Камне хăямат пĕлет-и! Хупăрларĕç те тумтире хывса хума хушрĕç. Çакăнпа хăратрĕç, — илсе килнĕ çĕççине кăларса кăтартрĕ Ванюк.
Хуçа арăмĕн чĕри кăртах турĕ. Йĕкĕте чăнах та чиксе пăрахма пултарнине ĕненчĕ.
Команда çилĕллĕн шавласа илчĕ:
— Вăт явăлсем! Юрать-ха, çирĕп алла çакланнă! Теприне, ахăртнех, çаппа-çарамас тăратса хăварĕччĕç!
— Вăрă-хураха тăн панăшăн ырлама тивĕç! — терĕ капитан, команда шăплансан. — Çапах та аслисем хушнине итлеменни кӳрентерет. Каçалапа хуçа арăмне дачăна леçме каятпăр тесе чиперех ăнлантартăм-çке. Ыттисене пĕлтерес вырăнне эс ху çухалса çӳретĕн.
Çакнашкал ыйту пуласса, ятласса та кĕтнĕ Ванюк. Пурпĕр малтан çухалса кайрĕ. Кирлĕ-кирлĕ мара пакăлтатма юлташсем умĕнче мар.
— Петр Николаевич! — сассине хăпартарах чĕнчĕ вăл. — Эп ăçта çӳрени сире кирлех те мар. Вăхăтра таврăнайманшăн айăплине йышăнатăп. Халь вырăнтан кăларса ярсан та ӳпкев çук.
— Халлĕхе сăмах ĕçрен кăларас пирки мар. Хăвăра шелленипе. Кунта тĕрлĕ этем пурăнать. Киревсĕррисем те пайтах. Кама тан пулин çаратмасăр е вĕлермесĕр пĕр каç та иртмест. Пĕччен-иккĕн тухса çӳреме хăрушă. Самана пăлхавăрлине асра тытмалла. — Капитан шухăшне вĕçлерĕ те командăна хушрĕ: — Кочегарсем, пăсă çĕклĕр! Эсир, матроссем, якăр хăпартма хатĕрленĕр!
Хуçа арăмĕ вара ку йĕкĕт çапăçура çеç мар, юратура та паттăр пуласса ĕненчĕ. Тепри пулсан, хăй турре тухасшăн савнă хĕрне те намăса кĕртĕччĕ. Кăна ним иккĕленмесĕрех шанма юрать.
Хывăнса тумланнă çĕре Ванюк йăлтах тăнăçланса çитрĕ. Эсреметсем нимех те тăваймарĕç. Вĕсене вăл хăй шаккаса хăварчĕ. Кая юлса таврăннăшăн капитанпа хуçа арăмĕ каçарчĕç пулмалла. Капитана чăрсăрланарах хуравлани аван мар та, ĕçре тăрăшнипе кăмăлне çавăрĕ-ха. Хĕрĕ, чун савнă Зина, кимĕсем патĕнче каллёх тĕл: пулма килĕшрĕ. Пăрахучĕ кăна халех урăх çĕрелле ан кайтăрччĕ.
Ванюк трюмран хăпарнă çĕре юлташĕсем якăр кăларма хатĕрленнĕ. Лоцманпа капитан тата хуçа арăмĕ штурвал патне хăпарнă.
Якăр кăларма хушасса кĕтнĕ май матроссем каллех Ванюка тапăнчĕç:
— Юман Паттăр, кирек мĕн тесен те, ырă енне çухалса çӳремен эсĕ! Каласа пар-ха, ăçта пултăн?
— Чăнах, ăçта пулнă-ши эпĕ? — терĕ кăмăлĕ уçăлса çитнипе Ванюк. — Малтан хула тăрăх уткаларăм. Пĕр урамĕнчен тепри илемлĕрех те, ниепле ытарса тухмалла мар. Унтан хамăр лартса хăварнă баржăсем тĕлнерех Атăл хĕррине антăм. Çанталăкĕ лăпкă. Сывлăшĕ уçă. Атăл тӳлеккĕн те чуна илĕртсе юхать.
— Мĕн çăвара карса итлетĕр çавна! — терĕ ăна пӳлсе Федя. — Водолив хĕрĕ патне кайнă вăл.
Ванюк та шӳте пăсмарĕ:
— Шереметсем, тăнлă-пуçлах иккен эсир. Эп ăçта çӳренине çеç мар, шухăш-кăмăлăма та пĕлетĕр. Тĕрĕссипе, мана баржа çинчи хĕрсем йышăнмарĕç. Пĕччен сӳсленсе çӳрекен каччă кирлĕ мар, юлташусене илсе кил терĕç.
— Ырă хыпар! Хуçа арăмне леçсе хăварсанах кайăпăр!
Матроссен хаваслă шавне каллех Федя татрĕ: — Атьсемĕр, тăхтăр-ха! Юман Паттăр кам хуткупăсне çаклатнă. Лешсемпе пĕрле магазин çаратман-и? Тен, çаратнă япаласене пайлайман пирки çапăçса кайнă?
Юлташĕсен сăмахĕсем Ванюка кăшт кӳрентерчĕç те, çапах вăл хирĕçес вырăнне чăннине каларĕ:
— Хуçа арăмĕ панă укçапа туянтăм эп ăна. Çаратнă тесе çылăха ан кĕрĕр.
— Çавăн чухлех-и вара? — тĕлĕнчĕç матроссем.
— Ытларах та. Пушанар-ха, пурне те сăйлăп.
Кочегарсем пăс çĕклени, якăр кăларма хушса пăрахута кăшкăртни матроссен хаваслă шавне татрĕ.
Пăрахут хускалчĕ те хăвăртлăхне ӳстерсе пычĕ. Икĕ матросне хӳре тытма чĕнсе илчĕç.
— Ванюк, эс мĕн, хуткупăсна трюмра вырттарма туяннă-и? — терĕ Федя ĕçрен пушаннă май.
— Юман Паттăр, илсе кил эппин. Пĕр ташлăпăр та юрлăпăр! — сĕнчĕç ытти матроссем те.
Ванюк хăй те каласшăн çунать, капитанпа хуçа арăмĕн кăмăлĕсем пăсăлнăн туйăннипе кăна хăю çитерейместчĕ. Халь хаваспах юлташĕсен кăмăлне тивĕçтерме шутларĕ. Хуткупăсне трюмран йăтса тухрĕ те кĕнек çине вырнаçрĕ. Хăнăхнă йăлипе пуçне кăшт каçăртрĕ. Каялла вырттарнă çӳçĕ лăстăр силленчĕ. Самантрах вырăсла ташă кĕвви янăраса кайрĕ. Илемлĕн те çĕкленӳллĕн шăранать кĕвĕ. Палубă хаваслăн кĕмсĕртетет. Вахтăра мар кочегарсем те çитсе алă çупма тытăнчĕç. Пĕрне-пĕри хистени илтĕнчĕ: — Ну, кам пуçарать? Камăн ури çăмăл? Унччĕн те пулмарĕ — Федя сиксе тухрĕ. Хусанта чухне Ванюк хуткупăс каланипе сахал ташламан вăл.
Штурвал патĕнчисем те тимлерĕç. Çамрăксен вăййи-кулли такамшăн та паха çав. Капитан, паçăр çеç кăмăлсăр пулнине манса, Ванюка ырларĕ:
— Маттур йĕкĕт. Хуткулăсне те ăста калать. Хамăн та ура тупанĕсем çунма пуçларĕç.
— Апла мĕн пăхса тăратăр?! — терĕ хуçа арăмĕ. — Ташша тухсамăр!
Хуçа арăмĕн чăматанĕсем пушă пулас çуккине, дачăна кайнă чух эрехсĕр çӳременнине капитан лайăх пĕлет. Кăштах сыпсан кансĕрлемĕччĕ тесе шухăшлать.
— Ташлама пулĕччĕ те, Ольга Ивановна, хăват çитеймесрен хăратăп...
Хуçа арăмĕ ăнланчĕ. Хăйĕн те яланхи пурнăçă пĕтĕмпех манас, çамрăксемпе выляс-кулас килет.
— Сирĕн хуйха сирме темех мар, Петр Николаевич! — йыхăрчĕ вăл. Пăлуба çине ансан, пĕр чăматанĕ çине кăтартрĕ: — Йăтса кĕрер...
Каютăра сыпкаласа хăюлланнă капитанпа хуçа арăмĕ ушкăна пырса тăнине никам та сисмерĕ. Пĕрин хыççан тепри сике-сике тухса ташлаççĕ. Тимĕр палуба куçса каяс пек кĕмсĕртетет. Çук, хуçа арăмĕ кунашкал хаваслă пурнăçа качча тухнăранпа та курман. Ан тив, вĕсен килĕнче ĕçкĕ тавраш час-часах пулкалать, музыка та, ташă-юрă та çителĕклĕ унта, çапах тунсăхлă, чуна килентерейместĕн. Кунта чурăсла ирĕклĕх. Сывлăшĕ — çăтса тăранмалла мар. Пăрахут çав-çавах чашлатса та пашлатса Атăла кастарать, ĕмĕтленнĕ тĕллев еннелле илсе пырать. Эрех те хăйĕн ĕçне турĕ. Çамрăк арăмăн юнне вĕрилентерсе чуптарчĕ.
Пĕр çамрăкĕ ташлама чарăнсан, капитан ункă варрине тухрĕ. Кулăшшăн урисене кукăрткаларĕ, аллисемпе хăлаçланкаласа çаврăнчĕ. Вара йăкăштаттарса хуçа арăмĕ умне пычĕ. Ун умĕнче урипе тăрăс тапрĕ. Лешĕ кĕттерсе тăмарĕ — ахахĕсене çиçтерсе тухрĕ. Ванюк тата хаваслăрах калама тытăнчĕ. Алă çупакансем те çĕкленӳллĕрех пулчĕç. Маттур ташлать иккен хуçа арăмĕ. Капитана та хĕрĕх пилĕк çула çитнĕ тесе калаймăн. Юлашкинчен купăсçăна пуç тайрĕç. Ванюк тӳсеймерĕ — Хăй каласа хăй ташлама тухрĕ.
Ой, бог, не дай, бог,
Маленышй родился!
Извините, господа,
Очень торопился…
Команда кĕрр! кулса ячĕ.
Ыттисемпе пĕрле хуçа арăмĕ те ахăлтатрĕ. Аллисене çӳле çĕклесе çупрĕ. Ванюк сикет те сирпĕнет, лапчăнать те арман çунатти пек çаврăнать. Хуçа арăмĕ йёкĕт çинчен куçне иле пĕлмест. Юлашкинчен тусеймерĕ — юнашар тăракан капитана хăлхинчен пăшăлтатрĕ:
Петр Николаевичг купăсçăна хавхалантарма ан манăр вара!
Ташă вĕçленсен капитан Ванюка кăчăк туртса хай патне каютăна йыхăрчĕ.
— Маттур ташлаттартăн. Уншăн сана сăйлама тивĕç! — тесе икĕ стакан эрех тултарчĕ. — Тыт, сан çамрăк пурнăçу яланах ăнса пытăр!
Йĕкĕт ĕçесшĕн марччĕ. Айăпа кĕнине каçарнă, самай ырлăх кăтартнă çын кăмăлне пăсас килмерĕ. Вăл каялла тухма ĕлкĕриччен хуçа арăмĕ кĕрсе тăчĕ.
— Петр Николаевич, ăçир кунта-çке? Сыпмалли те пур-им сирĕн? Мана та пĕр черкке тултарса памăр-и? — ăнсăртран килсе лекнĕ çын пек калаçрĕ çамрăк арăм. Пĕр черкке çеç тултарнине асăрхасан, ӳпкелерĕ: — Петр Николаевич, намăс мар-и сире? Мана, хĕрарăм пуççăн, пĕччен ĕçтересшĕн!
— Ольга Ивановна, каçарăр, тархасшăн. Эсир маттур ташланипе тăна çухатрăм курăнать...
Йĕкĕт умĕнче мухтани хуçа арăмне килĕшрĕ.
Çакăнта иккĕнех юлсан епле аванччĕ тесе шухăшларĕ хуçа арăмĕ. Ним вăтанмăсăр йĕкĕте ыталĕччĕ. Хушсан, капитан каясса та шанать те... Пĕтĕм команда умĕнче ăссăрла айкашни ырă кăтартмĕ. Вырăна çитесси те инçех мар ĕнтĕ. Хускалнă туйăмне унта та лăплантарĕччĕ.
— Ванюк, пытармастăп... Эсир мана хĕр пурнăçне аса илтертĕр. Ун чух чару çукчĕ. Ташлаттăмăр-и е юрлаттăмăр — пурте килĕшӳллĕччĕ. Çавна сума суса шаккар-ха! — терĕ çепĕççĕн хуçа арăмĕ.
— Сударыня, кăмăлара килентерме пултарнăшăн савăнатăп. Анчах черккерен хăтарма ыйтатăп. Эсир киличчен çеç Петр Николаевичпа ĕçсеттĕмĕр, — хирĕçлеме хăтланчĕ Ванюк.
Хуçа арăмĕ чăнкăр кулчĕ те ӳпкелеме хăтланчĕ:
— Маттур йĕкĕт эсир. Çапах хăвăра хисепленине йышăнасшăн мар.
— Ванюк, йăлăнтарни тивĕçсĕр! — сăмах хушма васкарĕ капитан.
«Хăямата хăяккăн! Пĕр черккешĕнех хуçа арăмне çиллентермесен те юрĕ!» — тесе шутларĕ те Ванюк парăнчĕ:
— Сирĕн сывлăхшăн, сударыня! Мăкăнь чечекĕ пек илемлĕ çамрăклăхăр ĕмĕр сӳнми çиçтĕр!
— Эсир хитре сăмах калама та ăста-çке?
Шаккаса ĕçрĕç.
— Ĕнтĕ юлташсем патне вĕçтерем!
Хуçа арăмĕ айккинелле пăрăнса çул турĕ. Капитанпа иккĕшĕ çеç юлсан:
— Петр Николаевич, вырăна çитсен, чăматансене Ванюка йăттарса ярар ман хыççăн. Каярах машиниста, лоцмансемпе штурвальнăйсене илсе пырăр! Хăна тăвăп!
Капитан пуçне шанманлăх çавăрса илчĕ. Хуçасен арлă-арăмлăхĕ ăнăçсăррйне, вĕсен пурнăçĕ ырă-татуллă маррине пĕлет вăл. Çапах Ольга Ивановна кун пек тенине илтменччĕ. Халь упăшкинчен ирĕке юлнипе усă курса юласшăн-им?
Капитан хуçа арăмĕн шухăшне йăлт тавçăраймасăрах килĕшрĕ.
— Сирĕн ирĕк, Ольга Ивановна...
— Тата акă мĕн, Петр Николаевич, хамăр патăрта чухне эпир командăна «на чай» парасси çинчен калаçсаттăмăр. Шăп вăхăт. Вуншар тенкĕ укçан та пĕрер черкке эрех парсамăр ман ятпа!
Хуçа юратакан тарçăна ыттисем хисеплеме пăрахаççĕ. Пăрахут çинче ĕçлекенсем те Ванюка кăмăлсăр кĕтсе илчĕç. Хуçа арăмĕпе капитан та вĕсем патнелле çывхарчĕç.
— Тăвансем! — хаваслăн чĕнчĕ капитан. — Çул çинче пăрахута çăлса хăварнăшăн, пур ĕçе те йĕркеллĕ тума тăрăшнăшăн хисеплĕ Ольга Ивановна сире вуншар тенкĕ укçан парать, пĕрер черкке эрехпе сăйлать!
Хуçа парнине команда хаваспах йышăнчĕ. Виçĕ çынна пĕр кĕленче тивет иккен. Хăвăрт пайларĕç. Пĕр пуслăх ĕçсе вунă пуслăх ӳсĕрĕлнĕн шавласа кайрĕç:
— Юман Паттăр, хуткупăс кала!
Кĕнек çине ларчĕ кăна Ванюк — Зина куç умне тухса тăчĕ. Йĕкĕт хăй ăçтине, юнашар кам пуррине те манчĕ. Мĕнпур кăмăл-шухăшĕ юратнă хĕршĕн çуннипе хуткупасне туртса ячĕ. Уçă сассипе юрларĕ:
Накинув плащ с гитарой под полою,
К ее окну приник в тиши ночной...
Федьăна Саша та ăна пулăшма тытăнчĕç. Ку юрра та вĕсем Ванюкран вĕреннĕ.
Не разбужу ль я песней удалою
Роскошный сон красавицы младой...
Тата виç-тăватă çамрăк юрра пĕлекенсем тупăмвç.
Пăрахут кăшкăртни хаваслăха татрĕ. Ванюк хуткупăсне калама чарăнсанах, пурте ура çине тăчĕç. Сĕм вăрмана сăнама пикенчĕç. Ĕмĕрхи хырсем хушшинче сарăпа сăрланă икĕ хутлă, балконлă çурт курăна пуçларĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...