Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Ванюк, Вальăпа иксĕр пĕр-пĕрне тивĕç çамраксем эсир. Вăт, çураçнăн шутласа, тепрер черкке ĕçер-ха!
Ванюк тарăхса кайрĕ. Тӳртен патлаттарса хучĕ:
— Ĕçместпĕр! Мана пĕр хут авлантарни те çителĕклĕ. Валя валли манран лайăхрах каччă тупăр. Иккешĕ хăвăр ĕмĕтленнĕ пек телейлĕ пулĕç!
Валя пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса канрĕ. Ашшĕпе амăшĕ хĕрне авланнă çынна качча параçшăн пулнине тĕнче курман-тăр! Валя тек тӳссе лараймарĕ, тухса вирхĕнчĕ.
Водолив çемйин кăмăлĕ пăсăлнине сисрĕ Ванюк, Урăх кунта ларма-тăма çук. Пурпĕр шухăшне евĕклĕн вĕçлерĕ.
— Çавнашкал... Хам айваннипе нӳремсĕр самах персе ятăм-и тен, ан çилленĕр. Çăкăр-тăваршăн тавтапуç! — терĕ те тухса утрĕ.
Ванюк кунта самантлăха та юлма юраманнине ăнланчĕ. Водолив çемйи çилленнĕ. Хĕрсем вăрăмтуна пек çулăхаççĕ, сирсе çитермелле мар. Инкекрен хăтăлма пĕр май çеç — хăвăртрах пăрахут çине таврăнмалла. Малти баржа çинче пулсан, рупор илĕччĕ те кăшкăрĕччĕ. Кам та пулин илтетчех. Апла унта куçмалла. Мĕнле майпа? Ав, кайри баржăсене малти баржăран кăкарнă хулăн косяксем татăлас пек карăннă...
Матроссем тем хыпкаланнине сиссе, водоливпа арăмĕ сăмсана чупса пычĕç. Кайри баржăсене кăкарнă косякран çакăннă Ванюк аллисене сиктере-сиктере малти баржа еннелле шунине курсан, вĕсей хăраса ӳкрĕç. Кунтан ăссăр этеме ĕмĕр тăршшĕпе те никам курман-тăр. Косяк кăшт пушанса карăнсанах шалманалла сирпĕнĕн.
Ӳкме пултарасса Ванюк та чухлать. Çавăнпа аллисене хăвăрттăнрах шутарма тăрăшать. Куракансем хăйне шеллесе калаçни илтĕнмест. Хăлхинче — Атăл теме систернĕн шĕрлени кăна. Çурринчен те иртрĕ ĕнтĕ Ванюк, малти баржа патне çитесси инçе юлмарĕ. Çул улшăннипе пăрахут малти баржăна кăшт сулахаялла пăрчĕ. Ванюк тытса пыракан косяк лăнч пушанчĕ. Курса тăракансен чĕрисем кăртах турĕç.
Ванюк чунĕ те сӳлетрĕ. Шалмана нăмнăн туйăнчĕ ăна. Шума пăрахса, косяка çирĕппĕн çатăрласа илчĕ. Вăл карăннă чухне алли тӳстĕр кăна.
Йĕкĕт инкеке çакланнине малти баржа çинчи водолив та асăрхарĕ. Ăна вилĕмрен хăтарма пĕр май çеç — косяка пăрахут вăйĕсĕр карăнтармалла.
— Хӳрене сылтăмалла пăрăр! — хушрĕ вăл матроссене. Ванюк ытамĕнчи косяк майĕпен хытрĕ. Хӳрене тĕрĕс тытманнине пăрахут çинчисем самантрах сисрĕç, кăшкăртса астутарчĕç. Водолив итлемерĕ вĕсене, Ванюка васкатрĕ:
— Хăвăртрах шăвăр! Косяка каллех пушатма лекет! Ванюк ăнланчĕ. Мĕнпур вăйран малалла шурĕ. Кĕçех баржа патне çитрĕ. Ал вĕççĕн çĕкленсе, борт хĕррине выртрĕ. Çăмăллăн сывласа ярса, ура çине тăчĕ. Кайри баржа еннелле çаврăнса пуç тайрĕ.
— Шереметсем, мана хисеплесе ăсатнăшăн тавтапуç! Сыв пулăр та пур пулăр!
Ванюк шалмана ӳкесрен канăçсăрланса тăнă водолив ăна тӳрех ятлама тытăнчĕ.
— Сана мĕн, пурнăç йăлăхтарчĕ-им? Юрать-ха, косяка хамăр карăнтартăмăр. Унсăрăн...
— Ырă тунăшăн тавтапуç! — терĕ Ванюк. Айăпне хăй çинчен сиресшĕн хушса хучĕ: — Пăрахут çине таврăнас килчĕ. Çавăнпа сирĕн баржа çине куçма шутларăм.
Ванюка хĕрсем сырăнса илчĕç. Ятне ыйтса пĕлчĕç те, кăмăла килме тăрăшса, шăкăлтатрĕç:
— Пăрахут çине таврăнма ан васка! Тунсăхлама памăпăр!
Пĕринчен тепри илемлĕ хĕрсем ырă сунса йыхăрни Ванюка килентерчĕ. Вĕсемпе ик-виçĕ каç пĕрле ирттерни тем пекехчĕ те, ĕçе васкамалла. Пурпĕр ăш сăмах каласа хăварма тивĕç:
— Чиперккесем... Кăмăлăрсене ытарас çук. Вырăна çитер-ха, юлташсемпе паллаштарăп.
Пăрахут çинче Ванюка вахтăра тăман пĕтĕм команда кĕтсе илчĕ. Кимĕ çинчен тухсанах, капитан ăна ал пачĕ:
— Тав тăватăп! — Çирĕм пилĕк тенкĕлĕх хут укçа кăларса тыттарчĕ. — «На чай!» Ку хамран. Вырăна çитсен, хуçа та тивĕçлипе хаклĕ!
Ванюк сасартăк Хусанти пурнăçне, хуçа арăмĕ унашкал укçана çĕре ывăтса панине аса илчĕ те:
— Кирлĕ мар. Эпĕ «на чайла» ĕçлеме кĕрĕшмен! — тесе хучĕ.
— Тыт, тыт! Ку сана тивĕç укçа!
Команда та питех тĕлĕнчĕ. Федьăпа Саша капитан хутне кĕрсе сăмах хушрĕç:
— Юман Паттăр, кăлăхах турткаланатăн! Ванюк юлташĕсем те пая кĕресшĕннине тавçăрчĕ.
— Петр Николаевич, — терĕ вара, — укçана Федьăна парăр, Чулхулана çитсен ĕçме-çиме илнĕ чух пуряншĕн те тӳлетĕр. Пăрахута инкекрен çăлса хăварасшăн пурте пĕрле тăрăшнă.
V
Тепĕр икĕ эрнерен, кăнтăрла тĕлнелле, ним кăлтăксăрах Ярославле çитрĕç. Баржа çинчисем буксир вĕçне шыва пăрахсан, матроссем ăна ушкăнпа тытрĕç та хавассăн юрласа ячĕç:
Эй, дубинушка, ухнем!
Раззеленая сама пойдет!..
Пăрахут баржăсенчен анатарах çыран хĕрне якăр ячĕ.
Команда кимĕ çине тиенчĕ. Çырана тухса сăрта хăпарсан, Атăл тăрăх ним сас-хура илтмесĕр килнĕскерсене пурнăç хуранне кĕрсе ӳкнĕнех туйăнчĕ. Хӳмесем çине вуншар плакат çапса тултариă. Çурçа пăрахнисем тусан айĕнче выртаççĕ, чĕрсе антарнисене çил вĕлкĕштерет, Мĕн-мĕн çырман-ши унта? Вăрçă нимĕçсене çĕнтернчченех пымалла иккен. Ак тата салтакла тăхăннă çамрăк хĕр аллине винтовка тытнă та хĕрупраçсене çар ретне тăма йыхăрать. «Сывă пултар Вăхăтлăх правительство!» — тенĕ аялта. Керенский портречĕ те пур. Анчах такам ун куçне тĕксе шăтарнă. Тепĕр сăнӳкерчĕкĕ çине хура сăрпа хĕрес туртса хунă. Çавăнтах: «Вăрçă тĕп пултăр! Пире вăрçă мар, мир, çăкăр, республика, сакăр сехетлĕ ĕç кунĕ кирлĕ!» — тесе çырса çапнă. Фабрик-заводсенче сакăр сехетлĕ ĕç кунĕ тума. Хĕрлĕ гвардие çырăнма, улпутсен çĕрне туртса илме сĕннĕ.
Пăрахут çинче ĕçлекенсем хăш плакатне кам çыпăçтарнине пĕлеймерĕç пулин те, вăрçă кирлĕ мар, çĕре улпутсенчен халех туртса илмелле тенине хапăлларĕç.
Хула пахчине кĕрсен, вĕсен кăмăлĕ çĕкленчĕ. Çулçăсем сарăлма хăтланнипе ытарма çук илемлĕ, сывлăш таса та уçă. Ав, йывăçсен тăрринче кайăксем юрлаççĕ.
— Çак пахчана пирĕн хуçа аслашшĕ хула халăхĕ валли чĕртсе хăварнă! — пырсан-пырсан сăмах хушрĕ капитан.
Пăрахут çинче ĕçлекенсем тĕлĕнчĕç. Халиччен вĕсем хуçа таврашĕ пуясшăн никама шеллеменнине, такама улталама хатĕррине кăна пĕлнĕ. Нивушлĕ вĕсен хушшинче çакнашкал ырă кăмăлли те пулнах-ши? Укçине ниçта хума аптранипе ыр ят хăварасшăн айкашнă пулинех.
Пахчан сылтăм енче ларакан виçĕ хутлă шур çурт тĕлне çитсен, капитан каллех ăнлантарчĕ:
— Ку пирĕн хуçа кил-çурчĕ.
— Ух, ача... Хула, пысăкăшех! Миçен пурăнаççĕ-ши кунта?
— Вĕсем пурĕ те виççĕнех. Хуçапа арăмĕ те ывăлĕ. Ытти — прислугăсем, — пĕлтерчĕ капитан.
— Кашни чун тӳпине пĕрер хут тивет!
Пахчаран тухса инçех те кайманччĕ — сакăр хутлă арман тĕлне çитрĕç.
— Арман-тăк арман... — тĕлĕнчĕç матроссем.
— Пирĕн хуçан вăл. Ав леререх табак фабрики те пур унăн! — ăнлантарчĕ капитан.
— Ой-йой! Укçа миçе миллион-ши унăн?!.
— Вăт, çитрĕмĕр! — терĕ капитан, пĕр пысăк магазин умне чарăнса. — Ку та пирĕн хуçан. Çакăнта кĕрĕпĕр!.
Магазинта ĕçлекенсем капитана паллани тата ăна хисеплени алăк урати урлă каçсанах палăрчĕ. Хаваслăн саламласа кĕтсе илчĕç. Çĕнĕ хыпарсем пĕлесшĕн пулчĕç.
— Хăвăр мĕнле пурăнатăр? Пирĕн хулара мĕн сас-хура пур? — ыйтрĕ капитан.
— Пăтăрмах, Петр Николаевич! Кашни урам тăваткалĕнче митинг! Эсерсем халăха хăйсем май çавăрма тăрăшаççĕ. Большевиксем — хăйсем май. Пĕрисем вăрçа тăсмалла, эпир капиталистсемсĕр теççĕ. Теприсем вăрçа пĕтермелле, пире мир, çăкăр кирлĕ, буржуйсене долой тесе кăшкăраççĕ. Чи пысăк хыпар çак, Петр Николаевич, пирĕн хуçа рабочийĕсем те забастовка туçа ирттерчĕç.
— Забастовка? Мĕн сăлтавпа?
— Хăвăрах пĕлетĕр, шалу сахал, юр-вар хакĕ кунран-кун ӳсет.
— Вара мĕнле вĕçленчĕ?
— Хуçа рабочисен ыйтăвне тивĕçтернĕ тĕрĕç. Капитан пăшăрханчĕ, хуçан кăмăлĕ лăсак пуласса сисрĕ.
— Хальхи саманара темтепĕр сиксе тухе! — терĕ те вара хăй мĕншĕн килнине каласа пачĕ: — Сирĕнле халап çапма пит аван та, пирĕн васкамалла. Ку йĕкĕтсем «Победа» пăрахут çинче ĕçлеççĕ. Вĕсене сахăр, кĕрпе, çу тавраш кирлĕ.
— Петр Николаевич, сирĕншĕн тесен, пурне те тупăпăр!
Пăрахут çинче ĕçлекенсен куçĕсем алчăрарĕç. Хуçа магазинĕнче çăнăхĕ, сахăрĕ, çăвĕ — тем те пур иккен. Анчах укçа сахаллипе икшер кĕрепенкке сахăр, вуншар кĕрепенкке кĕрпе, пĕрер кĕрепенкке хĕвелçаврăнăш çăвĕ кăна туянчĕç. Çапах магазинта ĕçлекенсене пуç тайса тав турĕç.
— Кирек мĕн калăр та, пирĕн капитан — ырă çын. Тепри пулсан, çакăнта çити ертсе килместчĕ!
— Ертсе килме терĕн, çаврăнса та пăхмĕчче! — терĕç ыттисем, Федя шухăшĕпе килĕшсе.
— Вăт, хуçа тени вара настоящи буржуй! — пуянсене мăшкăлласа чĕнмелли ят тупăннăшăн киленсе, каялла тухрĕç вĕсем. Паçăрхи пахчана кĕчĕç. Нумай та кайманччĕ — капăр тумлă çамрăксем пухăнса танине асăрхарĕç.
— Ав, буржуй чĕпписем канаççĕ! — астутарчĕ пĕр матросĕ.
— Вĕсен ĕçĕ те çавă çеç! Пирĕн пек татак çăкăршăн пилĕке авмалла мар! — шакăлтатса илчĕç ыттисем.
Çывхарнăçемĕн юриех пĕр чиперкки çине куç хыврĕç.
Хĕр тесен хĕр вара ку! Çамрăк хурăн пек йăрăспӳллĕ. Ура хырăмĕсем тулли. Хура хулăн çивĕчĕ пилĕкĕнчен иртет. Çивĕт вĕçне, явса çыхнă хăйăвĕсене çурхи чечек тейĕн.
— Çав вăрăм çивĕтлипе паллашасчĕ! — терĕ Федя тӳсеймесĕр.
— Шартлама сивĕре Атăл хĕрне кĕпе чӳхеме ярасчĕ ăна, мĕн хăтланĕ-ши? — терĕ тепри.
Темле буржуй хĕрĕ пирки павраса пыни Ванюка вĕчĕрхентерчĕ. Юлташĕсене ăс парса чарасшăн пулчĕ вăл:
— Ман шутпа, çăвар пылакне сая яма та кирлĕ мар. Федя юратса пăрахни тĕлĕнтерет. Ку хĕр çумĕнче куçа илĕртмелли ним те курăнмасть-çке. Çивĕчĕ вăрăм ĕнтĕ. Баржа çинчи хĕрсене çакăн пек тумлантарсан, кунтан та пахарах пулĕç!
Пăрахут çинче ĕçлекенсен умĕнче — гимназире вĕренекен çамрăксем. Ан тив, пурлăх енчен пурте пĕр тан мар та, çакна асăрхама пулать: хĕрсен пит-куçĕсем хĕвел курман пек шуранка, пилĕкĕсем çинçе. Йĕкĕчĕсем те хĕрсенчен уйрăмах мар. Çак ушкăнран пĕр мăшăрĕ ыттисенчен уйрăмраххи куçкĕретех палăрать. Йĕкĕчĕ çӳллĕ, патвар. Куçĕ чăрсăрла та каппайланса çиçет. Хĕрĕ шăпах эпир маларах асăрхани ĕнтĕ. Пичĕ-куçĕ вăр-çаврака та чăмăр. Хулăнрах тута хĕррисем пиçсе çитнĕ çырла пек. Сăн курăнмалла йăлтăрккă куçĕсем такам чĕрине илĕртĕç.
Ванюксем çывхарнине çав хĕр чи малтан асăрхарĕ те кусем пăрахут е баржа çинче ĕçлекенсем пулма кирлине тавçăрчĕ. Шӳтлеме ăстаскер, хăйсен хушшинчи каппайчăк йекĕте харкаштарма шутларĕ. Атăл бурлакĕсем çапăçма хастаррине чухлать вăл.
— Сережа! — терĕ вара чăрсăр йĕкĕте. — Эсир вăйлине пурте пĕлеççĕ. Ав, кутамккаллă йĕкĕтсем килеççĕ, çавсене пуçхĕрлĕ тăратаймăн-и?
— Зина... — кулкаларĕ каппайчăк йĕкĕт. — Эп вĕсене пĕрерĕн мар, ушкăнпа тытсан та.. Пĕрне çапса вуннăшне йăвантарăп.
— Ир авăтакан автанăн пуçĕ ӳксе çурăлнă тетчĕç мар-и? — хистерĕ чиперкке.
— Пĕрре чуптутарăн-и?.. Ыттисем чăнкăр кулса ячĕç.
Хĕре вут-хĕм хыпса илчĕ. Самантрах хăйне алла илме ĕлкĕрчĕ:
— Ытла хакла тавлашасшăн эсир!
— Унтан йӳнĕпе хускалмастăп та!
Зина иккĕленме те хăтланчĕ. Ют çамрăксем хушшинче ăна çĕнекен тупăнĕ-ши? Зинăн каппайчăк йĕкĕте вăйă-кулăшăн та чуптутарас килмест. Ахаль те хыçран чупса тарăхтарса çитернĕ. Сасартăк куçĕ тĕлне Ванюк пулчĕ. Хĕр чĕри темшĕн ăшшăн тапма пуçларĕ. Ыттисене çĕнсен те, ку йĕкĕт Сережа айне пулас çук пек туйăнчĕ.
— Эп килĕшетĕп! — терĕ вара. Çавăнтах хушса хучĕ: — Хăвăра çĕнсен, мĕнпе тӳлĕр?
— Пурсăра та ресторана илсе кайăп!
Ыттисемшĕн икĕ майлă та савăнăç. Кĕçех Сережа матроссен çулне пӳлчĕ.
— Господа тăла-çăпата. Эсир мĕн, шăпăр çинче вĕçсе çӳрекен тухатмăшсем-и е тупăк ăшĕнчен тухнă арçынсем.
Ванюксем ирĕксĕртен чарăнчĕç. Йĕкĕт мĕн шухăшланине тавçăрайман пирки пĕр-пĕрин çине тĕпчевлĕн пăхса илчĕç. Çамрăксем хăраса ӳкрĕç пулĕ тесе, Сережа пушшех сĕмсĕрленчĕ:
— Тем каласан та, тăнлă-пуçлă чĕрчунсем пулас çук. Ахаллĕн хисеплĕ çынсем канса çӳрекен пахчана килсе кĕмĕттĕр!
Ванюксем аран тăн илчĕç. Пуян ачисем вĕсенчен мăшкăлласа куласшăн иккен. Ан тив, кунашкалне хальччен те куркаланă та, самана улшăннă тапхăрта тавăрмасăр хăварсан, çын та пулас мар. Пуринчен малтан Федя сăмаха хутшăнчĕ:
— Хăвăр калашле, эсир камне ниепле те чухлаймарăмăр: шывран тухнă усал-тĕсел-ши е мунчари те çăпати! Çакна çеç пĕлесчĕ, пирĕн çума ма çыхлантăр? Мĕн кирлĕ сире?
Федя сăмахĕ Сережăна тилĕртсе ячĕ.
— Господа тăла-çăпата! — терĕ вăл хаяррăн. — Сассуна кăларма мĕнле хăйрăн? Марш пахчаран! — Вырăнтан та хускалманнипе ăна çулса илчĕ, сĕтĕрме пуçларĕ.
Федя хирĕç тытрĕ. Иккĕшĕ ним шарламасар тĕркĕшсе кайрĕç.
Зинăпа ытти хĕрсем сасартăках кулма чарăнчĕç. Сережăна пурте килĕштермеççĕ те, пурпĕр ăна ют йĕкĕт çĕнтернине курасшăн мар. Арçын ачасем пулăшу пама хатĕрленчĕç. Анчах кĕрешӳ вăраха пымарĕ. Сережа сисмен çĕртен Федьăна ура явса ӳкерчĕ. Пуян ачисем ал çупса ячĕç.
Сережа юлташĕсем еннелле çаврăнчĕ те аллине чуптуса илчĕ.
Зина ăнланчĕ. Каппайчăк хăйне кĕçех хĕр чуптăвасса астутарчĕ ĕнтĕ. Çакна хĕрĕн йĕтĕм чун-чĕри хирĕçлерĕ.
— Çырлахмастăп! Эпĕ пурне те çĕнтерес пирки тавлашнă!
Вăййа-кулла малалла тăсасшăн ыттисем те Зина хутне кĕчĕç.
Ванюк çилли тулса çнтрĕ. Такам мар, çав чипер хĕр хистенипе тапăнчĕ-ха буржуй чĕппи. Арçын ача пулсан, сăмахсăрах çулса илĕччĕ. Хĕрупраçпа тытăçмалли йăлара çук. Анчах сĕмсĕр йĕкĕте тавăрмасăр ирттерме те юрамасть.
— Федя, ан хуйхăр! — терĕ те Ванюк кутамккине ăна тыттарчĕ.
— Итле-ха этем кĕлетки буржуй чĕппи... Ма чипер юлмалла марччĕ сан? Мĕн çитменшĕн пирĕн çума çулăхрăн? Е çынна ура явса ӳкернипе паттăра тухăп терĕн-и?
Сережа Ванюк çине пӳрнепе кăтартса йĕлпĕрчĕ:
— Хисеплĕ тантăшсем, пăхăр-ха! Тăла-çапата — Илле Муромец тăрать. Ахăртнех, манпа: кĕрешесшĕн-и тен. Мĕнех... Эп сирĕн йышшисене ура явмасăр та ывăтатăп!
Серёжăпа йĕрле ыттисем ахăлтатрĕç. Зинăна кăна тем пулчĕ, питĕнчи кулă çухалчĕ. Турă çырлахтăр, кунашкал илемлĕ йĕкĕт ăçтан килсе лекрĕ-ши? Çӳçĕ ылтан, пичĕ-куçĕ хĕвел. Ванюка çĕнсен, хăйне хуркӳрессĕн туйăмчĕ. Пĕр йĕкĕтне ӳкернипе çырлахмаллаччĕ. Питрен чуптутарнинех вилсе выртмĕччĕ. Ĕнтĕ тытăçасси сирме те хăтĕрччĕ — сăмахне кăна каласа ĕлкĕреймерĕ.
— Ăхă, шеремет... — терĕ те Ванюк Сережăна пиçиххинчен тытса ал вĕççĕн çĕклерĕ. Силлесе илчĕ.
Каппайчăк яланах çавнашкал: малтан виçесĕр паттăрланать, çирĕп алла çаклансан, чунĕ ура тупаннелле анать. Сережа та хăраса ӳкрĕ.
— Чур! Ку кĕрешни мар! Йĕркерен тухса айкашатăр! — тесе çухăрăшрĕ.
— Ав епле! Чип-чипер утса пыракансене йĕрке хушнипе тапăнтăн-и! — терĕ те Ванюк тин аса илнĕн хушса хучĕ: — Каçарăр, тархасшăн, мансах кайнă, сăмсуна шăлма вĕрентес теттĕм-çке? Халех... — Ванюк Сережăна вăр-вар ӳпне вырттарчĕ те çурăмĕ çине хăпарса ларчĕ. Вăрăм çӳçне ывăçласа тытрĕ. Пит-куçне хăйăр çинче сăтăркаласа, хăй теллĕн пек калăçрĕ: — Вăт çапла. Аçу-аннӳ йăлипе... Сăмсу тасалсан, ăс та кĕрĕ.. — Хăйăр тулнипе Сережа чыхăнса кайсă ӳсĕре пуçларĕ. — Тулхăратăн-и? Тулхăр, тулхăр! Лайăхрах тасалать...
Ванюка ку сахал пек туйăнчĕ. Мĕн шутласа кăлармалла-ши тесе ун-кун пăхкаланă хушăра пĕр йывăçĕ çинче турат тĕпĕ кăнтарса тăнине асăрхарĕ те Сережăна пиçиххийĕнчен тытса йăтрĕ. Туратран çакрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...