Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Ма кăкламастăр?! Ма çăвар карса ларатăр?!
— Кăклама тытăннă ĕнтĕ. Вĕсен çулпуçне — Ленина — тытса хупма приказ панă. Унăн çывăх юлташĕсене те шĕкĕлчемелле. Эпир те çăвар карса лармастпăр. Шупашкарти Совета ертсе пыракан паллă большевика тытса хупнă. Кĕçех революци чухнехи çирĕп саккунсемпе суд тăвĕç. Паян-ыранах сирĕн вулăса та отряд ярăпăр. Сире çапла канаш пама хăятăп: патак çиесси ырриех мар. Пурпĕрех лăпланăр. Кĕçех пуриншĕн те тавăрăпăр!
XX
Энĕшкасси халăхе паян ирех утă çулма кайнипе урам хушши пушах. Микуласем те Атăлкассине çитсе вулăсри влаçа хăйсен ирĕкне илме хатĕрленнĕччĕ. Кĕтмен çĕртен Трифун килсе хыпарлани тĕпĕр май шухăшлаттарчĕ. Грасиспа унан хăшпĕр юлташĕсене арестленĕ иккен. Вĕсене халех тĕрмерен хăтармасан, пăлхавăрлă саманара судсăрах пĕтерме пултараççĕ. Микуласем Атăлкассине каяс вырăнне Шупашкаралла çул тытрĕç.
Хула çывăхĕнчи вăрмана каçпулттипе çитрĕç. Лашасене кантармалла. Тата куçпуç çутипе тапăнма хăрушă, гарнизонти салтаксене ура çине тăратĕç те арестленисене тĕрмерен кăларма кансĕрлĕç. Чи пархатарлă вăхăт — ир енне, пурте ыйха путнă тапхăр. Унччен Шупашкара кайса ăçта мĕн сас-хура пуррине сăнамалла.
Микулапа Натюш хаçатра ĕçлекен Ильина шыраса тупрĕç. Хулари лару-тăру çинчен сăмах хускатрĕç. Грасиспа темиçе большевика тытса хупни тĕрĕсех иккен. Вăхăтлăх правительствăн çĕнĕ пуçарăвĕшĕн эсер-меньшевик таврашсем çав тери савăннă. Кашни урамра, кашни кĕтесре большевиксем çинчен элек сараççĕ, вĕсене айăплама чĕнеççĕ. Анчах большевиксем те çывăрмаççĕ. Хулари çынсем хушшинче çеç мар, вулăссене те листовкăсем салатаççĕ. Ехрем хуçан хăма çуракан завочĕпе ытти çĕрте ĕçлекен рабочисем, хăшпĕр служащисем те, большевиксем майлă пулса, уес комиссарне хирĕç кĕрешме хатĕр. Гарнизонри салтаксем хушшинче те ăнлантару ĕçĕ пырать.
Микуласем тĕрмене хăш енчен тапăнсан май килтерме пулассине сăнама кайрĕç. Анчах пушăллах таврăнма тиврĕ. Тытса хупнă Грасиспа ытти большевиксене Хусана кăларса кайнă иккен.
— Кĕçех туран пăрахут анмалла, — терĕ Микула Натюша, урама тухсан. — Эсĕ Хусана, Леонид Сергеевич патне, вĕçтер. Кунта мĕн пулса иртнине каласа пар.
— Эсир?..
— Ильин ĕнер митинг тăватпăр терĕ. Çавăнта каятпăр.
— Халех, Николай Степанович... Натюш пристанелле васкарĕ.
Следователь кăмăлĕ пăсăлчĕ. Грасиссене тытса хупсан савăннăччĕ. Вĕсене шпион тесе суд умне тăратсан, чапа тухас шанăç пурччĕ. Ĕмĕтленни вырăна килмерĕ. Хусана илсе кайрĕç. Эрленсе утрĕ вăл урам тăрăх. Кĕçех собор чанĕ ĕненекенсене йыхăра пуçларĕ. Ун хыççăн ытти чиркӳ чанĕсем те сĕрлеме тапратрĕç. Ку мĕн тата? Атăл хĕррине йышлă халăх пухăннă. Çывăхарах пынă май следователь ак мĕн курчĕ: трибуна çинче — икĕ арçын. Пĕри «Чебоксарская правда» хаçатра ĕçлекенскер. Кăвак сухалли кам-ши? Надзирательсем каланă çын мар-ши?
...Кĕтмен çĕртен следователь пырса кĕни Лаврскии шухăшне татрĕ.
— Аркадий Кириллович, мĕн çăмăлпа? — пăлханса чĕнчĕ вăл.
— Господин Лаврский, инкек! Большевиксем тĕрмене тапăннă!
Следователь хăй курнине каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Халь Атăл хĕрринче митинг пырать...
Хысна мулне туртса илме тапăннă çынсене тĕрмерен кăларса янăшăн тарăхмаллах ĕнтĕ. Грасиссене Хусана ăсатма ĕлкĕрни паха. Митинг пыни те тем мар. Лаврскии калаçас ăсталăхĕ иксĕлмен-ха: кайĕ те лăплантарĕ.
— Пуçа усмăпăр, Аркадий Кириллович! Кăларса янисене тепĕр хут пухма та пулать. Паянах вулăс кантурĕсене пĕлтерĕпĕр. Халь хăйсем уçнă митингпа усă курар.
Следователĕн вырăнтан та хускалас килместчĕ. Трибуна çинче кĕрешесси ун ĕçĕ мар. Пурпĕр начальникран юлаймарĕ.
Сĕвеккĕн тăсăлакан урама хăпарчĕç те — куç умне эшкер халăх тухса тăчĕ. Трибуна çинче сăмах калаканĕ каторга çынни иккен.
— Хула Совечĕн председателĕпе ытти хăшпĕр большевиксене тытса хупни, Ленина арестлеме приказ пани Вăхăтлăх правительство вăйсăрланнине, меньшевик-эсер таврашсем ĕçхалăх шанчăкĕнчен тухса пынине пĕлтерет, — илтĕнет трибуна çинче калаçаканăн сасси. — Вăхăт нумай та иртмĕ, большевиксем ертсе пынипе хĕçпăшалланнă ĕçхалăх, Вăхăтлăх правительствăна сирпĕтсе, Совет влаçне туса хучĕ. Помещиксен çĕрне, капиталистсен фабрик-завочĕсене хăйĕн аллине çавăрса илĕ. Социализм тума тытăнĕ...
Лаврский трибуна çине хăпарма хăю çитереймерĕ. Унта улăп евĕр паттăрсем тăраççĕ. Сăмахĕсем те витĕмлĕ. Пухăннисене парăнтарма, трибуна çинчисене çĕнтерме пĕр май çеç — вĕсем калаçнă хушăра гарнизона ура çине тăратмалла...
XXI
Капитан арăмĕ пыл хыпса выртнăн вăранчĕ те тутлăн карăнчĕ. Чĕри тăнăçлăн тапать — хĕрĕн ăраскалĕ ырăпа тĕвĕленет-çке. Хуçасем хăтана хăйсем килĕç тени те ытлашши мар. Зина та тăн илсе йĕркеленни аван.
Капитан арăмĕ хăвăрт тăрса тумланчĕ. Хĕрĕ çывăрнă çĕре пырса пăхрĕ. Вырăнĕ пушаххине курсан та кăмăлĕ улшăнмарĕ. Килте чухне вал яланах амăшĕнчен малтан тăрса пахчана тухаканччĕ. Халь те çавăнта ĕнтĕ. Ан тив ку килтен ĕмĕрлĕхе кайиччен ĕçлесе савăнтăр.
Упăшкине сĕтел хушшине ларма хушса хăварчĕ те хăй хĕрне чĕнме пахчана тухрĕ.
— Зина! — терĕ вăл темиçе хут. Хиреç ним сас-хура та пулмарĕ. Каллех йыхăра-йыхăра пахча вĕçĕнчен вĕçне утрĕ. Аптраса, каялла таврăнчĕ. — Пирĕн хĕр таçта кайнă тата? Эп ăна пахчара пулĕ тесеччĕ.
«Таврăнĕ-ха», — тесшĕнччĕ капитан, сĕтел çинче конверт выртнине курса шăпланчĕ. Ăна илсе уçрĕ. Çырăвне вуласа тухрĕ те вĕриленсе кайрĕ. Ура вăйĕ шĕлтĕрех пулнипе пукан çине персе анчĕ.
— Мĕн хучĕ вăл?
Капитан хăйне алла илме тăрăшрĕ.
— Итле... — терĕ те васкаса вулама тытăнчĕ. — «Юратнă аттеçĕм, аннеçĕм... Эсир çакна вуланă чухне эпĕ сиртен инçе пулăп. Мана ятлăр, кӳренĕр, тен, ылханăр та... Пурне те тӳсĕп. Эпĕ сиртен ирĕк ыйтмасăр венчете тăрса айăпа кĕтĕм. Эсир манпа килĕшес вырăнне, юратман çынна качча пама, савнă мăшăртан уйăрма тапăнтăр. Ку ĕнтĕ турă умĕнче те киревсĕр ĕç. Сережăна чăннине пĕлтертĕм. Вăл манран ухмаха ернĕ пек уйрăлса кайрĕ. Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн: Ванюкран урăх никама та юратассăм çук, унран урăх мана никам та кирлĕ мар. Çавăнпа ăна шырама каятăп. Сывă пулăр. Маншăн нимĕн те ан пăшăрханăр. Çын пурăнакан çĕрте ман валля те ăшă кĕтес тупăнĕ... Зина».
Капитан арăмĕ, çапса анратнăн, сассине кăлараймасăр ларчĕ. Кăштахран çуйхашса макăрса ячĕ:
— Мĕн кăтартрĕ путсĕр хĕр, мĕн кăтартрĕ?.. Хуçасен умне мĕнле курăнмалла?! Мĕн калĕç вĕсем?!
Арăмĕ вырăнлă кӳлешнине йышăнать капитан. Çапах пĕтĕм айапа хăй çине çеç тиес килмерĕ. Тепĕр тесен, ĕç урăх çĕрте те тупăнĕ. Вăл пултаруллă капитанне ытти хуçасем те пĕлеççĕ. Каярах пулсан та, хĕрачи хутне кĕме шутларĕ. Арăмне ятласа тăкрĕ:
— Эп айăплă-и? Пилĕкри пиçиххирен кăкарса ямаллаччĕ-и? Çук, ман айăп унта мар. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне юратнине пĕлсен, Ванюка улталарăм, çавăншăн мана çупкăпах ислетмелле. Вăл пирĕн хĕре тивĕçчĕ. Ашшĕпе амăшĕ те мухтавлă çынсем. Пире хуçа пуянлăхĕ суккăрлатрĕ.
Капитан хуçа патне тухса утрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...