Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
— Мĕн турăн ĕнтĕ, э?! Ĕç пирки кам патне каймалла?! — чунтан тăрăхса, мăнукне ӳпкелерĕ Сантăр.
— Пит ан пăшăрхан, кукаçи. Михха унсăрăн та ĕç парать сана... Килнĕ çынсене тытса тăрас мар! — васкатрĕ Ванюк.
— Ах турă, апат та антарса çитереймерĕм-çке! — упăшкипе мăнукĕ мирлешнине сиссе чĕрĕленчĕ Наçтик.
— Кайран. Халь вăхăт мăр...
Сулă антарса, мольă хăваласа миçе ĕçкунĕ тухнине пĕлет Ванюк. Хăш ялĕ миçе ĕçкунĕ туни те пур. Укçа мĕн чул тивессе шутларĕ. Вара Сантăр çынсене чĕнсе кĕртрĕ.
Чи малтан укçа илме пынă упояномоченнăях астутарчĕ:...
Александр Кузьмич, тăхта-ха, мана йăнăш памарăн-и эс? Кунта ытлашши пек туйăнать-çке?
— Çук, йăйăш мар! — кĕскен хуравлăрĕ Сантăр. Вара кукашшĕшĕн Ванюк ăнлантарчĕ:
— Шеремет хуçи пит кăмăлланнă. Зурин йывăçне кая хăварнăшăн хушса тӳлерĕ.
Уполномоченнăйсем савăнчĕç. Кирек мĕн пулсан та, ун чухлĕ укçа çĕрте выртмасть. Куншăн вĕсем Ванюка тав турĕç. Вăл çине тăмасан, Михха йывăçĕ кая тăрса юлатчă. Вара ĕç укçи хушăнма мар, катăлатчĕ.
Энĕшкассисем кам ĕçлени пурте пекех пухăннă ĕнтĕ. Атăлкассинче ĕçни халь те сӳрĕлĕймен пирки кăмăлĕсем хавас. Сантăр кил хушшине пĕчĕк сĕтелпе тенкел илсе тухса лартрĕ.
— Малтан хак тăвас!
— Хакĕ ĕлĕкхиех.
— Çурри! — шавласа илчĕç бурлаксем.
Ку сăмахсем вунçичĕ çулхи йĕкĕтсенчен çамрăкраххисем пирки хускалнине пурте пĕлеççĕ. Анчах хăйсем хирĕç мĕнех калаччăр? Ĕмĕртенпех çамрăксене катса тӳленĕ вĕт.
Ванюк тӳрех Кольăна аса илчĕ. Ăна та çур хак памалла-и? Вăл тĕршшĕпех Ванюкпа пĕр шай ĕçлерĕ. Коля çеç-и вара? Ытти çамрăксем те вут пек правур пулчĕç. Ваттисем хушшинче тесен, унта тĕрлĕ çын пур. Куштансем ытларах йăраланса та кăшкăрашса вăхăта ирттереççĕ.
— Халăх! — чĕнчĕ уçă сассипе Ванюк. — Мĕншĕн яланах çамрăксене тапăнатăр? Мĕншĕн вĕсен хакне чакарасшăн? Е вĕсем тăрăшмаççĕ-и? Акă, Кольăнах илер! Сулăсене антарнă çĕрте эсир, ваттисем, пулăшрăр-и пире? Хамăр тĕллĕнех ĕлкĕрмерĕмĕр-и? Çитменнине, пире чи йывăр кукăра хăварнăччĕ!
— Эс ун çинчен ан калаç!
— Коля сан хӳтĕпе ĕçленĕ!
— Çук! — хирĕçме хăтланакансене пӳлчĕ Ванюк. — Ун вăйĕ çитмен ĕç тупăнмарĕ унта. Ытти çĕрте те никамран юлмасть вăл. Коля çеç-и вара? Çамрăксем пурте вăй хурса ĕçлерĕç. Эсир яланах çур хак туса мăшкăллатăр!
Ванюк хута кĕни çамрăксене чĕрĕлентерчĕ:
— Тĕрĕс, Юман Паттăр!
— Ваттисен хакне те пăхса тухмалла!
— Вĕсен хушшинче пакур аври карăнтаракансем нумай! Ватăраххисем аптраса ӳкрĕç, çамрăксем ку териех хăйнине курман. Çитменнине, питлеççĕ тата. Тана кĕрсен, хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕç:
— Пирĕнпе пĕр хак илмелле-и сирĕн?!
— Малтан манкусене тасатăр!
— Эсĕ ху манка! — терĕ тахăшĕ. Çавăнтах çупса яни илтĕнчĕ. Халăх пăлханса кайрĕ. Тăванĕсем çамрăксен хутне кĕчĕç. Пĕр-пĕрне пат та пат тутарма пуçларĕç. Кăштах ĕçсен, пĕр-пĕрне кӳпкесси бурлаксен ĕмĕрхи йăли.
Сантăр та кунашкалне сахал мар курнă, хăнăхнă. Ытти чухне илтмен-пĕлмен пек пулса хăй патĕнче туйлашни кичемлентерчĕ, хăрушă.
— Халăх, лăпланăр! — хыттăн чĕнчĕ вăл. — Е Атăлкассинче харкашни сахал терĕр-и? — Ан васкăр, инкекĕ мăй таранах килĕ-ха! Çитменнине, кунта çапăçма урамри мар! — Шăв-шав тамала пуçласан, урăх шухăш çине куçрĕ. Мăнукĕ хăй сăмахĕнчен чакас çуккине пĕлет вăл. Апла ун хутне кĕни аванрах. Ку вара иккĕшин хушшинчи хирĕçӳсене сирме те пулăшĕ. — Ман шутпа, тĕрĕсех каларĕç: çамраксем хушшинче те вут пек ĕçлексем сахал мар. Пытарма çук, хĕшпĕр ватăсем вăййăн-шаййăн кăна айкашаççĕ. Никама та кӳренмелле ан пултăр тесен, пурин ĕçĕ пирки те сӳтсе явмалла. Çакă çеç хăратать: апла паян мар, ыран та татăлаймăпăр. Ман шутпа, çамрăксене виç чĕрĕк памалла!
— Пит аван!
— Хамăр ачасем! — килĕшрĕç бурлаксем.
Ванюк савăнчĕ. Мĕн ĕмĕртен çамрăксен ĕçне хисеплемен йăлана пăрахăçларĕç. Йывăç тиеме кĕрĕшчĕр-ха, ваттисене те ĕçленĕ шайĕн тӳлемелле тăвĕç. Кольăна çул çитнисен хакпех партарасшăнччĕ, сăмах хускатсан хирĕçлемессе те шанать, ытти çамрăксене çиллентересрен шарламарĕ, кама мĕн чул тухасса шутлама тытăнчĕ.
Укçа валеçсе пĕтернĕ çĕре бурлаксем сăмакун йăтса килнĕ. Сантăра ĕçтересшĕн. Лешĕ килĕшмен пирки ĕçтереймесĕрех урамалла тухса утрĕç.
Хăйсем çеç юлсан, Сантăрпа мăнукĕ сĕтелпе тенкеле лаççа кĕртсе вырнаçтарчĕç.
Халь ĕнтĕ пахилккене хывса пăрахма та вăхăт. Çĕрĕн-кунĕн тăхăннипе йăлăхтарса çитернĕ. Ĕçе тепĕр хут кайиччен таса тикĕт сĕрсе лартмалла. Ванюк çенĕк пусми çине вырнаçрĕ. Урине çăпата кантрипе шăйăрттарни çук-и тесе пăхкаланă хушăра пахилкке пуçĕ икĕ хучĕпех шăтнине курса тĕлĕнчĕ, çанçурăмĕ сӳлетрĕ. «Вăт явăл, маларах пенĕ пулсан амантатчĕ. Халь те пахилкки пысăкран кăна пуç пӳрнине тивеймен. Кукаçипе кукамая мĕн каламалла? Тепĕр тесен хăямата. Çак самантрах асăрхаймĕç. Халь револьверлă пулни темрен те паха. Ванюк ăна кĕсйинчен кăларчĕ. Барабанĕ пилĕк шăтăклă, тăваттăшĕнче патрон. Пĕри пушах. «Çакна пенĕ ĕнтĕ вăл, явăл. Ну, юрĕ-ха. Хăйне те аван лекрĕ».
VI
Мункун умĕн эрнипех чиркӳре кĕлĕ пынăран Уляна кăнтăрлаччен яланах килте çук. Паян та Анахвис кукамăшĕ кайнă-кайманах выльăхĕ-чĕрлĕхне апатлантарчĕ, кил хушшине тирпейлерĕ. Юлашкинчен кĕпе çĕлеме ларчĕ. Кольăпа иккĕшне валли ратнелле тĕртнĕ пир кĕпе хатĕрлесшĕн вăл. Шăллĕсем ыран-паян таврăнмалла. Ванюкпа тĕл пуласса кĕтнĕ май, хĕр чĕри теме сиснĕн вăркарĕ. Çук, Ванюк уншăн тус-йыш çеç мар, такамран çывăх, такамран хаклă çын. Ак çакăнта килсе кĕрсен, мĕн тумалла-ши? Ĕлĕкхи майлах калаçни çырлахтармĕ-ши вара? Шухăшласан, ларас-тăрас та килмест. Алăри ĕçĕ те пулмасть пек. Натюш аппăшне аса илсен кăна Ванюх куçран çухалать. Ăçта-ши вăл? Чĕрĕ-ши? Тытса кайнă хыççăнах курнăçнăран вара пĕр сас-хура çук. Темиçе кайса та урăх кăтартман. Илсе юлнă апат-çимĕçе панине те ĕненес килмест. Эсреметсен шăпи нихçан та тулмĕ-ши?
Анахвис сасартăках кукамăшĕ чиркӳрен таврăнма пултарасса аса илчĕ те ĕшеленсе ӳкрĕ. Вăл апат хатĕрлемен-çке? Яшка пĕçерме вучах чĕртрĕ. Çĕрулми, серте, салма ячĕ. Утре пулсан, сĕтлĕ çăмах пĕçерĕччĕ, типĕре юрамасть. Кукамăшĕ тиркет. Кăнтăрлахи кĕлĕрен тухнине хыпарласа чан çапни илтĕнчĕ. Кĕçех кукамăшĕ таврăнчĕ.
Уляна хăйне хăй ĕлĕкхи пекех çирĕп тыткалать те, кунран-кун шĕкĕлченсе пынине кашниех асăрхамалла. Куççулĕ çук пулин те, тутисем вĕри турчка лекнĕн хăпаланнă. Курпунĕ ытларах палăрать.
Çемьере пĕри хуйхăпа хуçăлнă самантра тепри те ĕрĕшех кайсан, тӳссе ирттерме йывăр. Анахвис çакна асран яман пирки кукамăшне савăнăçлăн кĕтсе илчĕ. Пăшăрханнине сиресшĕн калаçтарма тăрăшрĕ:
— Чиркӳре çын нумай-и паян?
— Хальчченхи чухлех çук. Ытларахăшĕ пасартан, тен. Мункун валли тем те кирлĕ-çке. Укçа тума пур-çука сутма тивет.
— Самана пирки мĕн хыпар? — кукамăшĕ шухăшне вĕçлесенех ыйтрĕ Анахвис.
— Çĕннине илтмерĕм. Яланхи пекех камăн вăрлăх, камăн çиме çук. Кашниех вăрçă чарăнасса кĕтет. Пачăшкă ăнлантарнипе вăл путланасси курăнмасть-ха. Паян та нимĕçсене çĕнтермелле пултăр тесе кĕлтурĕ. Тата Натюш çинчен ыйтаççĕ. Ун пирки хамăр та пĕлместпĕр.
Кукамăшĕ чи йывăр тĕле çитрĕ. Кун хыççăн вăл халиччен те чĕмсĕрленнĕ. Тем пулсан та, ăна хăйĕн хуйхипе кăна хăвармалла мар.
— Кĕçех пĕлĕпĕр, кукамай. Атăл çулĕ уçăлчĕ ĕнтĕ, Шупашкара кайса килме çăмăл. Тата паян-ыран Кольăсем таврăнмалла. Сĕтел хушшине лар-ха. Салма яшки антарам.
— Ман çиесех килмест...
— Апла мар, кукамай. Вăйпах çиме тăрăш. Унсăрăн йывăр пулать. Сан нумай-нумай пурăнмалла-ха. Мăнукусене пĕрне качча памалла, тепĕрне авлантармалла. Пурнаçăн усаллине çеç мар, лайăххине те курса пăхмалла.
Мăнукĕн ăшă сăмахĕсем Уляна кăмăлне уçрĕç. Коля таврăнасса аса илтерни татах çĕклерĕ. Ик-виçĕ салма çикелесен:
— Ял çинче ял пекех тăвас. Паян сăра лартас. Мункун валли йӳçĕтме чухах, — терĕ.
Кун пирки Анахвис хăй те шухашланă, кукамăшĕ хушасса кĕтнипе пуçăнмарĕ. Ĕнтĕ хаваспах килĕшрĕ. Утнă çĕрте утнăн, чупнă çĕрте чупнăн вут йăтса кĕчĕ. Кĕлетрен ыраш çăнăхĕ, салат, хăмла илсе кĕрсе витрене ячĕ, шывпа хутăштарса пăтратрĕ. Сăра чӳлмекĕ тĕпне улăм хучĕ, салат пăтти тултарчĕ. Вут çунса пĕтсен, ăна кăмакана лартрĕ.
Мăнукĕ вăр-вар пулнине курса тăранаймасть Уляна. Пăрчăкан пек ĕçчен, алли ылтăн. Ку ăна пĕр савăнтарать, тепре çуйлантарать. Амăшĕпе Натюш аппăшĕ пек сая каймасан юрĕччĕ. Вĕсем те правур, тирпейлĕччĕ. Путсĕр çын аллине çакланса, çемье ырлахĕпе савăнаймарĕç.
Ĕçлĕ çыннăн вăхăт хăвăрт шăвать. Кăнтăрла та иртрĕ. Кĕçех каç пулĕ те, пир хураллине тухмалла. Вăйă-кулăшăн çеç Анахвис хускалмĕччĕ те. Тата каччă шутне кĕме пуçланă çамрăксем пурте мольă хăваланă çĕрте. Пуринчен ытла Ванюк çук. Анчах каймасан юрамасть, пирсене вăрлама е пĕтерме пултараççĕ.
Хапха сасси илтĕнчĕ. Халиччен килсе çӳрекен çынах пуль тесе, Улянасем хускалмарĕç. Пăртакран пурте Коля, ун хыçĕнчен хĕрарам кĕрсе тăчĕ.
— Пăхăр-хa, кама тупса килтĕм!
— Натюш аппа! — палласа илчĕ Анахвис, хирĕç чупса пырса ыталарĕ. — Уй, аппа... Эпир сана пуçĕпех çухатнă. Шупашкара темиçе хут пытăмăр, пĕринче те кăтартмарĕç. Апат-çимĕçне пачĕç-и хуть?
— Çук…
— Çапла шутланă хамăр та. Эсреметсем темерĕн!
Натюшăн йăмакне ытларах каласа парас шухăш пурччĕ, вăхăт мар. Вăл амашĕн ытамĕнче пулман-ха.
Хуйхă çеç мар, ăнсăртран килсе тухнă савăнăç та минретет. Уляна та хĕрĕ патне чупса пырасшанччĕ, урисем тăлланчĕç.
— Анне, — йăмакĕнчен уйрăлсан, пĕтĕм кăмăлĕпе чĕнчĕ те Натюш амăшне ыталаса илчĕ.
Уляна сасси тухмарĕ. Ан тив, çӳçĕ шуралнă та, пурпĕр унăн хĕрĕ-çке. Самай вăхăтран тин:
— Ах, анчах... — терĕ кăна.
Ку сăмахсенче савăнăç та, тӳсмелле мар хуйхă та тулли. Натюшăн амăш кăмăлне йăпатса уçмалла. Вăл пуçне çĕклесе ун çине ачашшăн пăхрĕ.
— Анне, лăплан. Пирĕн вырăна эсреметсем куссуль юхтарччăр.
— Тем пекехчĕ, хĕрĕм...
Натюш амăшне тенкел çине ларта ĕлкĕрейнĕччĕ — Алалкассинче пулса иртнисене каласа парасшăн çунакан Коля кулса ячĕ.
— Мĕн пулчĕ? — ытла вахăтсăррине кăмăлсăрланчĕ Анахвис.
— Тӳсме çук. Ху пулсан та ахăраттăн. Пĕлетĕн-и, эпир кантур умне пытăмăр та, пусма çинче Натюш аппа тара парать. Вăл сăмах калама пуçланăччĕ кăна — хĕç-пăшаллисем сĕтĕрме тапратрĕç. Ванюк сиксе хăпарчĕ те пĕрне пĕр еннелле, тепĕрне тепĕр еннелле сирпĕтрĕ. Вара ваккатне анчăк çури пек хул хушшине хĕстерчĕ. «Охо-хо-хо-хо! Атăла чăмтармалла вĕсене!» — терĕç. Эпир ушкăнпа кĕпĕрленсе пытăмăр. Тиекне, Платун Павăлне те хуллăн-пĕççĕн тытса Атăл хĕррине илсе кайрăмăр, шыва чике-чике кăлартăмăр. Шăннипе шăлĕсене шаклаттараççĕ кăна. Ах, кулăшла...
Анахвис пуринчен ытла Ванюкшăн хавасланчĕ. Кольăпа пĕрле кулĕччĕ-и, тен, кукамăшĕ сăмах хушни пулчĕ.
Хĕрĕ чиперех хăтăлни, мăнукĕ ĕçлесе килни, Ванюк паттăрри Улянана та питех килентерчĕ. Нуша ытла нумай тӳснĕскер, кăмăлне ирĕке ямарĕ. Каллех инкек çакланма пултарасси çуйлантарчĕ. Мăнукĕ шухăшне вĕçлессе кĕтсе илеймесĕрех:
— Ах, анчах, ачасем... Мĕн тума çыхлантăр-ши çав эсреметсем çумне. Тавăрмасăр хăварас çук вĕсем. Каллех ăша çунтарма лекĕ... — терĕ.
— Лекмест, кукамай. Ан хăра. Патша çук халь. Татах тапăнсан, вĕсене шыва чиксе кăларнипех ирттермĕпĕр. Майĕнчен чул çакăпăр та Атăл варрине кайса ярăпăр! — çамрăк сатурлăхĕпе хуравларĕ Коля.
Уляна мăнукĕ çине тинкерсе пăхрĕ те тĕлĕнчĕ. Вун-пилĕк çулхи çамрăк пек мар, çитĕннĕ арçын век туйăнчĕ ăна. Хăçан ӳссе тĕрекленме ĕлкĕрнĕ вăл?
Натюш та амăшне, йăпатма васкарĕ:
— Малтан эпĕ те Ванюксене чарасшăнччĕ. Çавăнтах тепĕр май шухăшласа илтĕм те шарламарăм. Эсреметсем халăх вăй-хăватне курса чухлаччăр терĕм. Коля калашле, ытлашши хăрамаллиех çук. Вĕсем мана, пĕр çынна, тытса кайнă чухне питех паттăрччĕ. Халăхпа тĕл пулчĕç те мулкачла хăраса ӳкрĕç. Ку пуçламăш çеç-ха. Кĕçех пĕр ял, пĕр вулăс çеç мар, уезчĕпех хирĕç тăрĕç. Эпĕ те урăх пĕччен пулмăп. Ванюка тав тума тивĕç. Вăл пулмасан, хăтăласси темлеччĕ. Револьверсемпе кĕрĕслеттерчĕç те, халăх каялла чакрĕ. Ванюк ним хăрамасар пусма çине сиксе хăпарчĕ, мана çăлăнма май туса пачĕ. Маттур йĕкĕт!
— Конешнă, Натюш аппа! — каллех хутшăнчĕ Коля. Пĕлесчĕ эсир, Элнет хĕрринче упа тытрĕ вăл.
— Упа? Мĕнле майпа?! — ахаль те Ванюка ырланипе киленсе тăраканскер, кăртах сикрĕ Анахвис.
Коля, хăй хăраса ӳкнине пытармасăр, упана мĕнле тытнине, салккăсене чарса лартнине те тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
Бурлаксем пĕр-пĕринпе çапăçни Натюша кăмăлсăрлантарчĕ. Анчах, Ванюк урăхла тума пултарайманнине ăнланса, унăн паттăрлăхĕнчен пушшех тĕлĕнчĕ.
— Чăннипех маттур йĕкĕт!..
Анахвисĕн те кăмăлне пĕлтерес килчĕ, тивĕç сăмах тупайманнипе шарламарĕ.
— Хурламалла мар! — Натюш хакланине çирĕплетрĕ те Коля: — Тата пирĕн путник пур, — терĕ.
— Путник? Ăçтан тупрăр?
Коля вара Ванюк Кĕчĕере кĕнине, стрелок ун ашшĕ-амăшĕпе туслă иккенне, вăл ăна путник парса янине каласа кăтартрĕ, шухăшне çапла вĕçлерĕ:
— Мункун чухне виçсĕмĕр ларса ярăнăпăр ак. Кĕçех путникрен кимĕ тăвăпăр та милĕк хуçма, кăмпа татма е йăлăма уçăлма кайса çӳрĕпĕр.
Анахвис шăллĕ сăмахне хăлха тăратсах итлет. Коля малалла ăнлантарчĕ:
— Стрелокĕ Ванюк ашшĕ-амăшне çеç мар, пирĕн кукамая та лайăх пĕлет, тет. Салам каласа ячĕ, тет. Пушăт, вут-шанкă тавраш кирлĕ пулсан, тӳрех хăй патне пыма хушнă. Пыл та парса янă. Çурмаран уйăрса хуманнипе Ванюк чĕресĕпех хăйсем патне йăтса кайрĕ-ха.
Чунранчуна калаçса, пĕр-пĕрин кăмăлĕсене тăнăçлантарса çитернĕ çĕре Наум пырса кĕчĕ.
— Килях, Наум... — ăшшăн саламларĕ Улянă.
— Наум пичче, мĕнле пурăнатăн? — алă тытрĕ Коля. — Эп пурăнкалатăп-ха, хăвăр мĕнле çӳретĕр?
— Пит аван, Наум пичче.
— Натюш таврăннă хыпар çитрĕ те, килсе курам терĕм. Чăнах-çке.
— Чăнах, Наум пичче.
— Салам...
— Хăвăн хĕрӳ пекех хисеплесе тăрăшнăшăн тавтапуç, Наум пичче. Ырă тунине нихăçан манассăм çук.
— Эп çеç мар, хĕрĕм... Пĕтĕм Энĕшкасси сан хута кĕрсе приговор йышăнчĕ. Ваккат пурпĕр халăх кăмăлне тивеçтĕрмерĕ. Паян Атăлкассинче вĕсене лайăх панă терĕç.
— Ийя, Наум пичче. Вакката хур мăйĕ ят хутăмăр. Платун Павăлне — вăрă-хурăх. Тиеке — старшина йытти! — кула-кула çирĕплетрĕ Коля.
— Çав чуххи! — терĕ Наум. Вара Натюш енне çаврăнчĕ: — Мĕнле май тупса хăтăлтăн? Кăларса ярас мар пекчĕ-çке. Шупашкара пырсан та кăтартмарĕç.
— Ирĕксĕртен чееленме лекрĕ, Наум пичче. Вĕсем мана хăйсем майлă пулма сĕнчĕç. Килĕшмерĕм те йăлтах сӳслентерсе çитерчĕç. Тепрер эрнерен кăнса та выртаттăм. Эпĕ каторга пурнăçĕнчен хăрушă тамăк çук тесе шутланă. Шупашкарта та унтинчен кая мар иккен. Вара парăннă пек хăтлантăм. Вĕсем ĕненчĕç. Ман вара, Вăхăтлăх правительство майлă пулса, большевиксене нимĕçсен шпионĕсем тесе хурламаллаччĕ. Çавăнпа хамăр вулăса илсе килчĕç. Пасара пухăннă халăх хам хута кĕрессе шантăм. Çынсем умĕнче ваккатне тăрă шыв çине кăларма шутларăм. Ман телеех, паян бурлаксем те çитрĕç. Анчах Микула пичче Ванюкĕ хăюллă пулман пулсан, хăтăласси иккĕллĕччĕ. Эпĕ хăйсене питлеме пуçăнсанах, эсреметсем тытса кайма тапăнчĕç. Хальхинче чĕрĕ хăварас çукки паллахчĕ. Тавтапуç Ĕнел халăхне... Пуринчен ытла Ванюка.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...