Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
— Çапла, Михаил Петрович... — çиреплетрĕ Сантăр. Пичугов Ванюк çине шăтарасла пăхрĕ. Чĕри тухса ӳкесле пăлханса тапать. Айван йĕкĕт иккĕленсе е шанмасăр тем персе ярĕ те ĕçе пăсса хурĕ. Укçи кĕсъере пулсан хăяматаччĕ. Халь ытла та вăхăтсăр.
Ванюка малтанах кукашшĕпе хуçа йăнăшаççĕ пек туйăнчĕ. Ун аллинчи килĕшӳ тăрăх, йывăçа шыва йăван-тарнăшăн икçĕр пин, сулă антарнăшăн вунçичĕ пин илмелле. Çирĕм виçĕ пинне мĕншĕн ытлашши тӳлет? Астутарма та хатĕрччĕ, сасартăк приказчикпе кукашшĕ Ванюкран вăрттăн тем калаçнине аса илчĕ. Ăна ирĕксĕрех шанман шухăш пырса кĕчĕ. Кунта темле таса мар ĕç пурри паллах. Ун çинчен халех сăмах хускатсан, кукашшĕ хуçи умĕнче айăпа лекмĕ-и? Ку вăл Миххашăн кăна ӳсăлла пулĕ, бурлаксене тивĕç укçа пĕтсе ларĕ. Луччă кунтан кайсан, кукашшĕнчен ыйтса пĕлме тăрăшĕ. Вара мĕн тумалли курăнĕ.
Михха çĕршер те çирĕм пилĕкшер тенкĕлĕх хут укçасене пачки-пачкипе сĕтел çине купаларĕ.
— Шутлăр, кунта шăп та шай сире кирлĕ чухлĕ! Ванюкпа иккĕшĕ шутлани пĕр пек тухнипе Сантăр тĕрĕссине ĕненчĕ. Укçана кутамккана чышрĕ. Кайма тесе çурăм хыçне çаксан, Михха чарчĕ:
— Тăхта, Александр Кузьмич. Ельпох та калатăп, сире начей пама тивĕç. Акă сана валли! Кунта çĕр тенкĕ! — терĕ те Сантăра укçа кăларса тыттарчĕ. Лешĕ пуç тайсах йышăнсан, тепĕр чăмаккине Ванюк еннелле тăсрĕ: — Сана пилĕкçĕр тенкĕ!
Укçа шутне асăнни Ванюк хăлхине кĕмерĕ. Начей тенине илтсен, ирсĕр япала çыпçăнасшăн пек туйса çӳçенчĕ, хыттăн татса хучĕ:
— Мана кирлĕ мар!
Михха тĕлĕнчĕ те, ăнланаймарĕ. Ун аллинчен çакăн чухлĕ укçана илмен çын пуласса тĕлĕкре те курман.
— Мĕншĕн тата? Эпĕ сана ырă сунса, ман йывăçа Зурин йывăçĕсенчен мала кăларнăшăн тав туса паратăп!
— Эпĕ пĕччен пулман унта. Тата сирĕншĕн мар, артельшĕн тăрăшнă.
Сантăр çав тери савăннăччĕ. Кĕтмен çĕртен ултçĕр тенкĕ укçа... Мăнукĕ айкашни пĕр пăшăрхантарчĕ, пĕр тăвăллантарчĕ. Ăна ятласа тăна кĕртесшĕнччĕ, ĕлкĕреймерĕ — Михха кулса яни пӳлчĕ.
— Маттур! Ельпох та калатăп, сан пек йĕкĕтсене килĕштеретĕп эпĕ!
— Мĕн маттурĕ, айван вăл, Михаил Петрович. Пурнăç сĕтекĕ ăçтине чухлаймасть. Кукашшĕн пуррипе ăна ним кирлĕ мар, — хуçа кăмăлне майлаштарасшăн хушса хучĕ Сантăр.
— Юрĕ, — терĕ Михха, кулма чарăнса, — хаклă вăхăта усăсăр сӳпелтетсе ирттермĕпĕр. Сирĕн ятпа хатĕрленĕ укçа сирĕнех пултăр, тыт! — укçана Сантăр еннелле тăсрĕ.
— Тавтапуç, тавтапуç, Михаил Петрович. Пире яланах шанма пултаратăн... — пуç тайса каларĕ вăл.
Ванюк кукашшĕ йăпăлтатнинчен вăтанса тăчĕ. Анчах чĕлхи çине витĕмлĕ сăмах килменнипе шарламарĕ.
— Атя-ха, — Сантăр тата ытларах тĕлĕнмелĕхпе йыхăр-чĕ Михха, — сĕтел хушшине ларса, ман çăкăр-тăвара астивĕр.
Михха вĕсене столовăя ертсе кĕчĕ. Лакейĕсем ĕçме-çиме хатĕрлерĕç. Леш енчен апатланмасăр каçнăран Сантăрпа Ванюкăн хырăмĕсем ахаль те выçнăччĕ, сĕтел çинчи тĕрлĕ çимĕçе курсан, пушшех каскалама пуçларĕç. Пурпĕр çини пулмарĕ, Лукарье килсе кĕни татса хучĕ.
Сантăра лайăх паллать вăл. Юнашар ларакан йĕкĕт Ванюкне те тавçăрчĕ. Ăна пин йĕкĕт хушшинче те уйăрса илĕ. Çитĕннĕçемĕн хĕрĕпе пĕр евĕрли тата ытларах палăрать иккен. Каç Пичугов ырланине илтнĕ хыççăн, çакăнта иккĕш çеç пулçан, ыталĕччĕ те.
— Ку йĕкĕт камне пĕлетĕн-и?
Кĕтмен ыйту Лукарьене аптратса ӳкерчĕ, упăшки тем тĕшмĕртнĕн туйăнчĕ. Хăйне хăй алла илме ĕлкĕрсе, шанманнине сиресшĕн пек:
— Çук! — терĕ.
— Каç Абрам Семенович каласа панине мантăн-им?
— Астăватăп та...
— Вăт шăпах Ванюк ĕнтĕ ку.
— И-и, маттур... — терĕ те Лукарье каллех чĕмсĕрленчĕ. Сантăрпа Ванюк сĕтел хушшинчен тухрĕç.
— Пирĕн каяс ĕнтĕ, Михаил Петрович. Çăкăр-тăваршăн тавтапуç. Çак çеç юлчĕ...
— Мĕн-ши?
— Бурлаксем эсир сăмах панине кĕтеççĕ.
— Манман, Александр Кузьмич. Абрам Семенович, тухса пăхкала-ха, управ председателĕ çитенмерĕ-и? Тата бурлаксем валли хатĕрленине илсе килччĕр.
Пичугов кĕçех Улитинпа пĕрле таврăнчĕ. Лакейсем тăватă кĕленче спирт йăтса кĕчĕç.
— Арсентий Ксенофонтович, килĕрех! — хаваслăн саламласа ал пачĕ Михха. — Бурлаксем ман йывăçа хăваласа антарнă.
— Абрам Семенович хыпарларĕ-ха.
— Пит аван... Вĕсене самана çинчен ăнлантарса пама тивет.
— Хаваспах, Михаил Петрович.
— Эсир çапла каласса шаннă... — Унтан Сантăрсен енне çаврăнчĕ Михха. — Ну, вăт... Эп сăмах пани кашни ял тӳпинех пĕрер четвĕрт тивет.
Паянхи юнкун пасарĕ пирки бурлаксем чарăннă тĕлтен вĕçĕ-хĕррисĕр çын иртет. Хĕрарăмсем пуракпа çăмарта е çу-чăкăт йăтнă. Марисем шăпăр, милĕк, пушăт, мăк тие-тие каçарнă. Перевозра пĕчĕк пасар уçăлнă тесен те ытлашши мар. Кашниех, мĕн те пулин сутса, мункун валли укçа тума тăрăшать.
Бурлаксем те пасаралла уттарĕччĕç, паллакансемпе е тăванĕсемпе тĕл пулса калаçĕччĕçу килти лару-тăруне пĕлĕччĕç. Ĕнер Ванюк стрелокран илтсе килни çаплипех манăçман-ха. Атăлкассинче те тĕплĕрех пĕлекенсем тупăнĕччĕç-и, тен, Сантăрсене кĕтнĕрен хускалмарĕç. Çав самантрах:
— Килеççĕ! — терĕ тахăшĕ, асăрхаса.
Бурлаксем чул çурт еннелле тинкерчĕç. Ванюк икĕ кĕленче йăтнă, малта чавтарать. Кукашшĕн аллинче те кĕленчесем.
— Сехмет сăмахне тытать иккен! — хавассăн шавларĕç бурлаксем. Çавăнтах теме систернĕ сасăсем илтĕнчĕç:
— Тăхтăр-ха, хăй мар-и?
— Тепри кам?
— Тиек пулас.
— Кантур йĕкехӳри мĕн шыраса çӳрет?
Миххапа Улитин кăкăрĕ çинче хĕрлĕ хăю пуррине асăрхасан, бурлаксем йĕлпĕрсе кулчĕç.
— Пăхăр-ха, пăхăр! Сехметпе тиек мĕн çакнă?!
— Кашкăр тапăнасран çĕлемен-ши? Хĕрлĕ тĕсрен çавсем хăраççĕ текенччĕ.
— Шереметсем! Кĕленчесене çĕре лартма пулăшсамăр! — çитсенех йыхăрчĕ Ванюк.
— Пырăр! Пырăр! ӳкерсе çĕмĕрĕ те, турă шывĕ сая кайĕ!
Бурлаксем шӳтле-шӳтлех Ванюкпа Сантăр аллинчи кĕленчесене илсе лартрĕç.
— Тăвансем, салам! — терĕ Михха. Карттусне хывса, пуç тайрĕ. — Йывăçа ăнăçлă хăваласа антарнăшăн, пуринчен ытла Зурина кая хăварнăшăн тав тăватăп!
Хуçа ытла та евĕклĕн калаçни бурлаксен чĕлхисене çыхлантарчĕ. Мĕн пирки çав териех кăмăллă-ши? Михха малалла шăлчĕ:
— Астăватăр пулĕ, пĕтĕм ĕçе чипер вĕçлесен, эп сире хăна тума пулнăччĕ. Хуçа сăмахĕ нихçан çĕре ӳкмест. Çавăн çинче тĕнче тăрать. Тата хам бурлак. Мана хисеплекенсене, тирпейлĕ те тăрăшса ĕçлекенсене чыслама яланах хатĕр. Сăрнайсене кăна килĕштерместĕп... — Иртнĕ революци вăхăтĕнче бурлаксене улталанине, çавăн пирки хăй чуть çеç тĕп пулманнине аса илчĕ пулас та, тепĕр май çавăрттарма васкарĕ: — Сăмах çийе тăманни аван мар. Акă сакăр четвĕрт спирт илсе килтĕм. Ельпох калатăп, ман та сирĕнпе пĕрле пĕрер курка сыпас килет. Унччен вулăсри Земски управ председателĕ сире Раççейри лару-тăру çинчен ăнлантарасшăн.
Улитин мала тухрĕ. Ял-ялĕнче пухусем ирттернĕ чухне хĕрарăмсем ытларахчĕ, кунта шĕкĕр арçын. Ялти лару-тăру вĕсен кăмăлĕнчен килĕ. Ĕлĕкхи пек ертсе пыракансем пурри палăрмасан та, чăрсăрланакансем тупăнĕç.
— Юлташсем! — Хăюллăн сăмах пуçарчĕ Улитин, — Самана сас-хури çинчен хăвăр та илтнĕ-и, тен... Сире чунтан хисепленипе тата хам енчен хыпарлас терĕм. Михаил Петрович калашле, мана вулăсри хресченсем Земски управ председательне суйларĕç. Ĕмĕр тăршшĕпех сире тарăхтарнă старшинана кантуртан кăларса пăрахнă. Çакна тума самана улшăнни пулăшрĕ. Николай патшана вырăнтан сирпĕтнĕ.
— Илтрĕр-и?! — юнашар тăракан бурлаксене астутарчĕ Ванюк.
Бурлаксем хумханни палăрчĕ. Улитин йӳпсемесĕр малалла каларĕ:
— Патша Ĕнел халăхне те пайтах нуша кăтартнă. Ку юнлă самана ĕмĕрлĕхе тĕп пулчĕ. Халь пирĕн Раççейре Вăхăтлăх правительство туса хунă. Хура халăх ĕмĕтленнĕ ирĕклĕх аранах çитрĕ. Малашне эсир те хăвăр мĕн пĕлнине, мĕн шухăшланине кирек ăçта та каласа пама пултаратăр. Çавăншăн эпир, социал-революционерсем, хресченсен пĕртен-пĕр тусĕсем, сире Вăхăтлăх правительство йĕркисене çирĕп тытма чĕнетпĕр!
Бурлаксем хавхаланчĕç. Улитин калашле, патша самани хĕн-хур айĕнче усранине, ним маршăнах хурăн хуллипе çунтарнине кам манĕ?! Хăйсен тивĕçĕшĕн кĕре-шĕве хутшăннисене миçе çынна персе пăрахнă, миçе çынна тĕрмене ăсатнă. Ав мĕншĕн, пĕркун йывăçа юхан-шыва йăвантарнă çĕре пырсан, Михха апата лайăхлатрĕ, пахилккесем партарчĕ. Ав мĕншĕн паян та вăл хурăн пуçлă çĕленле хăтланать. Анчах Улитин вăрçă хăçан чарăнас пирки, улпутсен çĕрне хресченсене валеçес пирки асăнманни кăмăлĕсене уçма памарĕ. Урра кăшкăрма йыхăрсан та, хăйсене май кăна ĕрлешрĕç:
— Охо-хо-хо-хо!
Михха чĕри мулкачăнни пек кăртлатрĕ. Бурлаксем пĕр хутчен çапла ĕрлешсе, кăшт çеç ун чунне кăларманччĕ. Вулăс тӳре-шари тăнăçлăн пăхса тăни лăплантарчĕ.
Улитин шухăшне вĕçлеме васкарĕ:
— Юлташсем, эсир Вăхăтлăх правительствăна ырласса шаннă эпĕ. Çавăнпа хăвăр шухăшăрсене хут çине ӳкерсе, Питĕре яма сĕнетĕп! — Çынсем хуравласса кĕтмесĕрех, кесйинчен хут татăкĕ кăларса вулама тытăнчĕ: — Эпир, Ĕнел çĕр общинине кĕрекен хресченсем, митинг туса, вулăсри Земски управ председателĕ Улитин юлташ Раççейри лару-тăру çинчен ăнлантарнине итленĕ хыççăн çапла калатпăр: юнлă патша самани ĕмĕрлĕхе тĕп пултăр! Хамăра тивĕç влаçа, Вăхăтлăх правительствăна, хавасланса йышăнатпăр. Унăн йĕркисене çирĕп тытма сăмах паратпăр. Сывă пултăр Вăхăтлăх правительство! Сывă пултăр ирĕклĕх! Сывă пултăр социал-революционерсен партийĕ! — Улитин чĕмсĕрленчĕ. Халăх тимленине асăрхасан: — Кам та кам çак приговора çирĕплетес тет, алă çĕклĕр! — терĕ.
Резолюци тенине бурлаксем ăнланас çукчĕ. Приговор мĕнне пĕлнипе ал вырăнне пакурĕсене çĕклерĕç.
— Ну вăт... Приговор пулчĕ. Ку питĕ аван. Халь сире чипер таврăннă ячĕпе мункуна лайăх ирттерме ырлăх та сывлăх сунатăп!
Бурлаксĕм Улитин шухăшне хапăллани Миххан кăмăлне пушшех çĕклерĕ.
— Александр Кузьмич, тултар-ха! — Лешĕ тултарсан: — Тăвансем, тав сире! — терĕ те хутăштарман спирта сывламасăр янклаттарчĕ.
Улитина та ĕçтерчĕç.
Бурлаксем хăăсем кăна юлсан ĕрлешрĕç:
— Сантăр, кĕленчене ял-ял умне пайла хăвăрт!
— Патшана асăнар-ха!
— Леш тĕнчере тамăк хуранĕн тĕпнех вырнаçтарччăр! Сантăр бурлаксене тăна кĕртме хăтланчĕ:
— Халăх, патша пирки ытлашши калаçмасан та юрĕччĕ.
Ун хутне кĕрекенсем те тупăнчĕç:
— Чăн пулсан, ыррине кураймăпăр!
— Тĕнче пĕтет тени çака ĕнтĕ!
Анчах пӳçтахраххисем çине тăрсах кăшкăрчĕç:
— Тĕнче пирĕншĕн халиччен те пулман!
— Патшу-пуçу çăва патне чикелентĕр!
— Вăхăта пушăлла ирттерес мар!
— Киле васкамалла!
Ял-ялĕнче миçе çынне шутласа спирт валеçрĕç. Çамрăкраххисене паманнипе кашнииех стакана яхăн лекрĕ. Çапах та сахал пек туйăнчĕ.
— Çакăнпах çырлахатпăр-и? — терĕ тахăшĕ.
— Татах тупас!
— Атьăр, Атăлкассинчи затора çĕмĕрме каятпăр!
— Атьăр!
— Охо-хо-хо-хо!
Бурлаксем, пакурĕсене йăтса сăрта хăпарĕччĕç, нумайăшĕн пырас кăмăл çук, ĕçсе çитнĕ, юрламалăх та пур, анчах йышран епле юлăн? Укçине пурпĕр пĕр пек татаççĕ. Йăли çавнашкал.
Ванюкпа Коля çыпса мар, шăршласа та пăхмарĕç. Çапах ыттисемпе пĕрлех утрĕç. Пасарта паллакан хĕрсемпе тĕл пуласса ĕмĕтленеççĕ вĕсем.
Бурлаксем шавласа пынă вăхăтра ласар кăшкăракан сасси илтĕнчĕ:
— Эй-й!.. Вулăс кантурĕ патĕнче митинг пулать. Унта Энĕшкассинчи Прахăр хĕрĕ Натюш нимĕç шпионĕсем çинчен каласа парать. Пурте митинга пырăр! Васкăр!
Ванюкпа Коля хăйсене хăйсем ĕненмесĕр пĕр-пĕрин çине пăхрĕç.
Юман Паттăр, мĕн терĕ вăл?
— Темĕн, ăнлансах юлăймарăм!
Вĕсене йăнăш илтнĕн туйăнчĕ. Пасар кăшкăракана хуса çитсе чарчĕç:
— Мучи, митингра кам тухса калать терĕн эсĕ?
— Хăлхусене мăк чикнĕ-им?! — терĕ те лешĕ кăшкăра-кăшкăра малалла утрĕ: — Эй-й! Вулăс кантур умĕнче митинг уçăлать. Энĕшкассинчи Прахăр хĕрĕ Натюш нимĕç шпионĕсем çинчен каласа парать. Пурте митинга пырăр! Васкăр!
— Нивушлĕ Натюш аппа таврăннă!
— Энĕшкассинче урăх Прахăр хĕрĕ Натюш кам пултăр?
— Темле çав...
— Халех пĕлетпĕр, Чумари юлташ... Малтан пуху пирки пасар кăшкăрттарар-ха.
— Конешнă, Юман Паттăр. Ун çинчен мансах кайнă! — Вĕсем каллех пасар кăшкăракана хуса çитсе чарчĕç.
— Мучи, мункунăн малтанхи кунĕ Энĕш айлăмĕнче пуху пулать теçе кăшкăрăр-ха! — тере Ванюк.
— Мĕнех... Укçа тӳлĕр кăна.
Ванюк икĕ тенкĕ кăларса тыттарсанах, лешĕ кăшкăрчĕ:
— Эй!.. Мункунăн малтанхи кунĕ Энĕш айлăмĕнче пуху пулать. Çамрăксем, пухăва пыма ан манăр!
Прахăр хĕрне казак-стражниксем тытса кайнине, ун çинчен ку тарана çитсе те сас-хура пулманнине пурте пĕлеççĕ. Пасар кăшкăраканĕ Натюш ятне асăнннне илтсен, бурлаксем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Ннвушлĕ таврăннă? Тата мĕнле шпионсем çинчен каласшăн вăл? Çук, паян çине-çинех темле хыпарсем илтĕнеççĕ. Ялтан тухни çĕр çул иртнĕ тейĕн. Бурлаксем васкаса утрĕç. Кантур умне çитнĕ çĕре ватти-çамрăкки, арçынĕ-хĕрарăмĕ — темиçе çĕр çын та пухăннă. Натюш хĕлле пасарта тухса каланине, çавăншăн ăна тытса хупни çинчен вулăсĕпех сăмах сарăлнă. Ун пирки тем чул сӳтсе явнă, ăна шелленĕ, тӳре-шарасене сивленĕ. Çав Натюш тĕрмерен хăтăлса тухнă-ши вара? Кашниех ăна курасшăн, ун сăмахне илтесшĕн.
Ванюкпа Коля, çынсем ятланине йӳпсемесĕр, хĕсĕнкелесе мала тухрĕçте çенĕк пусми çинче ватах мар, анчах шурса кайнă сăн-питлĕ хĕрарăм тăнине курчĕç. Ăна хĕçпăшаллă икĕ çын хупăрланă. Тумтирĕсенчен чухлас çук: те салтаксем, те полици тавраш? Айккинерех тата виç-тăватă арçын. Пурин кăкăрĕ çинче те хĕрлĕ хăю. Лаврскипе Павăл та пĕрлех. Анчах хĕрарăмĕ камне тем пек тинкерсен те паллаймарĕç. Натюша вĕсем çамрăк чухнехине кăна астăваççĕ. Унтанпа улшăнни паллах. Пурпĕр çавах пуль терĕç.
Натюша пĕтерни усă мар, сиен кӳрессе Лаврский вĕçне çитиех ĕненчĕ. Съездра пулса иртнĕ шăв-шав та çавнах çирĕплетрĕ. Ан тив, хăйсем шутланă çыннех суйларĕç те, Наум хутне кĕнĕ хĕрарăмсем пуян-куштансене самай тустарчĕç, çĕр çын ытла съездран тухса кайнă хыпар Атăлкасси тулашне сарăлни паллах. Натюш хăйçем май çаврăннине пĕлсен, Лаврский тем пекех савăнчĕ. Вăл тухса калани пăлхавлă чунсене пусăрăнтарĕ, Вăхăтлăх правительствăна парăнтарма, вулăсра йĕркелĕх тума пулăшĕ. Енчен улталама, хăйĕннех пеме тапратсан ан ӳпкелетĕр. Урăх шеллесе тăмĕç. Кун пирки Ваймистрова татăклах хушнă.
Бурлаксем кĕпĕртетсе килнине курсан, Натюшăн хал çĕкленчĕ. Вĕсен хушшинче Ванюкпа Коля та пулмалла. Тинкерсе сăнанăçемĕн икĕ йĕкĕт маларах тăнине асăрхарĕ. Пĕри лутрарах, тепри яштакарах. Вĕсем те Натюш çине куç илмесĕр пăхаççĕ иккен. Чĕри ырра сиснĕн тапа пуçларĕ. Лутрараххин сăн-пичĕ каснă-лартнă Анахвисăнах. Коля пулмасан, кам тата? Апла унпа юнашарри — Ванюк. Ав мĕнле маттур йĕкĕтсем вĕсем... Натюш чĕнесшĕнччĕ, вăхăт маррипе шарламарĕ.
— Надежда Прохоровна, сире сăмах паратпăр! — терĕ Лаврский.
Коля Ванюка аякĕнчен тĕртсе илчĕ:
— Илтрĕн-и?
— Ийя.
Натюш шăллĕсен шухăшне сиснĕн хăйпе паллаштарчĕ:
— Юлташсем, эпĕ Энĕшкассинчи Прохор Трофимович хĕрĕ, Натюш. Вунă çул каярах пире аттепе иксĕмĕре жандармсем тытса кайрĕç. Атте каторгăрах пуçне хучĕ, эпĕ таврăнтăм.
Коля йăлтах ĕненнипе тӳссе тăраймарĕ:
— Натюш аппа! — ехлетрĕ вăл. Никам чарма ĕлкĕриччен пусма çине чупса хăпарчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...