Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
— Мĕн пулнине ав çавăнтан ыйт, — мăнукĕ еннелле ал сулчĕ Сантăр. — Ашшĕ-амăшсĕр ачана пăхса ӳстертĕмĕр те, самăртнă йытă хуçине тапăннă тенĕ евĕр, мана вулăс халăхĕ умĕнче тĕксе ӳкерчĕ.
— Тур çырлахтăрах! — ним калама аптранипе пĕççине шарт çапрĕ Наçтик, тенкел çине кайса ларчĕ. Сантăр арăмне пăхмарĕ, малалла мăкăртатрĕ:
— Тепĕр тесен, мана хур кӳни хамăр хушăра çеçчĕ. Атя, вăй илнĕ пек чухне çап та ват! Пăхса ӳстернĕшĕн тав туни çавă пултăр! Анчах вăл мана тивертнипе çеç çырлахмарĕ. Сала ваккатне, Миххан чи çывăх тус-йышне тапăнчĕ. Атте вăрă-хурахла пурăнса кукаçине пĕтереймерĕ, халь хам тĕп тăвам терĕ пулĕ...
— Ай, тур-тур... Мĕн куратпăр ĕнтĕ, мĕн куратпăр?! — хыпăнчĕ Наçтик, макăрса ярасран аран-аран тӳссе.
— Пĕтĕм инкек Улянан путсĕр хĕрĕ пирки сиксе тухрĕ. Çав таçтан çăваран çаврăнса килнĕ те, кусем ăна тӳре-шара аллинчен çăлма шутланă.
— Ах, ыльăм, ыльăм... — пĕтĕмпех ăнланнăн куççулĕ витĕр ӳпкелерĕ Наçтик. — Ма вереллĕ ача мар-ши эсĕ? Ма пирĕн сăмаха итлеместĕн-ши? Уляна хĕрĕсем ыр кăтартас çуккине тем чул асăрхаттартăмăр. Ак ĕнтĕ чип-чипер пурăннă çĕртех хăвна тĕрмене илсе кайĕç. Пире тĕп тăвĕç. Ах, турă, ма çав териех телейсĕр-ши эпир... — пит-куçне аллипе хупласа ĕсĕкле пуçларĕ Наçтик.
Пурăннă хушăра кукашшĕпе кукамăшĕ ятланисем пулкаланах ĕнтĕ. Ванюк ун пек чухне айăпне хăй çине илнĕ, ваттисене тивĕçтерсе каçарттарма тăрăшнă. Халь кукамăшĕ макăрни чĕрине кассăх пăрахрĕ. Чăннипех савса ӳстернĕ-çке вĕсем ăна, тăлăх-турат ачана. Кукашшĕпе кукамăшĕн çуйланма сăлтав пурах çав — тӳре-шарасем тавăрма та ӳркенмĕç. Ванюк пуç тайсах каçару ыйтма хатĕрччĕ. Ашшĕ-амăшĕпе Улянасене çĕр çĕклейми хур кӳнине, кукашшĕ тӳре-шарасен умĕнче ăман пек упаленнине аса илни кăмăлне хытарчĕ, чунĕ йӳçсе тулнине кăларса хума хистерĕ.
— Кукамай... Кукаçи... — ытла та хумханнăран сассиие хăпартарах чĕнчĕ Ванюк. — Мана пăхса ӳстернĕшĕн сире хисеплемен пек калаçни тĕрĕс мар. Куна хăвăр та пĕлетĕр. Татах сăмах паратăп: ырă тунине ĕмĕрне те манмăп. Вăй çитнĕ таран пулăшма, хăвăра пăхма тăрăшăп. Паянхи ĕçсем пĕтĕмпех урăх шут...
— Урăх мĕнле шут вăл?! — тӳсеймерĕ Сантăр.
— Çав щут, кукаçи... Малтан эсĕ çупса ятăн. Е мана намăс мар терĕн-и? Эпĕ сана ӳкересшĕн марччĕ. Хамран сиресшĕн кăна кăшт тĕкрĕм...
— Апла иккен?! Сана çупма юрамасть! Эс мана кăшт кăна тĕкнĕ эппин! Тавтапуç, ачам... Савăнтартăн!
— Сана ӳкернĕшĕн хам та пăшăрханатăп, кукаçи. Хăвăн та çыпçăнмалли çукчĕ. Тилĕрессӳ килсен, акă халь, килте, кирек мĕн ту — хирĕç тытмăп! — Кукашшĕ халь çулса илессе кĕтнĕн чĕмсĕрленчĕ Ванюк. Лешĕ вырăнтан хускалманнипе шухăшне малалла тăсрĕ: — Хăвăр самах хускатнă май çакна та итлĕр: эсир мана тем каласа хăртма та пултаратăр, анчах аттепе аннене тек хурлама ан хăйнă пултăр. Сирĕн хыçран эпĕ те вĕсем пирки иккĕленерех шухăшланă, вĕсен таса ячĕсем умĕнче айăпа кĕнĕ. Уляна аппана тавтапуç. Вăл тăрăшни пачах сивĕнесрен упрарĕ. Стрелок каласа кăтартнă хыççăн иккĕленӳ сирĕлчĕ, Уляна аппа тĕрĕссине вĕçне çитиех ăнлантăм. Ман атте вăрă-хурах мар! Аннепе иккĕшĕ те халăхшăн кĕрешсе пуç хунă паттăрсем. Эпĕ вĕсен ачи пулнăшăн савăнатап. Уляна аппа çемйи те путсĕр мар. Вĕсенчен хисеплĕ çемье пирĕн ялта урăх çук. Ваккатсем хупасран та хăрамастăп. Çыхланччăр кăна, тек ача вăййилле шыва чиксе кăларнипе ирттермĕп! Пĕр çапса çĕр çумне çыпăçтарăп!
Ванюк шухăшне вĕçлерĕ те чĕмсĕрленчĕ. Кукашшĕ ятлаçасса кĕтрĕ.
Ватăсем чĕлхисене çыртрĕç. Вĕсене мăнукĕ ашшĕ пирки урăхла шухăшлама пуçлани хăратса пăрахрĕ. Халь мĕн калас ĕнтĕ? Мăнук умĕнче ӳкĕнес-и? Вара пурнăç тытăнса тăма пултарĕ-и?
Шăп çак вăхăтра Пичугов пырса кĕчĕ те, ĕçлемесĕрех пысăк укçа тунипе киленнĕскер, хавасланса саламларĕ:
— Ырă кун сунатăп! — Наçтике йал пачĕ. — Мĕнле пурăнатăн? Упăшкупа мăнукна курас килнипе хăшкăлмарăн-и? — Лешĕ ним чĕнменнипе Сантăр çине тинкерчĕ. Вăл та пăлханнине асăрхасан, кунта тем сиксе тухнине тавçăрчĕ: — Ма шыв сыпнă пек ларатăр? Наçтик инке ма макăрать?
Тепĕр инкек çитсе çапрĕ. Вĕсем харкашнă тĕлех хисеплĕ çын килчĕ. Иçмасса, карчăкĕ макăрмасан, юптарма пулĕччĕ. Сантăр ассăн сывласа сывлăшне çавăрчĕ. Хăйне хăй алла илме тăрăшса, тĕрĕссине каларĕ:
— Атăлкассинчи шăв-шав сирĕн хăлхана та пырса кĕнĕ-и, тен? Çавăн пирки ятлаçмастпăр-и...
— Илтнĕ, Александр Кузьмич. Ванюк çав тери ăссăрла айкашасса шухăшламан. Влаçра тăракан çынна тапăнма юраманнине ăнланмаллахчĕ.
— Турă çырлахтăрах... Тем кăтартĕ ĕнтĕ вăл пире... — куççуль витĕр мăкăртатрĕ Наçтик.
— Ку юрĕ-ха... Мĕн пулнине сӳтме хĕн. Хамăр кĕлтуса илнине курăпăр. Сире ытла та хисепсĕр йышăнтăмăр, ан çилленĕр, Абрам Семенович. Тĕпелерех иртĕр-ха, — йăлтах тăна кĕрсе сĕнчĕ Сантăр.
— Ман вăхăт çукрах, Александр Кузьмич. Эпĕ самантлăха çеç...
Пичугов мĕн ĕçпе сĕтĕрĕнсе çӳрĕнине тавçăрчĕ те Ванюк, çилли çиеле тапса тухрĕ.
— Абрам Семенович, эсир шухăшăра вĕçлемесĕр чарăнтăр, самантлăха çеç мĕн ĕçпе кĕнине хыпарламарăр. Е кукамайпа иксĕмĕр пĕлесрен хăратăр-и?
— Мĕн калаçатăн эсĕ? Тăна илеймерĕм-çке?
— Ахă, шеремет... тăна илеймерĕр иккен? Апла тесен, татăклăрах ăнлантарăп: бурлаксене улталаса хăварнă укçана пайлама васкатăр-и?
Ванюка хуçа патне илсе пыниех килĕшменччĕ Пичугова. Халь йĕкĕт ырă шухăшлă маррине сиссе пĕр çуйланчĕ, тепĕр тăвăлчĕ..
— Александр Кузьмич, эсир мĕн — манран кулма шутларăр-им?!
Мăнукĕ укçа пирки сăмах тăвасса кĕтменччĕ Сантăр. Кăлăхах иккен.
— Мĕн сӳпĕлтететĕн эс? Нивушлĕ пуçунта пĕр калек ăс та юлмарĕ? — пĕтĕм чунĕпе тарăхса астутарче вăл.
— Юлман та-и, тен... Пурпĕр хам сăмаха çирĕплетме тăрăшăп! — терĕ те Ванюк килĕшӳ хутне вуласа пачĕ.
Килĕшӳ хучĕ кĕсйине выртса юлнине Сантăр тахçанах маннă, халь те асне пырса кĕреймерĕ. Мăнукĕ юри кăларса илнĕн туйăннипе хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Ăçтан çаклатнă эс ăна?!
Ванюк хăйне тӳрĕ çын шутламаннине сисрĕ. Элеке сиресшĕн чуть çеç кукамăшĕ тупса паннне персе ямарĕ. Кайран ăна сăмах çеç мар, патак та лекме пултарасса аса илчĕ те:
— Ăçтан тупни сире кирлех мар. Çакă çеç тăрă шыв çинчи пек курăнать. Эсир, халăхпа хуçана улталаса, хăвăр валли çирĕм пин ытла хăварасшăн, — терĕ.
— Ну Александр Кузьмич, сирĕн патăрта куна илтессе кĕтмен. Сире хам пекех шаннă. Йăнăшрăм-им? — çатракаланчĕ Пичугов.
Ĕнтĕ пытармалла выляни ниме те пĕлтермессе ĕненчĕ Сантăр. Мăнукĕшĕн пурте паллă. Ун çăварне хуплама, приказчик кăмăлне ларма пĕр май çеç — тӳртен те тĕрĕссине каласа, мăнукне парăнтармалла.
— Абрам Семенович, эсир мана тивĕçсĕр ӳпкелетĕр. Иксĕмĕр сăмах пĕçернинчен эпĕ пĕр шит те пăрăнман. Вăл килĕшӳ хутне ăçтан тупнине ниепле ăнкараймастăп. — Унтан Сантăр мăнукĕ енне çаврăнчĕ, сас çине улăштарчĕ: — Ийя, ыльăм! — ку ĕнтĕ савнăн мар, сивленĕн янларĕ. — Эпир икĕ килĕшӳ тунă. Пĕрне хуçапа хамăр валли, теприне халăх валли. Абрам Семеновичпа вуншар пин ытла пайлатпăр. Камшăн тетĕн? Карчăкпа иксĕмĕршĕн-и? Çук! Пире виç аршăн çĕр те виç хăма çеç кирлĕ. Саншăн, сана çын пек усрасшăн тăрăшатăп!
— Кунашкал тăрăшни кирлĕ мар мана, кукаçи. Сывă пулсан, хам ĕçленипе те пурăнкалăп. Халăха çаратса нумаях мала каяймăн!
Мăнукĕ хăтланнинче кукашшĕн айăпĕ çуккине ĕненчĕ Пичугов. Инкекрен хăтăлса ĕçе чипер вĕçлес тесен, Сантăр хутне кĕмелле.
— Ванюк, эсĕ питех йăнăшатăн! — евĕклĕн чĕнчĕ вăл. — Эпир халăха çаратман, хуçана çеç улталанă. Уншăн намăс та, çылăх та мар. Вăл хăй те çынсене кашни утăмрах чавса тăршшĕ лартать. Кукаçу сăмахĕсене чĕрене хума тивĕç. Вăл мĕн тăрăшни чăннипех сан валли вĕт. Е ытлашши укçа тĕрткелесрен хăратăн-и? Вăйпа ĕçлесе пуйма мар, тăранма та хĕн. Курпун кăна тухĕ. Текех шăртланмалли, çăвара карса çӳремелли çук ĕнтĕ сан!
Приказчик ăçталла сулăнтарнине сисет Ванюк. Укçапа та пуянлăхпа илĕртсе, хăйсемпе пĕр каварлă тăвасшăн.
— Акă мĕн, Абрам Семенович, кун пирки хăвăр ачăрсене ăс парăр. Укçана бурлаксен ячĕпе ĕçшĕн тӳлеме тесе илнĕ. Çавăнпа вăл вĕсенех пулмалла. Паянах пĕр пусне хăвармиччен кăларса парăр. Ахалĕн...
— «Ахалĕн» мĕн?
— Бурлаксене хыпарлатăп. Вĕсем мĕн тăвасса хăвăрах чухлатăр!
Сантăрăн тӳсĕмĕ татăлчĕ, пĕтĕм хаярлăхĕ тăвăлса килчĕ. Тăрăшнăшăн хисеплес вырăнне мăнукĕ халăха систерессипе хăратать.
— Ак сана укçа! — пӳрне витĕр кăтартса кăшкăрчĕ вăл. — Чуп, бурлаксене каласа пар! Ман пӳртре, ман куç умĕнче тек ан тăр!
— Юрĕ, каятăп? Анчах бурлаксем умĕнче сăмах тытма тиветех сирĕн! — астутарса хăварчĕ Ванюк..
Сантăр тенкел çине лаштăрах анса ларчĕ. Мĕнле тӳсĕн? Кĕтмен çĕртен тепĕр инкек сиксе тухрĕ. Каллех мăнук айăпĕпе. Çавăншăн савса ӳстернĕ-и ăнă?
Наçтике тӳре-шарасем килсе тустарасси, укçа кăларса пама лекесси мар, урăххи ĕшелентерсе ӳкерчĕ.
— Ах, Сантăр, — хурлăхлăн чĕнчĕ вăл, — мĕн туса хутăн... Пĕртен-пĕр мăнука хăваласа анине пĕлсен, çын мĕн калĕ? Е ăна хăратас терĕн-и? Вăл текех пĕчĕк ача мар-çке. Такам та йышăнĕ ăна, такам та киле кĕртĕ. Такам мар, Уляна Анахвисĕ патнех кĕрĕ. Вара мĕн курăпăр? Çăва тумаллаччĕ-и çав укçапа...
Арăмĕ асăрхаттарни Сантăр чĕрине çĕçĕ пек пырса тăрăнчĕ. Чăнах та çке?! Улянасем хавасках йышăнĕç. Анчах кăмăлне улăштарас вырăнне, ахăртнех, килĕшу хутне кĕсйинче хăварнине аса илчĕ те сиксе тăчĕ.
— Эсĕ... Эcĕ, шуйттан карчăкĕ, леш хута тупcа Ванюка панă. Пĕтĕм инкек сан тăм пуçу пирки! — чăмăрĕсемпе хăлаçланса кăшкăрчĕ вăл. Арăмнĕ тенкел çине чышса ӳкерчĕ.
— А-яй, çак ухмаха!.. — çуйхашрĕ Наçтик. Сантăр урăх тивеймерĕ. Пичугов ярса тытрĕ.
— Александр Кузьмич, чарăнăр! Чăн та, ухмаха ернĕ пек ан хăтланăр!
— Çăва хутне ăçтан пĕлес ман? Е шывра кĕлермеллеччĕ-и?
— Хупла çăварна, супъях! — каллех хăмсарчĕ Саитăр. Приказчик умĕнче аван маррипе çапмарĕ.
— Ман шутпа, Ванюк пакăлтатнăшăн пăлханмалли çук, — Сантăра лăплантарма тăрăшрĕ Пичугов. — Кукашшĕне çав тернех хирĕç тăма ăссăр ача мар вăл.
— Бурлаксене каласа парсан?
— Ку та темех мар, Бурлаксем хăйсен укçи маррине ĕненĕç. Харкашма та хăяймĕç. Вĕсен каллех пирĕн куçран пăхма лекет-çке.
— Апла тесен, Абрам Семенович, бурлаксене ытла сахал пĕлетĕр эсир, Пуçăмăрсене каялла пăрса лартасси паллах. Кунта йăли çавнашкал. Ав, паян мĕн хăтланчĕç!
Пичугов хуçи сисесрен хăраманччĕ — хальхи саманара суд тавраш çук, Ним те тăваймĕ. Ĕçрен тухса кайма унчченех тĕвтунă. Халăх сучĕ çинчен аса илтерни чĕтретсе пăрахрĕ. Ванюка мĕнле шанăн? Ахальтен çине тăрать-и?
— Апла тесен, Александр Кузьмич, укçана халăха валеçсе парас! — сасартăкăх тепĕр май çаврăнса ӳкрĕ Пичугов.
— Абрам Семенович, ан шӳтлĕр!
— Шӳтлесе мар, Александр Кузьмич, чăнласа каларăм. Укçа тесе, ма пуçа çимелле? Юрать-ха, Наçтик инке урăх çынна вулаттарман, Ванюк таврăнасса кĕтнĕ. Ĕнтĕ эпир килĕшни çинчен хыпарламалли çеç юлнă.
Приказчик шухăшĕ тĕрĕссине Сантăр татăклах ăнланчĕ. Анчах парăннине мăнукне мĕнле пĕлтерес? Вара пушшех итлеми пулĕ.
Пичугов çакна сиснĕн хушрĕ:
— Наçтик инке, Занюка чĕнсе кĕрт-ха!
Ванюк çенĕкрен сирпĕнсе тухрĕ те пĕр-икĕ утăм тусанах чарăнчĕ. Ăна килтен хăвалаççĕ. Ку намăса ялта урăх ннкам курман-тăр! Ăçта каймалла ĕнтĕ? Анахвиссем патне-и? Унта йышăнасса шанать вăл. Кукаçи хăвалать тееç-и? Илтсен, Анахвиссем те кулĕç. Ванюкăн вĕсен умĕнче ырă ятне ӳкерес килмест. Апла тесен, йăнăшмарĕ-ши вăл? Тен, укçа пирки шарлама кирлĕ марччĕ? Хăйĕн асаплă ыйтăвĕ çине хуравлама аптранă енне пуçламăш хут ашшĕнчен ăс ыйтнăн аса илчĕ: ашшĕ ун вырăнче пулсан, мĕн тăвĕччĕ-ши? Вĕçне çитиех хирĕç тăрасси паллах. Халăха çаратнипе килĕшес çукчĕ вăл. Ахальтен ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ-им! Çук, Ванюк йăнăшман. Хускатнă ĕçе сӳнтермелле мар... Хăйсем тĕллĕн сӳтсе явччăр-ха. Кукашшĕ тăна кĕрсе çаврăнмĕ-и? Вара тем пекехчĕ. Ванюк сасартăк çыру пуррине аса илсе, кĕсйинчен кăларчĕ. Конверчĕ çине çырнине курсанах савăнчĕ: Хусанти юлташĕсем янă иккен. «Мĕнле пурăнаççĕ-ши?» Конвертран нихçан курман алпа çырнă хут татăкĕ сиксе тухрĕ. Кам алли-ши? Хуçа патĕнче ĕçлекен Маруç яман-ши? Хăвăрт вуларĕ те пушшĕх тĕлĕнчĕ. Акă мĕн çырнă иккен: «Ванюк, каçкӳлĕм Хура кӳлĕ çине тухăр-ха. Унта хăвăра паллакан хĕр кĕтсе тăрĕ». Ал пусман. Маруçăн ма Хура кулĕ патне тухма йыхăрмалла пуль? Кăмăлĕнче мĕн пуррине Хусантан каяс каç та каласа пама май килнĕ-çке?.. Çук, Маруç çырăвĕ мар. Камăн-ши? Васкаса тепĕр татăкне вулама пуçларĕ: «Ванюк, — тенĕ унта, — тепĕр куннех леш хĕр магазина кĕчĕ тĕ малтанах пĕр кĕрепенке вăлча тайтарма хушрĕ. Вара эсĕ ăçтине ыйтрĕ. Килне вĕçтерчĕ терĕмĕр те, палт çаврăнса тухса кайрĕ. Пăхатпăр: вăл тăнă вырăнта халь чиксе яракан хут татăкĕ вырта парать. Ваçканипе-ши е хумханнипе муфтинчен укçа кăларнă чухне ӳкерсе хăварнă пулмалла. Ванюк, Ванюк, мĕнле хитре хĕр килĕштерсе пăрахнă сана! Кăштах пурăнмаллаччĕ. Вара курнăçса калаçаттăр. Кам хĕрне пĕреймерĕмĕр. Урăх пымарĕ.
Эпир çав майлах йăслашкалатпăр. Эсĕ кайнăранпа тунсăх пусарсах ӳкерчĕ. Иçмасса, никама кăтăкласа ахăртмалли çук. Эпир те пăрахут е баржа çине ĕçе кĕрĕшме шутларăмăр. Пăр тапранасса çеç кĕтетпĕр. Халлĕхе сывă пул-ха. Пысăк салам сана. Çыру кĕтетпĕр. Санăн тус-йышусем: Федьăпа Саша». Ванюк вуласа пĕтерчĕ те чĕри темле ыррăн тапма тытăнчĕ. «Иккĕленмелли çук, Клавье çырăвĕ. Вăл мана курăсшăн иккен. Мĕн тума-ши? Федьăсем калашле, ун чухне тухса килмен, унпа курнăçнă пулсан, мĕн хăтлăнĕччĕ-ши?» Сасартăках Ванюка çул уçăлнăн туйăнчĕ. Кăларса янăскер, Кольăсемпе сывпуллашĕ те Хусаналла вĕçтерĕ. Хуçи приказчика куçарма шутланăскер, ахаль ĕçе те пулин илĕ-ха. Унта вкрнаçаймасан, урăх хуçа патĕнче те ĕç тупăнĕ...
Кукамăшĕн сасси Ванюк шухăшне татрĕ:
— Ыльăм, пӳрте кĕр-ха! — Мĕн тумалла тет?
— Мана чĕнме хушрĕç.
Кукашшĕсем тем шут тунине тавçăрчĕ Ванюк. Паçăртарах хаваспах таврăнĕччĕ, халь Хусана каяс килнипе кукамăшĕ хыççăн хăйне хăй ирĕксĕрлесе кăна утрĕ.
— Акă мĕн, Ванюк... — алăк пуканĕ урлă каçнă-каçманах чĕнчĕ Пичугов. — Сан сăмах тĕрĕсех. Эпир чăннипех аван мар турăмăр-и, тен. Укçана пĕтĕмпех валеçĕпĕр.
Харкашу чипер вĕçленни Ванюка савăнтарчĕ. Анчах вăл хуравлама ĕлкĕриччен кукашшĕ сăмах хушрĕ:
— Юрĕ, паян илсе килнине парăпăр. Унчченхине мĕн тăвăпăр?
Пичугов ăна кĕсйинчех хăварасшăн:
— Ун пирки сăмах хускатма кирлĕ мар. Пайланă япала саланма пултарнă. Тата унсăрăн та халăха пысăк усă кӳретпĕр! — терĕ.
Сантăр кунпа сăмахсăрах килĕшмелле. Каллех Ванюк тапăнчĕ:
— Апла мар, Абрам Семенович. Пĕр пус хăвармасăр кăларса паратăр!
«Кукаçу кирек мĕн тутăр, эп хамăнне хам пĕлетĕп!» — татса хурасшăнччĕ Пичугов, харкашăвне тепĕр хут чĕртесшĕн пулмарĕ.
— Сирĕн ирĕк. Эпĕ хампа пĕрле чиксе тухман. Сывă пулăр! — терĕ те алăк патнелле утăмларĕ.
Татăлмасăр каймастăр, Абрам Семенович, — чарчĕ ăна Ванюк, — Кĕсъере çукки темех мар. Пирĕнтен кивçен илни çинчен хут кăна тăвăпăр.
Сантăр мăнукĕпе хирĕçесшĕнччĕ. Ял-ялĕнчи уполномоченнăйсем хапхаран кĕнине асăрхасан, ĕшеленсе ӳкрĕ.
— Абрам Семенович, мĕн калаçнипе çитĕ. Ав, çынсем укçа патне килчĕç, — çуйланса систерчĕ.
Сантăр та мăнукĕ майлă пек ăнланнипе Пичугов пĕр сăмахсăрах расписка çырса хăварчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...