Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
Ванюк купарчине тытса пăхрĕ, хăй те ахăлтатрĕ.
— Юрать-ха халăх хушшинче мар. Анчах шăтăка мĕнпе питĕрмелле? Кукаçи кутамккинче йĕппе çип пурччĕ. Çавна илмеллеччĕ.
— Юман Паттăр, ан кулян! Йĕппе çипсĕрех майлаштарăпăр!
— Мĕнле?
— Мих анине çыхнă пек!
— Урăхла йӳнеçтерме çук пулсан, çыхса лартма лекет! — килĕшрĕ Ванюк.
Коля çĕçĕ илсе кимĕ патне чупрĕ. Косяк вĕçĕнчен пĕр пайăрка мунчала касса таврăнчĕ. Ванюка çурăмĕпе çутă еннелле çавăрса тăратрĕ, çунса шăтнă вырăна пĕрмелесе тытрĕ, мунчалапа туртса çыхрĕ.
— Ой, Юман Паттăр, кун пек санран арçурисем мар, шыврисем те хăраса тарĕç. Эсĕ хăв та чăн-чăн хӳреллиех! Вăт çапла яла пырса кĕресчĕ... Камит курма ярмăрккăна каймăттăмăр.
Тата тем вăхăтран тул çути самаях палăра пуçларĕ. Çамрăксем яшка антарчĕç те пĕçернипе сыпаймасăр ларчĕç. Сасартăк Ванюк, юханшыв çинелле сăнаса лараканскер:
— Пăх-ха, мĕн унта? — терĕ.
— Сулă анать!
— Вăт шеремет! Пĕçернĕ апата та çиеймерĕмĕр иккен!
— Варарах çийĕпĕр, çырманалла сĕтĕресрен хăрушă! Ванюкпа Коля кимĕ çине вăр-вар кĕрсе ларчĕç, шалалла ишрĕç. Хӳре тытнă çĕрте Ванюк косяка пăраха-пăраха пычĕ. Патне çитсен, сулăран пакурпа ярса илчĕ. Косяк карăнса чăрмантарасран тăват-пилĕк ункине шыва ывăтрĕ те сулă çине хăпарса, кĕнекрен яваларĕ. Сулă юхнăçемĕн вăл туртăнса пычĕ. Майне пĕлмен çын аллинче татăлĕччĕ е кĕнекне хуçĕччĕ. Ванюк ăна пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пушатрĕ. Кĕнеке шăйăрса çаврăннипе тĕтĕм тапса тухрĕ пулин те пурпĕр татăлмарĕ. Сулла вĕсем çырма тĕлĕнчен чиперех ирттерчĕç.
Анчах савăнма иртерех-ха. Ав, сулăсем татах анаççĕ. Çывăха çитиччен косяка кимĕ çине кăлармалла. Вĕсен тепре пур та, кĕскерех, ăшăха ларака сулла кăлармалли çеç.
Ванюк кимĕ çине сикрĕ.
— Тĕксе яр хăвăртрах!
Çыран хĕррине çапăнсан, Ванюк косяка васкаса туртма пуçларĕ. Типĕ çĕртине тыткаланă чухне сивех марччĕ. Шыв ăшĕнчен тухнă тĕле çитсен, аллисене вут пек çунтарчĕ. Анчах ăшăтса тăма вăхăт çук: сулă çывхарать. Темиçе пичатлăй кăларсан, алли сивве туйми пулчĕ. Хăй вара лачкам йĕпенчĕ. Куна та уяма çук. Юлашкинчен косяк кимĕ çинче ĕнтĕ. Сулла хирĕç кăна каймалла. Анчах чарăнчĕ мар-и вăл?
— Сулă ăшăха ларчĕ! — эрленсе сăмах хушрĕ Коля. — Кăларса яма урăх анаканни курăнмасть.
— Ку пирĕн телеех пуль, Юман Паттăр. Унччен яшка сыпма ĕлкĕреймĕпĕр-и?
— Тĕрĕс, Чумари юлташ. Унсăрăн выçса вилĕн те, кукамуна мĕн калас ман?
Çапла шӳтлекелесе, çыран хĕррине тухрĕç. Сивĕне пуçланă яшкине çакса ăшăтрĕç, çăкăр касса чăрманмалла мар, паçăр васканипе кĕсйине чикнĕ чĕллисене кăларчĕç те,çиме пуçларĕç. Çур тирĕк те çиейменччĕ:
— Шапаç! — терĕ Ванюк, сулă аннине асăрхаса.
Вĕсем каллех кимĕ çинче. Тăвалла хăпарнă чухне ишме çăмăл та, кимми кăна ерипен шăвать. Косякĕ те шыва ярса пынипе каялла туртать. Хăвăртрах çитес тесе, Коля пĕтĕм вăйран ишет. Ванюк та ăна пулăшать. Халь вĕсен пĕр суллине тепĕр суллинчен кăкарса ăшăхран кăлармалла та иккĕшне çырма тĕлĕнчен ирттермелле. Ванюк, кĕске косякне илсе, ăшăха ларнă сулă çине тухрĕ, кĕнекрен кăкарчĕ, Тĕп косякне тепĕр кĕнекрен çыхса хăварсан, ыткăнса анакан сулă çине кĕчĕ. Кунта та кĕске косяка кĕнек çине аврарĕ.
— Кил хăвăртрах! Карăнса татăласран пушатса пыр! — хушрĕ Кольăна. Хăй ăшăха ларнă сулă çине таврăнчĕ.
— Охо-хо-хо-хо! — кăшкăрчĕ Коля.
— Чумари юлташ, сывă пул! Атăл таппинче тĕл пулăпăр!
— Хăвăнне курсан, манне салам кала!
Коля тăрса пыракан сулă ăшăхрине карт туртрĕ, вырăнтан тапратрĕ те хăйпе пĕрле сĕтĕрме пуçларĕ. Халĕ икĕ сулли те юхăра ĕнтĕ. Ванюкпа Коля косякĕсене пушатса кăна тăраççĕ.
— Охо-хо-хо-хо! — кăшкăрса ячĕç çырма тĕлĕнчен чипер ирттерсен. Косяксене пуçтарма ĕлкĕрейменччĕ — татах сулă анни курăнчĕ...
Çапла ĕçлесе вĕсем кăнтăрлахи апатне те çиеймерĕç. Тĕттĕмленеспе сулăсем юхма чарăнчĕç. Паянлăха ĕç пĕтнĕ — çамрăксем çырана тухрĕç. Хăйсем йĕп-йĕпе. Пахилккисене те шыв тулнă. Хырăмĕсенче Ĕнел чанĕ кăна мар, вулăсри пĕтĕм чиркӳ чанĕсем çапаççĕ-и, тен.
— Охо-хо-хо-хо! — ларнă çĕртех кăшкăрса ячĕ Коля. Анчах ку сасă хавассăн мар, йăтайми çăк пусарннпе ахлатнăн илтĕннĕрен хăйĕнчен хăй кулчĕ.
— Чумари юлташ, аван-и?
— Тӳсме çук, Юман Паттăр. Кур-ха! — Икĕ аллине çăварĕ патне илсе пыма хăтланчĕ, илсе пыраймарĕ. Çурăмне те тӳрлентереймерĕ: çанçурăм суха хăми пекех хытса ларнă.
Тусĕпе пĕрле Ванюк та кулĕччĕ. Ача чухне сухаран таврăнсан, кашăк тытнă алли çăвар патне çитейменнине аса илчĕ те, кулăшĕ сӳнчĕ. Коля ĕçĕ суха тăвассинчен темиçе хут йывăр. Хăй вăл икĕ çул кĕçĕнтерех. Çавăнпа ăна Ванюк тăван шăллĕ пек шутлать. Шеллет те. Аллинчен тытса тăратрĕ. Выртма юрамасть халь — шăнса хытатăн. Вучахра çунса пĕтеймен пуленккесем йăсăрланса выртаççĕ. Вĕсем вут-шанкă пухса хатĕрлерĕç, чĕртсе ячĕç. Вут çывăхне пырса çаврăна-çаврăна типĕнчĕç. Ирхи яшкана ăшăтса çинĕ хыççăн вучахри кĕле каçхи çине сăтăрса хучĕç те аçам сарса выртрĕç.
— Асту, айна лайăхрах хĕстерме тăрăш. Унсăрăн каллех туртса илĕп те, кăчăр пулса выртăн! — сĕнчĕ Ванюк.
— Кĕçĕр хăлхаран арçури кăшкăрсан та туяс çук. Çапла каларĕ пулин те, Коля тем вăхăтран, чи йывăр ыйхине ирттерсен, вăранчĕ. Иртнĕ каç чуть çеç çунманнине аса илсе, айĕнчи аçамне сăтăркаларĕ. Пĕçерни-туни сисĕнмерĕ. Ванюка вăратса асăрхаттарасшăнччĕ, ытла тӳлек те пĕр тикĕс сывласа çывăрнипе тĕкĕнмерĕ. Кăвар-мĕн тивсен хăех сиксе тăрасса шанса, каллех пуç çинчен витĕнчĕ. Кăтăш пулнăччĕ, тем хуçăлса çатлатнипе вăранса кайрĕ. Аçамне пичĕ çинчен сирчĕ, пăхкаларĕ — нимĕнех те куçĕ тĕлне пулмарĕ. Ыйхă телĕшпе аташнă пулмалла... Анчах кĕçех чăштăртатни, мăшлатса сывлани илтĕнчĕ. Аташни мар иккен. Ав ăвăс патĕнче тем мĕштертетет. Каç темтепĕр калаçнипе çапла курăнать-ши ку? Малтанах мĕлке пĕчĕк пекчĕ. Сасартăк вăл ӳсме тытăнчĕ... Арçури мар-тăк, тата мĕн? Коля чĕлхи çине килнĕ кĕлĕ сăмахĕсене каласа сăхсăхрĕ. Арçури çухалма мар, кайри ури çине тăчĕ те уласа ячĕ. Ăна вăл хăй патнелле утăмланăн туйăнчĕ.
Коля айккинелле сирпĕнчĕ, çыран айлăмнелле чикеленсе анчĕ. Хыçран хăваламаннине ĕненсен, юлташне хăрушлăха пăрахса хăварнине аса илсе, хăраса кăшкăрса ячĕ:
— Ваню-юк! Кăраву-ул!
Вăрансанах, Ванюк юнашар выртакан Коля çуккине асăрхарĕ, анчах мĕн те пулин тавçăрма ĕлкĕриччен татах кăшкăрни илтĕнчĕ.
— Ваню-юк!.. Упа килнĕ! Тар хăвăртрах!
Коля сассипе канăçсăрланса пулмалла, упа каллех уларĕ.
Ванюк та курчĕ ăна. Авă, картина çинчи пекех икĕ уран тăрать. Çăварне карнă. Халь ватмă пуçлĕ. Хĕл хута юр айĕнче выртса выçăхнă хыççăн çынна та тапăнать тенине илтнĕ. Текех тарса хăтăлаймăн. Утăм та тăваймăн. Анчах çухалса каяс вырăнне Ванюка, яланхи пекех, чăрсăр шухăш пырса кĕчĕ: упана хăйне тытмалла. Пакур кăна кирлĕ. Ванюк ăвăс патне ыткăнчĕ. Çак самантра ула вăл ларнă çĕрелле сикрĕ. Вара, ĕлкерейменшĕн эрленсе, каллех кайри ури çнне тăчĕ, утма пуçларĕ. Пакур аври çитмелле çĕре пырсан, Ванюк пĕтĕм вăйĕпе сулса ячĕ. Пĕренене тĕл лектермĕ хăнăхнăскер, пакур сăннине тăпса таранах упа пуç тӳлине кĕртсе лартрĕ. Лешĕ тăватă ури çине персе анчĕ. Пакур сăнни хирĕннипе пушшех ыратнăран пулмалла, юлашки вăйне пухса, çĕнĕрен икĕ уран тăчĕ. Хаяррăн уласа, малти урисемпе пакур аврине ытамларĕ, хуçасшăн пулчĕ. Юлашкинчен тусеймерĕ, çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ. Кăштах тапкалашрĕ те тăсăлса выртрĕ. Хăрушлăх иртнине ĕненсен, айккинче чĕтрешсе тăракан Кольăна чун кĕчĕ. Ним калайман енне:
— Ух, ача! — тесе ячĕ.
— Чумари юлташ, эсĕ мар-и?..
— Конешнă!..
— Эп сана шыва сикрĕ те юхса кайрĕ пуль тесе...
Коля çĕр тĕпне путасла вăтанчĕ. Юлташĕ ӳпкеленине сисрĕ. Юнашар выртакан çынна кам пăрахса хăварать-ши?
— Тунмастăп, Ванюк... Чуть çеç шыва сикмерĕм. Сас пулнипе вăрантăм та, тем çăва пысăкăш чĕр-чун мăштăртатать. Арçури пуль терĕм. Унччен те пулмарĕ — кайри ури çине тăрса уларĕ, ман еннелле утăмларĕ. Сана систерме манса, тапса сикрĕм. Сан умра питĕ пысăк айăпа кĕтĕм, — терĕ те Коля пуçне пĕкрĕ.
Тусĕ пăшăрханнине сиссен, Ванюк ăна йăпатма тăрăшрĕ:
— Коля, шереметех-çке эсĕ! Шӳте кам йывăра хурать-ши? Ман çӳçпуç вирелле тăман тетĕн-им? Тĕрĕссипе, халь те алсем чĕтреççĕ. Тарма май килнĕ пулсан, эпĕ те хыçăнтанах тапса сикеттĕм. Çула пӳлнипе ирĕксĕрех хирĕç тăма лекрĕ. Юрать-ха, кăшкăрса асăрхаттартăн... Атя-ха, пакура вĕçертсе илер.
— Пысăках хăй, каттăршнăй!
— Пĕчĕк мар. Мĕн тăватпăр ĕнтĕ унпала?
— Кĕрĕк! Прахучĕпе мар, вулăсĕпе пĕр кĕрĕк пулĕ!
— Сан ăс яланхи пекех малта, Чумари юлташ. Чăннипех чаплă кĕрĕк çĕлетĕпĕр. Тирне сӳме пĕлменни кăна хуплать.
— Ан хуйхăр, Юман Паттăр. Сулăсене ăсатар-ха, кимĕ çине тиесе илсе кайăпăр. Çармăссен хушшинче упа тирне сӳме те, тума пĕлекен те тупăнĕ.
— Эс каланă пек тăвăпăр, — килĕшрĕ Ванюк. — Мĕн вăхăт-ши? — тӳпенелле пăхкаларĕ.
— Темле пулсан та, кеçĕр тек çывăраяс çук ĕнтĕ. Луччă апат пĕçерсе çиер. Каллех йыçăлла ĕçе пуçăнас мар!
Ванюк аш кăларса касасшăнччĕ, кутамкка вырăнта çуккипе:
— Коля, аша ăçтарах çакнăччĕ эс? — терĕ.
— Çавăнтахчĕ-çке!
Кутамкка çĕрте вырта парать. Çитменннне, пушах, тăршшĕпех çурăк.
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? — çуйланчĕ Коля.
— Фу-ти!.. — эрленсе ехлетрĕ Ванюк. — Çын сăмахĕпе шыва сикнĕ тени çак ĕнтĕ вăл. Иксĕмĕр те шереметсем çав. Виçĕмкун килсенех çырмари шыв тарăнăшне виçсе пăхмаллаччĕ. Вара пирвайхи суллах кĕртсе лартмаллаччĕ те юрра кăна ямаллаччĕ.
— Çапли çапла та... Çырмана кĕнĕ сулă ларса юласран хăрушă.
— Ним те мар. Сулăсем анса пĕтсен, салатса ярăпăр. ĕнтĕ вăрăм шăчă касса килмелли çеç.
— Шăчăпа мĕн тăвасшăн эс?
— Мĕнне хăвах курăн!
Вĕсем çыран хĕрринчен вăрăм чăрăш касса кĕчĕç.
— Мĕн тунине пăх ĕнтĕ! — терĕ те Ванюк утрав патнелле çывхаракан сулла тĕксе ирттерчĕ.
— Маттур шутласа кăларнă эсĕ, Юман Паттăр! Ку таранччен сан пултарулăхна шанманччĕ. Паянхи кунтан шухăшăма улăштарма лекет, — шӳтлерĕ Коля.
— Эпĕ те эс ырласса кĕтмен. Тавтапуç. Кай та яшка пĕçерсе кил. Косякпа урăх аппаланмастпăр.
Каç пулсан, утрав çинчех вут тивĕртрĕç. Анакан сулăсене вĕсем тĕккеле-тĕккеле ăсатса тăчĕç.
— Чумари юлташ, итле-ха... Эсĕ кан. Хамах хураллатăп! — терĕ юлашкинчен Ванюк. Коля хирĕçлесшĕннине асăрхасан, ятарласах хушрĕ: — Пыр! Пĕччен вăй çитнĕ çĕрте мĕншĕн иксĕмĕрĕн те ыйăха татмалла! Йывăр килсен вăратăп.
Коля килĕшрĕ. Çырана тухса кĕл çине выртасшăнччĕ, унта хăй çеç пулма шикленчĕ. Кĕçĕр тата тем сиксе тухĕ? Анчах палăртасшăн мар:
— Юрĕ эппин, кимĕ çине выртăп, — терĕ.
— Шăнмастăн-и?
— Шăнсан, вучах умне тухса ăшăнăп. Тата ман алăра икĕ аçам. Юр купи çинче те мунчари пек пулĕ.
Халлĕхе сулăсем курăнми пулчĕç-ха. Ванюк çунтарма хатĕрленĕ вут çуркамĕ çине ларчĕ. Çыран хĕррнне йывăçсен мĕлки хупăрланăран Элнет шывĕ вĕçĕ-хĕррисĕр сарлакан курăнать. Йĕри-тавра ним сас-чӳ те çук. Сĕм вăрман тарăн ыйăха путнă. Вĕсем мольăна кĕçех вырăнтан тапратĕç те тепĕр виçĕ эрнерен Атăл таппине çитсе ӳкĕç. Шăп мункун умĕн яла таврăнĕç. Пуринчен ытла Ванюкăн Анахвис йăмăкне курас килекен пулнă. Уйрăлни нумаях мар та, калаçмалли тем чухлех пухăннă. Кунĕпе ĕçлесе ывăннăскер, вăл çывăрать ĕнтĕ халь. Асра-тĕсре те пулин аса илет-ши шăллĕне?
Çӳлте сулăсем курăнни Ванюк шухăшне татрĕ. Вăл вĕсене пĕчченех тĕке-тĕке ăсатрĕ. Çапла тул çутăлнине те сисмерĕ. Йывăçсем хушшипе хĕвел хăпара пуçларĕ.
Сулăсем анми пулчĕç. Иртсе пĕтрĕç-и, тен. Çырмана ларнине кăларса ярас. Е приказчик килсе тухĕ тата. Бурлаксем курсан та аван мар.
— Охо-хо-хо-хо!
Коля шарт сиксе вăранчĕ, мулкач пек кăн-кан пăхкаларĕ.
— Мĕн кăшкăратăн?
— Шапаç, Чумари юлташ. Хĕвел тухрĕ!
— Ма маларах вăратмарăн?
— Кăштах урусем тăсăлччăр терĕм. Унсăрăн хĕрсем кулĕç, чике тăршшĕ çеç тейĕç.
— Ытлашши ан хурла-ха, Юман Паттăр. Сан çула çитсен, капан пысăкăш пулăп.
Вĕсем çырмана кĕрсе ларнă сулă патне пычĕç. Çиелтен пусарттарнă пĕренисене пăчкăпа татрĕç, вут çуркамĕсене Элнетелле шĕрлеттерчĕç. Çирĕм пилĕк тăваткал чалăша часах салатрĕç.
Çырмана тасатсан, Ванюк кимĕ çине кĕрсе выртрĕ. Унăн питĕ те çывăрас килетчĕ, вăл самантрах ыйха путрĕ.
Коля юлташне чăрмантарасран асăрханса çырана тухрĕ, яшка пĕçерчĕ. Авăс çумне кукленнĕскер, Ванюк вăранасса кĕте-кĕте хăй те çывăрса кайрĕ.
— Охо-хо-хо-хо!
Янравлă сасăпа иккĕш те харăсах сиксе тăчĕç. Çывăхри çырмасене сыхланисем таврăнаççĕ иккен.
— Кайрăмăр! — йыхăрчĕç вĕсем.
— Эпир апат çимен-ха! — хуравларĕ Коля. Ванюк вучах патне пычĕ. Шăннăскер, чĕтрет хăй. — Аван çывăрнă вара!
— Эсĕ ыйхă чăптине пурте пĕлеççĕ. Анчах пакăлтатма вăхăт çук, яшка сыпкалар та çула тухар.
Вĕсем васканинчен тĕлĕнмелли çук. Анаталла пĕр сехет аннине тăвалла ик-виç сехет кирлĕ пулĕ. Каçчен барака çитмелле. Сулăсене лартса хăварас мар тесе тăрмашнă чухне ним те асăрхаман иккен. Ĕнер шыв айĕнче пулнă çырансем паян курăна пуçланă. Акă мĕншĕн васкатнă иккен Ванюк кукашшĕ, Мольă хăвалама шăп вăхăт. Çамряксем икĕ талăк йывăр ĕçпе супнине, выçлă-тутлă пурăннине те манчĕç. Кăмăлĕсем саваккнпе юрласа ячĕç:
Шур перчетке çыхса,
Пӳрне шăтрĕ.
Савни, саншăн йĕрсе,
Куç пăсăлчĕ.
Уйрăлатпăр, савни,
Аллуна пар.
Сивĕнетпĕр, савни,
Тутăра пар...
Коля юрланă çĕртех кулса яни Ванюка та пӳлчĕ.
— Чумари юлташ, ма ахăратăн?
— Мĕнле тӳсес?! Ахăртнех, сехмет хĕрĕпе уйрăлни аса килчĕ пулĕ? Уншăн епле макăрмăн?! Хам пулсан, çакăнтах шыва чăмăттăм!
— Чумари темерĕн!
— Конешнă, чумари. Куна пĕлмен çын тĕнчере те çук пулĕ. Эс çут купарчаллине вăт никам курман. Хусанта чухне çав йĕм пулмаллаччĕ, сехмет хĕрĕ мăйранах çакăнĕччĕ!
— Татах мăшкăллашатăн-и? — кĕсменĕпе шыв çаптарса сирпĕтрĕ Ванюк.
— Эс йĕпететĕн-и? — терĕ те Коля хӳре тытакан кĕсменпе хирĕç сирпĕтрĕ.
Çапла ахăра-ахăра, пĕр-пĕрне шыва кĕртме пуçларĕç. Хӳре тытман ишмен кимĕ анаталла ыткăнчĕ. Хăйсĕм сулă сыхланă тĕле çитсен, Ванюк тăна кĕчĕ.
— Чумари юлташ! Шапаç!
— Парăнатăн-и, юплешке! Урăх ашкăнмастăп тесе сăмах пар!
— Туршăн та, хĕвелшĕн те... — сăхсăхрĕ Ванюк. — Атăл таппине çитесси те инçех мар.
Коля кулма чарăнчĕ. Куншăн хăй айăплă пек:
— Кил, хӳре тыт. Эп ишетĕп! — терĕ.
— Эс мĕн, анаталла юхнипех ывăннă терĕн-им мана? Тепĕр хут тăвалла ишме тапратрĕç. Анчах сĕм вăрманта сас ян-ян кайнă чух юрламасăр епле тӳсĕн? Вĕсем те юрра пикенчĕç. Пĕрне пĕтерчĕç те теприне пуçларĕç.
Çапла юрласа та шӳтлесе, улшăна-улшăна ишсе те хӳре тытса, гавань умне çитрĕç. Кимĕпе тек тăвалла кайма çук. Умра йывăç, кĕпер пек, сарăлса выртать. Ав маларах ĕлкĕрнĕ кимĕсем те кунта.
— Охо-хо-хо-хо! — хăйсем çывхарнине систерчĕ Коля.
Тахăшĕ вут çуркамне тăратса тунă хӳшĕ алăкĕнчен пуçне кăтартрĕ те каллех çухалчĕ. Кĕçех темиçен тухса тăчĕç. Вĕсем Ванюка курасшăн. Вăл ытти ял ачисенчен чылай паттăррине тахçанах пĕлеççĕ те, упа тытнă хыпар пушшех тĕлĕнтернĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...