Юрă
Урхамахăм юртать улăх тăрăх,
Улăх тăрăх юртать сукмакпа.
Манăн юрă сарăлать тĕнче тăрăх,
Тĕнче тăрăх хавас такмакпа.
Çамрăк пуçăм паян хавасланчĕ.
Хавасланчĕ чĕрем паян кун.
Ĕмĕт, ĕмĕт... Епле хăлаçланчĕ!
Ĕмĕт-ĕмĕт! Хумхан та эс, çун!
Хĕпĕртетĕп! Çунатăп! Ирĕлетĕп!
Ирĕлетĕп тĕнче хĕвĕнче.
Улăхпа юрласа эп иртетĕп,
Ярăнатăп уй-хир çийĕнче,
«Эй, да ну! Да-ну! Да-эй-да!
Тумна ху та – чăмпăлт авăра.
Ой, Тали... Тали... Талита!
Талита пултăр ăшăмра».
Улăх симĕс, ешĕл симĕс утă,
Ешĕл курăк çитĕннĕ самай.
Те хыт килнĕ – йĕпенчĕ ман утăм,
Кăпăкланчĕ утăн çилхе ай.
Паян килтĕм эп, кĕтнĕ çĕн каччă –
Çĕнĕ ĕмĕт пӳртĕр самана!
Çĕнĕ уйшăн эп – суннă тăлмачă,
Çĕнĕ шухăш парăнайнă мана.
Ялăм-йышăм! Савнă хĕрĕм-тусăм,
Килччĕ, илччĕ мана ытамна!
Чечеклентĕр пирĕн кашни пусăм,
Çилçунатăн васкат утăмна!
Эй-ха, кам-ха тата мана чарĕ,
Кам-ха чарĕ ялпа киленме?
Çĕн урамăн раскалĕ начар-и
Ĕмĕтпе пĕлĕте çĕкленме?
Ялăм! Уçчĕ часрах хапхуна эс,
Тухса сарăл çеçен тинĕсре.
Çитĕ, çитĕ ватсупнă хурăн айĕн
Пытармашкăн сăнна кĕтесре.
Тухса сарăл уйсерĕн, хирсерĕн,
Курса савăн тăван вăрманна.
Тулă хумĕн тинĕсне кайса перĕн,
Кайса çавăрăн хулана – хăнана.
Эй, да-ну, да-ну!! Да-эй-да!
Çунатлан та – тĕпсĕр пĕлĕте!
Шурă утăм – юмахлă телей тĕк,
Уй-хир ешĕрĕ калчан хĕлле те.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...