Ĕлĕкхи салтак юрри
Патша янрал çаррине
Авал илнĕ салтака
Рабочипе хресчене
Ирĕклĕ мар, чĕр-çилам.
Хепхепĕлсем, унтерсем,
Ахвицерĕ-янралсем
Тапкă-çупкă çитернĕ,
Ним маршăнах вырттарса,
Ӳпне-питне çавăрса,
Шомполпала, хулăпа
Салтаксене çаптарнă
Патша улпут çарĕнче.
Служби срукĕ хăш чухне —
Çирĕм пилĕк çул таран —
Тăсăлнă çав çур ĕмĕр,
Аллă çула çитсен тин
Янă калла службăран.
Çавăнпала салтакран
Калла киле килекен
Питĕ сайра пулнă вăл.
Хĕненипе хĕнлĕхе
Тӳсеймесĕр, нумайĕш
Çапла патша çарĕнче
Пĕтнĕ ĕлĕк салтаксем.
Кулак, хуçа ачисем,
Капиталист таврашĕ
Кайман салтак службине —
Кучченеçпе, укçапа
Вĕсем юлнă салтакран
Тăлăх турат-чухăна,
Рабочие, батрака
Илнĕ ĕлĕк салтака
Çав асапа кăтартма.
Салтак ачи, тарăхса,
Вара çапла юрланă:
«Атăл урлă каçмăттăм —
Ким каçарчĕ, мĕн тăвас?!
Эп салтака каймăттăм —
Улпут илчĕ, мĕн тăвас?!
Алкумĕнчи сăрлă юпа,
Мĕн хурлăхшăн сăрланă-ши?
Ай, аттепе, ай, анне,
Мĕн хурлăхшăн çуратнă-ши?
Кикак-кикак хур кайăк
Кĕр каять те çур килет.
Эпĕр апла пулас çук —
Пĕр кайсассăн килес çук.
Атте пӳрте лартнă чух
Прене пуçне çĕклеймерĕм,
Эп аттене юраймарăм,
Атте пӳртĕнче пурнаймарăм.
Анне çăкăр пçернĕ чух
Вут çĕклесе параймарăм,
Эп аннене юраймарăм,
Анне çăкрине çиеймерĕм.
Пичче вăрмана кайнă чух
Лаша кӳлсе параймарăм,
Эп пиччене юраймарăм,
Пичче лашипе çӳреймерĕм.
Инке кукăль пĕçернĕ чух
Вутă кӳртсе параймарăм,
Эп инкене юраймарăм,
Инке куклине çиеймерĕм.
Кил хушшинчи турпаса
Эп пухмасан, кам пухас?
Çакă ялăн хурлăхне
Эп курмасан, кам курас?
Пăхăр тура пурччĕ ман,
Выртрĕ юлчĕ сунтăха.
Атте-анне пурччĕ ман,
Ларчĕç юлчĕç крекене.
Кĕмĕл çĕрĕ пурччĕ ман,
Выртрĕ юлчĕ чӳреч(е) умне.
Чун савниех пурччĕ ман,
Тăрса юлчĕ хапх(а) умне.
Çӳл ту çинче çил арман
Çиле майăн çаврăнать,
Çăнăх юхни курăнмасть.
Салтак ачи — çамрăк пуç,
Хыпса çунать ăш-чикки,
Çулăм тухни курăнмасть».
Шухăшсем
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...