Юрă çурални
Эс тупнă теççĕ тĕлĕнтермĕш юрă
(Ăна пĕлмен çын çук та таврара).
Хир чечекне çут кăмăлпа чуптурăн,
юрларăн юрруна та пĕр çавра.
Савăнăçна туятăп эп, тăванăм, —
юрру вĕçсе саланĕ хир-вăрманăн.
Эс утрăн вăрманти сукмаксемпе,
Вуншар шыв урлă ӳркенмесĕр каçрăн.
Çухатрăн канăçна çав чечекпе —
эс хĕвелпе, çилпе, вутпа калаçрăн.
Вăл пычĕ сан патна, темрен хыт кулчĕ:
Вылятпăр-и тесе мана ал сулчĕ.
Вăл утнă чух, эп куртăм чĕмсĕр уйăх —
Именчĕкскер — кăвак юманлăхра
кашни çулçа хăю тытма хăюлăх
çитернине: çак ырă вăхăтра
сирень садне эп питĕ шăппăн кĕтĕм —
чӳхенчĕ кăн-кăвак чернил пек тĕтĕм.
Ун сăн-питне ирхи хĕвел пек, теççĕ —
нумайăш куç хываççĕ ял хĕрне.
Ун сассинче ирхи çилсем кĕрлеççĕ,
чĕнеççĕ кайăксем те пĕр-пĕрне —
сĕм вăрманта шывсем шăнкăртатаççĕ,
çап-çамрăк йăмрасем пăшăлтатаççĕ.
Эх, çирĕмри пуçтах ăссен тĕнчи,
мĕскершĕн-ши вылянчăк, тĕркĕшӳллĕ?
Çапах вăл манăн çамрăклăх ĕнчи,
Яш чух пуçтах пулни те килĕшӳллĕ.
Ытла та, вăйăç, телейӳ черченкĕ —
ман еннелле пуç тайрĕ хир чечекĕ.
Хура куçсем, хура куç харшисем
Халь нотăсен паллисене куçаççĕ.
Çуралчĕç чи асамлă сасăсем,
вĕсем ман чунăн çăлкуçне уçаççĕ.
Эпир çĕн юрă шăратса утатпăр,
чечексенчен пуçкăшăлĕ çыхатпăр.
Тунсăхунта сан вăрттăн юрату —
шыратăн юрă эс, çыратăн юрă.
Эс тупрăн вăрттăн юрă... çухату...
Ăна пĕлмен çын таврара халь пур-и?
Ăçта эс, хир чечекĕ? Нина, Нина?!
Чĕнет сана чун кĕнĕ пианино.
Шухăшсем
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...