
Андрей Петтоки (Петухов Андрей Трофимович) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. 1905 çулхи юпан 7-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Ахманере çуралнă. 1942 çулхи çулла Витебск патĕнчи çапăçура пуçне хунă.
1940 çулта Куйбышеври педагогика институтне вĕренсе тухнă.
1935 çултан пуçласа А. Петтоки Мускавра, унтан Самарта пурăннă, кинематографи тата падагогика институчĕсенче вĕреннĕ, чăваш литературине вырăсла куçарас тĕлĕшпе тăрăшнă.
Петтоки ăста çыравçă тата ӳнерçĕ çеç мар, пултаруллă йĕркелӳçĕ те пулнă — тĕрлĕ вăхăтра комсомол ячейкине, пĕрлешӳллĕ хуçалăха, сĕт-çу фермине, «Сунтал» («Ялав») журнала, Писательсен союзне ертсе пынă. Çавăн пекех Куйбышев облаçĕнчи тăван тавралăх музейĕн ăслăлăх ĕçченĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
Пĕрремĕш сăввине 1925 çулта пичетлесе кăларнă. Хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине — «Çирĕм иккĕ» поэмăна (1932) — Андрей Трофимович хăй илемлетсе кăларнă.
1935 çулта К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарнă, ку паллă поэмăн пĕрремĕш куçарăвĕ пулнă.
Паллăрах кĕнекисем: «Çирĕм иккĕ», «Вунă çул», «Сăвăсемпе поэмăсем».
Шухăшсем
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...