Чăваш халăх поэчĕ Георгий Андреевич Ефимов 1928 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Малти Антавăшра çуралнă. Ялти пуçламăш, Хуруйĕнчи тулли мар вăтам тата Авăспӳрт Кипечри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1944 çулта Чурачăкри «Çĕнтерӳшĕн» хаçат редакцийĕнче ответлă секретарьте ĕçленĕ, çав çулах К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ çумĕнчи студие вĕренме кĕнĕ. Студирен вĕренсе тухсан Йĕпреçри колхоз театрĕнче артист пулнă. 1948 çулта Мускаври А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтне кайнă, унтан 1953 çулта вĕренсе тухнă. Кайран Г.А. Ефимов Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, Чăваш писателĕсен союзĕнче консультантра тата ответлă секретарьте, «Ялав» журналăн тĕп редакторĕнче, «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хы-пар») хаçатра пай пуçлăхĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче редакцисен заведующийĕнче, унтан каллех «Ялав», «Тăван Атăл» журналсен редакцийĕсенче вăй хунă.
Георгий Ефимовăн малтанхи сăввисем 1946 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Ăшă кăмăл» (1953), «Лирика» (1957), «Унăн çулĕ» (1958), «Çăка пыл шăрши сарсан» (1972), «Кинемей кин пăхма каять» (1976), «Кăмăл ытамĕ» (1978), «Асран кайми» (1988), «Астăватăн-и?» (1997), «Ĕмĕр иртет — кун юлать» (1999). Пĕтĕмĕшпе илсен, чăвашла 30 кĕнеке пичетленнĕ. Унăн сăввисене вырăсла куçарса Мускаври «Советский писатель», «Советская Россия», «Современник», «Молодая гвардия», «Малыш» издательствăсенче 30 кĕнеке кăларнă.
Чăваш литературине малалла аталантарас ĕçре тăрăшнăшăн Георгий Андреевич Ефимова Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх поэчĕ хисеплĕ ятсем панă, Халăхсен туслăхĕ орденпа наградăланă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...