Каласа пар, эппин, каласа пар...
Каласа пар, эппин, каласа пар,
Килĕштеретĕп сан калаçăвна.
Анчах та эсĕ хирĕç пăхса лар,
Курам эп сан
Пĕр ним суйман куçна.
Хĕр чух епле пуяни ума тухать:
Чупнах пуль тетĕп каччăсем хыçран.
Тĕрĕлеме кайсассăн улаха,
Пĕри хăпмасăр ларнă сан çумра.
Кайран — Шупашкарти институтра.
Мĕн чухлĕ тӳснĕ хырăм выççине?
Салтак çыру çыратчĕ вăрçăран,
Ыйтатчĕ упрамашкăн чун хĕмне.
Вăрçи, ай, никама та шеллемест:
Пуçне хурать вăл Одер хĕрринче.
Турри пӳрмен ăна киле килме, —
Выртать салтак ютри çĕр айĕнче.
Куççуль юхса анать пит тăрăх сан, —
Юратнине мĕскершĕн пытарас?
...Кайран, вăрçă иртсен,
Качча тухсан
Эс пăхнă сусăрланнă мăшăра.
Хĕр ĕмĕрне
Ахаль ĕмĕрлемен.
Мăнукусен ачийĕсем те пур.
Пуçу çине ӳкнĕ пулсан та юр,
Этем ăшши упраннă сан,
Пĕтмен.
«Нуши мĕскершĕн хăвалать хыçран?»
Тесе илсен те эсĕ хăш-пĕр чух,
Сана ятлаçнине
Пачах курман,
Çĕршыв çине те тарăху сан çук.
Кун-çул сана
Вĕрентнĕ-мĕн чăтма,
Кунсем вĕрентнĕ тӳсĕмлĕ пулма.
Ачапчана савакан çын нихçан
Хурламĕ те ятламĕ пурнăçа.
Каласа пар, эппин, каласа пар
Мĕн пуррине,
Мĕн пĕлнине йăлтах.
Анчах та эс куççулĕ ан кăлар,
Пит лăпкăн вырттăр сусăрлă салтак.
...Анчах упра хăвна,
Упра хăвна,
Чăтăмпа ăс хăвар-ха ăрăвна.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...