Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Вырăсларан Н. Евстафьев куçарнă.
Çывăр лăпкăн, чĕвĕл-кайăк,
Пĕчĕкçĕ пепкем.
Сăпкуна сиктернĕ май эп
Юрă кĕвĕлем.
Уçă, çутă та пит аслă
Умăнnи çулу,
Пултăрах пĕрмай хаваслă
Шăнкăрав-куллу.
Вăй-халне, тарне те халăх
Хĕрхенмест ĕçре, —
Пулĕ саншăн савăнмалăх!..
Чунăх, тĕлĕрех.
Тăшмансем пуçласшăн вăрçă.
Мирлĕ халăхсен
Вăй-хăвачĕ чăн та хурçă,
Çирĕп вăл темрен.
Чикĕри хурал та сыхă—
Вичкĕн куçĕсем...
Килтĕр, килтĕр тутлă ыйхă,
Çывăрах, пепкем.
Кăшт ӳссен, шкула эс кайăн.
Уроксем пĕтсен,
Килелле эс чупăн лайăх
Паллăсем илсе.
Мăюнта хĕм-галстук пулĕ;
Комсомол та шкул
Тупса парĕç пурнăç çулĕ... —
Çывăр, канлĕ пул.
Аçу пек ӳссе çитсессĕн,
Вăй кĕрсен хулна,
Инженер, тен, пулăн эсĕ,
Кайăн стройкăна.
Çĕршывра таçта та пур ĕç! —
Эс тăрăшнисем
Тусусемшĕн ырлăх кӳрĕç...
Малалла
 Çур аки эпир тăватпăр,
Тыр акатпăр тăрăшсах.
Пĕр бригадăн икĕ трактор,
Çичĕ хĕр те пĕр хусах.
Сухалатпăр ăмăртуллăн,
Маларах тухас тесе.
Васкаса акатпăр тулă
Такмакпа пехиллесе.
Тунсăхпа вилместпĕр эпĕр,
Пур тальянка та баян.
Баянне тăсать Хĕветĕр,
Купăсне вара — Татьян.
Çичĕ хĕр эпир саватпăр
Пĕртен пĕр бригадира.
Тен, юласшăн вăл хусах-тăр?
Ют ялта-и, тен, шырать?
Эх, ейпух, йăлăхтарман-ши
Хусахла кун-çул ăна?
Ĕç пĕтсен, Наçтук е Маша
Пурпĕр илĕç тыткăна.
Юрама ăна шутлатпăр,
Тек тимлетпĕр ăмăртса.
Тĕплĕ пур ĕçе тăватпăр
Ташласа та юрласа.
Председатель те паллашрĕ
Пирĕн йыш ĕçĕпеле.
— Ку уй, — тет, — ыр тухăç парĕ
Музыка кĕввипеле.
 Епле ансат çак пурнăçра,
Тӳпе çути, хĕвел ăшши те,
Вăрман, уй-хир – йăлтах санра.
Çак ырлăхсем пурне те çитĕç.
Епле ансат çак пурнăçра!
Тӳпе ялан йăл-йăл кулмасть,
Пулать вут-çулăмлă, пушарлă.
Ун чух – хĕвел те ăшă мар,
Ун чух – çĕн çăкăр та тăварлă.
Çук, пурнăçра пит ансат мар.
Телейлĕ кун, сăваплă вилĕм –
Хăшне халь суйласа эс илĕн?
Е шутлăн выçăхса ларма?
Çук, çăмăл мар çав пурăнма.
Пыраççĕ ĕçӳсем ăнса,
Ĕçле те, çи те, канлĕн çывăр.
Тепри вилет выçса, шăнса…
Епле çак пурнăçра пит йывăр,
Епле çак пурнăçра ансат!
29.09.1971.
 Те хам тĕнче курнишĕн кĕркунне,
Те çимĕçĕ пиçсе çитнишĕн çĕрĕн, –
Çĕн çăкăр пек савса куратăп кĕрĕн
Хура уй-хирлĕ, çумăрлă кунне.
Пепкешĕн – амăш сĕчĕ пархатарлă,
Этемшĕн – çĕр. Вăл пурнăç ĕмкĕчи.
Курсам, пĕр ывăç çĕр. Хирте эс тарлăн,
Кайран вăл пулĕ тыррăн пĕр пĕрчи.
Çĕн тырă пек ӳстертĕр ман сăвва та
Çĕр сĕткенне илсе тăран чĕрем…
Пĕлместĕп хам та, мĕншĕн пит саватăп
Çуралнă вăхăта – хура кĕре?
 Кашни ир кӳлĕре
Мăшăр акăш çӳренĕ,
Инçетри ют çĕре
Çул тытма хатĕрленнĕ.
Шур тумне çут шывпа тек чӳхенĕ.
Вĕсемпе çут çанталăк киленнĕ.
Кĕрхи ир çут кӳлле
Вĕçсе аннă ик акăш
Ах, хăрушă…
Ак тахăш
Пăшалпа. Вăл тĕллет.
Кĕрĕслетрĕ.
Акăш тумĕ хĕрелчĕ.
Кур, çӳле вăй пухса вăл çĕкленчĕ.
Кур, çĕмрен пек вĕçет.
Нăйкăшмарĕ, – юрларĕ!
Вĕçесси тек пулмарĕ.
Паттăр акăш ӳкет…
Акăшсем вилес чух нăйкăшмаççĕ,
Акăшсем вилес умĕн юрлаççĕ!
 — Полиглот мĕн тени? —
Ыйтрăм эп аттерен.
— Пит нумай чĕлхе пĕлни, —
Вăл мана пĕлтерет.
Полиглот, полиглот...
Ĕмĕте хускатать.
Полиглот, полиглот...
Илеймĕп-ши вăл ята?
Тытăнтăм вĕренме
Тутарла, вырăсла.
Халĕ сенкью вырăнне
Мерсилеп французла.
Вĕренетĕп пĕрмай
Нимĕçле, испанла.
Ак пуçларăм ăнкарма
Китайла, японла.
Ĕç ăнать-çке ытла.
Ку çĕклет кăмăла.
Пăлхарла, латинла
Ăнланап çăмăлах.
Тиврĕ ман авланма.
Йывăр халь мимене.
Хал çитмест-çке ăнланма
Хуняма чĕлхине.
 Упăшкан хăй арăмне
Вырăн çинчен кăларса
Хуса яма юрамасть,
Арăмĕн çав право пур.
Вергилири почтамтра,
Тем те кирлĕ пулсан та,
Хĕрарăмпа калаçма
Арçынсен пач юрамасть.
Пенсильвани штатĕнче
Пушарниксен пушарччен
Пĕр сехет малтантарах
Шыв пăрăхне пăхмалла.
Атлантăра никам та
Ни тротуарсем çинче,
Ни сĕтел сунтăхĕнче
Çывăрма пултараймасть.
Кăнтăр Каролинăра
Тĕрлĕ çурт-йĕр хуçисен
Пушар тухиччен малтан
Çивиттине сӳтмелле.
Оклахомăри саккун
Кирек ăçти шыв-шурта
Пулăсене эрехпе
Хăналама пач чарать.
Лос-Анжелесри çынсен
Урамра, кантурсенче
Хĕвел çаврăнăш çиме
Ним чухлĕ те юрамасть.
Алабама штатĕнче
Каçхи хунар çутипе
Лĕпĕшсене тытакан
Саккунпа явап тытать.
 Эс çамрăк-и?
Çамрăк!
Хĕрӳ-и?
Хĕрӳ!
Тултар рюкзакна, купăсна ан ман!
Кăтарт ĕçӳпе, çĕнĕ нефть тупман.
Эс хатĕр-и?
Хатĕр!
Ыран-и?
Паян!
Çĕр-шыв сана чĕнчĕ, эс турăн тупа.
Ӳксен те, вилсен те шыратăн, тупам!
Эс çамрăк-и?
Çамрăк!
Вĕри-и?
Вĕри!
Ал пар кил-йышна, савнине чупту,
Çĕн çул хывмалла, ватмалла сăрт-ту.
Эс çамрăк-и?
Çамрăк!
Хаяр-и?
Хаяр!
Пырать çапăçу. Тăшман та хаяр
Хытар чăмăрна – ăна хирĕç каяр!
Эс çамрăк-и?
Çамрăк!
Каяр-и?
Каяр!
Ыран-и?
Паян!
 Шурă юра сивĕ çил вĕçтерет,
Çурт çумĕпе çӳлĕ кĕрт çитĕнет.
Хура вăрман кашлани илтĕнет,
Йĕлтĕр йĕрĕ юрпала витĕнет.
Сивĕ çилĕ мăръере шăхăрать,
Уй-хир тăрăх ыткăнса ахăрать.
Ака тухнă ачасем ярăнма,
Çилпе харăс выляса савăнма.
 Тĕнчене силлессĕн
Çил сикет çиллессĕн.
Юр юла пек вĕттĕн пĕтĕрнет.
Çул та çук – çухалчĕ,
Шиклĕх çеç çуралчĕ,
Çитрĕм мар-ши пурăнăç хĕрне?
… Пăрлă ӳт пĕçерчĕ,
Юр – йĕпе икерчĕ...
Ăш-чикре те ăшалать вутла.
Шур тĕтре, шур лĕпĕш,
Эх, епле шыв лĕпĕ.
Хывăнас пуль, пăчă-çке ытла.
Ку вăл – вилĕ кулă,
Эп чĕрех-ха,
Курăр!
Юн пăрланиччен кӳтем –
Вăй-хала шăмарăп,
Тĕлĕк курса мар эп,
Кĕрешсе вилем.
Эп – этем!
Шăл çыртса çул уçрăм,
Хырăмпа эп шуçрăм.
Курăр!
Çитрĕм хам çитес çĕре.
Пурăнăç!
Пĕрре эс,
Саншăн çеç кĕрешĕç
Вут-хĕлхемлĕ
Мĕльюншар чĕре.
■ Страницăсем: 1... 765 766 767 768 769 770 771 772 773 ... 796
|
Шухăшсем
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...