Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ирĕк çилКайăк тусĕВăрман ачисемХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхКăвайт çутисемХура çăкăрКулăшла калавсем

Вĕçсе килнĕ симĕс кăсăя...


Вĕçсе килнĕ симĕс кăсăя,

сысна çăвĕ каймĕ-ха сая.

Уйăх тулчĕ. Илĕртет кулли.

Алтăр çăлтăр тӳрĕ, туп-тулли.

Юпа хăвăрт иртрĕ пек темме,

чăн чăваш тăвасшăн чӳклеме.

Çĕн çиме, çĕн çимĕç хатĕрлет,

купăс хĕлĕхне вăл ĕнĕрлет.

Пĕр каçпа хăна-вĕрле пухать,

ташăри тăван пуçне ухать,

тĕпелте пур арăм савăнать,

çĕн юрпа çĕн юрă хывăнать.

 

29.10.2007. Ир кӳлĕм.

Хула


Ялта —

авван хулла.

Кунта —

хытарт хула,

кунта —

ял мар — хула.

Хутран хута

хутлан,

Пулан ху та —

«Вутлан»!..

Хулан

сăн-пит ула.

...Сулатăн пит

алла...

...Юхан шыва юхма

Епле чаран,

Ухмах?!

Таптанакан асфальт

Юрлать, итле,

бас... альт...

Урам —

юхан шу пак,

Ик еннипе

купа —

Чул çурт купи.

Пур çурт —

Çап-çут.

Пур çурт —

Улт хут.

Пур çурт

ларать ту пак,

Пур çурт

кăларать труба...

Хулан

çилхи хушка,

Аял —

чулпа

Малалла

Çиçем


Тĕнче çийĕ хумханчăк пит.

Çиçет çут çиçĕм пĕлĕтре.

Кив ĕмĕр, мĕскĕн анчăк пек,

Аран хăй хӳрине сĕтĕрет.

Умра çĕн ĕмĕр, çĕн тĕнче,

Хĕрӳ кăварлă çамрăклăх.

Хĕвел вылять ун питĕнче, –

Ăçтан ăна çăварлăхлăн?!

Çĕн çамрăк вăй –

Çиçен чĕр çиçĕм.

Çĕн çамрăк хал

Кĕрлет çĕр çийĕн.

Яш вăй-хала

Çĕнмешкĕн çук.

Хастарлăх ун

Иксĕлес çук.

Çĕн çамрăк вăй –

Çиçен чĕр çиçĕм,

Çĕн çамрăк чун –

Хĕрӳллĕ çулăм.

Çиç, çиçĕм, çун!

Янра, яш куллăм!..

Пур çамрăк, кил кунта,

Нăйкăшлăха пăрах!

Юрлар хытăрах пĕрле.

Пĕр ĕмĕтлĕ пулса

Тавай, тĕпрен çăвар

Кивелнĕ ват çĕре.

Тĕнчипелех кĕрлер,

Янрар, сарăлар çилпе,

Ĕмĕтпеле пĕрле.

Çĕн сăрпала тĕрлер

Çĕре вĕр çĕн стильпе...

Телей çулне йĕрлер.

Пирĕн валли — илем!

Пирĕн валли — хĕвел!

Пур савăнăç — пирте...

Хĕвеле алла илем,

Уйăха чикем хĕве...

Ташлам çеçен хирте.

* * *

Малалла

Йăлăм енчи чăваш тĕнчи


(«Чăваш ен» санатори çумĕнчи кĕлетке пахчинче çӳренĕ май)

 

Йывăçран кĕлетке кăлараççĕ,

асамлаç ăстасен тĕррисем.

Юпасем çăвари пек лараççĕ:

ыр-хаяр, çу чăваш туррисем.

 

Çак сăваплă ĕçсем, Микуç, сан-тăр,

чун илейнĕ мĕн пур кĕлетке?

ĕçтешӳ те çук мар: Пикл Сантăр,

Фролов, Кошелев, Чак та Эткер…

 

Тав тăватпăр сире те Турра:

аллăрти çивчĕ ăйă-ыра

йывăçри хăвата пухса хĕртрĕ,

чăн чăваш тĕнчине ăша кĕртрĕ.

 

Ылтăн ту, ăмăрт кайăк, юпа,

Улăп Амăшĕ, Вăхăт туррийĕ...

Пĕр тĕлте чарăнатăп тăпах,

тĕлĕнтерчĕ унта мĕн çырнийĕ:

 

«Чăваш çĕрĕпе шывшĕн пуç хунă

улăп-паттăрсене асăнса».

Çак куна çитиччен пурăнса,

çук, пĕтмен-ха хевти Аслă хунăн!

 

Йăлăмри юпасем шăп лараççĕ,

вĕсемпе эс сăмахсăр калаç.

Шăплăхра ăстасем асамлаç,

йывăçран кĕлетке кăлараççĕ.

 

28-29.10.2007.

Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ...


Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ,

Йыхравлăн янăрать кĕсле.

Паян поэт кăвар чĕреллĕ,

Чĕлхи вылять ун çут хĕçле.

 

Тăван çĕршыв — мухтавлă Улăп —

Поэт чунне пăхăнтарать.

Тăван чĕлхе — ем-ешĕл улăх —

Поэт унта халь хăнара.

 

Юрла, поэт, ташла та çуйăх!

Йăпат хăватлă Улăпа.

Упаленет антранă уйăх, —

Çапса ӳкер ăна чулпа!

 

Кама пит кирлĕ пуль çав уйăх?

Ун хакĕ халĕ йӳн çӳрет.

Нарастаран салху та хуйăх

Мещен хĕрсемшĕн вăл кӳрет.

 

Халь пултăр купăс е сăрнай, —

Ташша кĕтет çĕршывăн уйĕ.

Çак аслă çимĕк çитнĕ май

Пуçланмалла чăвашăн туйĕ.

 

Поэт тени пит чăрсăр çын вăл, —

Мĕскер шутлать — çавна тăвать:

Салхуллă уйăх — сăнсăр символ —

Ак кутăн-пуçăн ывтăнать.

 

Поэт хĕçпе вăльт-вальт ухать...

Е мыскара ку, е ку чудо —

Ӳкернĕ уйăхран çап-çутă

Янравлă çĕн сăрнай тухать.

 

Кам çакă тĕнчере асамăç,

Кам ăрăмĕ темрен хаяр, —

Малалла

Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара...


Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара,

Макăрсан пыл хумарăн тута-çăвара.

Анчах сансăр пуçне, ыр çĕршывăм,

Тĕнчере чи хакли тек пур-ши вăл?..

 

Акă савнă Пăла, вылянать-çке вăл тек,

Чĕр вăйне чĕреме иксĕлмесĕр парать...

Ак чечен сад пахчи, аппан шур пирĕ пек,

Çурхи кун шуралса ыр шăршне вăл сарать.

 

Ял хĕрри укăлча. Симĕсленнĕ калча

Хĕвелпе пĕрлешсе йăрăм-йăрăм юхать.

Сыв-и, ватă юман! Кунĕпех ачапча

Сан туйру айĕнче туй тăвать, çуйăхать.

 

Çут тăванлăхăм! Пар аллăна

Сан патна савăнса таврăнан ывăлна.

Ĕмĕтсен илемне, шухăшсен тупсăмне

Вăл санра çеç шырать, ыр çĕршывăм-анне!

Çын пекех пуль йывăç...


Çын пекех пуль йывăç

вăрманта ӳсет:

саркаланнă лешĕ,

çакă хĕн тӳсет;

ав, пĕрне çил ватнă,

тепри тăн-тăнах.

Йывăçсен шăпи те

çынсен пек, чăнах.

Ку енче чак хăйăр,

кĕллĕ çĕр кăшт пур,

айлăмра çу-хĕлĕн

пăчăртатĕ шур…

ăнлансам, тайгаçăм,

çĕрĕм урăх ман,

пурăнаймăп эпĕ

ӳсмесен юман.

Эп сунарçă мар çав,

пулăçă та мар.

Манăн тĕп тĕрекĕм –

хура çĕр-тымар.

 

25.10.2007. Кăнтăрла.

Тĕттĕмрен хăрамас...


Тĕттĕмрен хăрамас,

тĕттĕмлĕхрен хăратăп.

 

Çутăпа пурăнмас,

çутăлăхпа пурнатăп.

 

Çынсене çĕклемес,

хам çынлăха çĕклетĕп.

 

Чунсене чӳклемес,

хам чунлăха чӳклетĕп.

 

25.10.2007. Ир кӳлĕм.

Хăмăш


Çилпеле йăпанать çеçенхир,

Хĕвел ăшшăн кулать маччаран.

Ирĕлет пĕлĕт çи – кăвак пир –

Сарăлать майĕпе катаран.

 

Хумпа хăмăш кӳлĕре тупăшаç,

Тупăшсах хумханса хутăшаç.

Шĕпĕл-шепĕл шăваç, сĕтĕрнеç...

Юратса çупăрлаç пĕр-пĕрне.

 

Шыв кахаллăн çилпе хумханать...

Хĕвел тупнă шывра куç кĕски;

Тăкăнать шыв çине йăлтăркки,

Хумпа хутăш ун сăнĕ вылять.

 

Хăмăш шăппăн, хăй ăссĕн юрлать,

Хушшăн-хушшăн ши-ши! шăхăрать,

Сасси шутсăр тушнан* янăрать,

Юррине итлесех çил чарăнать.

 

– Мĕн юрлан эсĕ, хăмăш, ялан?

Ма тушна сан кĕввӳ, ма салху?

Çулçă çийĕн куççуль ма тăкан?

Ирĕк курăк вĕт эс хуна ху!

 

Сана выльăх килсе таптать-и?

Сана хурçă çава çулать-и?

Вичкĕн çилĕ сана ачашлать,

Сан айра шыври хум таш ташлать.

 

– Çук, ман кĕвĕ уншăн мар пит тушна,

Уншăн мар хумхатап шух(ă)шăма.

Уншăн мар куç çинче чĕр куççуль,

Маншăн ирĕк – тăван çутă кӳл...

Малалла

Хĕр патне


Ан кулянсам, савни, ан хурлан.

Эс йĕрсе çут куçна ан пăссам!

Вăхăт урăх, йĕме тивĕç мар,

Йывăр шухăш ан пултăр, – пусар.

 

Макăрмашкăн маншăн – эп вилмен,

Маншăн пурнăç сĕткенĕ типмен...

Эп хавас ирĕк халăх çĕрне

Сыхламашкăн мĕн пур чĕрепе!

 

Ман юлташ халĕ урăх – пăшал;

Сар хĕртен те вăл маншăн паха.

Эп ăна сан пекех ачашлап,

Хамăн çирĕп аллăмра хыт тытап.

 

Эп хавас. Маннă эп макăрма.

Маншăн илемлĕ, чипер касăрма*.

Эп хавас хастар шухăшпа,

Вĕт мĕн пур çут тĕнче ман умра.

 

Нумай мар – ик çул çеç, ик çĕрте

Курнăçмасăр пурнăпăр пĕр-пĕрне.

Вăхăт шухă, иртĕ хăвăртах –

Сисеймĕн те, таврăнăп каллах.

 

Эс сисетни, савни, çут тĕнчен

Урăх сăн вĕлкĕшет питĕнче.

Эс сисетни – пурнăç çĕнĕ шăлт,

Çĕн тумтир тăхăннă çĕрĕ йăлт.

 

Кунран-кун улшăнать самана,

Илемленĕ кун-çул яланах,

Йăлтăртатĕ çап-çутă ял хушши,

Йăлтăртатĕ электрицă çути.

 

Малалла

■ Страницăсем: 1... 719 720 721 722 723 724 725 726 727 ... 796

Шухăшсем