Çиçем
Тĕнче çийĕ хумханчăк пит.
Çиçет çут çиçĕм пĕлĕтре.
Кив ĕмĕр, мĕскĕн анчăк пек,
Аран хăй хӳрине сĕтĕрет.
Умра çĕн ĕмĕр, çĕн тĕнче,
Хĕрӳ кăварлă çамрăклăх.
Хĕвел вылять ун питĕнче, –
Ăçтан ăна çăварлăхлăн?!
Çĕн çамрăк вăй –
Çиçен чĕр çиçĕм.
Çĕн çамрăк хал
Кĕрлет çĕр çийĕн.
Яш вăй-хала
Çĕнмешкĕн çук.
Хастарлăх ун
Иксĕлес çук.
Çĕн çамрăк вăй –
Çиçен чĕр çиçĕм,
Çĕн çамрăк чун –
Хĕрӳллĕ çулăм.
Çиç, çиçĕм, çун!
Янра, яш куллăм!..
Пур çамрăк, кил кунта,
Нăйкăшлăха пăрах!
Юрлар хытăрах пĕрле.
Пĕр ĕмĕтлĕ пулса
Тавай, тĕпрен çăвар
Кивелнĕ ват çĕре.
Тĕнчипелех кĕрлер,
Янрар, сарăлар çилпе,
Ĕмĕтпеле пĕрле.
Çĕн сăрпала тĕрлер
Çĕре вĕр çĕн стильпе...
Телей çулне йĕрлер.
Пирĕн валли — илем!
Пирĕн валли — хĕвел!
Пур савăнăç — пирте...
Хĕвеле алла илем,
Уйăха чикем хĕве...
Ташлам çеçен хирте.
* * *
Çиç, çиçĕм, çивĕччĕн, çирĕп,
Сир штрумăн сĕм хура карне!..
Эп сан пекех пĕлĕте йăлт сирĕп,
Санпа — тăван чĕлхем.
Пуç миминчи хĕлхем
Çап-çут çунать.
Çиç, çиçĕм!..
Ленинград.
Шухăшсем
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
Attract more leads for your chuvash...
Ready to drive targeted visitors to your...
Повысьте эффективность своего производс...
Is low website traffic holding you back?...
Struggling to get the right visitors to ...
Struggling to get targeted leads to your...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Повысьте эффективность своего производс...
Лазерный уровень легко помещается в су...