Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хурапа шурăТăм ӳкнĕ ирТанатаҪавраҫилХум пӑшӑлтатӑвӗӖмӗр вӗренПурăнас килет

Австралири тĕлпулу


Тăхăрьял каччи Артем Никитин Лăпкă океан флотĕнче виçĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн тăван ялне курма кайса килчĕ те пурнăçне малалла та тинĕспе çыхăнтарма шутларĕ. Тинĕс пăрахут граждан флотĕнче ĕçлес, тĕнче тăрăх курса çӳрес шутпа Находка хулине юлчĕ. Çапла вăл ачаранах курма ĕмĕтленнĕ вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕссене килĕштерсе пăрахрĕ те моряк пурнăçне малалла тăсма тĕв турĕ. Чăваш каччи пĕр вăхăт ятарлă курссенче танкермана вĕренчĕ. Унтан «Амгунь» ятлă танкер çине лекрĕ, ку хăй тĕллĕн çӳрекен судно Австралирен тĕнчери тĕрлĕ çĕршыва сурăх тата банан çăвĕ турттарать. Экипажĕ пысăках мар, 20 çынна яхăн çеç, вĕсем хушшинче виçĕ чăваш. Пĕр тухса кайсан çур çул ытла та çӳреççĕ вĕсем океан-тинĕс тăрăх. Вунпĕр уйăх таврăнмасăр тĕнче касни, ишни те пулнă. Мĕнле çĕршыва кăна çитмен!

Австралире сурăх питĕ нумай усраççĕ, уйрăмах çурçĕр-хĕвелтухăç енче. Инди океанĕпе анăç енчен ишсе килекен «Амгунь» танкер Тимор тата Арфур тинĕсĕсем урлă иртсен Лăпкă океана кĕрекен Коралл тинĕсне çитсе Австралин Таунсвилл портне кĕрсе вырнаçрĕ. Кунта вĕсем шăпах çу тиемелле. Тепĕр кун экипажа канмалли кун пачĕç. Çавăнпа усă курса ултă моряк танкер çинчен анса хулана тухрĕ, вĕсемпе пĕрле капитана пулăшаканĕ те пур, ăна моряксем хăйсем хушшинче «особист» теççĕ. Вăл ушкăн ертӳçи, унсăрăн моряксен хулана тухма ирĕк çук.

Малалла

Çитрĕç сивĕсем


Çитрĕç сивĕсем,

Шăнчĕç пĕвесем.

Мамăк пек шап-шур

Ӳкрĕ кăпăш юр.

Выртрĕ çĕр вара

Çывăрма тинех,

Сивĕ çапасран

Тăлăп витĕнсех.

Çын хушшинче эс хисепре


Тăван аппана Мария Алексеевна Аршуткина-Антипована

 

Терт-нушине сахал-и курнă

Эпир пурнан пурăнăçра.

Çапах та шанчăк çеçке çурнă,

Вăй тапнă чĕрере-чунра.

 

Мана эс пулăшса пыраттăн,

Эс суннă ыррине мана.

Асли пулса эс ăс параттăн,

Нихçан та манмăп эп çакна.

 

Эс ăслă тухтăр, пултаруллă,

Паян та тăрăшан ĕçре.

Ялан çапла маттур çеç пул эс —

Çын хушшинче эс хисепре.

Ĕçĕр хĕвелле çӳле çĕклентĕр


Халăха вĕрентес ĕç отличникне Василий Иванович Васильева

 

Пултарулăх сирĕн тĕрлĕ енлĕ:

Физик, вĕрентӳ пай пуçлăхĕ,

Шкул директорĕ... Нимле пĕлменлĕх

Çук пуль — ку чун та ăс ырлăхĕ.

 

Çĕр-çĕр ачана эсир ăс патăр,

Вĕрентсе кăлартăр çул çине.

Чĕререн сире халь тав тăватпăр,

Тухас çук асран мĕн ĕмĕре.

 

Нихăçан та канăçа пĕлместĕр,

Йĕркелерĕр ялăн музейне.

Ĕçĕр хĕвелле çӳле çĕклентĕр,

Ăшăттăр, вăй патăр çынсене.

Вăрăм ĕмĕр эп сунатăп


Мария Петровна Никитинана

 

Вырăсла та, нимĕçле те

Вулама та калаçма

Тарăшуллăн вĕрентеттĕн —

Çак килет халь асăма.

 

Шкул ертӳçинче ансат-и —

Улшăнмасăр нумай çул

Сумлăн эсĕ вăй хурсаттăн.

Çирĕп сывлăх, ăнăçу,

 

Вăрăм ĕмĕр эп сунатăп,

Эп сире нихçан та манмăп.

Тавăру


Çын çинче нимпе те палăрса тăман, тупринчен тупăш курман Лев Саввич Турманов, кукша пуçлă, çамрăк арăмлă арçын, пĕрре, юлташĕн çуралнă кунне уявланă чухне, винтла вылянă. Пĕр хутĕнче самаях выляса ярса йĕп-йĕпе тара ӳкнĕскер, вăл тăруках хăй нумайранпа çуттине сыпманнине аса илнĕ. Вăл тăнă та кĕлеткипе сумлăн сулăнкаласа, чĕрне вĕççĕн утса сĕтелсем хушшинчен тухнă, çамрăксем ташлакан хăна пӳлĕмĕ витĕр иртсе (кунта вăл çамрăк та тĕссĕр аптекарь çине мăн кăмăллăнрах пăхса илчĕ те ăна, ашшĕ пек, хулпуççийĕнчен çапкаларĕ) буфеталла илсе каякан алăк леш енче çухалчĕ. Буфетри çавра сĕтел çинче кĕленчесем, эрех тултарнă графинсем лараççĕ… Çавăнтах, тĕрлĕ çырткаламалли хушшинче, симĕс суханпа тата петрушкăпа илемлетнĕ, çуррине çисе янă селедка выртать. Лев Саввич рюмкине эрех тултарчĕ, тем сăмах калассăн пӳрнисене çĕклесе вылятса илчĕ, ĕçрĕ те питне асаплăн пĕркелентерчĕ, ченĕçке тытса унпа селедкăна тирчĕ… Çак вăхăтра стена леш енче такамсем калаçни илтĕнчĕ.

— Пулĕ те, пулĕ те… — хăюллă илтĕнет хĕрарăм сасси. — Анчах вăл хăçан пулĕ?

«Ман арăм, — палласа илчĕ ăна Лев Саввич. — Кампа вара вăл?»

Малалла

Шыв хĕрринче


Тăтăм çеç пеме чулпа

Çырмари пĕр шапана,

Сантăр çирĕп алăпа

Тытрĕ çатăрах мана:

 

— Ма тиветĕн эс ăна?! —

Терĕ вăл. — Сана хăвна

Лектерсессĕн çак чулпа

Лайăх-и, шутла çавна!..

 

Асăрхарĕ курăнать

Пĕвери шапа çакна.

— Ак-ак, — терĕ, — ак-ак-ак!

Кĕрт мунча хăйне пăртак.

Тимĕр шапа


Кĕлетки — лаптак тукмак,

Урисем — çавра тукмак.

Кăштăрт-кăштăрт шутарса,

Чăштăрт-чăштăрт тутарса

Сӳрĕккĕн аран утать;

Тем шырать: кăн-кан пăхать.

Тимĕрех çав тимĕркке —

Ватă çын пек мĕштĕркке.

Ача шкула каять


Пĕрремĕш хут, пĕрремĕш кун

Пĕчĕк ача каять шкула.

Пуçланчĕ ĕç сукмакĕ ун.

Вăл тухрĕ халь инçе çула.

 

Хăй ăнланмасть ăна-кăна.

Виçесĕр лайăх халь ăна.

Утать, чупать кула-кула —

Пĕрремĕш хут каять шкула!

Ырă атте-анне


Ашшĕ Сашука платник инструменчĕсемпе паллаштарнă хыççăн йывăçран тĕрлĕ япала тума вĕрентрĕ. Малтан иккĕшĕ кашăк-тирĕк, йĕтĕр, шкатулка ăсталарĕç, каярахпа Сашук хăй тĕллĕнех амăшĕ валли ĕне сунă чух ларма пĕчĕк пукан турĕ.

Арçын ачан ашшĕпе амăшĕ ялти сумлă çынсем. Вĕсен аллисем ылтăн.

Улми йывăççинчен аякка ӳкмест çав.

■ Страницăсем: 1... 55 56 57 58 59 60 61 62 63 ... 796