Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвайт çутисемПулас кинсемÇăлтăрчăксемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеКуçа-куçăнХĕçпе çурлаТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчем

Çумăр хыççăн


Çумăр хыççăн хур аçи —

Пирĕн урам хуралçи —

Çунаттипе çат çапрĕ,

Çумăр шывне вĕлт сапрĕ.

Нихăшне те выçă хăвармарĕ


Унччен те анлă пулнă Атăл халь тата сарлака. Волгоград, Куйбышев хулисем патĕнче юхан шыв мар, тинĕс ку теме пулать, мĕншĕн тесен кунта электростанци тума Атăла урлă каçă картларĕç. Чăн тинĕс пекех çĕре чарлансем те килсе тулчĕç; Каспи тинĕсĕнчен килчĕç вĕсем. Хăшĕсем халь чĕпписене те кунта, Атăл тăрăхĕнчех кăлараççĕ. Чĕпписем вара хăвăрт ӳсеççĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех вĕçме пуçлаççĕ. Вĕçме вĕренеççĕ те хăйсем пулă тытма ӳркенеççĕ; ашшĕпе амăшĕ тăрантарнипе, янтăлла пурăнма юратаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ вара чĕпписене мĕнле çитермеллине питĕ лайăх пĕлеççĕ: пĕр-пĕр пулă тытсан, пуллине пĕр чĕппине çаплипе памаççĕ, пĕчĕккĕн, кашни чĕппине пĕр тан çитереççĕ. Ăна эпĕ хам куçпа куртăм. Курасси çапла пулчĕ.

Ку кун Атăл хĕррине хĕвел тухичченех çитсе лартăм. Ирхине пулă тăтăш туртать. Хĕрринче, тарăн мар çĕрте, пуринчен ытла вĕтĕ пулă-кăртăш çӳрет. Шӳрпере вăл та тутлă, çапах та пулăçăн чун-чĕри çавнашкал мар-и, пысăккине тытас килет.

Пĕр вăлтине ывăтрăм Атăла, тепĕрне… Кĕçех кăрт! кăрт! вылярĕ вăлта хулкки. Туртса кăлартăм. Пĕчĕкçеç шур пулă лекнĕ. «Эй, — терĕм, — санпа аппаланма та кирлĕ мар, каях, пурăн, ӳс». Вăлтаран майĕпен вĕçертрĕм те çак пулла тепĕр хут Атăла ятăм. Хăраса сехри хăпнă пулă труках тарăна кайма пĕлмерĕ, çӳлте ишсе çӳрет.

Малалла

«Туслăхпа витĕнсе кĕрекен Ăмсану…»


Туслăхпа витĕнсе кĕрекен Ăмсану,

Хăрамастăп санран — ирт çумма, хăна пул!

Хăнăхса çитнĕрен сан кашни хускану —

Йăпанмалăх тетте; йăлăхсан — çĕнĕ çул

Шырама хистекен, хусканмалăх сăлтав...

 

Çийĕмре — Çитĕнӳ: хыпашласшăн аллу,

Хăрамастăп унран — пул çумра, юкăс ту1;

Ăтса ил2 кирлине — ĕмĕрхи сан йăлу.

Ĕлкĕмрен3 ӳкерсе илнипех хăв, ăсту

Çĕлетсе тăхнас çук ăшăнмалăх мухтав...

 

Кĕвĕçӳ çинĕрен сӳтĕлет чăтăму...

Юлташла çавăтса кăларать Тарăху,

Леш енче кĕтекен Тавăру-тăвану

Тухсанах тыттарать ман ятпа çĕн чуху4...

Тĕл пулатпăр, эппин. Хисепленешĕн тав!

«Куçунти ешĕлте — пурăнас туртăму…»


Куçунти ешĕлте — пурăнас туртăму —

Шанăçпа ялкăшса çунакан çулăму

Астарса çатăрлать кĕттермесĕр вăрах...

Ăнланса иличчен вут тивет хăвăртрах:

Теприне çăтмасан — сӳнессе ăнлансах.

 

Куçунти ешĕлте — пурăнас антăху —

Асампа вĕресе тăракан шурлăху

Тухатса илĕртет теветкеллĕн чăмма...

Теприсем ыткăнса кĕрекен ытама

Хальхинче йыхăратăн мана. Ма мана?!

 

Куçунти ешĕлте — ĕрчекен тарăху....

Кампала сан кавар5?! Хуравла хăвна ху.

Çулăмра çуннăран çирĕпрех, -теç, — тăхлан,

Шыв-шурта пăтрансан кĕрешрех, — теç, — юман,

Çăт, эппин. Çăрăлса тухайсан — мана ман.

 

Тайăнсем6, ахăртнех, раснарах санпа ман.

«Пуç тавра сĕрлесе çӳрекен Шухăша…»


Пуç тавра сĕрлесе çӳрекен Шухăша

Çĕрĕпе çыврайми хăваларăм хамран...

Пуçăмра шăршланса выртакан кăнăша7

Кăларса ывăтман иккенне çак таран

Чухласах тасатмасăр тăратăп ăша:

 

Йăлтăркка ĕмĕтсен катăкне упраса

Чи ачаш туйăмпа сăтăрса тăнăран —

Кастарса суранлатнă пулсан та ăса —

Кăларса ывăтмасăр упратăп тарам8,

Унпалах никама кирлĕ мар намăса9.

 

Эрлĕкпе пӳрленсе хавшакан кăмăла

Шухăшран йăхланса10 амаланнă Сăмах

Сăхнăçем шыçăнса хут сапать тавралла...

Кăларса ывăтатăп! çитет! паянах!

Урăхла пурăнма пур-ха тепĕр хайла11.

Тĕлпулу


Тĕл пултăм юлташпа –

нумай çул курманни.

Калаçсассăн унпа,

туйăнчĕ ватăлни.

Сăмах сывлăх çинчен,

апат-çимĕç енчен,

ăçта кайса килсе,

мĕнле хакпа илсе

аван пулни çинчен –

тата вуншар ыйту,

пуçсем çаврăниччен.

 

Ниепле те сăмах

Атăл пек юхаймасть.

Пирĕн пуçра чăнах

шухăш шăпланаймасть.

Кашни хăй пурнăçне,

ачисен шăпине,

мăнуксене часах

курни-курманнине,

паян мĕн тунине –

мĕн чухлĕ калаçсан та,

вĕçĕ курăнаймасть.

 

Аванах мар пулсан та –

мĕн кĕçĕтсен – хыçаç.

Анчах мĕнчул хыçсан та,

хыçма чарăнаймаç.

Пĕлнĕ çынна курни,

ăнсăртран тĕл пулни,

аса-илӳсене,

ĕлĕк пулнисене,

унта-кунта курни –

пуç çаврăнса кайсан та,

ăна никам туймасть!

 

 

Ун пек тĕлпулусем

питĕ сахал пулаççĕ.

Халь урăх вăхăтсем,

пĕрне-пĕри манаççĕ.

Тăван çынсем пулсан та,

питех юратмасан та,

тĕл пулса калаçни,

Малалла

Хĕвел умĕн


Амăшĕ ывăлĕнчен çапла ыйтрĕ:

— Алюш, сана пĕр класра вĕренекен хĕр ачасенчен хăшĕ килĕшет?

— Вера.

— Галя кăмăла каймасть-и?

— Вăл лайăх вĕренет-ха, анчах ялан кивĕ пушмакпа çӳрет.

— Çавăншăн тиркетĕн-и?

— Ахă.

— Галя Дмитриева ашшĕсĕр ӳсет. Амăшне ăна пĕччен çитĕнтерме çăмăлах мар. Ывăлăм, халĕ иксĕмĕр хĕвел çине тинкерсе пăхар-ха, унта мĕн те пулин асăрхатăн-и эсĕ?

— Темле пăнчăсем пур.

— Ачам, çав тĕксĕм пăнчăсене çынсем çинче сахалтарах асăрхама пуçласан эсĕ çĕр çинче ху та çутă хĕвел пулатăн, — терĕ кулкаласа амăшĕ.

«Çухрăмсен çиппине хутăрла-хутăрла…»


Çухрăмсен çиппине хутăрла-хутăрла

Хăвран ху — тăрăшсах — хăтланатăн тарма.

Хăвна ху хăвалатăн çĕрле, кăнтăрла...

Ирĕкпе хăв хуçа. Кам пултарĕ чарма?

 

Хыçунтан сӳтĕлсе юлакан тунсăхна

Сĕвемшер пĕтĕрсе хутăрлатăп сăвва —

Аякри сивĕсем пуçласассăн сăхма

Уртса яр шăнасран. Упрасамччĕ хăвна.

Галстуклă Кăркка


Галстук çакнă та Кăркка

Пуçне çӳрет каçăртса.

Хырăм вырне кутамкка —

Утать çавна мăкăртса.

 

— Хырăм мар! Авторитет!

Ун пекки тупаймăн тек.

Кай, шыра, пăхатăп, — тет

Хăй хакне чухланă пек...

 

Тĕпсĕр, — тет, — çав пăтавкка...

Йывăр пуль ăна тултма.

Пашкать-хашкать мăнтăркка —

Йывăр пуль, чăнах, утма...

 

Чăтăр: лифт, чи çӳллĕ хут,

Хăй пекех капашлă çурт,

Кабинет тултармăш — хут

Чăтнă пек сире манкурт.

 

Вăрăм-вăрăм сăмсине

Хăй чикет пĕлмен çĕре;

Тĕк вĕçтерĕ... Уссине

Халиччен курман пĕрре:

 

Лăкăр-лăкăр калаçу...

Ни хурав çук, ни ыйту...

Ни тарçу вăл, ни хуçу...

Пĕр сăмах çеç: ту, ту, ту...

 

Пулĕ темĕн те тума:

Ĕç, апат, шайлав, хăна...

Ларт чипер тĕллев ума

Ăслă тетĕн-тĕк хăвна...

 

...Пит ансат-иç пурăнма:

Ăс та, тăн та кирлĕ мар!

Ăслă-тăнлă курăнма

Капăр галстук çак та яр!

Мана кирли...


Эп хамăн

сăрт çинче ларап,

унтан пурнăç

çине пăхап.

Пĕрремĕш хут

кăна çырмастăп –

халь никама та

пуç таймастăп.

 

Ку вăл –

мăн кăмăлтан килмест,

кунта урăх

сăлтавсем пур.

Пуç тайнишĕн

никам вилмест,

анчах вĕлермелли

те пур.

 

Пĕр-икĕ хут

çемçе пулатăн –

нумай-нумай

нуша куратăн.

Ĕнсе çине те

ларттаран,

ухă пек

авăнса тăран.

 

Вăйсăр çынна

хисеплемеççĕ,

кашни самантра

хĕсеççĕ.

Çапла вара

пĕчĕккĕнех –

çисе яраç

пĕтиченех.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 15 16 17 18 19 20 21 22 23 ... 796
 
1 юкăс ту – тытса тĕрĕсле
2 ăт – куçарса ил
3 ĕлкĕ — тĕслĕх
4 чуху – суя, усал сăмах
5 кавар – калаçса татăлни
6 тайăн – пурнăçламалли тĕллев
7 кăнăш – çӳп-çап
8 тарам – сая кайни
9 намăс — совесть
10 йăхлан — ĕрче
11 хайла — ăсталăх

Шухăшсем